Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта хӗр автобус айне пулнӑ. Вӑл светофор ҫук вырӑнта, «зебрӑпа», ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ та ун ҫине 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус пырса кӗнӗ.
Ку видеокамера ҫине лекнӗ. Анчах ҫав вырӑнта самай тӗттӗм пулнӑран автобус водителӗн чарӑнса ӗлкӗрме шанчӑк пулнипе пулманни курӑнмасть. Ҫав вырӑнта елка ҫути ҫеҫ ӳкет. Руль умӗнче 63 ҫулти арҫын ларнӑ.
Ӗнер ҫав хӗр пульницӑра вилнӗ. Вӑл 22 ҫулта пулнӑ. Общество хастарӗсем авари хыҫҫӑн ҫав вырӑна ҫутӑ лартма ыйтнӑ. Халӗ унта ҫул урлӑ каҫакансем лайӑхрах курӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта «Акварель» микрорайонта виҫӗ рабочи тӑваттӑмӗш хутран ӳкнӗ. Юрать-ха, вилмелле аманман. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн техникине пӑхӑнманран субподрядчике 35 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ку инкек чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Арматура ҫыхнӑ чухне настил йӑтӑнса аннӑ. Виҫӗ арматурщик пӗрремӗш хутри юр ҫуса лартнӑ бетон ҫине ӳкнӗ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Арҫынсем шӑммине хуҫнӑ, суранланнӑ.
Прокуратура субподрядчик ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене пӑснине тупса палӑртнӑ. Усламҫа штрафланӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫул урлӑ каҫакан икӗ ачаллӑ хӗрарӑма машина ҫапса хӑварнӑ. Инкек 11 сехет те 30 минут тӗлӗнче Ленин проспектӗнчи 22-мӗш ҫурт тӗлӗнче ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли ятарлӑ вырӑнта пулнӑ. Унта светофор ҫук.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Kia Rio» ҫул урлӑ каҫакансене курман имӗш. Икӗ хӗрачапа хӗрарӑма ҫул урлӑ каҫса кайма автобус чарӑнса ларнӑ, ҫӑмӑл машина вара чарӑнман.
Суранланнӑ хӗрарӑмпа икӗ хӗрачана пульницӑна ӑсатнӑ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Шупашкарти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 9,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Следовательсем тата суд пӗлтернӗ тӑрӑх, аван уйӑхӗн 19-мӗшӗнче арҫын хулара пӗлӗшне тӗл пулнӑ. Вӗсем эрех илнӗ те арҫыннӑн хваттерне кайнӑ. Хайхискерсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Арҫын хӑнана хӗненӗ, унтан ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та чикнӗ. Хӑна ҫавӑнтах вилнӗ.
Тытса чарсан ҫак арҫын следовательсене акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: вӑл вӗлермен-мӗн, ҫывӑрнӑ чухне вилене ун патне такам килсе пӑрахнӑ. Анчах следстви вӑхӑтӗнче йӑлтах уҫӑмланнӑ, арҫын мӗнле пулнине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.
Иртсе кайнӑ талӑкра Шупашкар хулинчи виҫӗ ватӑ ултавҫӑсене пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ. «Кӗмӗле» кинемейсем хӑйсен аллипех кӑларса тыттарнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, хулари ватӑсем хӑйсен тӑванӗсене «ҫӑлас» тесе пурӗ ҫур миллиона яхӑн тенкӗсӗр юлнӑ.
66 ҫултан пуҫласа 85 ҫулчченхи виҫӗ хӗрарӑм патне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ, вӗсен ҫывӑх ҫыннисем машинӑпа инкеке лекнине ӗнентернӗ. Пенсионерсен укҫа пуррипе ҫуккипе кӑсӑкланнӑ. Тӑванӗсене пуҫиле майпа явап тыттарас темесен укҫа тӳлемелле тесе каланӑ. «Кӗмӗле» курьера парса яма хушнӑ. Карчӑксем 100 пинрен пуҫласа 260 пин тенкӗ таран тыттарса янӑ. Палламан ҫынсене ӗнениччен ватӑсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкӑравласа та пӑхман.
Шупашкар тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пушар пулнӑ. Ӗнер 13 сехет тӗлӗнче Шупашкар районӗнчи Юртукассинче ҫулӑм алхаснӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. 55 ҫулти кил хуҫи, шел те, вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар арҫын пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнче 81 ҫулти хӗрарӑм ҫунса вилнӗ. Вӑл лаҫра вут чӗртнӗ. Асӑрханманнипе ун ҫинчи тумтирӗ хыпса илнӗ. Шел, ватӑ хӗрарӑма ҫӑлма май килмен.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланӑранпа Чӑваш Енре 1519 пушар пулнӑ. вӗсенчен 81 ҫын вилнӗ, 72-ӗн суранланннӑ. 147 ҫынна ҫӑлнӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 11 сехет те 50 минутра Сӗнтӗрвӑрри районӗнче рейс автобусӗ ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
«Сӗнтӗрвӑрри – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 222-мӗш ПАЗ автобус «Фольксвагенпа» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина транспорт килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Иномарка водителӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Вӑл 58 ҫулта пулнӑ.
Автобусра 20 яхӑн ҫын пулнӑ. Водитель тата виҫӗ пассажир тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ СКн Чӑваш Енри следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пӗлӗш хӗрарӑма вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 21 сехетре вӑл тепӗр хӗрарӑмпа пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӑл унта 56 ҫулти хӗрарӑма ухватпа тата чапельникпа ҫапнӑ. Лешӗ вилнӗ.
56-рискере тытса чарнӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Арҫын хӗрарӑм вилмеллех хӗненӗ, кайран ӑна сӑн ӳкернӗ те ӑна тӗнче тетелне кӑларса хунӑ. Ку тискер ӗҫ кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ.
Хӗрлӗ Чутайра ӳсӗр арҫын пӗлӗш хӗрарӑма тискеррӗн хӗненӗ, лешӗ вилнӗ. Экспертиза ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн пичӗ палламалла мар пулнӑ: ӑна питӗ хытӑ хӗненӗ.
Арҫын кунпа кӑна ҫырлахман, вилнӗ хӗрарӑма сӑн ӳкернӗ те халӑх тетелӗнчи страницӑна кӑларса хунӑ. Ку сӑнӳкерчӗке курсан ывӑлӗ амӑшне палласа илнӗ.
Етӗрне районӗн сучӗ 39 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Арҫын ҫакӑ ытлашши ҫирӗп приговор тесе аппеляци панӑ. Анчах ЧР Аслӑ сучӗ приговора ҫавӑн пекех хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палати тӑлӑх ачасем валли 2019-2021 ҫулсенче 460 хваттер илнин аудитне ирттернӗ. Туяннӑ хваттерсенчен 42,3 процентӗнче контрактсене куҫман пурлӑх рынокӗнче ӗҫлекен уйрӑм усламҫӑсемпе е посредник евӗр уйрӑм ҫынсемпе алӑ пуснӑ. Юлашкинчен асӑннӑ ҫав категори хваттер малтан туянать, унтан муниципалтет закупки вӑхӑтӗнче хаклӑрахпа сутса ярать.
Прокуратура ӗҫченӗсем 90 килӗшӗве тишкернӗ те коммерсантсем 14,9 миллион тенкӗ тупӑш курнине палӑртнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗтӗмлетнӗ евӗр, кунта сӑмах хысна укҫи пирки пырать. Республикӑра тепӗр 1200 тӑлӑх хваттер черетӗнче тӑнине те шута илмелле.
Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палати палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнче икӗ хваттере 45-50 процент хаклатса сутса янӑ. Ку танлаштарӑмра елчӗксем уйрӑмах палӑрнӑ. Тӑвай, Етӗрне тата Пӑрачкав та вӗсенчен юласшӑн мар...
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |