Чӑваш халӑх инструменчӗсен «Эревет» ача-пӑча ансамблӗ 35 ҫул, унӑн яланхи ертӳҫи вара С.В. Федотов 60 ҫул тултарнӑ. Ҫак пулӑм ячӗпе ушкӑна тата С.В. Федотова (вӑл — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ) республикӑри тӳре-шара саламланӑ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, сӑмахран, ушкӑна «чӑвашсен инструмент ӳнерне упраса хӑваракан лапам» тесе хакланӑ.
Министр юбилейҫӑсем патне пушӑ алӑпа пыман. Ансамль ертӳҫине министерствӑн Хисеп хучӗпе чысланӑ, ансамбле ҫур миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрасси ҫинчен сертификат тыттарнӑ. Вӑл укҫа сцена ҫине тухмалли тумтир туянма кайӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ вара музыка инструменчӗ туянма 350 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ.
Тӗплӗ юсав тытӑмӗнче коррупци ан пултӑр тесен мӗн тумалла? Ку ыйтӑвӑн хуравне Правительство ҫуртӗнче шыранӑ.
Программа хута кайнӑранпа республикӑра 294 ҫурта тӗпрен юсанӑ. Чылай ӗҫе Республикӑри тӗплӗ юсав фончӗ йӗркелесе пырать. Пухнӑ укҫана вӑл икӗ енпе пайлать: пӗчӗк пайне хӑйӗн валли хӑварать, ыттине юсав ӗҫӗсем ирттермешкӗн ярать.
ЧР Строительство министерстви тата тӗрӗслев органӗсем фонд тата подрядчиксем мӗнле ӗҫленине темиҫе хутчен те пӑхса тухнӑ. Коррупци «шӑршине» туйман вӗсем. Юсав ӗҫӗн пахалӑхӗ ҫеҫ кӑштах сисчӗвлентернӗ.
Малашне тӳрӗ мар чунлӑ компанисене юсав ӗҫӗ тумашкӑн саккас илме йывӑртарах пулӗ. Подрядчиксене ҫӗнӗ схемӑпа шырӗҫ. Вӑл электрон лапамра иртӗ. Ку — ҫӗнӗлӗх. Чи малтанах РФ правительстви тӳрӗ чунлӑ подрядчиксен реестрне хатӗрлӗ. Унтан компанисен хушшинче аукционсем иртӗҫ. Ҫӗнӗ схемӑпа юпа уйӑхӗн варринче усӑ курма тытӑнасшӑн.
Чӑваш Енӗн экс-сенаторне шырани пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Вӑл ют ҫӗршыва тухса кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следовательсем экс-сенаторӑн темиҫе миллиард тенкӗлӗх пурлӑх пуррине тӗпчесе пӗлнӗ.
Аса илтерер: Леонид Лебедев тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл 220 миллион доллара хӑйӗн кӗсйине чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Паянхи кунта ӑна федераци шайӗнче шыраҫҫӗ.
Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑран экс-сенатор килӗнче шырав ирттернӗ. Унӑн 5 миллиард тенкӗлӗх пурлӑх пур-мӗн. Ҫав шута Мускаври, ун ҫывӑхӗнчи 13 элитлӑ хваттер, 10 ҫӗр лаптӑкӗ кӗреҫҫӗ. Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна афера укҫипе туяннӑ.
Тӗслӗхрен, унӑн Таса тӑкӑрлӑкра нумай сийлӗ, 15 пӳлӗмлӗ хваттер пур. Пӗтӗмпе — 760 тӑваткал метр. Унта вӑл пӗр подъезда туяннӑ та хваттерсене пӗрлештернӗ.
Лебедевӑн адвокачӗ шухӑшӗпе, шырава саккуна пӑсса ирттернӗ, вӑл нимӗнле документ те курман. Тата вӑл Лебедев ют ҫӗршыва тӗпчев пуҫланичченех кайнине ӗнентерет.
Ку пӑтӑрмах Чӑваш Енӗн улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш сессийӗ вӑхӑтӗнче ӗнер пулса иртнӗ.
Сесси пынӑ вӑхӑтра, кун йӗркинчи тӗп ыйтусене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн депутатсене сӑмах парсан, трибуна умне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков тухнӑ. Вӑл калаҫнӑ вӑхӑтра муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем харӑс тӑрса тухса утнӑ. Ҫак самантра ҫӗнӗ спикер Валерий Филимонов сӑмах та шарламан.
Оппозици шутланакан маларах асӑннӑ ҫав парти пайташӗ Сергей Семенов кӑна Игорь Моляков политика хӳтӗлесе сӑмах илнӗ. Вӑл ЧР Элтепер Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильевич ячӗпе чӗнсе каланӑ май ҫынсене партие кура уйӑрмалла маррине, пурте социаллӑ пурнӑҫпа экономика ыйтӑвӗсене татасшӑн ҫуннине палӑртса хӑварнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн юстици министрне Надежда Прокопьевана ӗҫрен хӑтарнӑ. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗнчи ҫемҫе пукана йышӑннӑ ҫынна Чӑваш Республикин улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче парламентӑн Аппаратне ертсе пыма шаннӑ. Апла пулсан, эпир маларах пӗлтернӗ пекех пулса тухрӗ.
Надежда Прокопьева Мускаври Ломоносов ячӗллӗ аслӑ шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн ӗҫ биографине 1987 ҫулта ваккатран тытӑннӑ. Росреестр тытӑмӗнче, РФ Юстици министерствин республикӑри управленийӗнче те тӑрӑшнӑ.
Республикӑн Патшалӑх Канашӗнче Аппарат ертӳҫинче самай ӗҫленӗ 64 ҫулхи Анатолий Ухтияров пурне те тав туса сывпуллашнӑ май алӑ усса лармассине, урӑх ӗҫре тӑрӑшма кӑмӑл пуррине палӑртрӗ. Валерий Филимонов спикер ӑна парламентра яланах хапӑл пулассине ӗнентерчӗ.
Юстици министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама министр ҫумне Ирина Семенована лартнӑ.
Паян Чӑваш Енри темиҫе пуҫлӑх порфтельпе сывпуллашнӑ. Хайхисемшӗн ку утӑм кӗтменлӗх пулман: вӗсем — республикӑн Патшалӑх Канашӗн улттӑмӗш созывне депутатне суйлава хутшӑнса ҫӗнтернӗскерсем. «Халӑх тарҫи» ята илсен патшалӑх службинчи пуҫлӑх пуканӗсӗр юлассине вӗсем малтанах пӗлнӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер хальлӗхе икӗ пуҫлӑх пирки йышӑну кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫне Александр Коршунов ертсе пыма тытӑнассине эпир кӑнтӑрлачченех пӗлтернӗччӗ. Каярах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче кун пирки 133-мӗш номерлӗ хушу пичетленчӗ. 132-мӗш номерлипе вара асӑннӑ министерство пуҫлӑхӗ пулнӑ Сергей Павлова урӑх ҫӗре куҫнӑран ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен каланӑ.
Чӑваш Енӗн Тариф службин пуҫлӑхне Альбина Егоровӑна 131-мӗш номерлӗ хушупа ӗҫрен хӑтарнӑ. Пуҫлӑх тивӗҫне ку тытӑмра пуҫлӑх ҫумӗнче вӑй хунӑ Марина Кадилова пурнӑҫлӗ.
Альбина Егоровнӑна ҫӗнӗ созыври Патшалӑх Канашӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри пайташӗсем хысна комитетне ертсе пыма лартасшӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ паян пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине Александр Коршунов ертсе пыма тытӑнӗ.
Аса илтеретпӗр, министр пуканне паянччен йышӑннӑ Сергей Павлов Вӑрнар тӑрӑхӗнчен республикӑн Патшалӑх Канашне суйланчӗ. Депутатсен вара патшалӑх службинчи вырӑнта ларма юрамасть.
Александр Коршунова министрӑн тивӗҫне пурнӑҫлама шанассине паян республика Правительствин ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Александр Коршунов Агрохими службин «Чувашский» патшалӑхӑн центрне ертсе пырать. Федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ шутланакан ҫав центр пуҫлӑхне лариччен вӑл республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче те ӗҫленӗ. Сӑмах май каласан, маларах асӑннӑ Сергей Павлов та вӑхӑтӗнче ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑччӗ.
Чӑваш Енре грипран прививка тӑвас ӗҫ малалла пырать. Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ, сити-менеджер тата ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова та прививка тутарнӑ.
Алла Самойлова прививка кампанине хӑйсенчен пуҫлама йышӑннӑ. Вӑл хӑйне прививка тутарса ыттисене тӗслӗх кӑтартнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ку питӗ кирлӗ процедура.
Сӑмах май, кӑҫал грипран 520 пин ҫынна прививка тума палӑртнӑ. Вӗсенчен 170 пинӗшӗ — ачасем. Хальлӗхе республикӑна 175 пин доза вакцина килнӗ. Ку — аслисем валли. Ачасем валли вара 117,5 пин доза ҫитнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта хальлӗхе 9 пин ачана тата 14 пин аслӑ ҫынна прививка тунӑ. Тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ку процедура ыраттармасть тата хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть.
Шупашкар хула администрацийӗнче кадр тӗлӗшӗнчен улшӑнусем пулнӑ. Тытӑм ертӳҫин Алексей Ладыковӑн — ҫӗнӗ ҫум.
Пӗтӗмпе Алексей Ладыковӑн — ултӑ ҫум. Ҫӗнни, Алексей Жирнов, экономика аталанӑвӗпе тата финанспа ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тӑрӗ. Унпа паян хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура паллаштарнӑ.
Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫум финанс, кредитлӑх, инвестици тытӑмӗнче пысӑк опыт пухнӑ. Унччен Михаил Жирнов Мускаври «Оптима» тата «Эксплор» компанисенче, «Альфа-Банкра», «Чӑвашкредитпромбанкра» ӗҫленӗ. Вӑл Симферопольте те ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Унта вӑл «Крымсавут» учрежденире вӑй хунӑ.
Унччен ку должноҫра Максим Семенов ӗҫленӗ. Кунта вӑл 5 ҫул вӑй хунӑ, должноҫран утӑ уйӑхӗнче кайнӑ.
Суйлав иртсе кайрӗ. РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен Леонид Черкесовпа Анатолий Аксаков каясси пирки пӗлтернӗччӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнче вырӑнсене епле пайланӑ? Вӑл е ку партирен миҫе депутат пулӗ унта? Хальлӗхе списока ҫирӗплетмен. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен 36 депутат пулӗ.
КПРФ парти валли Патшалӑх Канашӗнче 3 вырӑн уйӑрнӑ. ЛДПР валли те ҫавӑн чухлех вырӑн пулӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен унта 2 депутат пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |