Ӳсӗр арҫыннӑн киле ҫуран утас килмен те вӑл ют машинӑна тапратса кайнӑ. Куншӑн ун судра явап тытма тивнӗ. Ӑна колони-поселение 3 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Утӑ уйӑхӗн пҫламӑшӗнче ҫак арҫын Канаш районӗнчи ялта иртсе пынӑ та пӗр кил умӗнче машина ларнине асӑрханӑ. Хайхискерӗн киле ҫуран каяс килмен, питӗрмен алӑка уҫса руль умне кӗрсе ларнӑ, бардачокра саппас уҫӑ тупнӑ.
Арҫын хула еннелле кайса килнӗ. Ҫула май 2 яла кӗрсе тухнӑ та машинӑна каялла вырӑнне килсе лартнӑ. Судра вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Ҫӗмӗрлери йӗрке хуралҫине кӳршӗ республикӑри арҫын уринчен ҫыртнӑ. Куншӑн ӑна колоние ӑсатнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑҫал ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Ӳсӗр арҫын хӑна ҫуртӗнче йӗркене пӑснӑ, хӑйне тивӗҫлипе тытман. Полицейскисем килнӗ, Хусан арҫынни вӗсене хирӗҫ тӑнӑ.
Хайхи ӳсӗр арҫын урайне ӳксе пӗр полицейские уринчен ҫыртнӑ. Ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитерсе протокол ҫырнӑ. Халӗ суд пулнӑ. 35 ҫулти арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын пиччӗшне алимент тӳлеме пулӑшнӑ. Тӑванӗ тӗлӗшпе суд пулнӑ. Вӑл ҫирӗп явап тытма пултарнӑ.
Ҫав арҫын арӑмӗнчен уйрӑлсан 18 ҫул тултарман хӗрне укҫан пулӑшман, воспитани парас ӗҫре тӑрӑшман. Малтанах вӑл алимент тӳленӗ-ха, анчах кайран укҫа куҫарма пӑрахнӑ. Ҫапла унӑн 500 пин тенкӗ ытла парӑм пухӑннӑ.
Судра вӑл ӳкӗннӗ. Ӑна 20 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ҫирӗпрех явап тытас мар тесе вӑл парӑма татма сӑмах панӑ. Анчах хӑйӗн укҫи пулман, пиччӗшӗнчен пулӑшу ыйтнӑ.
Улатӑр арҫынни кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче ют ҫын машинине чӗртсе ҫула тухнӑ. Анчах нумаях та каяйман — лакса ларнӑ.
«УАЗ 31514» автомобиле чӗртсе тухнӑ ӳсӗр арҫын пӗр 10 метр кайсанах хӑйӑр ӑшне путса ларнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ют ҫын автомобилӗпе саккуна пӑсса хуҫаланма хӑтланнӑ арҫынна тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑклӑха явап тыттарма йышӑннӑ. Судра, сӑмах май каласан, арҫын хӑйӗн айӑпне тунса тӑман, йышӑннӑ.
Ӗнер Чӑваш Енре Патшалӑх Канашӗн иккӗмӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унти ытти ыйтупа пӗрлех миравай судья пулмалли ҫынсен кандидатурисене пӑхса тухнӑ. Малашне вӗсене унчченхи пек палӑртнӑ вӑхӑтлӑха ҫирӗплетмӗҫ. Миравай судьясем йӗркеллӗ ӗҫлесен е урӑх ҫӗре куҫас темесен тахҫанчченех тӑрӑшма пултарӗҫ. Кун пек тума Раҫҫей шайӗнче йышӑннӑ.
Республикӑн Патшлӑх Канашӗн ларӑвӗнче ӗнер Шупашкарти Мускав районӗн 6-мӗш суд участокӗн миравай судйи пулма Татьяна Антиповӑна ҫирӗплетнӗ, Канаш районӗнчи 2-мӗш суд участокӗпе — Алексей Корсакова, Шупашкарти Калинин районӗнчи 6-мӗш суд участокӗпе — Виктория Новиковӑна, Шупашкарти Мускав районӗнчи 7-мӗш суд участокӗпе — Ольга Петровӑна.
Шупашкарта 43-мӗш маршруткӑра малта ларса пынӑ 28 ҫулти хӗрарӑм водителе мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе чикни пирки пӗлтернӗччӗ. Водителе операци тунӑ, тӗнче тетелӗнче ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл тӑна кӗнӗ.
28 ҫулти хӗрарӑма вара следстви пынӑ вӑхӑтра 2 уйӑхлӑха тӗрмене хупнӑ. Ку ыйтӑва татса панӑ чухне суд пулнӑ. Унта ҫав хӗрарӑм водителе мӗншӗн ҫӗҫӗпе чикнине ниепле те лайӑх ӑнлантарайман.
Суд прокуратурӑпа килӗшсе хӗрарӑма следстви вӑхӑтӗнче хупса усрама йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ асламӑшӗ /е кукамӑшӗ/ патӗнче хӑнара пулнӑ чухне амӑшӗпе унӑн телефонӗпе калаҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл ватӑ ҫыннӑн счечӗ ҫинчи 4 пин тенке пӗлӗшӗн счечӗ ҫине куҫарса ӗлкӗрнӗ.
Хӗрарӑм ытти укҫана куҫарасран карточкӑна блокировка тутарнӑ. Вӑл кун пирки полицие кайса каласа кӑтартнӑ. Ку ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна та асӑннӑ: унччен судпа айӑпланнӑ, ниҫта та ӗҫлемен, наркотикпа айкашакан мӑнукӗ.
Каччӑ вӑрланӑ укҫана тата телефона тавӑрса панӑ. Ҫапах ку явапран хӑтарман. Пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ та ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ.
Улатӑрта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм тата унӑн 15-ри пӗлӗшӗ судра явап тытӗҫ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӗсем 51 ҫулти арҫынпа паллашнӑ, ун патне эрех ӗҫме кайнӑ. Хӗр ун чухне 14-ра кӑна пулнӑ-ха. Хваттер хуҫи ҫывӑрса кайсан кусем унӑн иномаркине тапратса тарма шутланӑ.
14-ри хӗр хӑй тапратма хӑтланнӑ. Анчах май килмен, руль умне 30-ти хӗрарӑм ларнӑ. Ҫапла вӗсем иномаркӑпа кювета чӑмиччен ярӑннӑ. Хӑйсем вара вырӑнтан тарнӑ. Анчах вӗсене часах тупнӑ.
Арҫыннӑн урине тӑм илсен тухтӑрсем унӑн сылтӑм енчи пӳрнисене тата сулахай уринчи ҫур тупанне татнӑ. Анчах пациент урӑхла шухӑшлать: шурӑ халатлисем вӗсене татмасӑрах сиплеме пултарнӑ. Ҫавӑнпа вӑл тухтӑрсене суда панӑ.
Арҫын урине темиҫе ҫул каяллах тӑм илтернӗ. Хирург патне кайнӑ, лешӗ тепӗр кунхине сурана тасатма килме хушнӑ. Темиҫе кунран арҫын каллех хирург патӗнче пулнӑ, лешӗ ним пӑхмасӑр ӑна стационара выртма направлени панӑ. Унта ӑна тепӗр кунхине пӑхнӑ, нимӗн те туман. Виҫҫӗмӗш кунхине операци туса татнӑ. Ҫапла ҫырнӑ арҫын суда тӑратнӑ тавӑҫра.
Операци хыҫҫӑн вӑл ӗҫлеймест. Ҫавӑнпа вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин хирурги уйрӑмӗн тухтӑрӗсенчен 2 млн тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ. Анчах суд тавӑҫа тивӗҫтермен.
Патӑрьел районӗнчи шкулсемпе ача пахчисенче вахтёрсем вырӑнне уйрӑм ҫынсен хуралҫисем ӗҫлеме тытӑнӗҫ.
Вырӑнти прокуратура Патӑрьелти 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулсенче, Шӑнкӑртамри 1-мӗш вӑтам шкулта тата асӑннӑ ялти Феизов профессор ячӗллӗ вӑтам шкулта, «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) тата «Сказка» (чӑв. Юмах) ача пахчисенче тӗрӗслев ирттернӗ. Асӑннӑ учрежденисенче вахтёрсемпе хуралҫӑсем ӗҫленине палӑртнӑ. Саккуна пӑхӑнса ӗҫлес пулсан вӗсенчи йӗркелӗхе хурал организацийӗсен тытса тӑмалла.
Прокуратура суда ҫитнӗ, суд та надзор органӗпе килӗшнӗ. Кӑлтӑка ҫулталӑк хушшинче пӗтерме хушнӑ. Патӑрьел район администрацийӗ тата шкулсемпе ача пахчисен ертӳҫисем уйрӑм ҫынсен хурал организацийӗсен, Росгвардин е ведомствӑлла мар хурал органӗсен ӗҫченӗсене хурала тӑратма тивӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |