Паян ҫӗрле Куславккара "Форд Транзит" микроавтобус ҫунса кайнӑ. Вӑл Чехов урамӗнчи ҫурт умӗнче ларнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта никам та шар курман. Халӗ микроавтобус мӗншӗн ҫуннине тӗпчеҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, пассажирсем тухса ӗлкӗрнӗ.
Вӑрнар районӗнчи Шӑхаль ялӗ ҫывӑхӗнчи «Уренгой – Помары – Ужгород» ҫӗр айӗнчи магистраль газ пӑрӑхӗ ҫӗнӗрен ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хыпарланӑ. Газ пӑрӑхӗ халӗ унчченхи пекех ӗҫлет.
Аса илтерер: пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 13 сехет те 44 минутра унта газ сирпӗннӗ. Ҫулӑм вун-вун метр ҫӳллӗшне кармашнӑ. Ҫав вӑхӑтра унта специалистсем юсав ӗҫӗсем тунӑ. Инкекре газ пӑрӑхне юсанӑ виҫӗ специалист вилнӗ. Тепри, водитель, тӗлӗнмелле майпа чӗрӗ юлнӑ. Вӑл кӑштах суранланнӑ.
Паян 10 сехетре Шупашкарти Алкеш поселокӗнче Гоголь урамӗнче вырнаҫнӑ харпӑр ҫурт ҫуннӑ.
Пушар тухнӑ вӑхӑтра ҫамрӑк ҫемье – ашшӗ, амӑшӗ тата 7 уйӑхри ачи – ҫывӑрнӑ. Юрать-ха, вӗсем вӑхӑтра вӑранса пӳртрен тухма пултарнӑ.
7 уйӑхри ачан сывлав органӗсем пиҫсе кайнӑ. Ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
Пушара 15 минутран сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Паян ирхи 6 сехетре Йӗпреҫ районӗнчи Кӑшмаш ялӗнче пушар пулнӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, пушарта 53 ҫулти кил хуҫи ҫунса вилнӗ. Халӗ ведомство ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатать.
Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ирҫере пушар тухнӑ. Тӑр кӑнтӑрла, 14 сехет тӗлӗнче, пурӑнмалли пӳртре вут-ҫулӑм алхасма тытӑннӑ.
Шел те, инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 90 ҫулхи кинемей куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Пушар сӑлтавне тата тӑкак виҫине специалистсем палӑртӗҫ.
Сӑмах май каласан, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ ирттернӗ пресс-конференцире пушар вӑхӑтӗнче ҫынсен хӑйсене тӗрӗс мӗнле тытмалли ҫинчен аса илтернӗ. Сӑмахран, ҫунакан пӳлӗм алӑкне тата чӳречине хупса хумалла та урӑх пӳлӗме каймалла.
Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва поселокӗнче пушар алхаснӑ. Унта ҫурт ҫуннӑ.
Пушарта 63 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 35-ри ывалӗ шар курнӑ. Пиҫсе кайнӑскерсене тата сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскерсене районти тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрохатӗр юсавсӑр пулнӑран тухнӑ. Пушар 4 тӑваткал метр маччана, пурлӑхӑн пӗр пайне, шалти отделкӑна сиенлетнӗ.
Паян ирхине 8 сехет те 52 минутра Шупашкарта, Пичет ҫурчӗ умӗнче, автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл 101-мӗш маршртупа ҫӳрекенскер пулнӑ.
Автобус Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ. Юрать-ха, ҫунма тытӑнсан пассажирсем тухма ӗлкӗрнӗ.
Транспорт капот айӗнчен хыпса илнӗ, питӗ хӑвӑрт ҫунса кайнӑ. Пушара пула ҫав вырӑнта троллейбус линийӗ сиенленнӗ.
Шупашкар хулинчи Шевченко урамӗнчи общежитире кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пушар тухнӑ хыҫҫӑн килсӗр-ҫуртсӑр юлнӑ. Инкекре 19-ти хӗр сӗрӗмпе чыхӑнса вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗтернӗччӗ-ха.
Шар курнисене бюджетран 10-шар пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Ӑна илме пурӗ 120 ҫын заявлени ҫырса панӑ, анчах вӗсенчен 79-шӗ ҫеҫ хальлӗхе укҫана илнӗ. Ыттисем кирлӗ документсене тӑратса ҫитермен-мӗн.
Инкек общежитири пӳлӗмсенчен пӗринче пурӑннӑ ӳсӗр арҫын пирус туртнине пула тухнӑ иккен.
Халӗ ҫынсем вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑн шыраҫҫӗ. Хула ертӳҫисем сӗннӗ хӑш-пӗр ҫуртра пурӑнма условисем начар иккен.
Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче кӑнтӑрла Улатӑрта ҫурт ҫунса кайнӑ. Вӑл виҫӗ ачаллӑ Ударцевсен пулнӑ.
Ҫурт арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Ҫемье пуҫӗ унта 20 ҫул ытла ӗнтӗ водительте ӗҫлет.
Ҫулӑм ҫурта кӑна мар, мунчана, хуралтӑ таврашӗсене те тӗп тунӑ. Пушар вӑхӑтенче ҫемье докуменчӗсене тата кӑштах япалисене илсе тухса ӗлкӗрнӗ.
Мӑнастирьте ӗҫлекенсем шар курнӑ ҫемье валли укҫа пухма тытӑннӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче каҫхи 5 сехетре Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Карл Маркс урамӗнчи ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм верандӑна, хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ, пурӑнмалли ҫурта та сиенлетнӗ.
Шел те, «хӗрлӗ автан» ҫын пурнӑҫне татнӑ. Пушарта 1942 ҫулта ҫуралнӑ арҫын вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |