Мускаври Калуга ҫулӗ ҫинче хута каякан тоннель йӑтӑнса аннӑ. Кун пирки «Московский Комсомолец» хаҫат пӗлтерет.
МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак инкекре Чӑваш Ен ҫыннин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тоннель паян 11 сехетре ишӗлсе аннӑ. Пӗтӗмпе 40 тӑваткал метр лаптӑк арканнӑ.
Инкекре пӗр ҫын вилнӗ, виҫҫӗн суранланнӑ. Аманнисене пульницӑна илсе кайнӑ. Конструкци айне пулса вилнӗ ҫын – Алексей Андреев. Вӑл, 60 ҫултискер, Чӑваш Енрен пулнине палӑртнӑ.
Халӗ вырӑнта ҫӑлавҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем конструкци айне лекме пултарнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмашӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта юр йывӑрӑшне пула ҫурт тӑррин пӗр пайӗ йӑтӑнса аннӑ. Юрать, никам та шар курман. Ҫав вӑхӑтра подъездран тухнӑ хӗрарӑм суранланман.
Ку нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Ашмарин урамӗнче 38 ҫуртра пулнӑ. Подъезд тӑрринче юр нумай пухӑннӑ, ҫавна пула вӑл йӑтӑнса аннӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ҫӳп-ҫап тӑкма ватӑ хӗрарӑм тухнӑ. Ҫурт тӑрри вӑл иртсе кайнӑ хыҫҫӑн ӳкнӗ.
Ку ҫурт авариллӗ шутланать. Анчах унта пурӑнакансене халӗ те урӑх ҫӗре куҫарман. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех тумалла пулнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫурта авариллисен йышне кӗртсен управляющи компанийӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама пӑрахнӑ: юр тасатман, подъездра ҫуман. Анчах коммуналлӑ тӑкаксемшӗн килекен квитанцире «Ҫурта пӑхса тӑнӑшӑн» йӗрке пур, уншӑн укҫа тӳлемелле.
Самартан Шупашкара килекен автобус паян ҫул ҫинчех ҫунма тытӑннӑ. Ку Комсомольски районӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Телее, пассажирсене салонран кӑларма ӗлкӗрнӗ. Салонра пулнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, автобус 15 сехетре ҫунма пуҫланӑ. Алексей Казанцев арӑмӗпе тата ачипе мотор ҫывӑхӗнче ларнӑ. Вӗсем шаплатнине илтнӗ. Унтан тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ. Ҫулӑм сӳнтермелли хатӗрсем пулӑшман, автобус вӑйлӑ ҫунма тытӑннӑ.
Уявпа ҫыхӑннӑ канмалли кунсем пулнӑран салонра халӑх нумай пулнӑ. Пассажирсен хӑш-пӗр япали ҫунса кайнӑ. Пассажирсем Шупашкара урӑх транспортпа ҫитнӗ.
Вырӑна ИӖМ ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Автобусран нимӗн те юлман: тимӗр каркас ҫеҫ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Мускаври 157-мӗш поликлиникӑра ҫӗҫӗ тытнӑ арҫын саркаланнӑ. Тельняшка тӑхӑннӑскер хӑйне кӑнттам тытнӑ. Унӑн аллинче ҫӗҫӗ пурри те ҫынсене шиклентернӗ. Арҫынна Росгварди ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
52 ҫулти арҫын Чӑваш Енрен пулнӑ иккен. Пульницӑна пынӑскер татти-сыпписӗр тем пакӑлтатнӑ, калаҫу темине вӑл вӗҫӗм ылмаштарнӑ. «Тӑванӑм, каллех мӗскӗнлетеҫҫӗ», — кӳренӳллӗн каланӑ хайхискер Росгварди ӗҫченне. Лешӗ вара ӳсӗре ҫӗҫҫе пама ӳкӗтленӗ. Ыррӑн ыйтни сая кайман — арҫын лӑпланнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна тытса чарнӑ та психиатри экспертизи тутарма илсе кайнӑ.
Мускаври поликлиникӑра ҫӗҫӗпе сулкалашнӑ арҫын Чӑваш Енри хӑш районтан пулни тата унта вӑл мӗнле лекни паллӑ мар.
Шупашкар хӗрарӑмӗ тӑватӑ уйӑхри пепкине вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл пӗр шкулта вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ. Ӗҫтешӗсем ӑна лайӑх педагог пек пӗлеҫҫӗ.
44-ри хӗрарӑм ачипе пульницӑра сипленнӗ. Хайхискер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ир енне пепкине палатӑри сӗтел ҫине хунӑ, сӑмсине тата тутине аллипе хупланӑ. Ача сывлӑш ҫитменнине вилнӗ.
Ӗҫтешӗсем ун пирки лайӑх амӑшӗ теҫҫӗ. Ирхи 3 сехетре ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрарӑм ачине вӗлерме тӑнине ӗненмеҫҫӗ вӗсем. Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Халӗ следстви пырать.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗре Шупашкарти пепкелӗх центрӗнчен ача кӗтекен хӗрарӑм тухса тарнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑмӑн варти пепки — тӑватӑ уйӑхра. Пульница тухтӑрӗсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑма пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна кӗтеҫҫӗ.
Хӗрарӑм пӗрремӗш хутри чӳречене уҫнӑ та резин тапочкипех тухса кайнӑ. Ҫийӗнче халат пулнӑ. Вӑл пӗрле пурӑнакан арҫын патне тухса тарнӑ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, пульницӑра ҫак хӗрарӑмпа питех лайӑх калаҫман. Вӑл сусӑр пулни пирки аса илтернӗ имӗш. Хӗрарӑм ҫакна чӑтаймасӑр тухса тарнӑ.
Паллах, пульницӑра никама та вӑйпа тытса тӑраймаҫҫӗ. Пепкелӗх центрӗн ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗрарӑмсене унта лайӑх пӑхаҫҫӗ, кӳрентермеҫҫӗ.
Тухса тарнӑ хӗрарӑмӑн амӑшӗ Валентина вара суда ҫитесшӗн. Унӑн шухӑшӗпе, медицина ӗҫченӗсем этика нормисене пӑснӑ.
Шупашкарта 9 ҫулти арҫын ачапа чутах инкек пулман. Вӑл урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне уҫӑ люка кӗрсе ӳкнӗ.
Ку нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 14 сехетре Зоя Яковлева урамӗнчи 44-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Юрать, ача кӗрсе ӳкнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ, часрах пулӑшма васканӑ.
Арҫын ача кӗрт ӑшӗнчи люк уҫӑ пулнине курман, унта кӗрсе ӳкнӗ. Пӗр хӗрарӑм ҫакна курсан пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Люк тавра пӗр 15 ҫын пухӑннӑ. Пӗр арҫын вӗрен тупса ачана люкран тухма пулӑшнӑ.
Люк 5 метр тарӑнӑш пулнӑ. Юрать, ача хытах ӳкмен. Вырӑна полици ӗҫченӗсем тата васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Тухтӑр ачана тӗрӗсленӗ те киле янӑ.
Паян Канаш хулинче пушар пулнӑ. Унта, шел те, ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 6 сехет те 40 минутра пӗр хутлӑ ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм виллине тупнӑ. 76 ҫултискер иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр пулнӑ, хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймен.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ӑнсӑртран тухнӑ. Светильник диван ҫине ӳкме пултарнӑ, шӑпах ҫавна пула пушар тухма пултарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм вара сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Халӗ ку тӗлӗшпе следовательсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр каччӑ ҫар техникине контрабанда мелӗпе ют ҫӗршыва ӑсатма хӑтланнӑ. 24-рискер тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче республикӑн тӗп хулинчи Мускав районӗнчи суд кӑларнӑ йышӑну тинех саккунлӑ вӑя кӗнӗ.
Каччӑ каҫхине курмалли прибор тата стрелоксен хӗҫ-пӑшалӗ валли прицел саккунлӑ мар майпа туяннӑ. Ку хатӗрсем, сӑмах май, ҫар тӗллевӗллӗ шутланаҫҫӗ. Ҫавсене каччӑ Интернетра пӗлтерӳ парса сутма хӑтланнӑ. Илес текенсем те тупӑннӑ: Японирен, Китайран тата Канадӑран. Анчах таможньӑра тавара тытса чарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, контрабандист тесе каччӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗпех ӗҫ пуҫарнӑ. Суд йышӑнӑвӗпе ӑна 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр явап тыттармалла тунӑ.
Ӗнер ҫӗрле, нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Вӑрмарта хӗрачана пуйӑс ҫапса кайнӑ. Пуйӑс машинисчӗ ӑна асӑрхасан хӑвӑрт чарӑнма тӑрӑшнӑ, анчах ӗлкӗреймен.
Ку инкек 23 сехетре пулнӑ. Машинист каланӑ тӑрӑх, 19 ҫулти хӗрача, Вӑрмарта пурӑнаканскер, чукун ҫул ҫинче ларнӑ, пуйӑс кӑшкӑртнине илтмен е илтмӗш тунӑ. Шел те, машинист чарӑнса ӗлкӗреймен, ӑна таптаса кайнӑ.
Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хӗрача чукун ҫул ҫине хӑйӗн ҫине алӑ хурас тесе ларман-и? Ҫак версие те тишкерӗҫ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |