
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкартан Хусана ҫӳрекен маршрутка аварие лекнӗ. Ку 20 сехет те 20 минутра Мари Элти Звенигово районӗнчи «Кокшайск – Красногорский» ҫул ҫинче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка водителӗ, 39 ҫулти арҫын, малта пыракан транспортран иртсе кайма тӑнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Аварире 5 ҫын шар курнӑ: ҫӑмӑл машинӑн 28 ҫулти водителӗ тата микроавтобусри 4 пассажир.
Ҫӑмӑл машина водителӗ хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл автобусри суранланнӑ ҫынсене медпулӑшу кӳнӗ. Чылайӑшӗ тутине, сӑмсине амантнӑ.

Паян Шупашкар хулинчи Фучик урамӗнче, пассажирсене турттаракан транспортра, пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫавӑн пирки йӗрке хуралҫисен дежурнӑй пульчӗ ҫине ирхи 7 сехет те 40 минутра хыпарланӑ. Инкек вырӑнне полицин темиҫе нарячӗ пырса ҫитнӗ.
Маршрутка водительне ҫамрӑк хӗрарӑм ҫӗҫӗпе мӑйӗнчен чикнӗ. 23 ҫулти аманнӑ арҫын-водитель микроавтобуса Сӑкӑт кӗперӗ патӗнчи автозаправка патӗнчи лапама пӑрса илсе чарса лартма пултарнӑ.
Полицейскисен машининче ҫамрӑк хӗрарӑм лӑпкӑ ларнӑ. Пӑтӑрмах сӑлтавне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ.
ХУШСА КАЛАНИ
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче паян 16 сехет хыҫҫӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗҫӗпе чикекен ҫамрӑк хӗрарӑм водительпе юнашар ларкӑч ҫинче ларса пынӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Арҫынна вӑл ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель хӗрарӑмран хӳтӗленес тӗллевпе машинӑна чарса лартнӑ та ҫӗҫӗллӗ хӗрарӑма хирӗҫ тӑнӑ. Аманнӑ арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.

Шупашкарта ҫитес ҫултан 3-мӗш тата 65-мӗш маршрутсем ҫӳреме пӑрахӗҫ. Ку постановлени проектне хула администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ун вырӑнне «Садовы» микрорайонтан «Ҫӗнӗ хула» микрорайона 66-мӗш маршрут ҫӳрӗ. Вӑл Айхи проспектӗнчен Хмельницкий урамне ҫитӗ, Фучик урамӗпе Гагарин урамне кайӗ, унтан – Калинин урамӗ, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ, Шупашкар проспекчӗ. Расписанипе килӗшӳллӗн Машиностроительсен тӑкӑрлӑкне кӗрсе тухӗ, унтан – Кабель тӑкӑрлӑкне.
Кунсӑр пуҫне 30-мӗш маршрут «Садовый» микрорайона кӗме пӑрахӗ.

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче ҫӳрекен ҫӗнӗ маршрут уҫасшӑн. Унта автобус ярасшӑн. Кун пирки ЧР Правительстви пӗлтерет.
Маршрут ака уйӑхӗнчех уҫӑлма пултарӗ. Кӑҫал хӗлле региона ертсе пыракан центра 50 яхӑн сӗнӳ килнӗ. Ҫынсем икӗ хула хушшинче маршрутсем ҫитменшӗн, билет хакӗ ӳснӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Хальлӗхе йышӑну тунӑ – ҫӗнӗ маршрутпа автобуссем ярасси. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра икӗ хула хушшинче 7 маршрут ҫӳрет, кунсерен 150 ытла транспорт ҫула тухать. Малашне маршруткӑсене пысӑкрах автобуссемпе улӑштарса пырасшӑн.

Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 16 сехетсенче Шупашкарта И.Яковлев проспектӗнчи чарӑнура 262-мӗш маршруткӑна икӗ ӳсӗр арҫын ларнӑ. Хайхискерсем водительпе харкашма тытӑннӑ. Салонра ун чухне 5 пассажир пулнӑ.
Тепӗр чарӑнура водительпе пӗр арҫын урама тухнӑ, иккӗшӗ хирӗҫнӗ. Пассажирсем салонран тухса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра тепӗр арҫын руль умне ларнӑ та тапранса кайма шут тытнӑ, анчах тепӗр машинӑна кӑшт лекнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл микроавтобусран тухса тарнӑ.
Пӗр арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл 24 ҫулта. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 22-ри Иван Аранина вара халӗ шыраҫҫӗ.
Ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫынсем ҫӗҫӗпе те сулкалашнӑ, лектернӗ ҫӑмӑл машинӑн водителӗпе те ҫапӑҫнӑ. Пӗр ҫын каланӑ тӑрӑх, ӳсӗр арҫын салонра пассажирсем пур чухнех транспорта тапратса хускалнӑ. Анчах ку хыпара официаллӑ майпа ҫирӗплетмен.

Шупашкарта 65-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобусӑн ҫулне улӑштарнӑ. Ку ыйтӑва Шупашкар администрацийӗнче татса панӑ.
65-мӗш маршрутка Кабель тӑкӑрлӑкне кӗрсе тухӗ, анчах – уйрӑм расписанипе. Ку 32-мӗш тата 52-мӗш автобуссем Чантӑра тата Заовражнӑя кӗрсе тухнӑ евӗр пулӗ. Ҫапла майпа «ЖБК-9» общество чарӑнӑвӗнче ларакансемшӗн тата анакансемшӗн меллӗ пулӗ.
65-мӗш маршрут кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталтан ҫӗнӗ маршрутпа ҫӳреме пуҫлӗ, ун чухне ҫӗнӗ перевозчик тупӗҫ. Тӳре-шара 3-мӗш автобуса пачах хупма палӑртнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен муниципалитетсен хушшинче ҫӳрекен пассажир транспорчӗ тӗлӗшпе йышӑннӑ мерӑсене пӑрахӑҫлама пуҫлӗҫ. Анчах вӗсен Роспотребнадзор хушӑвӗсене пӑхӑнмалла.
Водителӗн тата пассажирсен маскӑпа пулмалла. Ҫакна транспорта лариччен тӗрӗслӗҫ. Автобуса ҫурри ҫеҫ тултарӗҫ – ҫапла майпа пассажирсем дистанцие пӑхӑнма пултарӗҫ.
Хальлӗхе икӗ района ҫеҫ транспорт яма тӑхтӗҫ: Етӗрне тата Тӑвай районӗсене. Унта кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ нумайрах. Перевозчиксем валли пропуска ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен хӑварма йышӑннӑ. Ку йӗркене пӑсса пассажирсене турттаракансенчен хӑтӑлма пулӑшӗ.

Чӑваш Енре те электронлӑ пропусксем пулӗҫ. Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа муниципалитетсен хушшинче ҫӳрекен маршрутсем электронлӑ пропуск килӗҫ.
Аса илтерер: кӑшӑлвируса пула Чӑваш Енре районсене ҫӳрекен маршрутсен йышне чакарнӑ. Анчах ку самантпа усӑ куракансем тупӑннӑ: саккуна пӑсса пассжирсене турттаракансем пуррине тупса палӑртнӑ.
Ҫавна май мунипалитетсен хушшинче ҫӳрекен маршрутсене электронлӑ пропуск пама йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Муркашри перевозчик тухтӑрсене виҫӗ кун тӳлевсӗр илсе ҫӳреме йышӑннӑ. Ҫапла майпа усламҫӑ ҫак йывӑр тапхӑрта ӗҫлекен специалистсене пулӑшасшӑн.
«Шупашкар – Муркаш» ҫулпа ҫӳрекен 112-мӗш маршрут медицина ӗҫченӗсене ака уйӑхӗн 20-22-мӗшӗсенче тӳлевсӗрех лартса кайӗ. Вӗсен справка ҫеҫ кӑтартмалла.
Палӑртмалла: усламҫӑ Николай Никитин кунашкал акцие пӗрремӗш хут ирттермест. 2006 ҫулта вӑл юбилей ячӗпе мӗнпур пассажира пӗр кун тӳлевсӗр илсе ҫӳренӗ. Ун чухне ҫынсем тӗлӗннӗ. Кайран кун пек акци 2011 тата 2016 ҫулсенче иртнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Муркашран Шупашкара ӗҫлеме ҫӳрекен тухтӑрсем самаях.

Шупашкар хула администрацийӗ 65-мӗш маршрут валли перевозчик шырать. Унӑн пассажирсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 30-мӗшӗччен илсе ҫӳремелле.
65-мӗш маршрутпа хальлӗхе маршруткӑсем ҫӳреҫҫӗ. Кӗҫех автобуссем, лармалли 25 вырӑнлӑ транспорт, ҫула тухмалла. Салона пӗтӗмпе 64 ҫынран кая мар кӗрейӗ.
Каласа хӑвармалла: Шупашкар хула администрацийӗ транспорт реформи ирттернӗ чухне 65-мӗш маршрута хупма планланӑччӗ, анчах ҫапла туман. Пӗлтӗр маршрута ЖБК урлӑ Карачура таран тӑсма сӗннӗ, анчах ҫакна та пурнӑҫа кӗртмен.
