Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: транспорт

Раҫҫей правительстви ятарлӑ йышӑнупа килӗшӳллӗн обществӑлла транспортӑн ҫур йышне газ ҫине куҫарасси ҫинче сӑмахлаҫҫӗ. Влаҫӑн аслӑ органӗсен шухӑшӗпе газпа ӗҫлекен машинсем чи паха транспортсенчен пӗри. Топливӑран газ ҫине куҫнӑ пулӑм ӑнӑҫлӑрах иртме газ топливипе ӗҫлекен транспорт валли хатӗрлекен производство компоненчӗсен таможнӑри тӳлевне чакарасшӑн е пачах тӳллевсӗр хӑварасшӑн. Ҫак программӑпа Минпромторгпа Минтранс ӗҫлӗ.

«Калаҫу 3 тӗрлӗ топливо пирки пырать: шӗветнӗ углеводород газӗ, хӗснӗ тата шӗветнӗ ҫутҫанталӑк газӗ. Пысӑкрах хуласенче ҫур транспортне те пулин газ топливи ҫине куҫармалла. Хулара газпа авӑрлакан ятарлӑ станцисем хута ярас тӗлӗшпе компанисене укҫа уйӑрса пама та хатӗр. Ҫапла май вара ҫак топливо ҫине куҫасси хӑйне хӑй пулса пырӗ», — пӗлтереҫҫӗ Раҫҫейӗн транспорт министерствинче.

Уйрӑмах хӑрушӑсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тинкерсе пӑхӗҫ. Аса илтеретпӗр: нумаях пулмасть Мускавра пӗр автобусӑн баллонӗсем сирпӗнсе кайнӑччӗ, Турра шӗкӗр, салонра никам та пулман вӑл вӑхӑтра.

«Паянхи куна республикӑра газпа авӑрлакан 6 заправка ӗҫлет. Шӗветнӗ газа ыйтакансен йышӗ вара самай пысӑк.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62744.html
 

«За рулем» канашлури сӑн
«За рулем» канашлури сӑн

Паян ирхи 9 сехет ҫитеспе Шупашкарта Газель ҫаврӑнса ӳкнӗ. 270-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус Трактор тӑвакан проспекчӗн 85-мӗш ҫурчӗ умӗнче инкеке лекнӗ.

ҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫ-пуҫ сулахайра пыракан тепӗр маршрут автобусӗн водителӗ хӑйӗн машинне пӑхӑнтарайманнине пула пулса иртнӗ — вӑл 270-мӗш маршрутпа пыраканне пырса ҫапнӑ, лешӗ вара ҫул айккине ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пӑтӑрмахра никам та суранланман. Ларса пынӑ пур ҫын та инкек тӳснӗ хыҫҫӑн хӑйсемех саланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/61710.html
 

2012 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейри техосмотр ирттермелли хакӑн чи пысӑк виҫи икӗ пин тенкӗпе танлашӗ. Кун пирки РФ Экономаталану министерствин патшалӑхӑн экономика йӗркелевӗ департаментӑн директор ҫумми Евгений Ковтун пӗлтернӗ.

Асилтеретпӗр, кӑҫал утӑ уйӑхӗнче Дмитрий Медведев Президент техосмотр ирттермелли йӗркене улшӑнусем кӗртекен саккуна алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ун тӑрӑх тепӗр ҫултан пуҫласа ОСАГО килӗшӗвне тума техосмотр талонӗ кирлӗ. Виҫӗ ҫултан кӗҫӗнрех транспорта ку ӗҫрен хӑтарнӑ. 3-7 ҫулти машинсен техосмотрне икӗ ҫулталӑкра пӗрре, ыттисен вара — кашни ҫулталӑкра ирттермелле пулӗ. Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн ҫавӑн пекех машин техника нормине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслеме уйрӑм ҫын компанисене те ирӗк параҫҫӗ. Ку ӗҫе тума вӗсен Раҫҫей автостраховщикӗсен пӗрлӗхӗнчен аккредитаци илмелле ҫеҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://motor.ru/news/2011/09/27/tech/
 

Ӗнер, чӳкӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗн, «Шупашкар троллейбус управленийӗ» муниципиаллӑ унитарлӑ предприяти директорӗн — Орешников Виталий Константиновичӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Унӑн пӗтӗм ӗҫӗ Шупашкарпа ҫыхӑннӑ, 1961 ҫултанпа тӗрлӗ вырӑнсене йышӑнса вӑл Шупашкара самай илем кӳнӗ. Виталий Константиновичпа ыран, 11-пе 13 сехет хушшинче Шупашкар троллейбус управленийӗнче сывпуллашӗҫ. Адресӗ: Энгельс урамӗ, 27 ҫурт.

 

Орешников Виталий Константинович 1945 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнче Етӗрне районне кӗрекен Мӑн Пакӑшра ҫуралнӑ.

1973-1977 ҫулсенче ВЛКСМӑн Шупашкарти хула комитечӗн секретарӗ, пӗрремӗш секретарӗ вырӑна йышӑннӑ, Шупашкарти трактор тӑвакан савута тунӑ ӗҫе хастаррӑн хутшӑннӑ. Шупашкарти ГК ССКПӗн промышленность пайӗн инструкторӗ пулнӑ май вӑл хулари чылай промышлеллӗ проедприятине ура ҫите тӑма, аталанма пулӑшнӑ. Хулари электротранспорт хуҫалӑха аталантарассишӗн хунӑ вӑйне нимӗнле виҫепе те виҫме ҫук.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, [68]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ҫӗртме, 16

2007
18
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи