Раштав уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче пӗтӗм чӑвашсен «Асам» IV кинофестивалӗ иртрӗ. Ҫак фестивале йӗркелекенӗ кӑҫал та Чӑваш Енри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — чун юратнӑ ӗҫе аталантарассишӗн ырми-канми тӑрӑшакан Олег Цыпленков) пулчӗ. Ӑна ирттерме хастарсен нимелле пулӑшу ыйтма тивсен те вӗсем чӑваш сценин пирвайхи ӑстисен: Иоаким Максимов-Кошкинскийпе Тани Юн — ӗҫне малалла тӑсасшӑн, чӑваш киноне тӗнчене кӑларасшӑн тӑрмашаҫҫӗ.
Ӗнер, раштавӑн 6-мӗшӗнче, «Асам» хупӑнчӗ. Кӑмӑлтан тӳрех палӑртар: хальхи саманара чӑваш киновне аталантаракансен йышӗнче ҫамрӑксем йышли. Вӗсем хушшинче Мускаври ӑстасем патӗнче вӗреннӗ маттурсем те пурри.
Гран-прие хӑш ӗҫе парасси тӳресене яланах хумхантарнине пытармарӗ Олег Цыпленков. Пурне те пама хатӗррине те палӑртрӗ вӑл. Анчах, паллӑ ӗнтӗ, апла тӑваймӑн.
Кӑҫалхи Гран-прие «В Красном море» документлӑ фильм тивӗҫрӗ. Сценари авторӗ — Сергей Щербаков, режиссерӗ — Андрей Митешин.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» IV кинофестивалӗ уҫӑлчӗ. Ҫавна май ӗнерех пресс-конференци иртнӗ. Йӗркелӳҫӗсем унта пуҫтарӑннисен ыйтӑвӗсене хуравланӑ, фестиваль ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Енри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков культурӑн ҫак енне патшалӑх енчен пулӑшу кӳресси ҫинчен калакан саккун йышӑнасси пирки ӗмӗтленет. Ҫак шухӑша вӑл пресс-конференцире кӑна мар, фестиваль уҫӑлас умӗн тухса калаҫнӑ чух та палӑртнӑ. Ҫӗршывӑн тепӗр регионӗсенче ун пек саккун пур-мӗн. Тӗслӗх вырӑнне Калининград облаҫне асӑнса хӑварнӑ.
Аса илтерер: кинофестиваль иртнӗ май фильмсене виҫӗ кун кӑтартӗҫ. Раштавӑн 6-мӗшӗнче 14 сехетре «Асам» IV кинофестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ.
Хакас Республикинче «Чувашский колорит» (чӑв. Чӑваш колоричӗ) фестиваль иртнӗ. Мероприятие Абакан ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Доможаков аулӗнчи культурӑпа кану центрӗнче пуҫтарӑннӑ. Фестивале асӑннӑ регионӑн Усть-Абакан районӗнчи чӑвашсен «Пилеш» наципе культура автономийӗ Хакас Республикин Наци тата территори политикин министерстви пулӑшнипе ирттернӗ.
Мероприятие йӗркелекенсем чӑвашсен йӑли-йӗрки тӑрӑх чӑваш халӑхӗн культурипе паллаштарасси пулнӑ. Туйпа, салтак ӑсатнипе тата ача ҫуралнипе ҫыхӑннӑ йӑлана кӑтартнӑ.
Фестивальте чӑвашла юрӑсем янӑранӑ, наци тумне кӑтартнӑ.
Хакас Республикине чӑвашсем ҫитмӗл ҫул каялла куҫса кайнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне пирӗн ҫӗршывра ҫерем ватасси ҫинчен хушу тухнӑ.
Йӗпреҫ районӗнче республикӑри чи лайӑх халӑх театрӗсен тата драма ушкӑнӗсен «Тамаша» республикӑри V фестивалӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ клубри 7 коллектив хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫуртӗнчи ушкӑн (режиссерӗ А. Алексеева) Т. Петӗркки пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫӗрлехи ҫиҫӗм» спектакле Ҫӗнӗ Эйпеҫре кӑтартнӑ. Шупашкар районӗнчи Апашри клуб-музей (режиссерӗ О. Ерилеева) Е. Орлован «Шутсӑр пурӑнас килет» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫпе Пучинкере пулнӑ. Элӗк районӗнчи халӑх театрӗ (режиссерӗ И. Афанасьева) Н. Сидоровӑн «Пуҫана тӑк пуҫана» камитне Кӗлӗмкассинче кӑтартнӑ. Туҫара Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашри (режиссерӗ З. Васильева) хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем Н. Айзманӑн «Шикли шикленнӗ – кӗрӗк пӗркеннӗ» камичӗпе пулнӑ. Энтриеле Муркаш районӗнчи Орининри (режиссерӗ А. Андреев) артистсем Н. Терентьевӑн «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере» пьесипе кайнӑ; Чӑваш Тимеше — Н. Сидоровӑн «Кӳршӗ хӗрӗ» ӗҫпе Вӑрнарти халӑх театрӗ; Ирҫе Ҫармӑса — Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкас Хирлепри (режиссерӗ О. Ефремова) Л. Казанцеван «Кученеҫ упӑшка» камичӗпе.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ятне икӗ чӗлхепе ҫырса хунӑ. Кун пирки пире Валерий Туркай сӑвӑҫ пӗлтерчӗ. Асаилтеретпӗр, унччен маларах, театр ҫуртне ҫӗнетнӗ май, ятне вырӑсла кӑна ҫырнӑччӗ. Театр ертӳҫи Елена Николаева пире пӗлтернӗ тӑрӑх икӗ чӗлхепе ҫырса хума малтанах шут тытнӑ пулнӑ. Халӑх хушшинче шӑв-шав ҫӗкленнине пула театр ятне икӗ чӗлхепе халех ҫырса хунӑ.
Ҫак кунсенче театрта ҫамрӑксен театрӗсен пӗтӗм Раҫҫейри «Атӑл юмахӗ» фестивалӗ иртет. Унта ҫӗршыври тӗрлӗ тӑрӑхсенчи театрсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ. Паян, сӑмахран, 18 сехет ҫурӑра эсир Ӗпхӳри «Нур» тутар патшалӑх театрӗ лартнӑ «Живи на солнечной стороне» (чӑв. Хӗвел ҫӳтипе савӑн) спектакльпе паллашма пултаратӑр.
Унсӑр пуҫне, чӳкӗн 22-мӗшӗнче 14 сехетре пирӗн паллӑ поэтӑмӑра Ҫеҫпӗл Мишшин юбилейне халалласа кунта тӗп уяв иртмелле. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауриачӗсене чыслӗҫ, уява чаплӑ хӑнасем те хутшӑнӗҫ.
Чӑваш режиссерӗн Алекс Платӑн документлӑ ӗҫӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Лос-Анджелес хулинче иртнӗ кинофестивальте палӑрнӑ. «Запечатленные временем» ӗҫе «Marina del Rey Film Festival 2019» кинофестивальте «Лучший международный документальный фильм» (чӑв. Халӑхсем хушшинчи чи лайӑх документлӑ фильм) номинацире чысланӑ.
ЧР Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале тӗнчери 300 ытла ӗҫе тӑратнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин вӑхӑтӗнчи нуша-терте ҫутатса паракан ӗҫ Америкӑри куракансене тыткӑнланӑ.
Фильма Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ тӗле ӳкернӗ. Сценари авторӗ тата режиссерӗ – Алекс Плат, композиторӗ тата сасӑ режиссерӗ – Алексей Гордеев.
Кӗҫех, чӳкӗн 17-мӗшӗнче, республикӑра Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ уҫӑлӗ. Вӑл кӑҫалхипе 29-мӗш хут йӗркеленет.
Чӳкӗн 17-мӗшӗнче «Царская невеста» оперӑн премьери пулӗ. Ӑна РФ Культура министерствин гранчӗ пулӑшнипе лартаҫҫӗ. Ку оперӑна чӳкӗн 9-мӗшӗнче те курма май пулӗ.
Чӳкӗн 23-мӗшӗнче сцена ҫине «Борис Годунов» опера тухӗ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫей халӑх артистне Дмитрий Хворовстовские халалланӑ концерт пулӗ.
Чӳкӗн 28-мӗшӗнче П.Чайковскин «Пиковая дама» оперине лартӗҫ. Тепӗр кун «Тенора Южной Африки» эксклюзивлӑ концерт пулӗ. Унта ятарласа Кӑнтӑр Африка Республикинчи тата Лесотӑри солистсене чӗннӗ.
Раштавӑн 1-мӗшӗнче – гала-концерт. Кӑҫал фестивальте ҫӗнӗлӗх те пулӗ: концертсене Вӑрнарта, Муркашра, Патӑрьелте, Хӗрлӗ Чутайра та йӗркелӗҫ.
«Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ сцена ҫине тухмалли тумтирсене ҫӗнетӗ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗн методисчӗ Екатерина Осипова пӗлтерчӗ.
Асӑннӑ коллектив Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ коллективсен республикӑри фестиваль-конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Гран-прие тивӗҫнӗ ушкӑна 100 пин тенкӗ парӗҫ.
Фестивалӗн гала-концерчӗ Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче нумаях пулмасть иртнӗ. Ку мероприятие 2024 ҫулччен вӗҫӗмех ирттерӗҫ. 2019, 2021, 2023 ҫулсенче ӑна «Йӑла-йӗрке» номинаципе йӗркелеме йышӑннӑ, 2020, 2022, 2024 ҫулсенче — «Культура – вӑл эпир!».
Кӑҫалхи фестиваль-конкурса хутшӑнма 21 муниципалитетран 30 заявка пулнӑ. Вӗсенчен 13-шне суйласа илнӗ.
«Уяв» ансамбле, сӑмах май, РФ тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Душа России» патшалӑх премийӗн лауреачӗ Зинаида Козлова ертсе пырать.
Марина Карягина режиссер тата сценари авторӗ пулса ӳкернӗ фильмсемпе Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальсене пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ. 2013 ҫулта режиссер евӗр вӑл Гран-при те илнӗ. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Пӗтӗм тӗнчери «Кунаки» кинофестивальте унӑн ӗҫӗ «Российская газета» хаҫатӑн дипломне тивӗҫнӗ.
Ҫак кунсенче вӑл Питӗрте иртнӗ «Влюбленные в искусство» (чӑв. Ӳнере юратакансем) Пèтèм тӗнчери фестивальте пулнӑ.
Унта документлӑ фильмсем кӑна мар, илемлӗ картинӑсемпе анимаци хайлавӗсем те хутшӑннӑ. Сумлӑ комисси 340 ӗҫрен 32-шне суйласа илсе конкурс программине кӗртнӗ. Ҫав шутра «О чем молчат куклы деда Тероша?» та пулнӑ. Унта Марина Карягина сценарист тата режиссер пулса Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Дверенин ӳнерҫе кӑтартса панӑ. Шӑпах ҫак ӗҫе «Документлӑ кино» номинацире лауреат дипломӗпе чысланӑ.
Чӳк уйӑхӗн 11–20-мӗшӗсенче Шупашкарти театр форумӗ иртӗ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пулӗ.
2019 ҫулти форум вӑхӑтӗнче ҫамрӑк куракансен наци театрӗсен «Атӑл юмахӗ» пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ (Волжская сказка) тата ачӑ-пӑча наци драматургийӗн «От чистого истока в прекрасное далёко» (чӑв. Таса ҫӑлкуҫран хӳхӗм инҫете) пӗтӗм тӗнчери лабораторийӗ ӗҫлӗ.
Фестивале Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври 10 театр хутшӑнӗ. Ҫав шутра — Казахстанри Акмолинскри облаҫри драма театрӗ Кокшетау хулинчен килсе ҫитӗ. Казах халӑх юмахӗсем тӑрӑх лартнӑ «Канбак-шал» ӗҫпе паллаштарӗ ушкӑн. Пушкӑртстанран тӑватӑ театр килӗ. Тулӑри, Мордвари, Мари Элти театрсем те Шупашкарта хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.