
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнченпе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене 61-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫыхӑнтарчӗҫ. Республикӑн Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унтанпа вӑл 71 пин пассажира турттарма ӗлкернӗ.
Асӑннӑ ведомствӑн ертӳҫи Максим Петров ҫӗнӗ маршрут епле ӗҫленине тӗрӗслеме хӑй ҫула тухнӑ.
Максим Петров журналистсемпе калаҫнӑ чухне республика Элтеперне ырласа хӑварнӑ: 2020 ҫултанпа 221 ҫӗне троллейбус, 47 автобус туяннине пӗлтернӗ. Министерство ертӳҫи пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ку маршрут питех те кирлӗ.

Шупашкарта Ҫӗнӗ Шупашкара 61-мӗш троллейбус ҫӳреме тытӑнассине пӗлтернӗччӗ. Паян шӑпах ҫав кун ҫитнӗ – ҫӗнӗ маршрут уҫӑлнӑ.
Аса илтерер: троллейбус Шупашкарти Гладков урамӗнчен пуҫласа Трактор тӑвакансен проспекчӗпе кайӗ те Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона ҫитӗ. Пӗтӗмпе 14 транспорт пулӗ.
Карттӑпа тӳлсен билет хакӗ – 33 тенкӗ, укҫан парсан – 37 тенкӗ.

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче тепӗр троллейбус кӗҫех ярасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ку хӑҫан пуласси паллӑ марччӗ.
Халӗ паллӑ: 61-мӗш маршрута нарӑсӑн 21-мӗшӗнче ҫула ярӗҫ. Вӑл Шупашкарти Гладков урамӗнчен Трактор тӑвакансен проспекчӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона ҫитӗ.
Аса илтерер: икӗ хула хушшинче 2024 ҫулхи ҫулларанпа 62-мӗш троллейбус ҫӳрет.

Кӗҫех Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 61-мӗш троллейбус ҫула тухӗ. Ку нарӑсри уяв кунӗсенче пуласса шантарать тӳре-шара.
Хальлӗхе троллейбуссем обкатка тӑваҫҫӗ, водительсем стажировка тухаҫҫӗ. 61-троллейбус Шупашкарти Гладков урамӗнчен Трактор тӑвакансен проспекчӗпе кайса Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона ҫитӗ. Маршрут ҫинче пӗтӗмпе 16 транспорт пулӗ.
Сӑмах май, унччен ку маршрут пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлассине пӗлтернӗччӗ.

Ыран Шупашкарта 1-мӗш маршрутпа вӗр ҫӗнӗ троллейбуссем ҫӳреме тытӑнӗҫ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутри транспорта тӗпрен улӑштарнӑ.
Троллейбуссене пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче «Хӑрушсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн субсидии лизингӗпе илнӗ. Пӗтӗмпе 40 троллейбус туяннӑ.
1-мӗш маршрут – чи вӑрӑммисенчен пӗри. Унпа нумай ҫын усӑ курать. Ҫулталӑкне вӑтамран 10 миллион ытла ҫын ҫӳрет.

Ҫӗнӗ ҫул каҫхине Шупашкарта троллейбуссемпе автобуссем ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ҫӳрӗҫ. Хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, общество транспортне тӗп магистраль маршручӗсемпе кӑна ярӗҫ. Вӗсем хӑшӗсем пулнине палӑртман.
Кӑрлачӑн 1-2-мӗшӗсенче общество транспорчӗ вырсаникунхи маршрутпа ҫӳрӗ.

Раштавӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта йӑлана кӗнӗ ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Вӑл яланхи пекех Трактор тӑвакансен проспектӗнчен пуҫласа «Университет» микрорайона ҫитӗ.
Троллейбус 9 сехет те 11 минутра ҫула тухӗ, рейса 16 сехет те 55 минутра вӗҫлӗ. Ӑна хитрелетсе Ҫӗнӗ ҫул сӗмӗ кӗртӗҫ.
Транспорт ӑҫта ҫитнине «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра курма пулать.

Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ ҫӳрӗ. Унтаи Хӗл мучипе Юр пике пулӗҫ.
Асамлӑха лекес килет-и? Апла 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса лармалла. Номерӗ – 1151.
Троллейбусра конкурссем, викторинӑсем пулӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул тррллейбусӗ 10 сехет 57 минутра «Иваново» микрорайон» чарӑнуран тапранӗ. Вӑл 13 сехетчен ҫӳрӗ.

Общество транспотӗнче билет хакӗ ӳснӗренпе ҫур ҫул кӑна иртнӗ. Кӑрлачӑн 1- мӗшӗнчен каллех хакланасси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Троллейбусра билет хакӗ 4-7 тенкӗ ӳсӗ. Ҫапла Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн билет 37 тенкӗ тӑрӗ. Карттӑпа тӳлесен – 33 тенкӗ. Автобусра та, Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫӳрекен троллейбусра ҫак хаках пулӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуспа ҫӳреме 31 тенкӗ кирлӗ пулӗ, карттӑпа тӳлесен – 29 тенкӗ.

Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑна 153 ҫӗнӗ троллейбус илсе килмелле. Вӗсене финансированин комбинациленӗ мелӗсемпе усӑ курса туянӗҫ. Ку таранччен ятарлӑ казначейство кредичӗсем пулӑшнипе 47 ҫӗнӗ автобус туяннӑ ӗнтӗ.
Ҫапла троллейбус паркне ҫӗнетесшӗн. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбуссен вӑтам ӳсӗмӗ 6 ҫул таран пӗчӗкленнӗ.
