Шупашкарти Гагарин урамӗнче вырнаҫнӑ «Анне ҫӑкӑрӗ» (Мамин хлеб) пекарньӑна пӗр уйӑхлӑха хупса хунӑ. Ҫапла тума Роспотребнадзор ӗҫченӗсем унта тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йышӑннӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи павильонра апатланма кӗрекенсем валли алӑ ҫума раковина тата санузел вырнаҫтарман. Ҫавна май Роспотребнадзор ӗҫченӗсем павильон хуҫине явап тыттарас тӗллевпе администравлӑ йӗркене пӑснӑшӑн тӗрӗслев вӑхӑтӗнче протокол ҫырнӑ, Мускав районӗн судне ярса панӑ. Суд усламҫӑ санитарипе эпидемиологи йӗркине чӑнахах пӑхӑнманнине, ҫавна май вӑл айӑплине ҫирӗплетнӗ, ҫитменлӗхсене пӗтерме ӑна пӗр уйӑх панӑ. Шӑпах ҫак тапхӑрта павильонӑн ӗҫлеме юрамасть. Пекарня хупӑ тӑнине приставсем сӑнаса тӑрӗҫ.
Таджикистан ҫынни хӑйӗн тӑван ҫӗршывне вӗҫсе каяйман. Ҫапла, халӗ парӑмсем пур тӑк чикӗ леш енне тухаймӑн. Арҫынна суд приставӗсем Раҫҫейрен тухма чарнӑ.
Таджикистанра ҫуралса ӳснӗ 35 ҫулти арҫын Шупашкарта пурӑннӑ. Анчах вӑл 18 ҫул тултарман икӗ ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм ҫур миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ.
Алимент тӳлеменрен ӑна суда та панӑ, ҫапах ку та арҫынна хӑратман. Вӑл самолета ларса тӑван тӑрӑхне вӗҫме хатӗрленнӗ. Анчах аэропортран каялла таврӑнма тивнӗ.
Икӗ ача ашшӗ ҫур миллион тенкӗ парӑмне татнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн тепӗр 35 пин тенкӗ тӳлеме тивнӗ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл Туркменистана вӗҫсе кайнӑ.
Шупашкар районӗнчи Мемеш ялӗнче пурӑнакан арҫын тарса ҫӳренӗ ахӑртнех. Суд приставӗсем ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тупнӑ.
37 ҫулти арҫын 18 ҫул тултарман виҫӗ ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм 2011 ҫултанпа 950 пин тенке ҫитнӗ. Вӑл мӗншӗн тӳлейменнине ӑнлантарса панӑ. Ҫак тапхӑрта хайхискер Шупашкарта иккӗмӗш арӑмӗпе тара илнӗ хваттерте пурӑннӑ. Вӗсен тепер 5 ача ҫуралнӑ.
Иккӗмӗш арӑмӗ те ачисене алимент тӳлеме заявлени ҫырнӑ. Нумай ача ашшӗ ниҫта та ӗҫлемест, ҫемьене укҫа илме килмест, пепкисене воспитани памасть-мӗн.
Парӑмҫа Шупашкар районӗнчи суд приставӗсен уйрӑмне илсе ҫитернӗ, ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Арҫын парӑма татмасан пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ.
1978 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкар районӗнчи Ишлей ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан хӗрарӑм 18 ҫул тултарман 4 ачине 700 пин тенкӗ алимент тӳлемен. Хайхискер унран хӑтӑлмалли мел тупнӑ: Камчаткӑна тарнӑ.
Анчах парӑмсенчен ниҫта та тарса пытанаймӑн: Петропавловск-Камчатский хулинчи суд приставӗсем ӑна тупнӑ, кун пирки Шупашкар районӗнчи суд приставӗсене пӗлтернӗ.
Хӗрарӑма парӑма парса татмалли пирки ӑнлантарнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи приставсемпе телефонпа ҫыхӑннӑ, ҫитес вӑхӑтра унта пыма шантарнӑ.
Усламҫӑ налук, штраф, пенси тата страхлав взносӗ, кредит, алимент тӳлемен-и? Лӑпкӑ пурӑнаймӗ, ун патне пристав ӗҫ вырӑннех ҫитӗ. Ҫапла-ҫапла, нумаях пулмасть вӗсем Шупашкарти тӗп пасарта рейд ирттернӗ, унти усламҫӑсем патӗнче пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри приставсем патне пырсах парӑм ҫуккипе пурри пирки кӑсӑкланнӑ.
Рейд вӑхӑтӗнче парӑмҫӑсенчен чылайӑшӗ пурлӑха арестлесрен хӑраса ӳкнӗ, парӑмӗсене «Патшалӑх услуги» портал урлӑ тӳрех тӳлесе татнӑ. Темиҫе сехете тӑсӑлнӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче патшалӑх валли 350 пин тенкӗ ытла укҫа пухнӑ.
Парӑмҫӑсен пурлӑхне те арестлеме тивнӗ: унашкалли 7 тӗслӗх. Вӗсем 10 кунра тӳлесе татмасан пурлӑхне сутма тӑратӗҫ.
Шупашкарта приставра ӗҫленӗ арҫын должноҫӗпе хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ют ҫын пурлӑхне, парӑмҫӑнне арестленӗскере, хӑйӗн валли илнӗ-мӗн.
Следовательсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пристав хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫланӑ: парӑма кӗнӗ ҫыннӑн музыка центрне, ноутбукне, ытти пурлӑха арестленӗ. Анчах вӑл вӗсене учет кӗнекине кӗртмен, пурлӑхпа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Ҫын пурлӑхне хапсӑннӑ пристава вара 2016 ҫултах ӗҫрен кӑларнӑ.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи арҫынна приставсем шыранӑ, анчах тытайман. Ҫавах та вӑл ӑҫта пытанса пурӑннине ял халӑхӗ систернӗ-систернех. Таркӑн хӑйне валли пурӑнмалли вырӑн вӑрманта йӗркеленӗ иккен.
Арҫын ачисемшӗн алимент тӳлемен — ҫапла май парӑмӗ 300 пин тенке яхӑн ҫитнӗ. Приставсем ӑна хӳмере ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тупнӑ. Ҫав вӑхӑтра парӑмҫӑ хӳмере икӗ ӗҫкӗҫ тусӗпе каннӑ. Шалта сӗтелпе пукансем те пулнӑ. Хайхискерсем каннӑ вӑхӑтра пурнӑҫри ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын хӳмене ҫулла пуҫламӑшӗнчех тунӑ. Вӑл приставсенчен пытанмалли вырӑн кӑна пулман, унта вӑл хӑнасене те йышӑннӑ.
Суд приставӗсен ҫынсен парӑмӗсене шыраса илес тесе темле пурлӑха та арестлеме тивет. Шупашкарти Мускав районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын налуксемпе штрафсемшӗн, кивҫен илнишӗн 250 пин тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Укҫана хӑй ирӗкӗпе тӳлеме те кӑмӑлӗ пулман ӗнтӗ, те «кӗмӗлӗ».
Суд приставӗсем те ахаль ӗҫлемеҫҫӗ — суд йышӑнӑвне пурнӑҫланишӗн парӑмлинчен шыраса илеҫҫӗ. Ҫапалма майпа арҫыннӑн приставсене те 19,5 пин тенкӗ тӳлемелле пулса тухнӑ.
Пӗр кунхине суд приставсем парӑмҫӑн парикмахерскине пурлӑх шыраса кайнӑ. Унти креслӑсене, ытти хатӗр-хӗтӗрне арестленӗ.
Усламҫӑн ӗҫ инструменчӗсӗр юлас килмен курӑнать — парӑма тӳлесе татнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна суд приставӗсем арестленӗ пурлӑхне тавӑрса панӑ.
Шупашкарӑн Мускав районӗнче пурӑнакан арҫын миллиона яхӑн парӑмлӑ пулнӑ. Вӑл кивҫен илнӗ, анчах унпа вӑхӑтра татӑлман.
Арҫынтан укҫа шыраса илме суд йышӑну кӑларнӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме суд приставӗсене ярса панӑ хыҫҫӑн приставсем парӑмлӑ арҫыннӑн 3500 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне арестленӗ. Ӑна сутса укҫа тӑвас тенӗ хыҫҫӑн та парӑмли тӳлесе тытма васкаман.
Арҫыннӑн машина пуррине, лешӗ ҫавна суд приставӗсенчен пытарнине пӗлсен ӑна шырама пуҫланӑ. Кунсӑр пуҫне парӑмлине чикӗ леш енне каймалла мар туса хунӑ.
Юлашкинчен каланӑ сӑлтава пула парӑма тӳлесе татма шут тытнӑ та хайхи. Арҫын ҫемйипе Хорватине канма каяс тенӗ. Чикӗ леш енне кӑларса яманнине кура вӑл 1 миллиона яхӑн парӑма тата исполнитель ӗҫӗшӗн тӳлемелли 66 пине тӳлесе татнӑ.
Етӗрне районӗнче суд приставӗсем шыв сечӗн скважинин ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. Шыва лабораторире тӗрӗсленӗ. Вӑл гигиена нормативӗсемпе тата микробиологи кӑтартӑвӗсемпе килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Кунашкал шыв ҫынсемшӗн те, чӗрчунсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Кунсӑр пуҫне вӑл тавралӑха сиен кӳрет.
Етӗрне районӗнчи Килтӗш ял тӑрӑхӗн администрацине айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Скважинӑна 30 талӑклӑха чарса лартнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче вара ҫӑлри шывра сиенлӗ бактерисем тупса палӑртнӑ. Ҫӑла хӑйне те юсамалла. Суд ӑна вӑхӑтлӑха хупма йышӑннӑ. Ҫынсем унтан 60 талӑк шыв ӑсаймӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |