Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.6 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: прокуратура

Пӑтӑрмахсем
t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти медицина колледжӗнче вӗренекен виҫӗ хӗр сӗтев тӳлесе зачёт тытнӑ.

Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Тухтӑр пулма вӗренекен виҫӗ хӗр ют ҫӗршыв чӗлхипе зачёт илес тесе преподавателе 3-шер пин тенкӗ сӗтев панӑ. Каярах студенткӑсем диплом та хӳтӗленӗ.

Пӑтӑрмах ҫиеле тухсан прокуратура документа пӑрахӑҫлама ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Хальлӗхе пӗрин документне пӑрахӑҫланӑ, кӗҫех тепӗр иккӗшӗнпе ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухӗҫ.

Преподаватель медколледжра ӗҫлемест ӗнтӗ, ӑна унтан кӑларса янӑ. Ку ҫеҫ те мар, пуҫиле майпа явап тыттарса 40 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/6461
 

Вӗренӳ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенчен пӗринче педагога укҫа енчен хӗсӗрленине тупса палӑртнӑ. Кӑлтӑка прокуратура асӑрханӑ.

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен учительсенчен пӗрне ыттисенчен самай сахалтарах преми парса пынӑ. Вӗрентекен вара ытти чухнехи пекех ӗҫленӗ, ӑна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарман. Унчченхи приказсене тишкернӗ те, тӑрӑшса ӗҫленине палӑрнӑ.

Суйласа преми панӑшӑн шкул директорне прокуратура штрафлама йышӑннӑ.

 

Хулара

Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫуртра ритуаллӑ пулӑшу кӳрекен лавкка уҫнӑ. Илпек урамӗнчи ҫуртсенчен пӗринче вырнаҫнӑ ку лавкка унта пурӑнакансене килӗшмен.

Лавккана хурлӑхлӑ ҫынсем ялан кӗрсе тухнине, кӑшӑлсемпе тупӑксем йӑтнине кунсерен пӑхса ларни темле хавас ҫын кӑмӑлне те пусарӗ. Ҫитменнине тата ун пек лавккана пурӑнмалли ҫуртра уҫма юрамасть.

Кӑлтӑка Шупашкарти Ленин районӗнчи прокуратура тупса палӑртнӑ. Суд усламҫӑна унта суту-илӳ тума чарнӑ.

 

Вӗренӳ

Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта тӑрӑшнӑ хӗрарӑма пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларса янӑ. Анчах саккуна пӑсса кӑларса янӑ-мӗн.

Хӗрарӑм пус усса ларакан йышши пулман, саккуна та аван пӗлнӗ, ҫавна май вырӑнти прокуратурӑна пулӑшу шыраса кайнӑ. Хӗрарӑма ӗҫе кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен каялла илмелле тунӑ. Анчах ӑна тепӗр тӑватӑ кунтан, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ҫеҫ, илнӗ.

Прокуратура хута кӗнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑма ӗҫе 2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗччен илмелле тунӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрне районӗнче тӳре-шара тупӑша туллин кӑтартман. Ҫавна май Етӗрне муниципалитечӗн тӑрӑхӗн пуҫлӑхне вырӑнти прокуратура тупӑш ҫинчен калакан справкӑсенче йӑнӑш пурри пирки хут ҫырса панӑ.

Администрацире ӗҫлекен 5 тӳре-шара хӑйсен тупӑшне туллин кӑтартман: мӗнпур счёчӗ тата куҫман пурлӑх пирки пӗлтермен. Уншӑн вӗсене административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Кунсӑр пуҫне прокуратура ҫав тӑрӑхри территори пайӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ ӗҫри машинӑпа хӑйӗн валли усӑ курнӑ. Ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
rum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи «Промтехстройсервис» предприяти рабочисене шалу тӳлемен. 27 ҫын умӗнче вӑл 1,5 миллиона яхӑн тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ.

Пӑтӑрмах пирки пӗлсен прокуратура хушша-хуппа кӗнӗ, асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Ертӳҫӗ тӗлӗшпе административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.

Халӗ прокуратура парӑма пӗтӗмпех тӳлесе татнӑ.

 

Республикӑра

Муркаш районӗнчи прокуратура ачасем валли чарӑну тума хистенӗ.

Калайкассинчи вӑтам шкул умӗнче автобус кӗтсе тӑма ятарлӑ вырӑн пулман. Юр-ҫумӑр ҫунӑ чухне автобус кӗтсе тӑма пушшех те япӑх.

Прокуратура шкул умӗнче чарӑну туса пама хистенине кура халӗ район администрацийӗ ӑна вырнаҫтарнӑ.

 

Персона

Красноармейски округӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Ку пукана Илья Гаврилов йышӑннӑ.

Унччен Илья Владимирович Йӗпреҫ районӗн прокуратуринче, республика прокуратурин аппаратӗнче ӗҫленӗ. 2020 ҫултан пуҫласа ку таранччен Шупашкар округӗн прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.

Илья Гаврилов Шупашкарта 1988 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетӗнче ӑс пухнӑ.

 

Персона

Красноармейски округӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Ку пукана Илья Гаврилов йышӑннӑ.

Унччен Илья Владимирович Йӗпреҫ районӗн прокуратуринче, республика прокуратурин аппаратӗнче ӗҫленӗ. 2020 ҫултан пуҫласа ку таранччен Шупашкар округӗн прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.

Илья Гаврилов Шупашкарта 1988 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетӗнче ӑс пухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Паян Шупашкарта 13 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Ку инкек кӑнтӑрла Трактор тӑвакансен проспектӗнче пулнӑ.

ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота Камри» пӑрӑнма тӑнӑ чухне машинӑсем пуррипе-ҫуккине лайӑх пӑхман, ун ҫине «Форд» кӗрсе кайнӑ. Ҫапӑнсан «Камри» тротуар ҫине тухса кайнӑ та мороженӑй сутакан павильона пырса тӑрӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унта 13 ҫулти хӗрача пулнӑ.

Телее, ача вӑйлӑ аманман, ҫапах ӑна тӗрӗслеме пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 88
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Ҫурла, 01

1893
133
Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1931
95
Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй