Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: приставсем

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти Эгер бульварӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн хваттерӗнчен лайӑх мар шӑршӑ тухнӑ, кӳршисем куншӑн ҫӑмхаласа ывӑннӑ. Приставсем те ку ыйтупа ӗҫленӗ. Хваттере дезинфекци тумалла пулнӑ. Анчах хӗрарӑм

ниепле те хушнине пурнӑҫламан.

Приставсем тинех ӑна хваттере ҫӳп-ҫапран тасаттарнӑ. Хӗрарӑм административлӑ майпа явап тыттарасран хӑранӑ ахӑртнех.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-217040306_616
 

Хулара

Шупашкарти икӗ ачаллӑ хӗрарӑмӑн 4 пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнма ирӗк пулнӑ. Суд та ҫапла йышӑннӑ.Анчах иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ ӑна унта кӗртмен, уҫӑ дубликатне те тума ирӗк паман, ҫемьене кӗртмен. Хӑй вара унта пурӑнман та.

Приставсем документ парсан та арҫын хваттере кӗртмӗн. Унтан суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫламасан административлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ.

Кун хыҫҫӑн тин пиччӗшӗ икӗ ачаллӑ хӗрарӑма кӗртнӗ, уҫӑ дубликатне панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм финанс организацийӗсен умӗнчи тата налук парӑмне вӑхӑтра татман. Парӑм 1,1 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ.

Суд приставӗсем хӗрарӑма куҫма пурлӑхсӑр юласси пирки асӑрхаттарнӑ. 52 ҫулти хӗрарӑмӑн банкри мӗнпур счетне суд приставӗ арестленӗ, чикӗ леш енне кайма, пурлӑха хӑйӗн ячӗпе регистрацилеме чарнӑ.

Унсӑр пуҫне суд приставӗ дача ҫуртне тата ҫӗр лаптӑкне арестлесси пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм парӑма тӳлесе татнӑ. Унсӑр пуҫне унӑн суд приставӗсене ӗҫшӗн 80 пин тенкӗ ытла тӳлеме тивнӗ.

 

Республикӑра
vedminaizba.ru сайтри сӑн
vedminaizba.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри 41 ҫулти арҫын Китая хатӗрленнӗ, анчах вӑл унта лекеймесен те пултарнӑ. Йӑлтах – парӑмсене пула.

Ҫак арҫын, Ҫӗмӗрлере пурӑнаканскер, 500 пин тенкӗ парӑм пухнӑ. Вӑл кредичӗсене, алимент тӳлемен.

Парӑмсем пулнипе приставсем арҫынна Раҫҫейрен тухмалла мар тунӑ. Арҫын вара Китая ӗҫе вырнаҫма каясшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл пӗтӗм парӑма татнӑ. Кун хыҫҫӑн кӑна приставсем ӑна Раҫҫейрен тухма ирӗк панӑ.

 

Республикӑра
cheb.mk.ru сайтри сӑн
cheb.mk.ru сайтри сӑн

Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Полина ятлӑ бота ӗҫлеттерме пуҫланӑ. Унпа ҫак номерпе ҫыхӑнма пулать: 8 (800) 303-00-00.

Машина интеллекчӗ шӑнкӑравлакан ҫыннӑн сассине ӑнланса ун валли хурав хатӗрлет. Суд приставӗсен службин сайтӗнче парӑм пирки пӗлме пулать. Полина ботпа та ҫаплах - анчах вӑл ыйтусене сасӑпа хуравлать. Бот верификаци валли ИНН тата СНИЛС номерӗсене ыйтать. Кайран шӑнкӑравлакан ҫыннӑн служба базинчи тулли статусӗ пирки калать.

 

Республикӑра
Присавсен службин архивӗнчи сӑн
Присавсен службин архивӗнчи сӑн

Елчӗк муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 48 ҫулти арҫын «Лада Ларгус» машинӑна кредитпа илнӗ. Анчах вӑл парӑма татма васкаман. Ҫапла парӑм 500 ытла тенкӗ пухӑннӑ.

Малтан приставсем ӑна машинӑна регистраци тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума чарнӑ. Унтан транспорта арестленӗ.

Арҫын машинӑна сутасран хӑраса парӑма йӑлтах татнӑ. Исполнительнӑй сбор суммине те, 40 пин тенке, тӳленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-217040306_383
 

Республикӑра
Приставсен службин архивӗнчи сӑн
Приставсен службин архивӗнчи сӑн

Патӑрьелте пурӑнакан 45-ри хӗрарӑм 5 ҫулти ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. Куншӑн вӑл тӳрленмелли ӗҫре те тӑрӑшнӑ. Анчах пурпӗрех парӑма татма васкаман. Тӳрленмелли ӗҫне вӑл сӑлтавсӑр тухман.

Кун хыҫҫӑн ӑна колони-поселение 23 кунлӑха янӑ. Унта ларнӑ хыҫҫӑн та хӗрарӑм алимент тӳлемен. Кун хыҫҫӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вара тинех хӗрарӑм ачи умӗнчи парӑма – 130 яхӑн тенке – тӳлесе татнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-217040306_371
 

Республикӑра
gorzavod.ru сайтри сӑн
gorzavod.ru сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра ултавҫӑсем суд приставӗсем тесе ҫынсенчен укҫа сӑптӑрма тытӑннӑ. Вӗсем электрон рассылкӑсем яраҫҫӗ. Унта ҫыннӑн ҪҪХПИ, патшалӑх пошлини, кредит, ЖКХ штрафӗсем пурри пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑна часрах тӳлесе татмалла-мӗн. Унсӑрӑн счетсене е пурлӑха арестлессипе хӑратаҫҫӗ.

Штрафа тӳлемелли каҫӑ та яраҫҫӗ. Ун ҫине пуссан банк карттин реквизичӗсене ҫырмалла. Укҫа вара штраф тӳлеме мар, ултавҫӑсем патне каять.

Ҫакна астӑвӑр: суд приставӗсем электронлӑ почта, мессенджерсем урлӑ штраф тӳлемелли пирки нимӗн те ямаҫҫӗ.

 

Вӗренӳ
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти педагогсенчен пӗрне пуҫлӑхӗсем хӗсӗрленӗ — уроксен шутне чакарса панӑ май хӗрарӑмӑн шалӑвӗ те пӗчӗкленнӗ.

Чӗрӗ хӗрарӑм ҫакӑнпа ҫырлахма пултарайман, вӑл хӑйӗн ӗҫ правине хӳтӗлеме ыйтса суда ҫитнӗ. Тӳре учителе майлӑ пулнӑ.

Суд хӗрарӑма майлӑ йышӑну кӑларсан суд приставӗсем исполнительнӑй производство пуҫарнӑ та хута вӗренӳ учрежденине ярса панӑ. Ҫапла вара хӗрарӑм суд урлӑ уроксен шутне ыйтса илме пултарнӑ.

 

Политика
Суд приставӗсен службин архивӗнчи сӑн
Суд приставӗсен службин архивӗнчи сӑн

Суд приставӗсен службинче ертӳҫӗ пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Унпа паян ЧР Элтеперне Олег Николаева официаллӑ майпа паллаштарнӑ.

Суд приставӗсен Чӑваш Енри службине Сергей Резник ертсе пырӗ. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнченпе ҫак ведомство пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ. Унччен вара ку пукана Денис Борисов йышӑннӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/3945
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 14
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть