Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спортсменсем

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри спортсменка Дарья Сергеева хӑвӑрт утассипе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртуран ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Вӑл 23 ҫула ҫитмен юниорсемпе тупӑшса 20 ҫухрӑма чи малтан парӑнтарнӑ. Дистанцие 1 сехет те 34 минут та 34,6 ҫеккунтра утса тухнӑ.

ЧР спорт министрӗ Василий Петров спортсменкӑна тата унӑн преподавателӗсене Наталия Кокшинӑна, Дмитрий Лисканюка саламланӑ.

Палӑртса хӑварар: ӑмӑртура иккӗмӗш вырӑна Чӗлепи облаҫӗнчи Екатерина Ярмульник йышаннӑ, виҫҫӗмӗшне – Удмуртири Юлия Булычева.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19855
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Карина Якимова унччен черчен, начаркка хӗр пулнӑ. 15 ҫулта чухне 39 килограмм тайнӑ.

Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл вӑйлӑ пулнине ыттисене ӗнентерме тӗллев лартнӑ. Халӗ вӑл - спортсменка, пултарулӑхра та аталанать.

Карина паянхи кун 57 килограмм таять, 115 килограмлӑ штангӑпа приседани тӑвать. Вӑл – пуарлифтинг енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ. Дизайнер тумне те хатӗрлет вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_74935
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чулхула облаҫӗнчи Ворсма хулинче хӗллехи ишевпе «Сивӗ вӑйӑсем» ӑмӑрту иртнӗ.

Пирӗн командӑра 15 «морж» пулнӑ. Вӗсем 37 медаль тата 1 кубок ҫӗнсе илнӗ.

Пӗрремӗш кунхине шыв питӗ сивӗ пулнӑ. Ҫапах пирӗннисем 23 ылтӑн, 7 кӗмӗл тата 3 пӑхӑр медаль илнӗ.

Тепӗр кунхине криатлонра Александра Мудрая, Вера Крылова, Николай Артемьев тата Иван Петров хӑйсен виҫе категорийӗнче ылтӑн медаль илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19637
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Беларуҫри Минск хулинче ветерансен хушшинчӗ ҫӑмӑл атлетика енӗпе уҫӑ чемпионат иртнӗ. Унта Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнчи Надежда Лаврентьева мала тухни пирки пӗлтернӗччӗ.

Пирӗн тепӗр ентеш те унта ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Виктор Семенов 3 ҫухрӑма 16 минут та 22,60 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Ку 70-74 ҫулсенчи спортсменсен зушшинчӗ – тӗнчери ҫӗнӗ рекорд.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19473
 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен Олег Яковлев Атӑлҫи федераци округӗнчи ӑмӑртура виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Биатлон ӑмӑртӑвӗ Ӗпхӳре иртнӗ.

Вӑл 12.5 километра ӑмӑртса 17-18 ҫулсенчи яшсен хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Улатӑрти 11-мӗш шкулта вӗреннӗ, Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищинче ӑс пухнӑ Татьяна Устимова нумаях пулмасть Арктика шывӗнче ҫӗрле ишнӗ. Унта ӑмӑрту иртнӗ.

Эстафета Баренцево тинӗсӗнче экстремаллӑ лару-тӑрура пулнӑ. Унти шыв 3,2 градус кӑна ӑшӑ. Сывлӑш температури 18 градус сивӗ.

Кашни спортсмен 1 ҫухрӑм ишнӗ. Татьяна лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Мускаври фитнес-клубра ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_412470
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Мария Мамаева мӗн ҫуралнӑранпах курмасть. Анчах вӑл пуҫ усмасть, спортра ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать.

Нумаях пулмасть хӗрача Хусанта иртнӗ ӑмӑртура «Акватлон: ишни тата чупни» дисциплинӑра тупӑшнӑ. Марийӑпа юнашар спортӑн ку тӗсӗнче палӑрнӑ Светлана Соколова ӑмӑртнӑ. Вӗсем иккӗшӗ пӗрле пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_73268
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти спортсменсем хӗллехи ишев енӗпе иртнӗ ӑмӑртура 27 медаль ҫӗнсе илнӗ.

Чӑваш Ен чысне Елена Деведерова, Николай Артемьев, Андрей Гориянов, Руслан Шайхаттаров, Анна, Аветисян хӳтӗленӗ. Ӑмӑрту Нарьян-Марта иртнӗ. Старт умӗн шыв температри 0,5 градус ӑшӑ пулнӑ, сывлӑш температури – 7 градус сивӗ. Икӗ кунра пирӗн спортсменчем 14 ылтӑн, 9 кӗмӗл, 4 пӑхӑр медаль ҫӗнче илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_73052
 

Спорт

Патӑрьелте ҫуралса ӳснӗ спортсменка Ирина Привалова Таиландра иртнӗ ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Вӑл 55-59 ҫулсенчи спортсменсемпе тупӑшнӑ. Триатлонра – ишсе, велосипедпа ярӑнса тата чупса - ыттисен хушшинче палӑрнӑ. Ҫапла вӑл пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_408899
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Анна Хмелева Атӑлҫи федераци округӗнче шахматла выляссипе иртнӗ ӑмӑртура 19 ҫул тултарман хӗрсен хушшинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Хӑвӑрт шахматла выляса та вӑл палӑрнӑ: пӑхӑр медаль илнӗ. Денис Кириллов та маттур: хӑйӗн ӳсӗмӗн категорийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Палӑртмалла: ӑмӑрту Самар облаҫӗнче иртнӗ. Уҫта 14 регионтан 400 ҫын хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18116
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 26
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне пур сферӑра та ӑнӑҫлӑ пулма тивӗҫ. Ансат мар ӗҫлӗ ыйтусене татса пама май килӗ, ӗҫлӗ тӗлпулусем те ӑнӑҫлӑ иртӗҫ. Ҫуркунне ҫитнӗ май хӑвӑра та пӑхмалла: сывлӑха тимлӗ, сисчӗвлентерекен симптомсене курмӑш ан пулӑр.

Пуш, 14

1900
126
Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1911
115
Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ.
1923
103
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1998
28
«Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть