Шӑп та лӑп 23 ҫул каялла, 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Совет Социализмла Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен деклараци йышӑннӑ. Асӑннӑ документпа килӗшӳллӗн пирӗн республика «чӑваш нацийӗн наципе патшалӑхӑн пӗртен пӗр пӗрлешӗвӗ» тата «суверенлӑ патшалӑх» пулса тӑнӑ. Чӑваш ене хыснапа налук, социаллӑ пурнӑҫ тата тулаш политикӑна хӑй тӗллӗн тытса пыма ирӗк панӑ. Декларацие ҫав ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче «Федераци тата Союз килӗшӗвӗсем тата патшалӑх управленине тӑвиччен, РСФСР, СССР тата Чӑваш ССР хушшинче тивӗҫе пайличчен» чарса лартнӑ.
2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ республика законодательствине федерацинхипе пӗр евӗр тӑвасси пирки саккун йышӑннӑ. Ҫапла вара Суверинитет ҫинчен калакан деклараци хӑй вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑннӑ.
Суверинетет кунне республикӑра официаллӑ майпа палӑртмаҫҫӗ. Ӑна чӑваш наци юхӑмӗшӗн пӑшӑрханӗсем вара асра тытаҫҫӗ.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗнче уҫлӑхӗнче ҫынсем усӑ куракан мӗнпур информацие тӗрӗслесе тӑма палӑртать иккен. Ҫакӑн пирки паян чылай интернет-кӑларӑм тенӗ пекех хыпарларӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки вара малтанласа «Коммерсант» хаҫат пӗлтернӗ.
Интернет-уҫлӑхри ҫӑлкуҫсене ӗненсен, Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби провайдерсене интернет-трафик пирки информацие ҫырса пыма тата ӑна упрама хушасшӑн имӗш. Спецслужбӑсем интернет-правайдерсен даннӑйӗсен бази патне тӳрремӗнех тухайӗҫ, телефон номерӗсене, IP-адрессене, халӑх тетелӗсенче шута илнине, электрон почта адресӗсене тата тӗнче тетелӗпе усӑ куракансене сӑнаса тӑрӗҫ. Ҫавӑн валли кирлӗ оборудование операторсен ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вырнаҫтармалла иккен.
Ку хыпара тӗрлӗрен йышӑнакансем пур. Хӑшӗсем Сталин саманипе танлаштарнине те илтме тивет. Ун йышшисем уйрӑм ҫыннӑн пурнӑҫӗ ал тупанӗ ҫинчи пек пулӗ-шим тесе пуҫ ватаҫҫӗ. Хӑшӗсем вара: «Банкра укҫа-тенкӗ ҫук, ют арӑмсем патне чупмастӑп. Ман нимрен те шикленмелли ҫук», — тесе ал сулаҫҫӗ.
«Раҫҫей Федерацине пайласа яма чӗнсе калакансене тӗрмене хупса явап тытармалла», — ҫак пӗтӗмлетӗве тунӑ КПРФ партийӗн ертӳҫи Геннадий Зюганов ЦК пленумӗнче тухса калаҫнӑ чухне. Ҫак лозунга Раҫҫей халӑхӗ те ырлӗ те шансах тӑрать коммунист.
ЦК КПРФ пӗрремӗш зампречӗ Иван Мельников журналистсене хайхи саккуна Паташалӑх думине 2013 ҫул вӗҫлениччен, тен чӳк уйӑхӗнчех кӗртме планлани ҫинчен пӗлтернӗ.
КПРФ парти пайташӗ Вадим Соловьев вара «Вырӑс хыпар службине» интервью панӑ чухне ҫӗршыва пайласа яма чӗнекенсене 10 ҫул таранах тӗрме срокне памалли ҫинчен сӑмахланӑ.
«Хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗресенче тата Тӗнче тетелӗнче обществӑллӑ ӗҫченсем Атӑлҫи е Кавказри тӑрӑхри йывӑр лару-тӑрӑва кура ҫак регионсене пӑрахӑҫласа вӗсенчен пайланса каймалли ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Кун йышши шухӑшсем пачах та киревсӗр. Кунта калаҫу патшалӑх шайӗнчи йӗрке пӑсни ҫинчен тата ҫӗршыва пайласа ямалли ҫинчен пырать, — пӗлтерет депутат.
Ҫуллахи вӑхӑтран хӗллехи вӑхӑт ҫине куҫас йӑлана Раҫҫейре 2011 ҫултан пӑрахӑҫланнӑ пулин те паянхи кунччен те ҫак ыйту тавра хӗрӳллӗ тавлашусем пыраҫҫӗ. 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен вара ҫак йӑлана — хӗллехи вӑхӑта куҫассине — тепӗр хут чӗртесшӗн иккен. Кун ҫинчен федераллӑ пичет кӑларӑмӗсенчен пӗри пӗлтернӗ. Ҫапла вара кӑҫаллӑха Раҫҫей халӑхӗ ҫак ҫулталӑка ҫуллахи вӑхӑтпах вӗҫлет, тепӗр ҫул вара юпа уйӑхӗнче вӑхӑта куҫарма планланӑ.
Пирӗн республикӑна илес пулсан, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Михайлов ҫак йышӑнӑва ырлать.
— Ман шутпа вӑхӑта ҫулталӑкра икӗ хут куҫарни — ҫынсен кӑнтӑрлаххи кунне те вӑрӑмлатать, Раҫҫейре электричество энергине те перекетлет, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет депутат.
Шухӑшлатӑн та, этемпе этем пӗрех-ҫке — мӗн парас-илес пур тейӗн. Ҫапах та кулленхи пурнӑҫра тӗрлӗ сӑлтава пула ӑнланманлӑх сиксе тухасси те часах.
Пӗр халӑхпа тепӗр халӑх хушшинчи тавлашу, хирӗҫ-тӑрушӑн малашне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пуҫлӑхӗсене явап тыттарӗҫ. Наци хушшинчи харкашусемшӗн тӳре-шара ӗҫ вырӑнне те ним мар ҫухатма пултарӗ. Асӑннӑ йышши ӑнланманлӑх шутне чӗлхепе, религипе тата ыттине кӗртеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ саккун проектне РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ. Саккун кӗпӗрнаттӑрсене, апла тӑк регионсен пуҫлӑхӗсене, пырса тивмест иккен.
Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейӗн Аслӑ Арбитраж тата Верховнӑй судне пӗрлештерес шухӑшлӑ. Тивӗҫлӗ саккун проектне Патшалӑх Думине тӑратнӑ.
Саккун проектне йышӑнсан Раҫҫейӗн Аслӑ Арбитраж сучӗ пӗтерсе унӑн хальхи тивӗҫӗсене РФ Верховнӑй суд яваплӑхӗ тухса хурӗҫ. Куҫӑм тапхӑрӗ валли ҫур ҫул ҫитмелле тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Асӑннӑ саккун проектӗнче прокуратурӑна пырса тивекен улшӑнӑва та палӑртнӑ иккен. Паянхи куна илсен, ҫӗршывӑн тӗп прокурорӗ кам пулассине Раҫҫей Президенчӗ сӗннипе Федераци Канашӗ пӑхса тухать. Саккуна улшӑну кӗртсен, тӗппрокурорӑн ҫумӗсене те ҫапла йӗркепе пукан шанса памалла. Регионсен прокурорӗсене Раҫҫей Президенчӗ лартма тата ӗҫрен хӑтарма пултарӗ. Халӗ вӗсемпе ҫӗршывӑн тӗппрокурорӗ хуҫаланать. Саккуна улшӑну кӗртсен тӗппрокурор федераци субьекчӗсемпе килӗшсе татӑлнӑ кандидатурӑна ҫӗршыв пуҫлӑхне сӗнӗ. Районсемпе хула прокурорӗсене вара тӗппрокурор лартма тытӑнӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш тӗнӗпе пурӑнакан чӑвашсене налук таврашӗпе вӑйлӑ хӗснӗ — хайхи Христос тӗнне ҫаврӑнччӑр тесе ӗнтӗ. Истори тӑрӑх пӗлетпӗр ӗнтӗ — ку ӗҫ самаях пулӑшман, ҫав-ҫавах вӑйпа тӗне кӗртме тивнӗ.
Ак хайхи ҫав йӑнӑш ҫулпа «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗ Евгений Фёдоров каясшӑн иккен — вӑл ҫӗнӗ саккун хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн вырӑсла мар ятсемшӗн хушма налук тӳллетересшӗн. Штрафланнӑ ятсемшӗн унӑн виҫи пысӑк пулмалла мар имӗш — 1% е сахалрах та. Ячӗшӗн тенӗ пек.
Саккун тексчӗнче ют ҫӗршыври ятсене кӑна асӑннӑ-ха та, анчах «Известия» хаҫата панӑ интервьюра Евгений Фёдоров палӑртакан налукран «продукци валли вырӑсла ят тупайнӑ компанисене» ҫеҫ хӑтарасси пирки каланӑ.
Усламҫӑсем ку пуҫарӑва хирӗҫленӗ иккен, кунашкал саккун Раҫҫейри инвестици лару-тӑрӑвне япӑхлатма пултарӗ. Евгений Фёдоров ҫав-ҫавах саккуна ҫулталӑк вӗҫӗччен Патшалӑх Думине тӑратма шухӑшлать.
Ҫапларах шухӑшпа Патшалӑх думин спикерӗ Сергей Нарышкин тухнӑ, вӑл шкул курсӗнче Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем ҫинчен тата вӗсен культури пирки каласа памалла иккен.
Нумай пулмасть иртнӗ РӐА (выр. РАН) историпе филологи ӑслӑлӑхӗсен пай бюровӗн ларӑвӗнче Нарышкин хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ, ҫӗнӗ курс «Народы и культуры России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсем тата вӗсен культури) ят илме пултарасси пирки пӗлтернӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫак предмета ытла туллин ҫутатаймасси пирки те пӗлтернӗ — Раҫҫейри 89 субъектра пурӑнакан 180 халӑхӑн йӑли-йӗркине ҫутатса пама ҫӑмӑл пулмӗ, ҫав-ҫавах хӗсме тивӗ.
Спикер шухӑшӗпе ҫӗнӗ курса историпе культурӑллӑ концепцине хатӗрлекен ушкӑн — вӗсем халь пӗрлехи истори вӗренӳ кӗнекине калӑплаҫҫӗ — ҫырма пултарӗ.
Америка ҫыннисене Раҫҫейри тӑлӑхсене усрава парас мар тесе федераци шайӗнче йышӑну тунӑччӗ-ха. Кемӗр облаҫӗн депутачӗсем вара хӑйсен тӑлӑхӗсене Америка ҫыннисене кӑна мар, ытти ют ҫӗршывсене те парас мар тесе палӑртнӑ.
Унти депутатсен шучӗпе «ку ыйту — Раҫҫейӗн шалти ӗҫӗ». Ют ҫӗршыва лекнӗ ачасен правине пурпӗрех пӑсаҫҫӗ тесе шухӑшлани вӗсене ҫапла йышӑну тума хистенӗ-мӗн. Пӗчӗкскерсен тӳсме тивекен йывӑрлӑхсен шутне унти «халӑх тарҫисенчен» пӗри, облаҫӑн саккун кӑларакан влаҫӗн комитечӗн пуҫлӑхӗ Галина Соловьева, ачасем ют ҫӗршыв чӗлхине пӗлменнине те кӗртнӗ.
«Граждан платформи» парти ертӳҫи Михаил Прохоров суйлав бюллетенӗсене «пурне те хирӗҫ» йӗркене кӗртме сӗннипе килӗшнине пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, Раҫҫей Президенчӗн иртнӗ суйлавӗнче Прохоров та ҫӗршыв пуҫлӑхӗ пулма кӗрешӗве тухнӑччӗ. Паян вӑл ИТАР-ТАСС информаци агентствине ҫынсен "ҫук" тесе калама право пулмаллах тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Михаил Прохоров шучӗпе, пурне те хирӗҫ пулнине палӑртма май килни влаҫа тата оппозицие халӑх епле йышӑннине кӑтартса пама та пулӑшӗ.
Унччен Федераци Совечӗн председателӗ Валентина Матвиенко Патшалӑх Думине «пурне те хирӗҫ» йӗркене суйлав бюллетнеӗсене кӗртме сӗнӳпе тухас кӑмӑллине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.