Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: танлаштарӑмсем

Экономика
Чӑваш Ен Стройминӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Ен Стройминӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ен ипотека йышлӑн илекен Раҫҫейри 10 регион йышне кӗнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ. Вӑл вара «Новости» (чӑв. Ҫӗнӗ хыпарсем) информаци агентствин тӗпчевне тӗпе хунине палӑртнӑ.

Танлаштарӑма йӗркелекенсем ӗҫлекен ҫынсем юлашки 12 уйӑхра (2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен) ҫурт-йӗр хӑпартма е туянма банксенчен кивҫен укҫа илнине тишкернӗ. Пирӗн тӑрӑхра пин ҫынтан вӑтамран 26,8-шӗ ипотека илнӗ. Ку вӑл Раҫҫейри кӑтартуран 1,4 хут пысӑкрах.

Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Чӑваш Енре 6,5 пин ҫемье 11,2 миллиард ытла тенкӗлӗх ипотека кредичӗ илнӗ. Вӗсенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ укҫана хваттер пая кӗрсе тума уйӑрнӑ.

 

Вӗренӳ
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ «Наци йышӑвнӑвӗ: чи лайӑх аслӑ шкулсем 2019» танлаштарӑма кӗнӗ. Ку кӑна мар, ЧПУ унта самай палӑрнӑ. Тӗпчев пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, вӑл патшалӑх аккредитацийӗ тухнӑ классика аслӑ шкулӗсен йышӗнче – 27-мӗш, пӗтӗмӗшле танлаштарӑмра (пӗтӗмпе 695 аслӑ шкул) 77-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Чӑваш Енри тепӗр аслӑ икӗ шкул та танлаштарӑма лекнӗ. Пӗтӗмӗшле списокра ЧППУ – 326-мӗш, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ 349-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Танлаштарӑм авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, списока хатӗрленӗ чухне аслӑ шкула вӗренекенсен ППЭн вӑтам балне, вӗренсе тухакансен вӑтам шалӑвне, олимпиадӑсене, ӑслӑлӑх конференцийӗсене шута илнӗ.

 

Персона
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн

«Медиалоги» информаципе аналитика тытӑмӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласен мэрӗсен черетлӗ танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Хальхинче вӗсен утӑ уйӑхӗнчи ӗҫӗ-хӗлне хакланӑ.

Хальхинче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ 5 йӗрке аялалла аннӑ, ҫапла майпа вӑл 10-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Алексей Ладыковӑн медиаиндексӗ, федераци тата регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчи кӑтартусене илсен, 3 089-па танлашнӑ.

Танлаштарӑмра хальхинче Чулхула хула администрацийӗн, Сарӑту хула администрацийӗн, Ӗпхӳ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗсем малти вырӑнсене йышӑннӑ.

 

Статистика

Чӑваш Ен каллех чухӑн ҫемьесемпе палӑрнӑ. 2018 ҫула пӗтӗмлетсе танлаштарӑм хатӗрленӗ, ӑна РИА Рейтинг пичетленӗ.

Чӑваш Енри икӗ ачаллӑ ҫемьесен ӗҫлесе илнӗ шалуран чи кирлине кӑна туянсан 18214 тенкӗ юлать. Пӗр ачаллисен вара кӑштах нумайрах – 26960 тенкӗ.

Палӑртмалла: ҫулталӑк каялла Чӑваш Ен кунашкал танлаштарӑмра 60-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Халӗ вара – 61-мӗш вырӑнта.

Псков, Иваново облаҫӗсенчи, Кабарда-Балкарти ҫемьесем вара пирӗнтен те япӑхрах пурӑнаҫҫӗ-мӗн. Унта икӗ ачаллӑ ҫемьесен тупӑш укҫинчен чи кирлине туянсан 6-9 пин тенкӗ ҫеҫ юлать.

 

Вӗренӳ

РАЭКС-Аналитика танлаштарӑм агентстви Раҫҫейри шкул ачисем аслӑ шкулсене кӗнине тӗпченӗ. Кунашкал ӗҫе вӗсем тӑваттӑмӗш ҫул тӑваҫҫӗ. Танлаштарӑма пӗлӳ ҫуртӗнчен вӗренсе тухнӑ ачасем аслӑ шкула мӗн чухлӗн кӗнине тишкерсе хатӗрлеҫҫӗ.

Раҫҫейри чи лайӑх аслӑ шкулсене кӗнӗ выпускниксене шута илсе ТОП-300 список хатӗрленӗ. Танлаштарӑма Шупашкарти пилӗк вӗренӳ учрежденийӗ кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче – 3-мӗш лицей, 5-мӗш гимнази, 2-мӗш лицей, 1-мӗш гимнази, 44-мӗш лицей.

Кӑҫал агентство «Техника, ӑслӑлӑх енӗсем тата ӑслӑлӑх», «Экономика тата управлени», «Социаллӑ тата гуманитари енӗсем», «Медицина» енӗпе хатӗрлекен чи лайӑх шкулсен танлаштарӑмне те йӗркеленӗ. Ҫак списока 3-мӗш лицей, 4-мӗш гимнази, 2-мӗш лицей кӗнӗ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енри шкулсем Раҫҫейри чи лайӑххисен йышне кӗнӗ. Кун пирки ТАСС хыпарлать.

Ҫӗршыври кашни федераци округӗнчен 20-шер шул лекнӗ. Пӗтӗмпе – 160 пӗлӳ ҫурчӗ. Чӑваш Енрен вара ку списока ултӑ шкул лекнӗ.

Шупашкарти 3-мӗш лицей инженерипе техника енӗпе 42-мӗш вырӑнта, топ-300 ссписокра – 51-мӗш. Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей медицина енӗпе ӗҫлекен шкулсен йышӗнче 19-мӗш йӗркене йышӑннӑ.

Шупашкарти 2-мӗш лицей медицина енӗпе танлаштарӑмра – 34-мӗш, топ-300 списокра 94-мӗш. Шупашкарти 1-мӗш гимнази топ-300 списокра 164-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Шупашкарти 5-мӗш гимнази чи лайӑх 300 шкул йышӗнче 196-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Шупашкарти 44-мӗш лицей вара чи лайӑххисен йышӗнче 278-мӗш йӗркере вырнаҫнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56598
 

Статистика

2013 ҫулта Шупашкар хули «Раҫҫей хули – наци суйлавӗ» конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Кӑҫал та, хӑйӗн юбилейлӑ ҫулталӑкӗнче, тӗп хуламӑрӑн малти вырӑна тухас шанчӑк пысӑк: хальлӗхе вӑл танлаштарӑмра пӗрремӗш.

Шупашкаршӑн 143,5 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Палӑртмалла: юлашки уйӑхра уншӑн 26,5 пин ҫын сасӑ панӑ.

Хальлӗхе иккӗмӗш вырӑнта – Владивосток, уншӑн 70,5 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Пенза хули, 59,2 пин сасӑ пухнӑ.

Шупашкаршӑн сасӑлӑр, конкурс вӗҫлениччен вӑхӑт пур-ха. Аса илтерер: вӑл ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче старт илнӗ те раштавӑн 30-мӗшӗнче вӗҫленет. Танлаштарӑма 2012 ҫултанпа тӑваҫҫӗ.

 

Статистика

Хальхинче «Танлаштарӑм» информаци технологийӗсен центрӗ хатӗрленӗ наци танлаштарӑмӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков самаях, 18 йӗрке, аннӑ. Унччен сити-менеджер 32-мӗш йӗркере пулнӑ тӑк халӗ - 50-мӗшӗнче.

Алексей Ладыков танлаштарӑмра мӗншӗн ҫавӑн чухлӗ йӗрке аннин сӑлтавӗсене палӑртар. Ахӑртнех, чи малтанах унӑн ывӑлне арестлени унӑн ят-сумне япӑх витӗм кӳнӗ. Хӑш-пӗр ҫын Шупашкарта транспорт реформине ирттернӗшӗн кӑмӑлсӑр, ҫакна та танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне шута илнӗ. Ку енӗпе татӑлман ыйтусем пур: пысӑк автобуссем пушӑ ҫӳреҫҫӗ, маршруткӑсене вара ҫын нумай ҫӳрекен маршрутсем лекнӗ-мӗн, ҫавна май вӗсем лӑк тулли. Пӗр маршрутка водителӗ тӑрук чарӑннӑ чухне алӑк уҫсан пассажирка урама тухса ӳкни пирки те нумай калаҫнӑ, халӑх тетелӗсенче ку пулӑма сивлекен нумаййӑн.

Танлаштарӑма лайӑх витӗм кӳрекеннисен йышӗнче – Ваттисен канашӗ транспорт реформине ырлани. Ҫӗнӗ автобуссем ҫула тухни те Алексей Ладыкова лайӑх енчен хак пама пулӑшнӑ.

 

Статистика

Кӑҫалхи икӗ уйӑхра Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен ӗҫӗ-хӗлне тишкерсе черетлӗ танлаштарӑм хатӗрленӗ. Экспертсен шухӑшӗпе, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн лару-тӑрӑвӗ япӑхланнӑ.

«Танлаштарӑм» информаци комуникацийӗсен центрӗн даннӑйӗсене ӗненес тӗк, Михаил Васильевич 56-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑл танлаштарӑмӑн иккӗмӗш ушкӑнне лекнӗ. Сӑмах май, унта пӗтӗмпе 85 йӗрке.

Аса илтерер: 2018 ҫулта хатӗрленӗ танлаштарӑмра Михаил Игнатьев 50-мӗш вырӑнта пулнӑ. Эппин, вӑл халӗ 6 йӗрке аннӑ.

Палӑртмалла: малти йӗркесене Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Моор, Тула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Дюмин йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55637
 

Политика
cap.ru сайтран илнӗ сӑн
cap.ru сайтран илнӗ сӑн

«Медиалоги» федераци информаципе аналитика компанийӗ Атӑлҫи федераци округӗнчи субъектсенчи тӗп хуласен пуҫлӑхӗсен медиатанлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков унта виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ.

2018 ҫулта Алексей Ладыковӑн медиаиндексӗ, 2017 ҫулхипе танлаштарсан, хӑпарнӑ: 4500 ытларах. Ҫапла майпа ку кӑтарту 39124-па танлашнӑ. Медиаиндекса шутланӑ чухне федераци тата регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкернӗ, вӗсенчи кӑтарту тӑрӑх медиатанлаштарӑм хатӗрленӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 15
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть