
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй должноҫне пӗтермен. Официаллӑ ҫырнине чӑвашла куҫарсан ҫапларах ӑнланма пулать: «Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй тивӗҫне этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекенни ҫине хурасси ҫинчен калакан республика саккунӗ йышӑннӑ чух парламент депутачӗсем ачасен омбудсменӗн должноҫне пӗтӗрес ҫулпа кайман». Малалла вара ҫапларах ӑнлантарнӑ: федераци саккунӗсем апла тума ирӗк параҫҫӗ пулин те Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ачасен правине хӳтӗлекен кирлӗлӗхне тата пӗлтерӗшне тӗпе хурса ҫак должноҫне сыхласа хӑварас тенӗ.
Саккун Уполномоченнӑя мар, аппарата (вӑл виҫӗ ҫынтан тӑнӑ) пӗтернӗ пулать. Йӗркелӳ ӗҫӗ вӑхӑтӗнче тивӗҫе Этем правине хӳтӗлекен ҫине тиенӗ.
Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулмасси, кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче пӗлтерни, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи черетлӗ ларура депутатсем ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй тивӗҫне пӑрахӑҫлама ыйтнине, куншӑн 37 депутат сасӑланине, виҫҫӗшӗ хирӗҫ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратури республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче тӗрӗслев ирттерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ _http://www.chuvash.org/news/8871.html_. Прокурорсем мӗн патне пырса тухни халӗ паллӑ иккен.
«Правда ПФО» интернет ҫӑлкуҫ пӗлтерни ҫине таянса «Аргументы и Факты» хаҫат ҫырнине ӗненсен, федераци тата республика хыснинчи укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ чух уҫҫӑнах махинаци тунӑ сисӗннӗ имӗш. Прокуратура тупса палӑртнӑ фактсене халӗ правӑна сыхлакан органсем тӗрӗслеҫҫӗ имӗш.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министерстви Шупашкарти ликерпа водка савутне патшалӑх хысни шутӗнчен 67 миллион тенкӗ субсиди уйӑрни те йӗркеллӗ япала мар-мӗн. Субсиди пирки каласан, хысна укҫи-тенки республика парламенчӗн ертӳҫисем витӗм кӳрекен предприятисене сахал мар уйӑрнӑ пулать.
Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвне Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев патне те ҫитернӗ.

Иртнӗ кӗҫнерникунхи черетлӗ ларура Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ вице-спикера суйларӗ. Теприсем ку пулӑма «тинех» тесе те хаклаҫҫӗ.
Маларах чӑваш парламенчӗн ертӳҫине харӑсах икӗ ҫын ҫум пулса пулӑшса пынӑччӗ: Юрий Мешков тата Анатолий Князев депутатсем. Вице-спикерсенчен пӗри, Анатолий Князев, «тилхепене вӗҫертнӗ» хыҫҫӑн ҫум вырӑнӗ 8 уйӑхлӑха пушанса юлнӑччӗ.
Парламентӑн ертӳҫин ҫумне суйлани пирки хыпарланӑ май REGNUM информаци агентствин корреспонденчӗ Юрий Попов спикер иртнӗ сессире вице-спикерсенчен пӗрин пуканӗ пушши пирки каланӑ май укҫа-тенке перекетленине тата Олег Мешковпа иккӗш те ӗлкӗрсе пырайнине палӑртнине аса илет.
Хальхи ларӑва вице-спикера суйлас ыйтӑва та кӗртнӗ. Ку тивӗҫе Николай Малова (вӑл та, спикерпа тепӗр ҫум евӗрех, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ) шанса панӑ. Унӑн кандидатуришӗн 40 депутат сасӑланӑ, пӗри хирӗҫленӗ.
Вице-спикер кам пулассине парламентӑн ертӳҫин кӑна сӗнме ирӗк пур. Юрий Попов Николай Малов пирки: «Пӗрремӗш ҫул кӑна мар ӗҫлет, ҫавӑнпа тивӗҫ», — тесе хакланӑ.
