Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта полицейскисем ача-пӑча велосипедне йӑтса утакан арҫынна курнӑ та ун патне пырса ыйту панӑ. Велосипедпа ӑҫта каять вӑл? Лешӗ нимех те хуавлайман.
Кайран ҫакӑ паллӑ пулнӑ. 36 ҫулти арҫын ӑна Винокуров урамӗнчи ҫуртри подьездран вӑрланӑ иккен. Тӑванӗсем патне хӑнана килнӗ те эрех ӗҫес килсе кайнӑ. Подьездра велосипед курсан ӑна йӑтса тухнӑ. Хайхискер икӗ кустӑрмаллӑ транспорта сутса эрех туянма шутланӑ иккен.
Велосипед хуҫи тепӗр кунхине полицие пынӑ. Транспорта тавӑрса панӑ, арҫыннӑн вара явап тытма тивӗ.
Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, ҫӗршыва лайӑхлатма пулӑшни пирки калакан рекламӑна асӑрханӑ. Вӑл ҫакна ӗненнӗ.
"Аналитик" пилӗк уйӑха яхӑн ватӑ арҫынна суйса пурӑннӑ. Унӑн счечӗ ҫинче укҫа пухӑнать имӗш. Арҫын хӑй 10 пин доллар ӗҫлесе илнине ӗненнӗ.
Анчах укҫана илме тӑрсан ӑна счет уҫма, унта пысӑк укҫа хума ыйтнӑ. Хӑй иккӗленсен те арҫын унта 465 пин тенкӗ куҫарнӑ. Анчах кайран хӑйех полицие пырса ултавҫӑ аллине лекни пирки заявлени ҫырнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Юрать, банк ӗҫченӗсем сисчӗвленнӗ. Унсӑрӑн 70 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 100 пин тенкӗ куҫарса парӗччӗ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче кӑнтӑрла Вӑрнарти полици уйрӑмне банкран систернӗ: тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм такама 100 пин тенкӗ куҫарса парасшӑн-мӗн.
Акӑ мӗн пулнӑ. Ҫак хӗрарӑм «Тик-Токра» Израильти аманнӑ ҫар ҫыннипе паллашнӑ та ӑна пулӑшасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл банка укҫа куҫарма кайнӑ. Банк ӗҫченӗ ватӑскере укҫа куҫарса памашкӑн тӑхтама ыйтнӑ. Полицейскисем вара кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. «Израильти аманнӑ ҫар ҫыннине» шыраҫҫӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан хӗрарамӑн банк картти ҫинчен 4,5 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Телефон ҫине смс-ҫыру килсенех вӑл кун пирки полицие пӗлтернӗ. Анчах хӑй карточкӑна ӑҫта ҫухатнине аса илеймен.
Полицейскисем ҫав карточкӑпа хӑш лавккасенче тавар туяннине тӗпчеме пуҫланӑ. Видеокамерӑсене пӑхнӑ та, ют ҫын карттипе ачаллӑ хӗрарӑм таваршӑн тӳлени палӑрнӑ. Ӑна тупнӑ.
Хайхи хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, вӑл ку преступлени пулнине пӗлмен. Анчах ку яваплӑха сирмест. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ют ҫын карточкипе усӑ курнӑшӑн ирӗксӗр 6 ҫул таран хӑварма пултараҫҫӗ.
2008 ҫулта арҫын Мускавра хваттер туянма тесе 18 миллион тенкӗ заем илнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл ҫухалнӑ... 14 ҫуллӑха.
Ҫак арҫын кивҫен илсен тӗп парӑма та, процентсене те тӳлемен. Унпа ҫыхӑнӑва тухайман, ҫавна май инвестици компанийӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Арҫынна федераци шыравне панӑ. Ӑна нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Псковра тытса чарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем Шупашкара илсе килнӗ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усраҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тумтир сутакан ҫын полицие пынӑ. Ӑна тавар туянакансем улталаса хӑварнӑ-мӗн.
51 ҫулти сутуҫӑ каланӑ тӑрӑх, унӑн павильонне хӗрпе каччӑ пынӑ, арҫын курткипе джинс шӑлавар суйланӑ. Хайхискерсем укҫа тӳленӗ чухне ӑна онлайн мелпе куҫарса панӑ, 4 пин тенкӗлӗх суя чек кӑтартнӑ та ҫав вырӑнтан ҫухалнӑ.
Ултавҫӑсене часах тупнӑ. Ҫак ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти каччӑпа унӑн савнийӗ тунӑ-мӗн.
Йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Каччӑна тытса чарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫыннӑн ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче юбилейне паллӑ тума укҫа пулман. Вӑл никамӑн та мар тесе шухӑшланӑ машинӑна, «копейкӑна», тимӗр-тӑмӑра пама шутланӑ. Машина Мир проспектӗнче унӑн килӗнчен инҫех мар ларнӑ.
«Копейка» ҫухалнине хуҫи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ та полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑрра тӳрех тытса чарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра унӑн ют ҫӗре тухса ҫӳреме юрамасть.
Хӗрарӑм Патӑрьел тӑрӑхӗнче пулнӑ чухне кафене кӗрсе апатланнӑ та ӑнсӑртран банк карточкине ҫухатнӑ. Вӑл ҫуккине тепӗр кун ҫеҫ, карточка ҫинчен укҫа пӗтме пуҫлани ҫинчен хыпарлакан смс-ҫырусем килме тытӑнсан, асӑрханӑ.
Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ. Карточкӑна тупнӑ ҫынна икӗ сехетренех тупса палӑртнӑ. Видеокамерӑсене пӑхнӑ, карточкӑпа тӳленӗ вырӑнсенче ӗҫлекен сутуҫӑсемпе калаҫнӑ.
Карточкӑна райцентртан инҫех мар вырнаҫнӑ ялта пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ арҫын тупнӑ. 44 ҫултискер спорт костюмӗ, темиҫе кӗпе тата калуш туяннӑ, 3 пин ҫур ытла тенкӗ пӗтернӗ.
Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын тӑкака саплаштарма шантарнӑ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Шупашкарти Чернышевский урамӗнче ларакан васкавлӑ медпулӑшу машинине 34 ҫулти арҫын кӗнӗ те ӑна хваттер уҫсипе тапратма хӑтланнӑ. Пралуксене сыпӑнтарас тесе панеле те ҫӗмӗрнӗ.
Юрать-ха, ӗҫе вӗҫне ҫитереймен. Ӑна ҫав вӑхӑтра тухтӑрсем асӑрханӑ та ҫийӗнчех полицие шӑнкӑравланӑ.
Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Хальхинче вӑл мӗншӗн ҫапла хӑтланнине ӑнлантарса парайман.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче унӑн тухса ҫӳреме юрамасть.
Шупашкарта 30 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Кун пирки "Лиза Алерт" шырав хастарӗсем пӗлтереҫҫӗ. Полици те ку информацие ҫирӗплетет.
Алина Александровна Маркова ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле унӑн хура рюкзак, кӗрен тӗслӗ сумка пулнӑ.
Хӗрарӑм 160 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен 8 800 700 54 52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.