
Чӑваш Ен спортсменки Анна Борисова Словакире иртнӗ Европа чемпионатӗнче икӗ медаль ҫӗнсе илнӗ.
Пирӗн ентеш мас-рестлинг енӗпе иртнӗ ӑмӑртура 75 килограмм тайман спортсменсемпе вӑй виҫнӗ, «кӗмӗле» тивӗҫнӗ. Унтан вӑл тӗрлӗ виҫе категорийӗнчи спортсменсемпе тупӑшса пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Палӑртмалла: Анна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче вӗренет.

Чӑваш Енри тренер Александр Тимофеев Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра мала тухнӑ. Саламлатпӑр!
Вӑл «Быть, а не казаться» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ӑна наставниксем валли Раҫҫей Президенчӗн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Унта 70 пин ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 100-шӗ ҫӗнтерӳҫе пулнӑ. Ҫав шутра — Александр Тимофеев та.
Вӑл — самбо енӗпе 1-мӗш спорт шкулӗн тренерӗ. Александр «Наставник-лидер» номинацире палӑрнӑ. Вӑл ытти ҫӗнтерӳҫӗпе пӗрле Раҫҫей тӑрӑх ҫул ҫӳревре пулӗ. Унсӑр пуҫне вӑл Роспатриотцентрта пӗлӗвне анлӑлатӗ.

Пирӗн ентеш, Елчӗк округӗнче ҫуралса ӳснӗ Давид Крысов, Хусанта ММА енӗпе иртнӗ ӑмӑртура кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Тупӑшӑва 16 регионти 350 спортсмен хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш 18-20 ҫулсенчи ҫамрӑксен хушшинче вӑй виҫнӗ. Вӑл финала тухнӑ. Анчах, шел те, Пермь хулинчи спортсмена темиҫе балл кӑна выляса янӑ. Ҫапла вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Чӑваш Енри гимнаст Владислав Поляшов спорт гимнастики енӗпе Раҫҫей чемпионӗ пулса тӑнӑ. Вӑл «лаша» ҫинче хӑнӑхтарусем туса ҫак ята тивӗҫнӗ.
Пирӗн ентеш Олимп чемпионӗнчен Давид Белявскинчен, ҫӗршыври ытти вӑйлӑ спортсменран ирттерсе 13,900 балл пухнӑ.
Палӑртса хӑварар: Владислав Поляшов – тӗнче чемпионӗ, тӗнче первенствин кӗмӗл призерӗ, «БРИКС спорт вӑййисен» ҫӗнтерӳҫи. Вӑл Олимп вӑййисене те хутшӑннӑ.

Пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкар пики Дарья Нагорнова, «Титаны» кӑларӑма хутшӑнӗ.
Вӑл – спорт гимнастики енӗпе тӗнче чемпионки, Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ. Дарья ТНТ телеканалти реалити-шоура тупӑшӗ.
Вӑл кӑларӑмӑн пӗрремӗш сезонне хутшӑннӑ ӗнтӗ. Анчах улттӑмӗш тапхӑр хыҫҫӑн вӑйӑран тухса ӳкнӗ. Хальхинче вӑл унта мӑшӑрӗпе, Олимп вӑййисен чемпионӗпе Никита Нагорныйпа, пӗрле хутшӑнӗ.
Кӑларӑмӑн виҫҫӗмӗш сезонӗ авӑн уйӑхӗҫ 21-мӗшӗнче 21 сехетре пуҫланӗ.

Ку шӑматкун, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, «Нацисен кросӗ» пулӗ. Кӑҫал ӑна Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне халалланӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта спорта юратакансем Мускав ҫыран хӗррине пухӑнӗҫ. Спорт уявӗ кашни муниципалитетрах иртӗ. Чи пӗчӗккисем 1 ҫухрӑм чупӗҫ, шкул ачисемпе студентсем – 4 ҫухрӑм. Спортсменсем вара 6, 8 е 12 ҫухрӑм суйлама пултарӗҫ.
Ку таранччен республикӑра «Нацисен кросне» 14 пин ҫын хутшӑнма заявка панӑ.

Ку канмалли кун, авӑнӑн 6-мӗшӗнче, «Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика эстафети пулӗ.
Йӑлана кӗнӗ пекех, спортсменсем Шупашкарти «Олимпийский» стадиона пухӑнӗҫ. Андриян Николаев космонавта халалланӑ эстафета кӑҫалхипе 87-мӗш хут иртӗ.
Унта ҫемье командисем, шкул ачисем, студентсем, спорт ветеранӗсем, журналистсем, патшалӑх служащийӗсем хутшӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ дистанцире тупӑшаҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне стадионра ирхи 9 сехетре ГТО нормативне пама пулать. Ӑмӑртусем 10 сехетре пуҫланӗҫ. Регистраци – 8 сехетре.

Чӑваш Енри паллӑ спортсмен Владислав Поляшов ТНТ каналпа кӑтартакан «Титаны» спорт реалити сезонне хутшӑнать. Вӑл тӗп парнешӗн – 10 миллион тенкӗшӗн – кӗрешӗ.
Владислав 5 ҫултанпах спортпа кӑсӑкланма тытӑннӑ. Халӗ вара вӑл хӑй ҫамрӑк гимнастсене спортпа туслаштарать. Вӑл – спорт гимнастики енӗпе тӗнче чемпионӗ, тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Владислав 2020 ҫулта Токиора иртнӗ Олимп вӑййисене хутшӑннӑ.
Спортсмен шоуна хутшӑнма юлашки самантра заявка панӑ та суйлав витӗр тухнӑ. Шупашкар ятӗнчен унта хутшӑнакан пӗрремӗш ҫын вӑл.

Паян, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, паллӑ ентешӗмӗр, спортсмен, Олимпиада Иванова, 55 ҫул тултарнӑ.
Олимпиада Владимировна 1970 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Мӑнҫут ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарта Ардалион Игнатьев ячӗллӗ спорт шкулӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче физвоспитани факультетӗнче вӗреннӗ.
Спортри утӑма вӑл Шупашкарта уҫӑлнӑ спорт профилӗллӗ шкул-интерната (халӗ вӑл вӗренӳ заведенийӗ Шупашкарти Олимп резервӗллӗ училище шутланать) вӗренме кӗнинчен пуҫланӑ. Йӗлтӗрпе чупма юратнӑ пулин те ҫӑмӑл атлетика секцине лекнӗ, унта ӑна хӑвӑрт утассине хӑнӑхма, ҫав енӗпе тӑрӑшма сӗннӗ. Икӗ эрне тренировка ирттернӗ хыҫҫӑнах вӑл республика чемпионки пулса тӑнӑ. Унтан Раҫҫейри ӑмӑртусенче ҫӗнтернӗ. Кайран XXVIII XXVIII Ҫуллахи олимп вӑййинче кӗмӗл призер пулса танӑ, унсӑр пуҫне вӑл — тӗнче чемпионики тата рекордсменки.

Чӑваш Ен спортсменки Дина Александрова марафонра пурне те парӑнтарса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.
Марафон Исландин тӗп хулинче Рекъявикире иртнӗ. 33 ҫулти Дина 42,2 ҫухрӑма 2 сехет те 35 минут та 51 ҫеккунт кӑтартупа вӗҫленӗ. Ку — Рекъявикири марафон трасси ҫинчи ҫӗнӗ рекорд.
Палӑртса хӑварар: Дина Александрова Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, вӑл Олимп резервӗсен 8-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптанӑ, унтан Курск хулинче тренировкӑсем тума пуҫланӑ та 2 ҫухрӑмлӑ дистанцире Раҫҫей чемпионки пулса тӑнӑ.
