
Шупашкар хулинче ҫул-йӗр хӗресленнӗ вырӑнта машинӑсем вӑрах тӑрасран светофорсен ӗҫне лайӑхлатсах пыраҫҫӗ. Хальхинче Ленин проспекчӗпе Гагарин урамӗ хӗресленнӗ тӗлтин ӗҫне ылмаштарнӑ.
Гагарин урамӗнчен Ленин проспекчӗн сулахай енне пӑрӑнакансем валли светофорӑн хушма секцийӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем 7-10 ҫеккунт ӗҫлеҫҫӗ. Мӗн чухлӗ пуласси талӑкӑн вӑхӑтӗнчен килет.
Светофор ӗҫне улшӑну кӗртни ҫул хӗресленнӗ вырӑнта инкек пуласран асӑрханма меллине ӗнентереҫҫӗ.
Гагарин урамне Петров урамӗнчен пуҫласа Ленин проспекчӗ таран сарлакалатни машинӑсем иртсе ҫӳрессине 20 процент хӑвӑртлатнӑ иккен.
Маларах Шупашкарти ытти хӑш-пӗр ҫул хӗресленнӗ ҫӗрти светофорсен ӗҫне те улӑштарнӑччӗ.

Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне Сӑр урлӑ каҫмалли пӑр ҫул хӗлсерен уҫӑлать. Кӑҫал та ӑна ҫак кунсенче уҫнӑ.
Вӑхӑтлӑх ҫулпа 3 тоннӑран йывӑр мар машинӑсен ҫеҫ каҫма юрать. Пӑр ҫулпа иртнӗ чух хӑвӑртлӑха та чакармалла: пӗр сехетре вунӑ ҫухрӑмран ытла хӑваламалла мар.
Ҫул каҫмалли вырӑна ятарлӑ специалистсем пӑхса тӑраҫҫӗ. Унта ҫӑлав хатӗрӗсем те пур.
Ҫӗмӗрле район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсен пӑр ҫулпа талӑкӗпех каҫма ирӗк пур.
Пӗлтӗр пӑр ҫула пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хупнӑччӗ. Пӑр ҫийӗн каҫса ҫӳреме пассажирсене те, ҫынсене те ҫав вӑхӑтра чарнӑччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тӑрӑхрисен тавран ҫӳреме пуҫланӑччӗ. Ҫу уйӑхӗн варринче тӳррӗн каҫмалли вӑхӑтлӑх кӗпер вырнаҫтарнӑччӗ.

Паян Шупашкарта хӗрарӑм-водителе пула ҫул ҫинче пысӑк инкек пулнӑ. «ВАЗ-21099» автомашина рульне тытса пыраканскер хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл «Лада Гранта» тата ВАЗӑн 15-мӗш моделӗпе ҫапӑннӑ.
«ПроГород» сайт пӗлтернине ӗненсен, инкекре хӗрарӑм-водитель хытӑ аманнӑ. Унсӑр пуҫне аварие лекнӗ автомобильсенчен пӗринчи пассажир суранланнӑ-мӗн.
Иртнӗ уйӑхра Шупашкар район территорийӗнче хӗрарӑм-водитель хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑччӗ. 28 ҫултискер Шупашкарти банксенчен пӗрне ӗҫе васканӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хирӗҫ ҫул ҫине кӗрсе кайса груз турттаракан «ГАЗель» машинӑпа ҫапӑннӑ. Кӳкеҫре ҫуралнӑ, Шупашкар районӗнчи ялсенчен пӗринче пурӑннӑ хӗрарӑмӑн икӗ ҫулти ачи тата упӑшки юлнӑ.

Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Комсомольскинчен Елчӗк енне кайнӑ чухне йӗрке хуралҫи Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан 54-ри тата 35-ри арҫынсене вырӑнтах вилмеллех амантнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Комсомольски районӗнче РФ Шалти ӗҫсен министерствин пайӗнче ӗҫленӗскере ҫийӗнчех ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Халӗ ӑна 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарас хӑрушлӑх пур.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсем ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 5-мӗш пайӗпе айӑплӗҫ.
Ун чухне ҫавскер «Шкода Октавиа» машинӑпа пынӑ чухне ҫул-йӗр правилине пӑснӑ, автомобиле сехетре 80 ҫухрӑмран кая мар хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ иккен, ҫул ҫинче хӑрушсӑрлӑх ҫуккине сӑнаса ҫитереймен. Ӗҫе суда ярса панӑ.

Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи уяв чылайӑшӗшӗн хаваслӑхпа асра юлать пулсан теприсен килне вӑл хуйхӑ та илсе килнӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче 44-ри хӗрарӑм-водитель «Опель-Антара» машинӑпа арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Тӗксӗм тумланнӑскере хӗрарӑм кая юлса асӑрханӑ имӗш.
Инкек каҫхи ҫичӗ сехет тӗлӗнче «Шупашкар—Ҫӗньял—Илпеш—Алькеш» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Шупашкар хӗрарӑмӗ 56-ри арҫынна вилмеллех таптанӑ. Арҫын ҫул ҫинче ӳсӗр тӑма пултарнӑ, вӑл иртен-каян машинӑна чарма хӑтланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм-водитель урах пулнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем тата яваплӑ ытти специалист ҫул-йӗр ҫинчи инкек сӑлтавне палӑртӗ. Машина рулӗ умӗнчи хӗрарӑма еплерех явап тыттарассипе тыттармасси тата ӑна мӗн кӗтесси те каярах уҫӑмланӗ.

Паян, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет те 30 минутра Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи Куратово ялӗ тӗлӗнче автобус тӳнсе кайнӑ. Вӑл «Аслӑ Устюг-Шупашкар-Хусан-Пермь» маршрутпа ҫула тухнӑскер пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви паян ирхи 9 сехетре малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, салонта 50 ҫын пулнӑ. Ҫав шутран 49-шӗ — пассажирсем, вӗсенчен 12-шӗ — ачасем. Йышра Чӑваш Енри ҫичӗ ҫын пулни паллӑ.
Ҫул-йӗрти инкекре 12-ӗн аманнӑ. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енри пӗр ҫын пур. Аманнисене Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи тӗп пульницине вырттарнӑ.
Чӑваш Енри пассажира (вӑл хӗрарӑм пулни паллӑ, мӗншӗн тесен «пострадавшая» тенӗ) травматологи уйрӑмне вырттарнӑ. Унӑн сывлӑхне вӑтам йывӑр тесе хаклаҫҫӗ.
Ҫаврӑнса ӳкнӗ автобусри ытти пассажира Куратово ялӗнчи Культура ҫуртне вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Кайран вӗсене туркомпанин тепӗр автобусӗпе лартса янӑ.

Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс ӗнер фурӑпа ҫапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, инкек Ҫӗрпӳ районӗнчи чукун ҫулкаҫҫи ҫинче сиксе тухнӑ. Пысӑк тиевлӗ машина светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах чукун ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ, унта вӑл чарӑнса ларнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби фура рулӗ умӗнче Челепи хулинчи 46 ҫулти водитель пулнине пӗлтернӗ. Йывӑр тиевлӗ машинӑна туртса илме хӑтланса ятарлӑ техника чӗнсе илме тивнӗ, вӑхӑт та иртнӗ. Пуйӑс ҫула тепӗр икӗ сехетрен ҫеҫ тухайнӑ. Локомотиври икӗ пассажир йывӑрах мар аманнӑ, вӗсем тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Водитель рейс умӗнчи медицина тӗрӗслевӗ тухмасӑрах руль умне ларнӑ иккен. Ун тӗлӗшпе РФ Административлӑ майпа йӗркене пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн тӑватӑ статйипе тӑватӑ протокол ҫырнӑ.

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Сидукасси ялӗ патӗнче ҫын вилмелле инкек пулнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗ «Фольксваген» автомобильпе пынӑ чух «Ситукасси ялӗ» общество чарӑнӑвӗ патӗнче хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Пакунлӑ ҫын шар кӑтартнӑ 54-ри хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ.
Инкек каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче пулнӑ. Машина пырса ҫапнипе куҫне хупни Ситуккасси ялӗнче пурӑннӑ. Руль умӗнче полицейски ҫав вӑхӑтра ӗҫпе ҫула тухманни паллӑ. Йӗрке хуралҫи авари вырӑнӗнчен тапса сикмен.
Инкек тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн иеспубликӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Шалти ӗҫсен министерствин яваплӑ специалисчӗсем те ку факта тӗрӗслеҫҫӗ.

Ҫул-йӗрти инкекре вилнисене асӑнса чӳк уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче Пӗтӗм тӗнчери астӑвӑм кунӗ иртет. Ҫавна 2005 ҫулта йӑлана кӗртсе янӑ. Кӑҫалхи ырана, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшне, тивет.
Ҫулта-йӗрте вилнисене асӑнса, чӗррисене ыррине сунса чиркӳсенче кӗлӗ вулӗҫ.
Шупашкарта ыран кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи инкекре шар курнӑ «ВАЗ-2109» автомашинӑна автоэвакуатор ҫине вырнаҫтарӗҫ те хула ҫыннисене кӑтартса ҫӳрӗҫ.
Астӑвӑм кунне халалласа Шупашкарта ӗнерех хӑш-пӗр мероприяти ирттернӗ. Шупашкарти 2-мӗш шкул ачисем ҫуран ҫӳрекенсене тата водительсене хутран ӑсталанӑ пирӗштисене парнеленӗ. Пӗтӗмп 130 пирӗшти ӑсталанӑ ачасем. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ ҫын кӑҫал ҫул-йӗр ҫинчи автоаварире сарӑмсӑррӑн куҫ хупнӑ.

Ӗнер Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси патӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ чукун ҫул урлӑ иртекен каҫӑ ҫинче ют ҫӗршывра кӑларнӑ «Шакмен» грузовикпа рельс тӑрӑх ҫӳрекен чукун ҫул пуйӑсӗ ҫапӑннӑ. Инкекре машина водителӗ вилнӗ. на пульницӑна илсе кайнӑ-ха, анчах унта чӗри тапма чарӑннӑ. Пуйӑс машинисчӗпе пассажир аманнӑ. Пӗтӗмпе вара пуйӑсра 20-ӗн пулнӑ.
Авари сӑлтавне палӑртма тата инкеке сирме ятарлӑ тытӑм ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Кӑнтӑрла иртни икӗ сехет тӗлӗнчи инкеке каҫхи ултӑ сехет валли йӗркене кӗртнӗ, пуйӑссене ҫӳреме ҫула юсанӑ.
Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, автомашина водителӗ светофорӑн ҫул урлӑ каҫма чаракан ҫутине шута илмен.
Аса илтерер, ыран Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ Шупашкарӑн 9-мӗш километрӗнчи чукун ҫул каҫҫи патӗнче хӑрушсӑрлӑх рейчӗ ирттересси эпир пӗлтернӗччӗ.
