
Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини Республикӑн ача-пӑча пульницин йышӑну пӳлӗмӗ патне кӗреймен. Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ сиплев учрежденийӗ шлагбаумӗ патне «В008СВ 21» номерӗллӗ Kia Rio машинӑна лартса хунӑ.
Тухтӑрсен йывӑр чирлӗ ачана юр ашса йӑтса кӗме тивнӗ.
Ҫав пӑтӑрмах хыҫҫӑн Шупашкар хулинчи Ленин районӗн прокуратури тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем ҫак ӗҫе патшалӑхӑн автоинспекцине те явӑҫтарнӑ.

Канаш округӗнче прокуратура ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ салтакшӑн патшалӑх паракан тӳлеве тӑванӗсене памалла тунӑ.
Укҫана вара малтан ют хӗрарӑм хапсӑннӑ. Вӑл салтакпа РФ Хӳтӗлев министерствипе килӗшӳ тунӑ кун паллашнӑ. Вӗсем ҫав кунах пӗрлешнӗ. Анчах пӗрле пурӑнман, пӗр хуҫалӑх тытса пыман. Ҫак хӗрарӑма салтакӑн тӑванӗсем те палламан. Салтак ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнӑ чухне хӗрарӑм унпа ҫыхӑну тытман.
Темиҫе уйӑхран арҫын хыпарсӑр ҫухалнӑ, вӑхӑт иртсен суд вӑл вилнӗ тесе йышӑннӑ. Кун хыҫҫӑн «арӑмӗ» патшалӑх паракан тӳлеве илме тесе тӑнӑ. Анчах май килмен: суд вӗсем суя майпа пӗрлешнӗ тесе йышӑннӑ.

Красноармейски районӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишне юртан йӗркеллӗ тасатса тӑман. Ҫавна май ҫурт умӗсем пӑрлакланса ларнӑ.
Кӑлтӑка прокуратура тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Тротуарсемпе нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене тытса тӑрассишӗн «Чӑваш Республикин ипотека корпорацийӗ» управляющи компани яваплӑ иккен. Анчах ӗҫе вӑл йӗркеллӗ пурнӑҫласа пыман.
Директор ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.

Шупашкар хулинчи Мускав районӗн прокуратури «Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗ» учреждени ҫамрӑксен фестивальне ирттернӗ вӑхӑтра укҫана саккуна пӑсса тӑкакланине тупса палӑртнӑ.
2024 ҫулта ирттернӗ ҫав мероприяти валли учреждени коммерци организацийӗсемпе арт-объектсем хатӗрлеме тата вӗсене турттарса пырса пама 6 контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫшӗн 1 миллион тенкӗ ытла тӳленӗ. Тӗрӗссипе вара нимле арт-объект та туса паман.
Халӗ надзор органӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкар хулинчи Мускав районӗн прокуратури «Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗ» учреждени ҫамрӑксен фестивальне ирттернӗ вӑхӑтра укҫана саккуна пӑсса тӑкакланине тупса палӑртнӑ.
2024 ҫулта ирттернӗ ҫав мероприяти валли учреждени коммерци организацийӗсемпе арт-объектсем хатӗрлеме тата вӗсене турттарса пырса пама 6 контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫшӗн 1 миллион тенкӗ ытла тӳленӗ. Тӗрӗссипе вара нимле арт-объект та туса паман.
Халӗ надзор органӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Чӑваш Енри прокуратура Ростехнадзорпа, Роспотребнадзорпа тата Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗпе пӗрле пулса республикӑри аслӑ шкулсен общежитийӗсемпе вӗренӳ корпусӗсенче ӑшӑпа епле тивӗҫтернине тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енре пурӗ 9 аслӑ шкул, вӗсен 29 вӗренӳ корпусӗпе 20 общежити.
Чӑваш аграри университечӗн тата Чӑваш патшалӑх университечӗн общежитийӗсенче коммуникацисенче ӑшӑ изолоцийӗ япӑхнине тата ытти хӑш-пӗр пысӑках мар кӑлтӑка тупса палӑртнӑ. Общежитисенчен пӗринче вӗри шыв нормативран пӗчӗкки ҫиеле тухнӑ.
Аслӑ шкулсен ертӳҫисене кӑлтӑка пӗтерме асӑрхаттру хучӗ ҫырса панӑ.

Паян Шупашкарти 50-мӗш шкулта ача нумай вӗренме килмен. ЧР вӗренӳ министрӗ ку чир-чӗрпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Анчах мӗнле чир пулни пирки пӗлтермен.
Прокуратура хыпарланӑ тӑрӑх, шкулти вӗренӗве вӑхӑтлӑха чарнӑ. Роспотребнадзор специалисчӗсем шкулта, ҫав шутра апатлану блокӗнче те, анализсем тата пробӑсем илнӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви паян 17 сехет тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, 2 ача инфекци уйрӑмӗнче сипленет, пӗри – амбулатори мелӗпе.

Муркаш районӗнчи тӳре-шара тӑлӑхсене япӑх хваттер туянса панӑ. Район пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки республикӑн прокуратуринче хыпарланӑ.
Тӑлӑхсене Мӑн Сӗнтӗрте хваттер туянса панӑ. Вӗсем санитари тата техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермен. Хыснана 13 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
2022 ҫултанпа Муркаш районне Алексей Матросов ертсе пырать иккен, 2018-2022 ҫулсенче вӑл муниципалитет пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — тӗплӗ юсав пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Етӗрне районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫынран коллекторсем укҫа тавӑрса пама тапӑннӑ. Вӑл вара ҫав вӑхӑтра салтакра пулнӑ, кивҫен укҫа паракан нимле организацирен те укҫа илмен. Арҫын пулӑшу ыйтса прокуратурӑна ҫул тытнӑ.
Надзор органӗ тӗрӗсленӗ те 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ҫав ҫын ячӗпе икӗ микрофинанс организацийӗнче 22 пин тенкӗ ют ҫын укҫа илнине палӑртнӑ. Укҫана илме арҫыннӑн паспорт даннӑйӗпе тата кивӗ абонент номерӗпе усӑ курнӑ.
Ҫавна май йӗрке хуралҫисем улталакансем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, арҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар кӑтартнӑшӑн кредит организацине укҫа тӳлеттерме ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ.

ЧР Патшалӑх Канашӗ автомобиль бензинне тата дизель топливине 18 ҫултан кӗҫӗнрех ачасене сутма чаракан саккун проектне пӗр саслӑн ырланӑ. Документа республика прокурорӗ Эдуард Гиматов тӑратнӑ.
Ҫакна ачасем ҫул ҫинче суранланасси чактӑр тесе тунӑ. Юлашки вӑхӑтра питбайкпа тата мототранспортпа чупакан нумай. Кӑҫал 10 уйӑхра республикӑра 16 ҫул тултарман ачасем мототранспортпа аварие лекнӗ 18 тӗслӗх пулнӑ.
Саккун сутуҫӑсене бензин туянаканӑн ӳсӗмне тӗрӗслеме ирӗк парать.
