Шӑрӑх ҫанталӑк кӑҫал самай нумай вӑхӑт пулчӗ. Ҫынсем шыва кӗрсе уҫӑлас теҫҫӗ. Анчах, шел те, путакансем те сахал мар пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Олешево ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 50 ҫулти арҫын путнӑ. Унӑн виллине ҫав кунах тупайман. Тепӗр кунхине, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, водолазсем унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакан ҫын ӗне туянас тенӗ те ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ӑна улталанӑ ҫынсене тупнӑ. Вӗсем – Мускав ҫывӑхӗнче пурӑнакан икӗ арҫын.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пуш уйӑхӗнче Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ҫын тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳре ӗне сутнине курнӑ та шӑнкӑравланӑ. Сутуҫӑ ӗнене машинӑпа тиесе янине ӗнентернӗ. Ку вара ӑна ӗненсе 40 пин тенкӗ куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн сутуҫӑ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Ҫав ҫынсене тупнӑ. 23-ри тата 33 ҫулти арҫынсем ҫавнашкал ытти преступление те тунине палӑртнӑ. Чӑваш Ен полицейскийӗсем ӗҫлӗ командировкӑна кайса вӗсене тытса килнӗ. Арҫынсем Патӑрьел арҫыннин тӑкакне саплаштарнӑ. Ултавҫӑсене судпа айӑпланӑ. Пӗрне ҫирӗп режимлӑ колоние 1 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Теприне тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ.
«Россельхозцентр» федерацин патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалӗн пуҫлӑхӗ коррупци ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗнер пӗлтернӗ.
Филиал ертӳҫи хӑйӗн тӑванне (надзор органӗн вырӑсла хыпарӗнче «брат» тенӗ. Те пиччӗшӗ ӗнтӗ, те шӑллӗ — ӑна пӗлместпӗр) лешӗ пульницӑра сипленнӗ вӑхӑтра та ӗҫ укҫи тата преми тӳленӗ. Ҫапла вара саккуна пӑсса 90 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
«Россельхозцентр» учрежденийӗн филиалӗнче йӗркене пӑснине прокуратура тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.
Прокуратура директор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Филиал ертӳҫи халӗ ӗҫлемест ӗнтӗ, унпа ӗҫ килӗшӗвне енсем калаҫса татӑлнипе пӑрахӑҫланӑ. Следстви органӗсем вара пӑтӑрмах тӗлӗшӗпе тӗпчев ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин ҫӑлавпа шырав службин темле лару-тӑрӑва лекнисене те пулӑшма тивет. Пӗрисем пӳрнери ҫӗрре хываймаҫҫӗ, теприсем хваттер алӑкне уҫса кӗреймеҫҫӗ...
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тата утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫӑлавҫӑсен юханшыври кимӗсене ҫыран хӗрне кӑларма пулӑшма тивнӗ.
Ӗнер 19 сехет те 6 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӑлав станцийӗн ӗҫченӗсене Атӑлта пӗр кимӗ сӳнсе ларнине пӗлтерекенсем тупӑннӑ. «Неман» катер ҫине ларса специалистсем пӑтӑрмах вырӑнне васканӑ. Ишев хатӗрӗ ҫинче пулнӑ арҫын ҫӑлавҫӑсене хытах тав тунӑ.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче полици нарячӗ Куславккари ҫӑлав станцине Атӑл тӑрӑх ҫынсӑр-мӗнсӗр кимӗ юхса пынине пӗлтернӗ. Кимӗ патне пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем унта арҫын ҫывӑрнине асӑрханӑ. Лешӗ, хӗрӗнкӗскер, хуп турттарнӑ иккен.
Хуласенчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрремӗш хутра пурӑнакансенчен хӑшӗсем хӑйсен балконӗ айне нӳхреп чавма кӑмӑллаҫҫӗ. Анчах ҫак ӗҫе пуҫӑниччен ятарлӑ службӑсенчен ирӗк илмелле. Ахальлӗн нӳхрепе сӳтме тивӗ.
Шупашкарта икӗ ҫын тӗлӗшпе суд пулнӑ. Хулари Калинин район администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш хутра пурӑнакан хваттер хуҫисем хӑйсем тӗллӗн нӳхреп чавнӑ. Унта вӗсем хӑйсен балконӗнчен кӗмелле тунӑ. Никамран ирӗк илмесӗр нӳхреп тунине «Жилищный стандарт» управляющи компани асӑрханӑ.
Суд икӗ хваттер тӗлӗшпе пулнӑ. Вӗсен хуҫисен нӳхрепе сӳтмелле, стена унччен епле пулнӑ, ҫавӑн пек йӗркене кӗртмелле.
Пӑтӑрмаха таҫта та ҫакланма пулать ҫав. Шупашкарти ҫулланнӑ хӗрарӑм, ав, дачӑна кайсан аманнӑ. Вӑл карта хӳминчен тухса тӑракан пысӑк тимӗр пӑта ҫине пуҫӗпе тӑрӑннӑ. Пуҫне амантнӑ хӗрарӑма икӗ службӑн пулӑшма тивнӗ. Малтан — Чӑваш Респуликин шыравпа ҫӑлав службин, кайран — тухтӑрсен.
Инкек утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасси ялӗнчи «Юбилейное» сад юлташлӑхӗнче пулса иртнӗ. Вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем гидроинструментпа пысӑк тимӗр пӑтана касса илсе ватӑ хӗрарӑма карта ҫумӗнчен хӑтарнӑ, унтан васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче пушар пулнӑ: унта ҫурт ҫунса кайнӑ. Ҫав пӳртре ватӑ мӑшӑр пурӑннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12 сехетре ялти пӗр ҫуртра ҫулӑм ялкӑшма тытӑннӑ. Упӑшкипе арӑмӗ пӳрт йӑлтах хыпса иличчен хӑш-пӗр япалана урама илсе тухма ӗлкӗрнӗ. Юрать-ха, хайсем те чӗрӗ-сывах.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 2 сехете яхӑн сӳнтернӗ. Шел те, ҫуртран нимӗн те тӑрса юлман. Юнашарти хуралтӑ таврашӗсем те ҫулӑмпа сиенленнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енре аҫа ҫапнине пула 5 пушар пулнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ – нумай хваттерлӗ ҫуртра.
Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 30-мӗш тата 32-мӗш ҫуртсенче ҫиҫӗме пула тӗпелти техника сиенленнӗ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрӑмту ялӗнче ҫурта аҫа ҫапнӑ. Пӳрт тӑрри тата шалти отделка сиенленнӗ. Красноармейски районӗнчи Дворик ялӗнче те ҫурта аҫа ҫапнӑ. Йывӑҫ пӳрт кӗле ҫаврӑннӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӗрмер ялӗнче 1 тонна утӑ хунӑ сарай ҫунса кайнӑ.
Чехин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче, Домаждице хулинчен инҫех мар, икӗ пассажир пуйӑсӗ ҫапӑннӑ, вуншар ҫын шар курнӑ. Кун пирки Чехи полицийӗ хӑйӗн Twitter-ти страницинче пӗлтернӗ.
Инкеке пула икӗ ҫын вилнӗ, тата 38–шӗ аманнӑ. Шар курнисенчен ҫиччӗшӗ реанимацире питӗ йывӑррӑн выртаҫҫӗ. Поездсем пырса ҫапӑннӑ вырӑна тӑватӑ вертолет — сывлӑх сыхлавӗнчен виҫҫӗ тата пӗрре полицирен — ҫитнӗ.
Минпромторгпа Транспорт министерствин Пуҫлӑхӗ Карел Гавличек каланӑ тӑрӑх пӑтӑрмаха пулнӑ сиене пӗтерес тӗлӗшпе ятарлӑ службӑсен ӗҫне хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.
Гавличек пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах пӗр поездӑн машинисчӗ йӑнӑшнине пула сиксе тухнӑ. Семафорӑн ҫути хӗрлӗпе ҫутатнӑ пулин те вӑл пуйӑса чарман. Авари хыҫҫӑн пӑтӑрмах вырӑнне ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем пассажирсене пурне те чукун ҫул ҫинчен тата вакунсенчен эвакуациленӗ.
Васкакан вакка сикнӗ тенӗ ваттисем. Пӑрачкавра пурӑнакан 39 ҫулти арҫын ӑҫта васканӑ-ши ҫав кун? Инкеке вӑл ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 15 сехет те 40 минут тӗлӗнче лекнӗ.
«Фольксваген-Пассат» автомобиле тытса пыраканскер «Шупашкар-Сурски» ҫулпа Ҫӗмӗрле районӗпе иртнӗ чухне машинӑсем хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «Шахман» груз турттаракан автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Асӑннӑ машинӑн 55 ҫулти водительне нимӗн те пулман. Вӑл урӑ пулнӑ. Ҫӑмӑл автомобиль водителӗ вара инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Унӑн машинин спидометрӗ ҫинчи йӗп хӑвӑртлӑха пӗр сехетре 180 километр тесе кӑтартнӑ...
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.