Паян Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс фурӑпа ҫапӑннӑ. Инкекӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи чукун ҫулкаҫҫи ҫинче сиксе тухнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк тиевлӗ машина светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах чукун ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ, унтан вӑл унта чарӑнса ларнӑ.
Инкеке сирме Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем те хутшӑнни паллӑ. «Лапчӑннӑ тягача ятарлӑ хатӗрпе туртса илнӗ. Унтан пассажир пуйӑсӗ ҫула тухнӑ», — пӗлтернӗ инкеке сирни пирки ЧР ШӖМӗн пресс-службинче.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, инкекре хытах аманакансем пулман, пассажирсем
тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман. Пуйӑс машинисчӗпе унӑн пулӑшаканӗ кӑштах суранланнӑ текен хыпар пур. Апла пулин те пуйӑс Питӗр хулине ҫул тытнӑ-мӗн.
РАШ | 14 |
Хулара транспортпа ҫӳреме туса панӑ ПТК (Пӗрлехи транспорт карти; ЕТК) халӗ те йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать. Юлашки вӑхӑтра, сӑмахран, ман хамӑн ун тӗлӗшӗпе темиҫе пӑтӑрмах пулса иртрӗ. Ҫавна май тепӗр хут ҫак системӑн кӑлтӑкӗсем тавра калаҫу пуҫлас терӗм.
Пӗрремӗшӗ К. Маркс урамӗнчи, 52/2 ҫуртӗнче («Первая площадка» офис комплексӗ) вырнаҫнӑ «Перекет банкӗн» уйрӑмӗнче пулса иртрӗ. Ун чухне чирлеттӗмччӗ, ҫавӑнпа та хама кӑшт япӑхрах туяттӑм. ПТК тултарас тесе кӗтӗм. Хайхи экран ҫинчи пускӑчсене пуса-пуса хамӑн укҫа карточкинчен хунӑ май пӑтӑрмах сиксе тухрӗ — укҫине карточкӑран тӑкакларӗ, ПТК ҫине вара хушаймарӗ. Кун чухне мӗн тумалла-ши? тесе банк ӗҫченӗсене шырама кайрӑм. Чирлӗ пулнӑран банкоматра хамӑн карточка юлни пирки шутламарӑм пулас. Ахаль чухне кӗпӗрленсе ҫӳрекенсем темскер ман ума тӗл пулмарӗҫ. Банкомат патне таврӑнтӑм та лешӗ ман укҫа карточкине ҫӑтса та янӑ иккен (ют ҫын аллине ан лектӗр тесе). Хайхи ӑна тавӑрас енӗпе пулӑшу ыйтма кайрӑм — карточкӑна паспортпа ҫеҫ кӑларса парайраҫҫӗ; ПТК ҫине ҫитеймен укҫана вара К.
Ҫӗнӗ ҫул парни темелле-ши ҫакна — Шупашкарта пурӑнакансен тата хӑнасен автобуспа тата троллейбуспа ҫӳремешкӗн малашне, ахӑртнех, укҫа ытларах кӑларса хума тивӗ. Хула влаҫӗ халӑх транспорчӗпе усӑ курнӑшӑн хака ӳстересшӗн. Документа ҫирӗплетме кирлӗ ҫӗре тӑратнӑ та иккен.
«Троллейбуспа ҫӳренӗшӗн укҫан тата пӗрлехи транспорт карттипе тӳленӗ май хаксене пӗрер тенкӗ хӑпартасшӑн эпир. Уйӑхлӑх ҫӳрев билечӗн хакне вара 50 тенкӗ ӳстересшӗн», — хайхи канашлура ӑнлантарса панӑ Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Александр Каныгин. Палӑртса хӑварар, хака ӳстерме Шупашкарти машруткӑсен хуҫисемпе автобуссем тытса тӑракан предприяти ертӳҫисем те каланӑ. Анчах канашлу вӑхӑтӗнче ку тарифсем хӑҫан вӑя кӗрессине каламан.
Чӗмпӗр хулинче Шупашкара килекен суккӑрсемпе анланманлӑх сиксе тухнӑ. Поводырь йытӑсемлӗ хӗрпе каччӑна асӑннӑ хулари тӗп автовокзалта контролер тата хуралҫӑсем тытса чарнӑ. Вӗсем ҫамрӑксенчен йытӑсемшӗн билет ыйтнӑ. Лешсем Раҫҫей правительствин ятарлӑ йышӑнӑвӗпе пӗркенме пӑхнӑ, анчах май килмен.
Пӑтӑрмаха ӳкерсе илнӗ видеона Ютуб видеохостингра вырнаҫтарнине «ZNAK» интернет-хаҫат ҫырса кӑтартнӑ.
«Хӑлат пек сиксе ӳкрӗҫ. Полицейски саккуна хӑй те пӗлмест, ӑна суда памалла», — тенӗ видеора хӗр.
Пӑтӑрмах пирки Чӗмпӗр облаҫӗн прокуратуринче те пӗлеҫҫӗ иккен. Надзор органӗ ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнине ӗнентернӗ. Сусӑрсене кӳрентернипе «Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) общество организацийӗ те кӑсӑкланнӑ.
ЧР Транспорт министерстви чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑватӑ пысӑк автобус туяннӑ. М3 категориллӗ транспортсем кӗҫех Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче ҫӳреме тытӑнӗҫ.
Хӑтлӑ автобуссем хӑҫан ҫула тухасси паллӑ: раштав уйӑхӗн 4-8-мӗшӗсенче. Хӑш ҫулпа ҫӳрӗҫ вӗсем? Пӗри «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 101-мӗш автобуса улӑштарӗ. Теприне «час пикра» «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ярӗҫ, унтан — 15-мӗш маршрутпа. Икӗ автобус 2-мӗш маршрутпа ҫӳрӗҫ: Роза Люксембург урамӗнчен «Садовӑй» микрорайона кайӗҫ.
Ҫӗнӗ автобуссем ҫак маршрутсемпе ҫӳрени тивӗҫтермест-и сире? Тархасшӑн, ведомствӑна хӑвӑрӑн шухӑшсене пӗлтерме пултаратӑр.
Паян ирпе, ҫынсем ӗҫе васканӑ самантра, Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче инкек сиксе тухнӑ. Ҫавна пула транспорт ҫӳресси ҫур сехетлӗхе чарӑннине пӗлтереҫҫӗ. 23 ҫулти ҫамрӑк водитель тытса пыракан автобус сакӑр машина ҫине пырса кӗнӗ.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче лекнӗ автобус 12-мӗш маршрутпа ҫӳренине асӑннӑ. Транспортра 5 ҫын ларса пынӑ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те аманманнине ӗнентереҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, автобусӑн тормозӗ ванма пултарнӑ. Анчах ку версие хальлӗхе ҫирӗплетме иртерех. Куракансем каланӑ тата водитель пӗлтернӗ тӑрӑх ҫапла пӗтӗмлетме май пур.
Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Сӑ ӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, аваринче ҫӑмӑл машинӑсем хытах лапчӑнни курӑнать.
Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 19 сехетсенче Шупашкарти 21-мӗш номерлӗ троллейбус Президент бульварӗпе пынӑ чух «Ярмарка» чарӑну тӗлӗнче инкеке лекнӗ: унӑн хыҫалти сулахай урапин корчӗ (тепӗр майлӑ каласан, каркасӗ) юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавна пула транспортри чӳрече ваннӑ, троллейбус та сиенленнӗ. Транспортри пассажирсенчен пӗри урине ыраттарнӑ, ӑна тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Инкек пулнине пӗлсен РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Аса илтерер, Шупашкарти троллейбус управленийӗ укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Чӑваш Енӗн Финанс министерстви предприятие республика хыснинчен 30 миллион тенкӗ укҫана 0,1% ставкӑпа 3 ҫуллӑха пама палӑртнӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 1–2-мӗшӗсенче уйӑрасшӑн.
Паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Шупашкарти троллейбус управленийӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ.
Аса илтерер, предприятире парӑм нумай пухӑннӑ, ҫав шутра электричествӑшӑн пӗтӗмпе 188,9 миллион тенкӗ тӳлемелле. Парӑма кӗрсе кайнине кура энергетиксем троллейбус управленине панкрута кӑларма суда тавӑҫпа ҫитнӗ.
Йывӑрлӑхри предприятие бюджет кредичӗ пама йышӑннӑ. Кун пирки маларах асӑннӑ паянхи ларура республикӑн вице-премьерӗ — финанс министрӗ Светлана Енилинан пӗлтернӗ. Министр билет хакӗ пӗчӗк шухӑша та палӑртни сисӗннӗ.
Йывӑрлӑх Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн шучӗпе транспорт реформи такӑр ҫул ҫине тухайманнинчен те килет. Хуларисем пӗчӗк автобуссен шутне чакараса вӗсен вырӑнне троллейбуссем ҫӳреттересшӗн пулнӑ. Анчах автобуссен хуҫисем администраципе судлашма тытӑннӑ. Халӗ предприятири тӑкаксене оптимизацилеме троллейбуссене ҫӗрле ҫӳремелли вӑхӑта чакарнӑ. Малашне ирхи вӑхӑта та кӗскетсе рейса каярах кӑларасшӑн.
Шупашкарта Китайри Аньцин хулинчи делегаци пулнӑ. Икӗ ен экономика ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Тӗлпулура Шупашкарта Китайри автобуссене ҫӳреттересси пирки калаҫнӑ. Хулара хальлӗхе троллейбуссемпе автобуссем ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ. Троллейбусӑн линине тӑсмашкӑн йывӑр, автобус бензинӗ вара тавралӑха варалать. Мӗн тумалла? Электробуссем ямалла. Ҫапла калаҫса татӑлнӑ тӗлпулура. Вӗсем экологи тӗлӗшӗнчен те таса-мӗн.
Аньцинра унашкал транспорта кӑлараҫҫӗ. Шупашкар чиновникӗсем ӑна хула валли туянасшӑн. Ку кӑна мар, Шупашкарта Аньцинпа пӗрле ҫак производствӑна хута ярасси пирки те шухӑшлаҫҫӗ.
Аса илтерер: 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкарта транспорт реформи пулмалла.
Паян Вӑрнар районӗнче Чӑваш Енри мӗнпур Гостехнадзор уйрӑмӗсен ертӳҫисем пухӑннӑ. Вӗсене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗнӗ машинӑсен уҫҫисене панӑ.
«Ял-хуҫалӑх техники юсавлӑ пулни сирӗнтен пӗтӗмпех килет. Хӑрушсӑрлӑх малти вырӑнта яланах тӑмалла. Юсавсӑр техника айӑпне пула ҫемьесен хӑйсен кил ӑшшин пуҫлӑхӗсене вӑхӑтсӑр ҫухатма юрамасть. Ҫакӑ сире шанса панӑ ӗҫе, тӳрӗ кӑмӑлтан пурнӑҫланинчен килет», — тенӗ вӑл.
Чӑваш Республикинче Гостехнадзорта 24 пин ытла техникӑна шута илнӗ. Инспекторсем кулленех машина-тракторсене тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, специалистсемпе профилактика ӗҫӗсене йӗркелеҫҫӗ. Тӗрӗслев витӗр тухман техникӑна ҫула кӑларма чараҫҫӗ, кӑлтӑк палӑртсан вӗсене ҫийӗнчех пӗтерме хушаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.