
Паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта маршрутка тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ку 14 сехетсенче Пичет ҫурчӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Мерседес пынӑ чухнех хыпса илнӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра салонра пассажирсем пулман. 501-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микравтобус Чулхулана рейс хутланӑ.
Ҫулӑма ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫав вӑхӑталла маршрутка тӗппепех ҫунса кайнӑ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 234-мӗш маршруткӑран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Ирхине 7 сехет ҫурӑра транспорт Шупашкарти Гагарин урамӗнче пынӑ, «Патрис Лумумба урамӗ» чарӑнуран тапранса кайнӑ.
Маршрутка пынӑ вӑхтра ӑнсӑртран алӑк уҫӑлса кайнӑ. Салонри 37 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫине тухса ӳкнӗ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн пуҫӗ аманнӑ, пуҫ мими чӗтреннӗ. Ӑна пульницӑра пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.

Шупашкарта паян, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 22-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Форд-Транзит» юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ку 11 сехет те 20 минутра Константин Иванов урамӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 32 ҫулти водитель руле итлеттереймен. Вӑл ӳсӗр пулнине кӑтартакан паллӑсем пулман.
Салонра пулнӑ икӗ пассажир, хӗрарӑмсем, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ авари сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.

Прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн Шупашкарти «Хулари таксомоторлӑ парка» штрафланӑ. Перевозчикӑн административлӑ штраф тӳлеме тивӗ. Сахалах мар – 50 пин тенкӗ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: перевозчик 35-мӗш маршруткӑпа ытлашши нумай ҫын илсе ҫӳренӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, салона ҫынсем нумаййӑн чышӑннӑ.
Ҫакӑншӑн перевозчик тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Миравай судья куншӑн штраф тӳлеттермелле тесе постановлени кӑларнӑ. Хальлӗхе суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.

Пӗлтӗр Шупашкарти общество транспорчӗсенчи билет икӗ хутчен хакланнӑ: утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата раштавӑн 1-мӗшӗнче. Кӑҫал хака татах хӑпартма палӑртнӑ. Улшӑнусем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулӗҫ.
Хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче постановлени проекчӗпе паллашма пулать. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, общество транспорчӗпе каймалли билет хакӗ 2 тенкӗ ӳсӗ.
Ҫапла майпа авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа троллейбуспа каймашкӑн 22 тенкӗ кирлӗ пулӗ, карточкӑпа тӳлесен – 20 тенкӗ. Автобуссемпе маршруткӑсенче хак 25 тенкӗпе танлашӗ, карточкӑпа – 21 тенкӗ.
Пӗр уйӑх ҫӳремелли билет хакӗ 900 тенке ҫитӗ (халӑхпа организацисем валли). Студентсемпе вӗренекенсен билета 650 тенкӗпе туянма тивӗ.

Кӗҫех 334-мӗш маршрута хупасси пирки сас-хура сарӑлнӑ. Кун тӗлӗшпе Шупашкар хула администрацийӗ ҫынсен хушшинче ыйтӑм та ирттернӗ.
Пӗтӗмлетӳ паллӑ: халӑх 334-мӗш маршрута хупассине хирӗҫ. Ара, вӑл питӗ меллӗ маршрут – Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне Мускав проспекчӗ урлӑ каять. Влаҫ ӑна хупас мар, маршрут схемине сыхласа хӑварас тесе тӑрӑшӗ.
«Ку маршрута ҫав маршрут ҫулӗпех сыхласа хӑвармалла. Чылайӑшӗ ӑна хӑнӑхнӑ, унпа халӑх нумай ҫӳренӗ. Ҫавӑнпа эпир ҫак маршрута сыхласа хӑварӑпӑр тесе шутлатпӑр», - тенӗ ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов. Халӗ министерство хула администрацийӗпе кун тӗлӗшпе калаҫать.

Блаблакар сарӑм маршуткӑсемпе тата автобуссемпе официаллӑ майпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫулҫӳрев списокӗнче автобуссем те пур халӗ: вӗсене ятарлӑ паллӑпа паллӑ тунӑ. BlaBlaCar пӗлтернӗ тӑрӑх, BlaBlaCar Pro ятарлӑ сервис, вӑл профессионал перевозчиксене хӑйсен маршрутне сарӑмра кӑтартма май парать.
Тӗрӗссипе, маршруткӑсем Блаблакарта тахҫанах пулнӑ, анчах вӗсем ҫӑмӑл автомашина пек «пытаннӑ». «Халӗ эсир автобуспа каяссине карпулингран ҫӑмӑллӑнах уйӑрса илме пултаратӑр», - ҫапла ӗнентерет сарӑм.
Сӑмах май, унччен компани 120 ҫухрӑм ытларах каякан пассажирсем валли тӳлевлӗ пулассине пӗлтернӗ.

Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкар – Шупашкар маршрутпа ҫӳрекен тепӗр маршрутка чакӗ. Малашне 332-мӗш маршрутка ҫула тухмӗ, транспорт 101с-мӗш маршрут ҫине куҫӗ. Ку йышӑнӑва перевозчик хӑй тунӑ, маршруткӑсем ҫине пӗлтерӳсем те ҫыпӑҫтарнӑ.
ЧР Транспорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 332-мӗш маршрута пӑрахӑҫлама плана кӗртнӗ, мӗншӗн тесен вӑл 101с-мӗш маршрутпа пӗр пек ҫулпа ҫӳрет.
Аса илтерер: раштав пуҫламӑшӗнче Шупашкарта транспорт реформи вӑя кӗнӗ, чылай маршрута пӑрахӑҫланӑ, хӑшӗ-пӗрин ҫулне улӑштарнӑ. Хальлӗхе халӑха кӑмӑлсӑрлантаракан самантсем пур-ха, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ку ыйтусене ҫынсемпе пӗрле татса парасшӑн.

Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти маршруткӑсенче хаксене ӳстернӗ. Ку таранччен карттӑпа тӳлесен 18 тенкӗпе билет туянма май пулнӑ, карттӑсӑр – 22 тенкӗ.
Ӗнер, ҫурлан 14-мӗшӗнче, хаксене татах хӑпартма йышӑннӑ. Кунашкал пӗлтерӳсене маршруткӑсенче ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫӗнӗ тариф ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Малашне карттӑсӑр тӳлесен 23 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, карттӑпа – 19 тенкӗ.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ те хула администрацине билет хакне ӳстермешкӗн ыйтупа тухнӑ.

Шупашкарти хӑш-пӗр маршрутка ҫинче билетшӑн банк карточкипе тӳлеме май туса панӑ. Хальлӗхе кунашкалли икӗ маршрут ҫинче тест режимӗнче ӗҫлет.
Пӗрлехи транспорт карттин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑнав проекчӗпе килӗшӳллӗн терминала чикмесӗр ӗҫлекен банк карточкисене 33-мӗш тата 42-мӗш маршуткӑсем ҫинче йышӑнаҫҫӗ. Пассажирсем ҫавӑн пекех Google Pay, Apple Pay и Samsung Pay урлӑ та билетшӑн тӳлеме пултараҫҫӗ.
Палӑртмалла: Шупашкарта общество транспорчӗсенче банк карточкипе тата смартфонпа билетшӑн тӳлеме май туса парасшӑн. Ку ыйтӑва обществӑпа ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗччен сӳтсе явӗҫ.
