Японири Токио хулинче 2020 ҫулта иртекен ҫуллахи Олимп тата Паралимп вӑййисене Чӑваш Енӗн 20 спортсменӗ хутшӑнма пултарать. Вӗсенчен 11-мӗшӗ ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командин тӗп йышӗнче, ыттисем резерври йышра пулма пултарӗҫ. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ йышӑну тӑрӑх Олимп тата Паралимп вӑййисене хутшӑнма пултаракан спортсменсене укҫан хавхалантарӗҫ. Ҫапла майпа ҫитес ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен
Татьяна Архипова, Анжелика Сидорова, Клавдия Афанасьева, Екатерина Ишова, Алина Прокопьева ҫӑмӑл атлетсем, Ирина Калентьева, Ольга Терентьева маунтинбайкерсем, Владислав Поляшов гимнаст, Мария Кузнецова кӗрешӳҫӗ, Александра Козловӑпа Александр Мышов йывӑр атлетсем уйӑхсерен 30-шар пин тенкӗ илсе тӑрӗҫ. Вӗсем Олимпиадӑна хутшӑнма пултаракансен тӗп йышне кӗнӗ. Елена Наговицына, Марина Максимова, Надежда Мокеева, Марина Новикова, Кирилл Фролов ҫӑмӑл атлетсем, Вероника Чумиковӑпа Евгения Захарченко кӗрешӳҫӗсем, Ирина Баймулкинӑпа Яна Мохина йывӑр атлетсем резерври йыша лекнӗ, ҫавна май уйӑхсерен 15-шер пин тенкӗ илӗҫ.
Чӑваш ҫыравҫисем ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑлнӑ районӗнче пулнӑ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула литература журналӗн хастар авторӗсем тухнӑ.
Калем ӑстисем кӳршӗллӗ региона ытахальтен кайман. Шӑмат кун унта Николай Ларионовӑн «Подвиг во имя матери» кӗнеке-альбомне хӑтланӑ. Вӑл ӗҫе автор Надежда Сандркина спорстменкӑна халалланӑ. Надежда — марафонка. СССРӑн пӗрлештернӗ командинче пулнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑвашкассинче ҫуралнӑскер тӑван тӑрӑхӗпе ҫыхӑнӑва татман.
Кӗнеке авторӗ Николай Ларионов пирки каласан, вӑл Тутарстанра ҫуралнӑ. Халӗ вӑл — «Ульяновская правда» хаҫат эксперчӗ, «Тӑван Атӑл» журналӑн редколлегийӗн пайташӗ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ тӗнче шайӗнче палӑрнӑ спортсменсене преми пама йышӑнӑ. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби хыпарлать.
Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн воспитанникӗ Анжелика Сидорова ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнче лайӑх кӑтартупа палӑрнӑшӑн 75 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ. Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче спортсменка Аслӑ Британири ӑмӑртура шӑчӑпа сиксе ҫӗнтернӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна уйӑхсерен пӗр ҫул 6,5 пин тенкӗ парса тӑрӗҫ.
А.И.Тихонов ячӗллӗ спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн воспитанникӗ Александр Васильев та хавхаланӑва тивӗҫнӗ, ӑна 25 пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Вӑл Италире хӗллехи триатлон енӗпе иртнӗ тупӑшура кӗмӗл медаль илнӗ. Унӑн тренерне те укҫан хавхалантарӗҫ: 12,5 пин тенкӗ парӗҫ.
Пушӑн 26-мӗшӗнче ЧР Спорт министерствин коллегийӗ пӗлтӗр чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ спотсменсемпе тренерсен ячӗсене пӗлтернӗ.
Ведомство шухӑшӗпе, чи лайӑх спортмен ятне Татьяна Акимова биатлонистка, Лана Прусакова фристайлҫӑ, Анжелика Сидорова ҫӑмӑл атлет тивӗҫ. Вӗсем пурте – тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗсем.
Адаптивлӑ спортра вара чи лайӑххисем ҫаксем пулнӑ: Сергей Абозин (хӑлха илтеменнисен спорчӗ), Илья Паргеев (парабидмантонист).
Ирӗклӗ кӗрушӳҫӗсенчен Евгений Захарченкӑпа Мария Кузнецовӑна палӑртнӑ. Александр Козлов йывӑр атлет, Анастасия Кирилловӑпа Вера Лоткова самбистсем те лайӑх кӑтартусемпе савӑнтарнӑ.
Чи лайӑх тренерсем – Никита Васильев (фристайл), Сергей Пегасов (самбо тата дзюдо). Сусӑрсене ӑмӑртусене хатӗрлесе Алексей Атласкин тата Григорий Сергеев тренерсем палӑрнӑ. Спорт резервне хатӗрлекенсенчен Геннадий Иванова тата Ольга Смирновӑна палӑртнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Красноярск хулинче XXIX Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиада пуҫланнӑ, унта Чӑваш Енӗн тӑватӑ спортсменӗ вӑй виҫет. Кун пирки республикӑн Физкультурӑпа спорт министерстви хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи Универсиадӑра ӑмӑртмашкӑн ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ ушкӑнне Чӑваш Республикинчен тӑватӑ спортсмен кӗнӗ. Ҫапла майпа Универсиада ӑмӑртӑвӗсене Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев фристалҫӑсем, Кристина Кускова йӗлтӗрҫӗ тата Алексей Петров биатлонист хутшӑнаҫҫӗ.
Палӑртса хӑвармарни вырӑнлӑ пулмалла, кӑҫалхи Универсиадӑра 50 ытла ҫӗршывран килнӗ 3 пине яхӑн спортсмен тупӑшать, вӗсем медальсен 76 комплектне ҫӗнсе илессишӗн хӑйсен ӑсталӑхне 11 тӗрлӗ спортра кӑтартӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева самбо енӗпе чапа тухнӑ ҫын сӗнӳ-канашпа пулӑшӗ. Евгений Селиванова канашҫӑна ҫирӗплетме республика ертӳҫи ӗнер йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хушура ҫырни тӑрӑх хакласан, Евгений Селиванов Элтепере ырӑ кӑмӑлтан, чунӗ ыйтнипе пулӑшса пырӗ. Тепӗр майлӑ каласан, тӳлевсӗр ӗҫлӗ.
Евгений Селиванов — Пӗтӗм Раҫҫейри самбо федерацийӗн вице-президенчӗ, Олимп резервӗн самбо тата дзюдо енӗпе 10-мӗш спорт шкулӗн директорӗн ҫумӗ.
Кӑҫал 66 ҫул тултаракан самбиста нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, Шупашкар хулин иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетме депутатсемпе тӳре-шара пухӑннӑ ларура, Михаил Игнатьев РФ Президенчӗн Хисеп хучӗпе наградӑланӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, самбо тата дзюдо енӗпе хатӗрлекен Олимп резервӗсен 10-мӗш ятарлӑ спорт шкулӗнче арҫын самбистсен республика шайӗнчи чемпионачӗ иртнӗ. Кун пирки «Грани» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Ӑмӑртӑва Чӑваш Енри тӗрлӗ хулапа районсенчен 120 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Апла пулин те Шупашкар арӗсемпе каччисем пуринчен ытларах маттур пулнӑ. Вӗсен йышӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илекен те ытларах. Ҫапла майпа Василий Кузьмин, Даниил Дмитриев, Сергей Дробязко, Никита Соколов, Илья Капустин, Лев Афанасьев, Олег Воробьев тата Евгений Малов ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Вӗсен йышне ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Никита Жигаревпа Вӑрмар поселокӗнчен килнӗ Денис Тимофеев кӗме пултарнӑ.
Ҫак уйӑхӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн кӗрешӳҫӗ-хӗрарӑмсем Раҫҫейӗн Уҫӑ кубокне пухӑнӗҫ. Ӑмӑрту «Шупашкар-Арена» спорт керменӗнче иртӗ.
Раҫҫейри вӑйлӑ хӗрарӑмсемпе пӗрлех Беларуҫ тата Монголи спортсменкисем те кӗрешӗҫ. Беларуҫ командипе 2016 ҫулхи Олимп вӑййин кӗмӗл ҫӗнтерӳҫи Мария Мамашук тата Европӑн 2013 ҫулхи чемпионки Ирина Курочкина килсе ҫитмелле.
Ҫӗнтерӳҫӗсене хӗрарӑм-кӗрешӳҫӗне сӑнлакан фарфор матрёшка, ӑна 24 каратран тӑракан ылтӑнпа капӑрлатнӑ, тивӗҫӗ.
Финал кунӗнче «Hi-Fi» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ. 2015 ҫулта Boney M. ушкӑн килнӗччӗ, 2016 ҫулта — Сосо Павлиашвили, пӗлтӗр — «Иванушки Интернешнл».
2019 ҫулта Чӑваш Енре вӗренекенсен хушшинче IX ҫуллахи Спартакиада пулӗ. Пирӗн республикӑра финал тупӑшӑвӗ спортӑн ҫичӗ тӗсӗпе иртӗ. Ҫамрӑксем маунтинбайк, ҫӑмӑл атлетика, сӗтелҫи теннис, триатлон, самбо, тхэквандо-ВТФ, шахмат енӗпе ӑмӑртӗҫ.
Палӑртмалла: Пӗтӗм Раҫҫейри ҫуллахи спартакиадӑна 2013 ҫултанпа ирттерме тытӑннӑ, ӑна икӗ ҫулта пӗр хутчен йӗркелеҫҫӗ. Ӑмӑрту спортӑн 42 тӗсӗпе виҫӗ тапхӑрпа иртет. 17-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем финала лекес тесе малтан регион тата федераци тапхӑрӗсенче тупӑшаҫҫӗ.
ЧР Спорт министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, финала пӗтӗмпе Раҫҫейри 18 пин ытла спортсмен хутшӑнать.
Чӑваш Енри спортсменкӑсем ӑмӑртуран ылтӑн тата кӗмӗл медальсемпе таврӑннӑ. Ӗнер Анастасия Кирилловӑпа Регина Миндубаевӑна Шупашкарта кӗтсе илнӗ.
Хӗрсем самбо енӗпе кӗрешнӗ. Ӑмӑрту юпа уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче Тбилисире иртнӗ. Анастасийӑпа Регина Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Тупӑшура 30 ҫӗршыври 250 ытла спортсмен кӗрешнӗ.
Регина 68 килограмм тайман виҫе категорийӗнче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Анастасия вара хӑйӗн виҫинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Палӑртмалла: хӗрсем Олимп резервӗсен 10-мӗш спорт шкулӗнче Сергей Пегасов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |