Бандитсеми ҫинчен ӳкернӗ кинори пек истори Шупашкарта ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсене «Лада Гранта» автомобиль симӗс светофора пӑханманни пирки систернӗ. Патруле тухнӑ Петр Мулендеевпа Василий Канин полици лейтенанчӗсем машинӑна чарма тӑнӑ. Анчах водитель ним пулман пек шӑлса иртсе кайнӑ. Пакунлисем «ҫилхӑвана» хӑвалама тытӑннӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсенчен тарса ӳкес тесе машина Дементьев урамне пӑрӑннӑ. Анчах унти нумай хваттерлӗ ҫуртсем патӗнче пытанма май килмен. Йӗрке хуралҫисем картишрен тухмалли ҫула пӳлнӗ. Инспекторсене асӑрхасан водитель патруль машинине лексех иртсе кайнӑ, юнашарти груз турттармалли «Газель» автомобиле пырса ҫапӑннӑ.
32-ри водитель урӑ марри сисӗнсен те тухтӑр патне кайма килӗшмен. Пуҫтах водитель тӗлӗшпе 4 протокол ҫырнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑхӑнманшӑн та ӑна явап тыттарӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 22 сехет те 20 минутра Канаш районӗнчи Кармами Выҫӑлкки ялӗ тӗлӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта «Мерседес» машинӑна Мускавран Хусана каякан пуйӑс ҫапса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 ҫулхи водитель машина чукун ҫул ҫинче лакса ларнине ӗнентернӗ. Ун урлӑ вӑл семафорӑн асӑрхаттаракан ҫути чӗрӗличченех каҫма тӑнӑ имӗш. Путса ларнӑ машинӑна ытти водительпе пӗрле кӑларма хӑтланнӑ иккен, анчах чукун ҫул ҫинчен куҫарса ӗлкӗреймен. Инкекре ҫынсем аманман.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт прокуратури инкек сӑлатвне тӗрӗслеме тытӑннӑ та, «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» предприяти каҫӑна йӗркеллӗ тасатманнине палӑртнӑ.
Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрне ҫӳрекен шӑпӑрлансем пӗлтӗрхи ҫуллахи пӗр кунхине харсӑрланнӑ. Урама уҫӑлма илсе тухнӑскерсем веранда хыҫне кайнӑ та ача пахчин картин леш енче ларакан машинӑна чулпа пеме тытӑннӑ. Автомобиль сигнализацийӗ темиҫе хут та ӗҫлесе кайнӑ. Пӗчӗкскерсем пӗрех чарӑнман.
Кантӑка ватни, сӑрӑна сиенлени пирки транспорт хуҫи пакунлисене пӗлтернӗ. Полици машинӑна ача пахчине ҫӳрекен икӗ шӑпӑрлан сӑтӑр кӳнине палӑртнӑ.
Машина хуҫи пӑтӑрмах пирки судах ҫитнӗ. Унта вӑл тӑкака ача пахчинчен шыраса илме ыйтнӑ. Ачасен ашшӗ-амӑшне те ответчик евӗр тунӑ. Шупашкар хулинчи Мускав район сучӗ тӑкака ача пахчинчен шыраса илме йышӑннӑ. Шӑпӑрлансем ҫав вӑхӑтра унта пулнӑ-ҫке, ашшӗ-амӑшӗпе мар.
Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пуҫлӑха тӳрре кӑларман. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӳсӗр ҫын ҫине машинӑпа пырса кӗнӗ.
Инкек Патӑрьел районӗнче «Калинино-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Тойота-Камри» машинӑна тытса пыракан 31 ҫулти арҫын ҫул ҫинче ҫывӑрса кайнӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Машина айне лекнӗ 51 ҫулти этем сусӑр пулса юлнӑ.
Машина рульне тытса пынӑ Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ хӑйӗн айӑпне йышӑнман иккен. Чылай экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем машина ытла хӑвӑрт пынине палӑртнӑ.
Айӑпне йышӑнман пулин те руль умӗнчи ҫын шар курнӑ арҫынна 100 пин тенкӗ укҫа куҫарса, эмел, сусӑр кӳми туянса панӑ. Патӑрьел район сучӗ водителе каҫарма йышӑннӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ҫав приговора пӑрахӑҫланӑ.
Ӗнер каҫхи 10 сехет те 20 минутра Канаш районӗнчи Кармами Выҫӑлкки ялӗ тӗлӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта «Мерседес» машинӑна Мускавран Хусана каякан пуйӑс ҫапса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 ҫулхи водитель машина чукун ҫул ҫинче лакса ларнине ӗнентернӗ. Ун урлӑ вӑл семафорӑн асӑрхаттаракан ҫути чӗрӗличченех каҫма тӑнӑ имӗш. Путса ларнӑ машинӑна ытти водительпе пӗрле кӑларма хӑтланнӑ иккен, анчах чукун ҫул ҫинчен куҫарса ӗлкӗреймен. Инкекре ҫынсем аманман.
Машина ҫине пырса кӗнине пула пуйӑсӑн вӑхӑтлӑха чарӑнма тивнӗ. Вӑл 22 сехет те 43 минутра хускалса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекӗн тӗп сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Паян пирӗн республикӑра кӗтмен-туман ҫӗртен асар-писер ҫил-тӑман алхасать. Ҫавна пула «Атӑл» М-7 автоҫулӑн пӗр пайне, Ҫӗрпӳрен Тутарстан еннелле каяканнине, вӑхӑтлӑха хуплама тивнӗ. Кун пирки ҫул-йӗр инспекторӗсем хайсен Инстаграмри аккаунтӗнче кӑнтӑрла ҫитиччен хыпарланӑччӗ.
Сӑмах май каласан, федераци трасси ҫинче паян ирех авари пулнӑ. Куславкка район территориийӗнче фурӑпа бензовоз ҫапӑннӑ. Топливо юхса тухман. Водительсене вара тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Ҫула хуплани пирки каларӑмӑр та, кӑнтӑрла иртни икӗ сехет ҫитеспе ӑна уҫнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви Росавтодоруа пӑхӑнса тӑракан «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗ хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Унта М-7 федераци трасси ҫинчи 679 километрӗнчен пуҫласа 730 километр таранчченхи лаптӑка уҫнине каланӑ.
Ҫӗмӗрле хулинчен Чулхула облаҫне тӳррӗн ҫитме ҫитме Сӑр юханшывӗ урлӑ ҫулсеренех ҫул уҫаҫҫӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра — понтон каҫӑ, хӗлле — пӑр ҫийӗн. Хӗллехи вӑхӑтра пӑр ҫийӗн ҫӳремелли ҫула раштавӑн 20-мӗшӗнче уҫнӑччӗ. Ӗнер вара ӑна хупма йышӑннӑ.
Чӑваш Енри ҫулсене тытса тӑракан «Чӑвашупрдор» предприятире пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв шайӗ 0,5 метр хӑпарнӑ, пӑр ҫуркаланма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа пӑр кӗпер урлӑ мшаинӑсене каҫарма чарнӑ.
Ҫӗмӗрле хулипе ЧУлхула облаҫӗнчи Нават ялне (выр. Наваты) ҫыхӑнтаракан понтон кӗперпе 5 тонна таран таякан машинӑсене ҫӳреттернӗччӗ. Ун урлӑ автобус та хутланӑ.
Пӑр кайса пӗтсен Сӑр урлӑ яланхиллех понтон кӗпер хывӗҫ. Вӑл ҫулларан тытӑнса кӗркуннеччен ӗҫлӗ. Хальлӗхе вара ҫӗмӗрлесен тавран ҫӳреме тивет.
Шупашкар ҫывӑхӗнчи ял-хулапа ҫыхӑнтаракан маршруткӑсенче пассажирсене шутран ытла лартаҫҫӗ. Ҫакна Шупашкарти Ленин район прокуратури нумаях пулмасть ирттернӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче палӑртнӑ.
Транспорта лартма юранинчен ытла ҫын илсе ҫӳрекеннисем —А.П. Салмин, О.П. Евсюков уйрӑм усламҫӑсем тата «Шупашкарти таксомотор паркӗ» акционерсен хупӑ обществи иккен.
Кӑлтӑк тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн надзор органӗ маларах асӑннӑ ҫав усламҫӑсен тата Хулари таксомотор паркӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хутсене ятарлӑ орган пӑхса тухса явап тыттарӗ. Юлашкинчен асӑннӑ таксомотор паркӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе вара прокуратура кӑлтӑка пӗтерме хушса хут та ҫырнӑ.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ машина туянасшӑн. Унти тӳре-шара куҫ хывнӑ автомобиль мӗнле маркӑллӑ пуласси те паллӑ. «Kia Sorento» текеннине кӑмӑллаҫҫӗ вӗсем. Ӑна валли вӗсем хыснаран 1,8 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.
Тулли приводлӑ кроссовер туянасси пирки хыпарланинче илес машинӑн пуҫламӑш хакне ҫеҫ, 1,796 млн тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Тата... калӑпӑшне. Вӑл 4685x1885x1735 мм калӑпӑшлӑ пулмалла-мӗн. Пӗлтерӳпе паллашнӑ «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал журналисчӗсем ку машина «Kia Sorento» тесе тӗшмӗртнӗ.
Машинӑна район хысни шучӗпе илӗҫ. Аукцион пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртмелле. Ӑна сутаканнипе тепӗр вунӑ кунтан контракт ҫырса алӑ пусӗҫ. Автомобиль района 30 кунта ҫитмелле. Унӑн пӗр ванмасӑр икӗ ҫул ӗҫлемелле.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта автошкул машини пӑтӑрмаха лекнӗ. Руль умӗнче стажер ларса пынӑ, автошкулӑн инструкторӗ — пассажир ларкӑчӗ ҫинче.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ «ВАЗ-2107» автомобиль хуҫи Сӗнтӗрвӑрринчи автошкулсенчен пӗри иккен.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, курсанта машинӑпа ҫӳреме хӑнӑхтаракан инструктор тата хайхин стажерӗ Ҫӗнӗ Шупашкар урамӗпе пынӑ. Светофор вырнаҫтарман, анчах ҫынсене каҫма ирӗк пур тӗлтен шкул ачи каҫнӑ. Пулас водитель 11 ҫулти хӗрачана асӑрхаман-ши е транспорта чарса ӗлкӗреймен-ши — ачана ҫапса кайнӑ. Инкек кӑнтӑрла иртни 2 сехет ҫурӑ тӗлӗнче пулнӑ.
Урине ыраттарнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне халӗ тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.