Кӑҫал ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын подьездри 36-ри кӳршӗ хӗрарӑмне тӗл пулнӑ. Лешӗ упӑшкипе пулнӑ.
Хайхискерсем унчченех пӗр чӗлхе тупайман. Лавккара тӗл пулсан та ҫак арҫын кӳршӗ хӗрарӑмне сутуҫӑ умӗнчех сӑмахсемпе кӳрентерме пуҫланӑ.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 3 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Шӑмӑршӑ район администрацийӗн вырӑнти ҫулсене пӑхса тӑнӑшӑн укҫа тӳлемелле пулнӑ. Анчах подрядчик укҫа-тенке кӗтсе илейменнипе суда тавӑҫ тӑратнӑ.
Суд ыйтӑва татса панӑ. Район администрацийӗн ӗҫшӗн кӑна мар укҫа тӳлеме тивӗ. Унӑн вӑхӑтра тӳлеменшӗн те нухрат кӑларса хумалла.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, подрядчике укҫа вӑхӑтра тӳлеменшӗн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ айӑплӑ. Кунпа суд та килӗшнӗ. Пуҫлӑха хыснана 484 пин тенкӗ тавӑрса памалла тунӑ.
Хӑйӗн 3 ҫулти ачине вӗлернӗ амӑшне суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Ку инкек пӗлтӗр Шупашкар районӗнчи Тутаркассинче пулнӑ. Хӗрарӑм упӑшкипе вӑрҫӑнса кайнӑ та ӑна киле темиҫе кун кӗртмен. Ӑна тавӑрас тесе вӑл иккӗшӗн хӗрне вӗлерме шутланӑ. Амӑшӗ ҫемҫе япалапа ачан питне хупласа сывлама паман. Унтан хӗрарӑм хӑйӗн ҫине алӑ хума тӑнӑ: аллине, мӑйне касса пӗтернӗ. Анчах ӑна вӑхӑтра медпулӑшу панӑ, вӑл чӗрех юлнӑ.
Хваттерте ача виллине, суранланнӑ хӗрарӑма арҫын /пепке ашшӗ/ тата тӑванӗсем тупнӑ. Судра амӑшӗ айӑпне йышӑнман, ку преступление урӑх ҫын тунӑ тесе каланӑ.
Канашра Чкалов урамӗнчи пӗр ҫуртра 1-мӗш ушкӑнри сусӑр пурӑнать. Хваттерӗ иккӗмӗш хутра пулнӑран ӑна тухса ҫӳреме кансӗр килнӗ. Вӑл ҫын пулӑшмасӑр урама тухайман. Хула администрацийӗн пандус лартма тивнех.
Ҫак ҫемье ҫӑхав ҫырсан прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Паллах, ведомство йӗркене пӑснине палӑртнӑ, хула администрацийӗн подьездра илсе хумалли пандус лартмалла тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ.
Суд та прокуратура енче пулнӑ. Халӗ ҫав подьездра пандус лартнӑ ӗнтӗ.
Кызыл хула сучӗ, ҫӗртмен 30-мӗшӗнче регионти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Тыва Республикин ҫыннисем тӗлӗшпе, вӑйпа лаша кӗтӗвне туртса илнипе айӑпа кӗнӗшӗн, йышӑну тунӑ.
Ку ӗҫе вӗсем 2019 ҫулхи ҫуркунне тунӑ. Республикӑри тӑватӑ ҫын ентешсен шучӗпе пуйма шухӑшланӑ, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ та темиҫе лаша вӑрланӑ тесе икӗ кӗтӳҫе айӑпланӑ. Хӑратса та хӗнесе вӗсем кӗтӳҫсене «айӑпа» йышӑнтарнӑ, вӑрланӑ пек шутланнӑ ҫичӗ лаша вырӑнне пӗтӗм кӗтеве — 184 лашана — пама хушнӑ.
Суд икӗ ҫынна пилӗк ҫуллӑха ирӗклӗхсӗр хӑварма йышӑннӑ; вӗсемпе пӗрле ҫак ӗҫе хутшӑннӑ ҫынсене ҫур ҫул сахалрах лекнӗ.
Асӑрхав ведомствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш хулинче 14 ҫулти хӗрача ҫул ҫинче, шкул умӗнче, банк картти тупнӑ. Хайхискер темиҫе сехетре хулари 9 лавккана ҫитнӗ, 3 пин ытла тенкӗлӗх тавар туяннӑ.
Банк карттин хуҫи полицие пынӑ. Карточкӑна тупнӑ ҫын йӗрӗ ҫине часах ӳкнӗ. 14-ри хӗрача айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ хӗрачан судра явап тытма тивӗ. Кӗҫӗх Канаш районӗн сучӗ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухӗ.
Шупашкарта 52 ҫулти арҫын 28-ти арҫынна вӗлернӗ. Лешӗн 4 пӗчӗк ача пулнӑ.
Ку инкек пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче хулара Байдуков урамӗнчи вӑрманта пулнӑ. Унта ҫак икӗ арҫын курнӑҫнӑ. Хайхискерсем эрех ӗҫнӗ, унтан хирӗҫсе кайнӑ. Асли ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та кӗҫӗннине мӑйӗнчен, хырӑмӗнчен чикнӗ. Лешӗ тарма хӑтланнӑ, анчах тусӗ ӑна хӑваласа ҫитсе ҫурӑмӗнчен чикнӗ. 28-ти арҫын реанимацире вилнӗ. Унӑн тӑватӑ ача тӑлӑха юлнӑ. Пурте пӗчӗк.
52-ри арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе часах суд пӑхса тухӗ.
Улатӑр районӗнчи 41 ҫулти арҫыннӑн алимент парӑмӗ 1,4 миллион тенкӗ таран пухӑннӑ. Малтан ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ, кайран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Арҫын явап тыттарсан та тӳрӗ ҫул ҫине тӑман. Ӗҫлеме вӑй питти пулсан та вӑл ӗҫе вырнаҫман, ачисемшӗн алимент тӳлес тесе тӑрӑшман.
Нумаях пулмасть ӑна суд тунӑ. Судра вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире 4 уйӑх ирттерме тивӗ.
Пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма вӗлернӗшӗн 50 ҫулти арҫыннӑн ҫирӗп режимлӑ колонире 8 ҫул ирттерме тивӗ. Суд ҫапла йышӑннӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарта пурӑнакан ҫак арҫын савнине кӗвӗҫнӗ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ та ку ӑна мӑйӗнчен, сулахай аллинчен ҫӗҫӗпе темиҫе хут чикнӗ. Хӗрарӑм йывӑр сурансене, юн нумай юхтарнине пула тепӗртакран вилнӗ.
Нумаях пулмасть кӗвӗҫ арҫын тӗлӗшпе суд пулнӑ. Судья приговор вуланӑ.
Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 62 ҫулти арҫын кӳршӗ хӗрачисен тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Куншӑн ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 12 ҫул та 2 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен кӳршӗри 13 ҫулти хӗрача тата унӑн 11-ти шӑллӗпе тепӗр хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Хайхискер ар органне кӑтартса ачасене унпа ар ҫыхӑнӑвне кӗме пӗрре мар ӳкӗтленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |