Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пулӑҫсем

Пӑтӑрмахсем
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн

Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫхине Вӑрнар округӗнче Тӑвальушкӑнь Ялтӑра ялӗ ҫывӑхӗнче Урваш юханшывӗнчен вырӑнти ҫынсем 33-ри арҫын виллине туртса кӑларнӑ. Ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл плотинӑра пулӑ тытнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе путса вилнӗ.

Аса илтерер: юпан 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Шуршӑл ялӗ ҫывӑхӗнче 47-ри пулӑҫ путса вилнӗ. Юпан 18-мӗшӗнче Куславкка округӗнчи Ҫӳлти Улмалуй ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 57-ри арҫын путнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9715
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян Мӑн Ҫавалта 47 ҫулти пулӑҫ путса вилнӗ.

Ку инкек Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Шуршӑл ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Арҫыннӑн виллине вырӑнти ҫынсем ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек пулӑҫ хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе пулнӑ.

 

Республикӑра
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн

Ӗнер, юпан 2-мӗшӗнче, кӑнтӑрла хыҫҫӑн Валентин Иванов матрос-ҫӑлавҫӑ бинокльпе пӑхсан Атӑлта ҫаврӑнса ӳкнӗ кимӗ ишнине асӑрханӑ. Ҫывӑхра вара никам та пулман. Ҫапах ҫӑлавҫӑсем вырӑна тухса тӗрӗслеме шутланӑ.

Кимӗ патне ҫитсен вӗсем виҫӗ пулӑҫа асӑрханӑ. Телее, пурте ҫӑлав жилечӗпе пулнӑ. Ҫитменнине, пӗри ишме те пӗлмен.

Ҫӑлавҫӑсем пулӑҫсене ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Кайран кимме те илсе ҫитернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем кимӗрен тухса ӳкнӗ пулӑҫсене ҫӑлнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти Хусан ҫыранӗ (ун пекки те пур иккен) тӗлӗнче резинӑран ӑсталанӑ моторлӑ кимми ҫаврӑнса ӳкнӗ. Арҫын ҫыран хӗрне ишсе тухас тенӗ те ӑна ҫӑлавҫӑсем асӑрханӑ май пулӑшнӑ. Кимме ҫыран хӗрне илсе тухнӑ.

Тепӗр инкек авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Сӗнтӗрвӑрри тӗлӗнче кимӗ ҫаврӑнса ӳкни пирки хыпарланӑ. Ҫӑлавҫӑсем «Амур» катерпа васкаса ҫитнӗ. Вӗсем пулӑҫсене ҫӑлнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре, Атӑлта катер сӳнсе ларнӑ. Кун пирки Республикӑн шыравпа ҫӑлав служби пӗлтерет.

Техника Сӗнтӗрвӑрри районӗн территорийӗнче пулнӑ. Катер ҫинче пулӑҫ пулнӑ. Катер дивгателӗ сӳнсе ларсан арҫын вырӑнтан та хускалайман, мӗншӗн тесен унӑн кӗсмен пулман.

Инкеке лекнӗ пулӑҫа ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Етӗрне округӗнчи Талуй ялӗнче «Ялти чи лайӑх пулӑҫ» конкурс иртнӗ. Ӑна пӗрремӗш хут йӗркеленӗ.

Чи нумай пулӑ тытакансем Демид Васильев тата Даниил Голицын пулнӑ. Вӗсен вӑлтине 13 пулӑ ҫакланнӑ.

Иккӗмӗш вырӑнта – Татьяна Григорьева. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Даниил Яковлев. Ҫӗнтерӳҫӗсене спонсорсенчен парнесем лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15050
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Пӗртӑван Петр тата Геннадий Ялуковсем карп тытас енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатне хутшӑннӑ. Унтан вӗсем ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ.

Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 4-9-мӗшӗсенче Кӗмӗр облаҫӗнчи Береговая ялӗнче иртнӗ. Унта ҫӗршыври 12 команда хутшӑннӑ, тупӑшу 72 сехете тӑсӑлнӑ.

Пӗртӑван Ялуковсем «Биг Фиш» категорире чи пысӑк пулӑ тытнӑ. Карп 16 килограмм та 720 грамм тайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_78391
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ӗнер кӑнтӑрла Куславккари ҫӑлав станцийӗн ҫӑлавҫисем Куславкка хулин пляжӗ ҫывӑхӗнче Атӑлта кимӗ ҫаврӑнса ӳкнине асӑрханӑ. Унта вара пулӑҫ пулнӑ.

Кимӗ ҫыранран 100 метр шаларах ҫаврӑнса ӳкнӗ. Смена пуҫлӑхӗ Леонид Алексеев тата Андрей Абрамычев ун патне катерпа ишсе пынӑ. Вӗсем шыва чӑмнӑ пулӑҫа катер ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кимме те ҫыран хӗррине илсе килнӗ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Аслашшӗпе (е кукашшӗпе) манукӗ пулла кайсан пысӑк ҫуйӑнпа таврӑннӑ. Вӑл 25 килограмм таять, 1,5 метра яхӑн тӑршшӗ. Ку кӑна ма, пулӑ вӑлчаллӑ пулнӑ тата.

Вӗсем ӑна Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар Атӑлта тытнӑ. Пулла киле илсе килсен ваннӑна хунӑ. Пӗр ванна тӑршшӗ вӑл!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13629
 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Атӑлтан, Сӗнтӗрвӑрри округӗнче, 41 ҫулти пулӑҫ виллине туртса кӑларнӑ. Ҫак арҫын ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех ҫухалнӑ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл Кокшайск ҫывӑхӗнче кимӗпе пулӑ тытма кайнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министеоствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/8694
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 27

1929
97
Муллин Гамильтон Александрович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Павлов Анатолий Николаевич, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Шарапова Ольга Викторовна, политика ӗҫченӗ, профессор, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1990
36
«Чӑваш ССРӗнчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна йышӑннӑ.
1993
33
«Илем» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ