Ака уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫулсерен иммунизаци эрни иртет. Унпа килӗшӳллӗн кӑҫал тухтӑрсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене прививка тӑвӗҫ.
Ку вакцина пневмококковлӑ инфекцие хирӗҫ пулӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, микробсем ватӑ ҫынсен ӳпкине шыҫӑнтараҫҫӗ. Кунашкалли ан пултӑр тесе шурӑ халатлӑ специалистсем прививка тума сӗнеҫҫӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Наиля Зинетуллина каланӑ тӑрӑх, вакцинопрофилактика халӑха 80 процентран кая мар хӳтӗлет.
Ҫитес вӑхӑтра республика хыснинчен пневмококковлӑ вакцина туянмашкӑн 3 миллион тенке яхӑн уйӑрӗҫ. Республикӑри мӗнпур ветерана прививкӑна тӳлевсӗр тӑвӗҫ.
Пульницӑна никамӑн та йӑпӑр-япӑр каяс килмест. Тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ӗҫлекен ҫынсен уйрӑмах йывӑр унта ҫитме. Кӑҫалтан республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин медицина учрежденийӗсем ҫынсем валли шӑматкунсерен Уҫӑ алӑксен кунне ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Тӗплӗнрех ку графикпа ҫак каҫӑпа cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=11&id=1995590 иртсе паллашма пулать.
Уҫӑ алӑксен кунӗнче пульницӑна ҫитесе тесен малтаналаса ҫырӑнмалла мар тесе ӗнентерет республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви хӑйӗн сайтӗнче. Паспорт тата медицина полисӗ вара кирлех.
Тухтӑрсем патне ҫитнӗ май хӑвӑра пӑшӑрхантаракан ыйтусене уҫӑмлатма май килӗ. Ансӑр специалистсем (кунта офтальмолог, кардиолог, эндокринолог, онколог, фтизиатр тата ыттисем кӗреҫҫӗ) канашпа пулӑшӗҫ.
Пурнӑҫра кирлӗ эмелсен йышне кӗрекен препаратсене малашне хаклӑрахпа сутлӑха кӑларма тытӑнӗҫ. Кун пирки Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова ТАСС ирттернӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Маларах асӑннӑ списока кӗрекен эмелсен чи йӳнӗ хакӗ хальлӗхе 50 тенкӗрен йӳнӗрех, вӑтам хаклисем — 50 тенкӗрен пуҫласа 500 тенкӗ таран тӑраҫҫӗ.
«Улшӑнӑва ҫирӗплетнӗ, тивӗҫлӗ саккуна кӑларнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра правительство йышӑну кӑлармалла. Чи пӗчӗк хаклисем 30 процент таран хӑпармалла, вӑтам сегмента кӗрекеннисем — 11,4 процент», — ӑнлантарнӑ сывлӑх министрӗ.
Пурнӑҫра кирлӗ эмелсен переченьне кӗрекен эмелсене кӑларасси хальхи вӑхӑтра тӑкаклине кура вӗсене пачах та кӑларма пӑрахӑҫласран шикленнипе хака ӳстерме йышӑннӑ-мӗн.
Малашне Ҫӗнӗ Шупашкар ачисем вӗренӳрен уйрӑлмасӑр специалистсем патӗнче тӗрӗсленме пултараҫҫӗ. Унта ачасене диспансеризаци витӗр кӑлармалли мобильлӗ комплекс пур.
Нумай функциллӗ автобуса ҫак кунсенче 1-мӗш шкулта хӑтланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ тӑрӑх, мобильлӗ комплексӑн ӗҫлемелли енӗсем анлӑланнӑ. Ҫапла майпа ачасем поликлиникӑна каймасӑрах медтӗрӗслев витӗр тухма пултараҫҫӗ.
Халӗ медицина специалисчӗсен бригади кирек мӗнле шкула, ача пахчине килме, диспансеризаци ирттерме пултараҫҫӗ. Ҫав автобусра анализсем пама, электрокардиограмма тума, чӗрене тӗрӗслеме пулать. Ҫавӑн пекех стоматолог тӗрӗслет.
Тухтӑрсен бригадин йышне невролог, отоларинголог, окулист, хирург, ортопед, гинеколог, уролог тата психиатр кӗрет. Автобусра тухтӑрсем пӗр сехетре 50-60 ҫынна тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.
Рак тени ытла та усаллӑн, хӑрушла янӑрать. Ку сӑмах чылайӑшӗшӗн вилӗм тенипе пӗр танах туйӑнать. Анчах Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ ку вӑл апла маррине чирлисем патне ҫитерессипе ҫине тӑрать.
2014 ҫулта асӑннӑ общество организацийӗ «Пурнӑҫшӑн» проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Ӑна валли хыснаран укҫа та тивӗҫнӗ хастарсене. Тухтӑрсем хастар хӗрарӑмсене профилактика ӗҫне шанса панӑ теме юрать. Онкодиспансерта операци тӳссе ирттернӗ тата сиплев курсӗ витӗр тухакансене хӗрарӑмсен канашӗн пайташӗсем психологи пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ. «Ир сиплесен кирек епле амака те ҫӗнме пулать», — ҫак шухӑша илсе ҫитересшӗн вӗсем.
Хальлӗхе хӗрарӑмсем пӗрле пухӑнса пултарулӑх ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Ӳлӗмрен сиплев гимнастики те, физипроцедурӑсем те ирттермелле.
Республикӑри тухтӑрсем умне тӗллев лартнӑ: ветерансене Ҫӗнтерӳ кунӗччен тӗрӗслемелле, сывлӑхне ҫирӗплетмелле. Тухтӑрсен бригадисем вӗсем патне киле пыраҫҫӗ. Хӑшне сиплев кирлӗ — пульницӑна илсе каяҫҫӗ. Вӗсене ветерансен госпитальне те вырттараҫҫӗ.
Чылай ветерана тӗрӗсленӗ ӗнтӗ. Чи малтанах вӑйлӑ чирлекенсем патне кайнӑ. Республикӑра 20 пин яхӑн ветеран пурӑнать. Диспансеризаци кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсенчен 3 проценчӗ кӑна сывлӑхне ӳпкелет.
Госпитальте ҫулсерен 2 пин ытла ҫын сипленет. Унта кашни ветерана сиплес пулсан темиҫе ҫул кирлӗ. Ҫавӑнпа ку ӗҫпе руспубликӑри мӗнпур пульница ӗҫлет.
Госпитальте сипленмелли направленисене районсем тӑрӑх салатаҫҫӗ. Вырӑнти тухтӑр вара стационара кама вырттармаллине йышӑнать.
Нина Люкшинова вӑрҫӑра медсестра пулнӑ. Халӗ вӑл ав хӑй госпитальте сывлӑхне ҫирӗплетет. Вӑл Сталинград ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ. 17-рискер вӑрҫӑ хирӗнче аманнӑ салтаксене сӗтӗрнӗ. Унччен вӑл ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи кашни мероприятие хутшӑнма тӑрӑшнӑ. Халӗ 90-рискер йывӑртарах пулнине пӗлтерет. Тухтӑрсем вара кашни ветерана Ҫӗнтерӳ кунӗнче уява ҫитме пулӑшасшӑн, вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енре чӗлӗм туртакансем сахалланнӑ. Ҫакна халӑхра ыйтӑм ирттерсе палӑртнӑ иккен. Унта 15 ҫултан иртнӗ арҫынсемпе хӗрарӑмсене хутшӑнтарнӑ. Пӗтӗмпе 1,5 пин ыйтӑм ирттернӗ май ҫынсене чӗлӗм туртассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравлама ыйтнӑ.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен 22,1 проценчӗ пирус мӑкӑрлантарнине йышӑннӑ. Ку вӑл 2011 ҫулта ҫапла тесе хуравланинчен 5,2 процент сахалтарах. Ыйтӑма хутшӑннисенчен туртатӑп тесе хуравланисенчен 40,9 проценчӗ арҫынсем иккен, 7,1 проценчӗ — хӗрарӑмсем. 2011 ҫулта ирттернӗ ыйтӑма хутшӑннисенчен ҫак кӑтартусем 5,7 тата 2,1 процент сахалтарах-мӗн. Ӗҫре туртакансем пуррипе асапланакансен йышӗ те сахалланнӑ пулать.
Чӗлӗм мӑкӑрлантаракансем 25 ҫултан пуҫласа 44 ҫула ҫитичченхисем хушшинче нумайрах. Туртакансене илсен, ҫав ҫултисем хушшинче вӗсен тӳпи — 26,6 процент. Ҫынсем вӑтамран 16,5 ҫулта чухне пуҫласа туртса пӑхаҫҫӗ. Арҫынсем хӗрарӑмсенчен иртерех туртма пуҫлаҫҫӗ иккен. Этемлӗхӗн черчен ҫуррийӗ 18 ҫула ҫитсен пирус енне туртӑнать, каччӑсем 16-рах ҫав «ҫимӗҫе астивеҫҫӗ» иккен.
Ҫак кунсенче пирӑн республикӑра «Шура салтак тӳми» уйӑхлӑх пырать. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫланнӑскере ӑна Туберкулезпа кӳрешмелли пӗтӗм тӗнчери куна, вӑл — паян шутланать, халалланӑ. Шӑп та лӑп ҫак кун, 1882 ҫулта Берлинта Роберт Кох тухтӑр хӑрушӑ ҫак чирӗн бациллине тупса палӑртнӑ. Унтанпа пӗр ӗмӗр иртнӗ хыҫҫӑн пуш уйӑхӗн 24-мӗшне Туберкулезпа кӗрешмлели пӗтӗм тӗнчреи кун тесе йышӑннӑ. Салтак тӳмине элем вырӑнне йышӑнни ӳпке тасалӑхне пӗлтерет.
Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче республикӑн сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче Уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Туберкулезпа кӗрешекен диспансерта вӑл ӗнер пулнӑ та ӗнтӗ. Черетлӗ ҫав кун тепре пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, акан 4, 11, 18-мӗшӗсенче иртмелле. Диспансер Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 4 ҫуртӑн «В» корпусра вырнаҫнӑ.
Акан 11-мӗшӗнче Канашри Люксембург урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Силикат урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ пульницӑсенче йышӑнӗҫ.
Паян ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен «Туберкулез профилактики тата сиплевӗ» хӗрӳ лини те ӗҫленӗ.
Шӑматкун Республикӑри кардиодиспансерта Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Чӗре тухтӑрӗсем хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттерес кӑмӑллӑ мӗнпур ҫынна пӑхнине пӗлтереҫҫӗ. Сӗнӳ-канашпа кӑна пулӑшман вӗсем, чӗрене электрокардиограмма туса тата ультрасасӑпа тӗрӗсленӗ. Юлашкинчен каланӑ меслетпе вӗсем юн тымарӗсене те пӑхнӑ.
Шурӑ халатлисем ҫынсене чире шала ярасран епле асӑрханмаллине, чирлисене епле сипленмеллине ӑнлантарнӑ. Юн пусӑмне килте виҫсех тӑмаллине те аса илтернӗ. Тӗрӗс апатланни, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе пурӑнни те пӗлтерӗшлӗ. Чӗрепе тата юн тымарӗсен чирӗпе аптӑракансен холестерин виҫине те тӗрӗслеттерме манмалла мар. Мӑнтӑрланни те сиен кӑна кӳнине шута илсен сивӗтмӗш енне сахалтарах туртӑнмалли куҫкӗрет.
Уҫӑ алӑксен кунӗнче 200-е яхӑн ҫынна йышӑннӑ.
Чӑвашри тухтӑрсене Остесинтезӑн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн ертӳҫи, профессор, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Сергей Сергеев ӗҫлеме вӗрентнӗ. Вӑл Республикӑри клиника пульницин травматологӗсене йывӑр операцисем тума хӑнӑхтарнӑ.
Ун пек чухне операции тӑвакан специалист тӗлӗнмелле ӑста пулни кӑна ҫителӗкӗср иккен, анестизиолог-реаниматологсем ыратнине туйми пулакан эмеле тӗплӗн суйлама пӗлнинчен те нумай килет.
Травматологи уйрӑмӗн заведующийӗ Владимир Федоров пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Сергеев профессор остеиосинтеза Gamma-шӑнӑрпа сипленӗ. Шӑмма пациент ытти чире пула хуҫнӑ иккен. Кунсӑр пуҫне вӑл этем инсульт хыҫҫӑнхи операцие тӳссе ирттернӗскер лекнӗ. Апла пулин те профессор операцие ӑнӑҫлӑ ирттерме мйа упррине кӑтартса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |