Шупашкарти агрегат савутӗнче инкек пулнӑ. Цехсенчен пӗринче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Хайхискер унта ӗҫленӗ. Инкек тӗлӗшпе следствичченхи тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун пирки паян, карлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков патӗнче иртнӗ канашлура Пӗрлехи хурал-диспетчер службин пуҫлӑхӗ Валерий Гладков пӗлтернӗ.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти цехӗнче тимӗр шӑратакан специалистра ӗҫленӗ хӗрарӑм виллине тупнӑ.
«Тӗп хулара вилӗмпе вӗҫленнӗ инкек пулса иртнӗ. Агрегат савучӗн цехӗнче предприятире вӑй хунӑ хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Ҫавна май халӗ тӗплӗ тӗрӗслев пырать», — хыпарланӑ Валерий Гладков.
Палӑртса хӑвармалла, юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре производствӑра аманакан йышланнӑ.
Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Комсомольскинчен Елчӗк енне кайнӑ чухне йӗрке хуралҫи Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан 54-ри тата 35-ри арҫынсене вырӑнтах вилмеллех амантнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Комсомольски районӗнче РФ Шалти ӗҫсен министерствин пайӗнче ӗҫленӗскере ҫийӗнчех ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Халӗ ӑна 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарас хӑрушлӑх пур.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсем ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 5-мӗш пайӗпе айӑплӗҫ.
Ун чухне ҫавскер «Шкода Октавиа» машинӑпа пынӑ чухне ҫул-йӗр правилине пӑснӑ, автомобиле сехетре 80 ҫухрӑмран кая мар хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ иккен, ҫул ҫинче хӑрушсӑрлӑх ҫуккине сӑнаса ҫитереймен. Ӗҫе суда ярса панӑ.
Чӑваш Ен шкул автобусӗсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене пула Раҫҫей телеканалӗсен эфирне темиҫе хут та лекни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Юлашки икӗ уйӑхра кӑна виҫӗ авари пулчӗ. Хальхинче шкул автобусӗпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах Канаш районӗнче сиксе тухнӑ. Маяк ялӗ тӗлӗнче паян, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, шкул автобусӗ КАМАЗпа ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, авари вӑхӑтӗнче транспортра 4 ача, 1 учитель тата, паллӑ ӗнтӗ, 1 водитель пулнӑ. Шкул ачисен сывлӑхне тӗрӗслеме Канашри территорисен хушшинчи центра илсе ҫитернӗ, Канашри психиатри пульницин тухтӑрӗсене ҫав вӗрекенсене психологи пулӑшӑвӗ пама илсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ачасенчен пӗри те аманман. Ку лару-тӑрӑва Сывлӑх сыхлав министерствин ӗҫченӗсем куҫран вӗҫертмеҫҫӗ.
Аса илтерер, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче шкул автобусӗ маршруткӑпа ҫапӑннӑччӗ. Ҫул паман ГАЗель хуҫине уншӑн 500 тенкӗлӗх штрафланӑ. Ун хыҫҫӑн тепӗр авари Улатӑр районӗнче пулнӑ. Ун чухне шкул автобусӗнче пулнӑ 16 ҫулти хӗрӗн сӑмси хуҫӑлнӑ. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӗп хулари Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче виҫҫӗмӗш пӑтӑрмаха шута илнӗ.
Сӑн ӳкерчӗкрен шикленсе банк карточки ҫинчи укҫасӑр тӑрса юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кун пек пӑтӑрмахсем тата сиксе тухнине кура сисчӗвлӗх пирки тепӗр хут аса илтерни ытлашши пулас ҫук.
Маларах, аса илтерер, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакан 39 ҫулти, Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-ри тата Шупашкарти 26-ри хӗрарӑмсем шар курнӑччӗ. Хальхинче 22 ҫулти Шупашкар хӗрӗ улталаннӑ, укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Вирус программа банк карттипе ҫыхӑннӑ телефон номерӗ ҫине смс-ҫыру ӑсатать. Унта кӑсӑклантармалли материал (калӑпӑр, сӑн ӳкерчӗк) пурри пирки ӗнентереҫҫӗ. Вӗсене пӑхас е хӑвӑн патна уҫласа илес тесен пӗр-пӗр каҫӑпа иртме сӗнеҫҫӗ. Ҫак утӑма тӑвакансем туххӑмрах укҫасӑр тӑрса юлаҫҫӗ.
Шупашкарта иртнӗ эрнере петарда сирпӗннине пула арҫын сусӑрланнӑ, тухтӑрсен унӑн пуҫ пӳрнине кассах илме тивнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. Ман хулам Шупашкарӑм) портал хыпарлать.
Тӗп хулан пӗрлехи хурал-диспетчер служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче каҫ кӳлӗм пулнӑ. Хевеш урамӗнчи 15/1 ҫурт картишӗнче 40 ҫулти арҫыннӑн аллинче петарда сирпӗннӗ. Суранланнӑскере ҫийӗнчех Васкавлӑ пулӑшу паракан пульницӑна илсе ҫитернӗ, унта вара тухтӑрсем пӳрнене кассах илнӗ.
Шупашкарта кӑшт маларах та кун йышши инкек пулнӑ, Ҫӗнӗ ҫул каҫхине 35 ҫулти арҫынпа унӑн 8 ҫулти хӗрӗ шар курнӑ. Ун чухне пӑтӑрмах 16 ҫулти каччӑ айӑпӗпе сиксе тухнӑ. Ҫул ҫитмен ҫав ҫамрӑк сирпӗнекен хатӗрпе юраман вырӑнта усӑ курнӑ.
Улатӑр районӗнчи пӗр тӑрӑхра сӑмакун аппарачӗ сирпӗннипе ҫын пиҫсе кайнӑ. Ҫак хыпара паян «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Эрне пуҫланмассерен Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуҫлӑхсемпе канашу ирттерет. Хальхинче унта иртсе кайнӑ уяв кунӗсенчи тӑрӑма тишкернӗ. Ҫавна май Инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров ҫак тапхӑрта пулнӑ инкексем пирки каласа кӑтартнӑ.
Уяв кунӗсенче 31 пушар тухнӑ, вутра пӗр ҫын вилнӗ. Пӗлтӗр ҫак тапхӑр 6 ҫын пурнӑҫне татнине шута илсен кӑҫал инкексен шучӗ чакни — ырӑ пулӑм.
Улатӑр районӗнче сӑмакун аппарачӗ сирпӗннипе ҫыннӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ.
Пиротехникӑпа асӑрханманнипе суранланнӑ тӗслӗхсем те яланхиллех пулнӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсемпе тӑрӑшакан пӗрремӗш пайӗ коммерци фирмин пуҫлӑхне вӗлерме тӑнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Хӑҫан тата вӗлерме шут тытни пирки уҫӑмлӑн каламан та, анчах Свердлов облаҫӗнче пурӑннӑ ҫынна пакунлисем иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тытса чарни паллӑ. Ҫынна вӗлерес шухӑш тытнӑскере тытса чарма Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин спецназ ӗҫченӗсем те хутшӑнни паллӑ.
Арҫынна раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи каҫхине Шупашкар хулинчи Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнче тытса чарнӑ. Ҫынна вӗлерме хӑтланнӑ этем хӗҫ-пӑшалпах хирӗҫ тӑнӑ. Апла пулин те ӑна сиенсӗрлетме тата тытса чарма май килнӗ. Право хуралӗн ӗҫченӗсем те, ахаль ҫынсем те аманман.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, самбо енӗпе тӗнче чемпионкин Эдера Лаврентьевӑн 23 ҫул тултармаллаччӗ. Шел те, спортсменка хӑйӗн ҫуралнӑ кунне кӗтсе илеймен, вӑл инкеке пула вилнӗ.
Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Эдерӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, анчах спортменкӑна ҫӑлма май килмен. Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Эдера Лаврентьева сывлама чарӑннӑ.
Эдера – самбо енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, Раҫҫей ӑмӑртӑвӗсен ҫӗнтерӳҫи. Вӑл 2012 тата 2014 ҫулсенче самбо енӗпе иртнӗ тӗнче ӑмӑртӑвӗнче те мала тухнӑ.
Ӗнер Муркаш районӗнчи Ҫармӑҫкасси ялӗ патӗнче инкек пулнӑ. Ирхи 7 сехет те 55 минутра М-7 трасса ҫинче икӗ автомобиль ҫапӑннӑ.
Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмах пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «КИА Сид» автомашинӑна тытса пыракан 33 ҫулти водитель юрлӑ ҫул ҫинче руле тытса чараймасӑр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «Ниссан Кашкай» машинӑпа ҫапӑннӑ.
Инкекре икӗ водитель те аманнӑ. Пульницӑна икӗ хӗрарӑмпа 8 ҫулти ачана та илсе кайнӑ. Ача «Ниссан Кашкайра» пулнӑ.
Маларах эпир ӗнер Куславкка районӗнче пурӑнакан, пулӑран таврӑнакан пулӑҫсен машини тивсе кайнине, автомобильтисем шар курманние, анчах машина ҫунса кайнине пӗлтернӗччӗ.
Куславкка районӗнче пурӑнакан, пулӑран таврӑнакан пулӑҫсен машини тивсе кайнӑ. Инкек ӗнер, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, пулса иртнӗ.
Арҫынсем Тутарстанри Ешӗлвар районӗнчи пӗр ял патне пулла кайнӑ. Килнӗ чух вӗсен машини хыпса илнӗ. Машинӑрисем шар курман, анчах автомобиль ҫунса кайнӑ.
Инкек пирки «Прогород» хаҫат халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх хыпарланӑ. «Эпир вӗсемпе пӗр вӑхӑтра пулӑ тытрӑмӑр. Арҫынпа каччӑ «ВАЗ-2105» машинӑна ларса пирӗнтен маларах кайма тухрӗҫ. Эпир ҫитнӗ ҫӗре вӗсен машини ҫунса кайнӑччӗ, пушарнӑйсем те ӑна ҫӑлса хӑвармарӗҫ», — каласа панӑ инкеке курнӑ ҫын.
Автомобиль ҫулпа пынӑ чух хыпса илнӗ. Машина водителӗ, ҫамрӑк арҫын, хӑйсем те аран тухса ӗлкӗрнине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |