Тепӗр икӗ кунтан, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ 83-мӗш сезона Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камичӗпе черетлӗ сезона хупать.
Вӑл спектакле, аса илтеретпӗр, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн тепӗр хутчен сцена ҫине тавӑрнине эпир пӗлтернӗччӗ. Унта малтанхи савнисен 20 ҫул хыҫҫӑнхи пурнӑҫӗ кӑна мар, вӗсен ачисен пурнӑҫӗ те сӑнланнӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кулленхи ӗҫре ҫӗнӗрен те ҫӗннине шыраса тупсах тӑрать. Вӗсем пирки Чӑваш халӑх сайчӗ тӑтӑшах пӗлтерсе тӑчӗ. Ҫывӑх вӑхӑтри плансене илсен, Е. Шашинӑн тата Е. Муравьевӑн «Репка» спектакльне, О. Туркайӑн «Ален Делонне» лартма ӗмӗтленет.
Праски кинеми мӑнукне юлашки хут авлантарать. Сӑмахӑмӑр — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Праски кинеми мӑнкуне авлантарать» спектаклӗ пирки пырать.
Анатолий Чебанов пьесипе СССР халӑх артисчӗ, маларах асӑннӑ театрӑн тӗп режиссерӗ Валерий Яковлев лартнӑскер сцена ҫинче вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулчӗ. 20 ҫул каяллах пуҫласа лартнӑ спектакльти шӳтсем вӑл вӑхӑтри саманана ҫывӑх пирки паян ансатраххӑн туйӑнсан та латсӑр мар. Ҫавӑнпа та куракансем ӑна паян кун та кӑмӑлтан йышӑнаҫҫӗ. «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» — сцена ҫинче 16 ҫул пынӑ «Праски кинеми хӗр парать» спектаклӗн малаллахи пайӗ.
Театр ку спектакле юлашки хут ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑтартӗ. Спектакльти тӗп сӑнара пултаруллӑран та пултаруллӑ, халӑх чӑннипех юратакан артист, чӑваш сценин чӑн-чӑн ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри Нина Яковлева вылять. Куракансем унӑн шпагатне уйрӑмах кӗтеҫҫӗ. «Пулӗ», — шантарать театрӑн литературӑпа драматурги пайӗн ертӳҫи Галина Сидорова.
Хӑмӑшсене кӑна та мар. Услапасене, кивьялсене те. Шӑпах вӗсем ыйтнипе Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑшри Культура ҫуртӗнче «Шӑпа» спектакль кӑтартнӑ. Халӑх ыйтнипе кӑтартни пирки вырӑнти Нурӑс ял тӑрӑхӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Спектакле Маргарита Михайлова пьеси тӑрӑх Хӑмӑшри Культура ҫурчӗн художество ертӳҫи Галина Блинова режиссер пулса лартнӑ.
Спектакльте вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хӗрарӑмӑн йывӑр шӑпине кӑтартнӑ. Хирте ырми-канми, кунне-ҫӗрне уямасӑр тӑрӑшакан хӗрарӑмсем, ачасемпе ватӑсем канлӗхне курман. Упӑшкине тата ывӑлне вӑрҫӑра ҫухатнӑ хӗрарӑм шӑпи урлӑ та йывӑр та синкерлӗ пурнӑҫ куҫ умне тухса тӑрать.
Спектакле куракансем пӗтӗм чунтан йышӑннӑ. Вӑрҫӑ нуши-тертне пӑхса ларнине кура нумайӑшӗ куҫҫулленмесӗр тӳсеймен.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе вӑхӑт хыҫран хыҫа юлса пырать. Апла пулин те ӑна асра тытни паха. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те ҫак ятпа ятарлӑ концерт йӗркелеме шут тытнӑ. Ыран, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, унта «Не покидай меня» (чӑв. Ан пӑрахсам мана) ятпа уяв концерчӗ иртмелле.
18 сехетре пуҫланакан мероприятин малтанхи пайне ҫарпа патриотизм темипе ҫыхӑннӑ юрӑ-сӑвӑран хатӗрленине пӗлтереҫҫӗ. Унта Арсентий Димитриев, Александр Демидов, Василий Иванов, Надежда Кузьмина, Анна Кудряшова, Эмилия Назарова, Алексей Степанов хутшӑнӗҫ. Концерта режиссер тата сценарист пулса Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Иван Иванов лартнӑ. Художникӗ — Светлана Зверева.
Уяв концертне «Ан пӑрахсам мана» спектакль вӗҫлӗ.
Шупашкарти вырӑс драма театрӗ хӑйӗн сайтӗнче спектакльсене онлайн меслетпе кӑтартма тытӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтри технологисене усӑ курни тӑрӑх хакласан ҫак театр республикӑрисемпе танлаштарсан малта пырать.
Билетсене сайт урлӑ сутас йӗркене унта 2010 ҫултах ӗҫлеттерсе янӑ. Билет хакӗпе банк картти пулӑшнипе ҫийӗнчех татӑлма пулать. Ку пулӑшупа усӑ куракансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пынине пӗлтереҫҫӗ.
Халӗ, ав, спектакльсене онлайн меслетпе трансляцилеме тытӑннӑ. Кун пек курас тесен аслисен спектаклӗсене 200 тенкӗпе сутаҫӗ, ачасенне — 100 тенкӗпе. Капла илсен компьютер умне ларса ҫемйипех спектакль пӑхма май килет.
Трансляцие пӑхма хальхи вӑхӑтри браузерсем (Google Chrome, Mozilla Firefox, Opera, Safari) кирлӗ тата тӗнче тетелне тухакан сеть хӑвӑртлӑхӗ 3000 Кбит/ҫеккунтран пӗчӗк пулмалла мар. Спектакле сайтра суйламалла.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ тӗрлӗ акци тӑтӑшах ирттернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑрать-ха. Вырӑс драма тетарӗ те куракана илӗртессишӗн мӗн те пулин ҫӗннине тупма ӑнтӑлать. «В театр — за 50 рублей» (чӑв. Театра – 50 тенкӗпе) акцие унта 2014 ҫулта шухӑшласа кӑларнӑ. Унтанпа 50 тенкӗлӗх билетпа пурӗ 2 пин ытла ҫын ҫитсе курнӑ.
Кӑҫал ҫак акци вӑхӑтӗнче Николай Гоголӗн «Ревизор» камитне кӑтартнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернине черетлӗ хутчен уявлама хатӗрленнӗ май «Театра — 50 тенкӗпе» акцие тепӗр хутчен ирттерӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче В. Вахитинӑн «Синяя-синяя речка» драмине йӳнӗпе курма май туса парӗҫ.
Вырӑс драма театрӗн сцени ҫинче спектакль 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе пырать. Ӑна Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Владимир Красотин лартнӑ.
Ӗнер К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин, Шупашкар районӗнчи Шинер Тӑрӑн ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Наталия Сергеевӑн черетлӗ ӗҫне хакларӗҫ. Ҫук, сцена ҫинче вӑл хайне епле тытнине мар. М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищин чӑваш уйрӑмне 1993 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ пултарулӑх ҫыннин, каярах Мускавра режиссер ӑсталӑхне илнӗскерӗн спектакль лартас пултарулӑхне. Хаклаканӗсем — куракансем. Режиссурӑра ҫирӗп те хӑюллӑ утӑмсем тума пуҫланӑскер хальхипе улттӑмӗш спектакле куракан патне ҫитерчӗ.
Аса илтеретпӗр, Александр Вампиловӑн «Прошлым летом в Чулимске» пьеси тӑрӑх лартакан спектакле психологилле драма евӗр курнӑ режиссер. «Паянхи саманара эпир кашниех хамӑр пирки ытларах шухӑшлатпӑр, хамӑр пурнӑҫпа пурӑнатпӑр, ҫавна май ыттисен чун ыратӑвне асӑрхамастпӑр», — ӑнлантарнӑччӗ маларах вӑл премьера пирки. Спектакле ҫывӑх вӑхӑтра тепӗр хутчен ҫу уйӑхӗн 10 тата 18-мӗшӗсенче курма чӗнеҫҫӗ.
Чӑваш велоҫулҫӳревҫи Никита Васильев Казахстанри Семей (маларах Семипалатинск) хулине ҫитнӗ. Область тӗп хулинче вӑл хӑйне валли культурӑллӑ кану йӗркеленӗ — Фёдор Достоевский музей-ҫурчӗпе паллашнӑ, вырӑс ҫыравҫи унта хӑйӗн ссылкине ирттернӗ.
Малалла ҫулҫӳревҫӗ вырӑнти Абай ячӗллӗ музыкӑпа драма театрне ҫитнӗ. Никита ҫырнӑ тӑрӑх вӑл спектакле пӗрремӗш хут куракан пек лекнӗ. «Эпӗ пӗр ҫул ытла Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑй хутӑм. Техника пайӗпе. Хамӑн ӗҫе вара пӗрре те залран курман, чаршав хыҫӗнчен кӑна», — пӗлтерет велоҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн кун кӗнекинче. Унсӑр пуҫне театр атмосфери унӑн кӑмӑлне питӗ килӗшни пирки палӑртать.
Асилтеретпӗр, Никита Васильев велосипедпа Шупашкартан иртнӗ 2015 ҫулхине тухнӑ. Унан планӗнче — Владивостока ҫити ҫитесси. Хӗллехи вӑхӑта вӑл Вӑтам Азинче ирттернӗ, Казахстанра, Таджикистанра, Кӑркӑсстанра, Узбекистанра пулнӑ. Велоҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче чӑваш каччи хӑй мӗн курнипе, вырӑнти сӑнсемпе паллаштарать. Ҫывӑх вӑхӑтра унӑн Казахстанпа Раҫҫей чиккине каҫма тивӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ премьерӑна куракан патне ҫитерме хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна Наталия Сергеева режиссер лартать.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткишӗн спектакль калӑплас ӗҫ ҫӗнӗ мар. «Ытарайми ҫу кунӗ» спектакль Шупашкар районӗнчи Шинер Тӑрӑн ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищин чӑваш уйрӑмне 1993 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ пултарулӑх ҫыннишӗн шучӗпе улттӑмӗш ӗнтӗ.
Александр Вампиловӑн «Прошлым летом в Чулимске» пьеси тӑрӑх лартакан спектакле психологилле драма евӗр курать режиссер. «Паянхи саманара эпир кашниех хамӑр пирки ытларах шухӑшлатпӑр, хамӑр пурнӑҫпа пурӑнатпӑр, ҫавна май ыттисен чун ыратӑвне асӑрхамастпӑр», — ӑнлантарать вӑл премьера пирки. Спектакле ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пуҫласа курма чӗнеҫҫӗ.
Районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрӗ куракансене спектакльпе савӑнтарчӗ — ҫак эрнере сцена ҫине Федор Павловӑн «Ялта» премьерине кӑларчӗҫ.
Хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш драма театрӗ ку спектакльпе республикӑри кашни яла тенӗ пекех ҫитнӗ-тӗр, анчах та юлашки ҫулсенче нумайӑшӗ ун сюжетне манма та ӗлкӗрнӗ пулӗ, ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ пӗлмест те. Ҫавӑнпа та Вӑрнар халӑх театрӗн режиссерӗн Галина Иванован классикӑна яланлӑхах асра хӑварас тӗллевӗ питӗ те тӗрӗс пулнӑн туйӑнать.
Хӑй ку ӗҫе кӳлӗннӗ ҫулсенче вӑл чылай спектакле халӑх патне ӑнӑҫлӑ ҫитерме пултарчӗ. Пӗлтӗр куракансем «Нарспие» чаплӑн йышӑнчӗҫ, театр ушкӑнӗ унпа хамӑр, кӳршӗллӗ районсенчи чылай ялта пулчӗ. Ку спектакльти чаплӑ вылявшӑн республикӑри «Мухтав ахрӑмӗ» фестивальте тӗрлӗ номинацире тӑхӑр диплом илме тивӗҫрӗҫ.
«Ялта» спектакле те халӑх тӳрех йышӑнни ҫынсем ӑна тепӗр кун та сӳтсе явнинчен палӑртма май килчӗ. Премьерӑпа вырӑнти артистсем иртнӗ ӗмӗрӗн чӑн пурнӑҫне кӑтартма пултарни паха.
Спектакле калӑплаканӗсенчен пысӑк пайӗ — районти культура ҫурчӗсенче тимлекенсем. Массӑллӑ сценӑсене Ҫӗрпелти, Хирпуҫӗнчи, Санарпуҫӗнчи, Мӑн Явӑшри, Кӗҫӗн Кипекри, Уйкас Кипекри тата Мӑн Турхан ял тӑрӑхӗсенчи ӗҫченсене явӑҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |