
Хусанта «Лиффт» пӗтӗм Раҫҫейри VII литература фестивалӗнчен пирӗн ентешӗмӗр Марина Карягина Ылтӑн лауреат ятпа таврӑннӑ. Унтан та ытларах — ҫав сумлӑ фестиваль ҫитес ҫул пирӗн республикӑра иртӗ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче, сӑмах май каласан, Мускаври Александр Куприн режиссёрӑн «Амфистроф. Встречное течение» фильмне те хавхаланса сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: фильмра хальхи вӑхӑтри паллӑ та пултаруллӑ чӑваш поэчӗн Марина Карягинӑн пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Раҫҫейри писательсен тата Раҫҫейри кинематографистсен союзӗсен членӗ пирки поэзи анинчи ҫӗнӗ ҫӗре ватакан тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Мӗншӗн тесен Марина Карягина ку сӑмаха чӑннипех те тивӗҫ. Вӑл — халиччен тӗнче поэзийӗнче пулман амфистроф ӑсти. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, ку сӑмах хальлӗхе словарьте те ҫук-ха. Карягина амфистрофӗсем сулахайран сылтӑмалла, сылтӑмран сулахаялла тарӑн шухӑшпа вуланаҫҫӗ. Палиндромра (Марина Карягина ку жанрпа та ҫырать) йӗркесем малтан та, хыҫалтан та пӗр пек вуланаҫҫӗ пулсан, амфистрофра шухӑш пӗлтерӗшӗ улшӑнать, пӗр текстрах икӗ хайлав пулса тухать. «Амфистроф — чӑннипех тӗлӗнтерекен жанр.

Юпа уйӑхӗн 20-мӗшенче Патӑрьелте анатри чӑвашсен фольклорӗн «Ӗмӗрсен эрешӗсем» регионсем фестивалӗн гала-концерчӗ иртнӗ.
Мероприятие «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ вырӑнти клуб тытӑмӗпе пӗрле йӗркеленӗ.
«Анатри» этнографи ушкӑнне кӗрекен чӑвашсен, ҫавӑн пекех Чӑваш Енре пурӑнакан вырӑссемпе мордвасен фольклорпа этнографи культурине сарас тӗллевпе ирттернӗ мероприятире тӗрлӗ жанрлӑ юрӑсем янӑранӑ, кӗвӗ-ҫемӗпе, йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ.
Фестивале Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Тӑвай, Елчӗк тӑрӑхӗсенчи, Пензӑпа Самар облаҫӗсенчи, Тутарстанри 200 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ.

Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Пять вечеров» (чӑв. Пилӗк каҫ) фестиваль иртӗ. Ӑна Раҫҫейӗн Культура министерствипе Раҫсейӗн композиторсен союзӗ ирттереҫҫӗ. Ӑна ҫӗнӗ ятсемпе тата музыкӑри ҫӗнӗ енсемпе паллаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хутчен иртекен фестиваль вӑхӑтӗнче концертсем тӗрлӗ ҫӗрте пулӗҫ. Ҫав шутра — Мускаври академи филармонийӗ, «Зарядье» концерт залӗ, Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ консерватори. «Мускаври концертсемсӗр пуҫне симфони, камера тата хор программисене ҫичӗ хулара – Барнаулта, Чулхулара, Петрозаводскра, Санкт-Петербургра, Сартура, Хабаровскра тата Шупашкарта — кӑтартӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Раҫҫейри композиторсен союзӗн генеральнӑй директорӗ Карина Абрамян.

Чӑваш Енри ҫамрӑк ӳнерҫӗ Ксения Кокель авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Владимир хулинче иртнӗ стрит-арт ӳнер фестивальне хутшӑннӑ. Вӑл Асаткин урамӗнчи 31-мӗш ҫурт стени ҫине хӗре ӳкернӗ.
Ку - вырӑс юмахӗсенчи сӑнар. Унӑн вырӑс халӑхӗн наци тумӗ хитрелӗхне кӑтартать.
Сӑмах май, Ксения Кокель ют ҫӗршывсенче иртекен фестивальсене те хутшӑнать. Германири, Австрири урам галерейисенче унӑн ӳкерчӗкӗсем пур.

Кӑҫал пирӗн республикӑра Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеҫ» пӗрремӗш фестивалӗ иртӗ. Ӑна СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Фестиваль чӳк уйӑхӗн 17-22-мӗшӗсенче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче иртӗ. Мероприятие тӗрлӗ регионти наци театрӗсем хутшӑнӗҫ. Профессиллӗ теаптрсемпе пӗрлех халӑх театрӗсене те хапӑл тӑвӗҫ. Вӗсем хӑйсен чӗлхипе лартнӑ чи лайӑх спектаклӗсене илсе килӗҫ.
Чӑваш академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале хутшӑнма Мари Республикинчи наци драма театрӗ, Тутар Республикинчи Галиасгар Камал ячӗллӗ академи театрӗ, Хакасс драма театрӗ тата Пушкӑртстанри «Нур» театр ыйтса ҫырса заявкӑсем янӑ та ӗнтӗ.
«Ҫак фестивале хаклама эпир Мускаври театр ӳнер институчӗн (ГИТИС) критикӗсене, уйрӑмах паллӑ театроведа, театр критикне Екатерина Морозӑвӑна кӗтетпӗр. «Чӗкеҫ» фестиваль иртнӗ кунсенче Шупашкар хули Раҫҫейри наци театрӗсен коллективӗсене пуҫтаракан чи анлӑ лапамӗ пулса тӑрӗ», – тенӗ Чӑваш академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева.
Чӑваш академи драма театрӗ фестивале Фёдор Павлов пьеси тӑрӑх СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев режиссер лартнӑ «Ялта» спектакльпе хутшӑнӗ.

Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче Шупашкарта хорегорафи ӑсталӑхӗн «ВОЛГА – 2024» (чӑв. Атӑл — 2024) пӗтӗм тӗнчери телевидени фестиваль-конкурсӗ иртӗ. Конкурсӑн администраторӗ пулма «Сарпике» ташӑ ушкӑнӗн ертӳҫине Алиса Лукинана шаннӑ.
Жюрире педагог тата хореограф, «Art House», и «House of Art» ташӑ ушкӑнӗсене йӗркелекенӗ тата хореограф, «Лёд и пламень», «Танцуй», «Dance Революция», «Танцы на ТНТ», «Ты Супер. Танцы», «Маска», «Маска. Танцы» проектсен хорографӗ Алексей Арапов тата ытти сумлӑ ҫын пулӗ.

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Саранскра спектакль кӑтартнӑ.
Мордва Республикинчи наци драма театрӗнче Раҫҫейри наци театрӗсен «Театральная осень» (чӑв. Театр кӗркунни) фестивалӗ пырать.
Чӑваш артисчӗсем Юхма Мишши ҫыравҫӑн повеҫӗ тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Бориса Манджиев лартнӑ «Куккук куҫҫулӗ» спектакле кӑтартнӑ.
Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль тӳрисем чӑвашсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. «Сценографипе хореографи тивӗҫлӗ», - тенӗ театр критикӗ Армине Оганесян.

Чӑваш пукане театрӗн артисчӗсем Кирова гастрольпе тухса кайнӑ.
Культура учрежденийӗнче пелтернӗ тӑрӑх, 79-мӗш театр сезонне театр фестивальпе гастроль ӗҫӗнчен пусланӑ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче артистсем Мускав облаҫӗнчи Мытищи хулинче пулнӑ. Унта вӗсем Раҫҫей халӑх артисчӗн Станислав Железкин премине илессишӗн иртекен театр конкурсне хутшӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче артистсем Кирова тухса кайнӑ. Сӑмах май каласан, унти артистсем пирӗн пата килӗҫ. Чӑваш артисчӗсем «Мишкина каша», «Золушка», «Кошкин дом» спектакльсене кӑтартӗҫ.

Чӑваш Енре пурӑнакансене кӑмпа фестивальне чӗнеҫҫӗ. Вӑл Шӑмӑршӑ районӗнче «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче авӑнӑн 8-мӗшӗнче иртӗ.
Фестивале хутшӑнакансем опытлӑ кӑмпаҫӑсемпе кӑмпана кайӗҫ. Ҫавӑн пекех флэшмоб, конкурссем, кӑмпа ярмӑркки иртӗҫ, ташӑ каҫӗ пулӗ. Хӑнасене кӑмпа яшки ҫитерӗҫ. Ӑна республикӑри паллӑ шеф-повар Евгений Шуваев пӗҫерӗ.
Кӑмпа марафонӗ 7 сехетре пуҫланӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 10 сехетре уҫӗҫ.

Ыран, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Ишлейре «Вкусы Чуваши» (чӑв. Чӑваш Ен тути) фестиваль иртӗ.
Уява пухӑннисем чӑваш наци кухнин куравӗпе паллашайӗҫ, вырӑнти апат-ҫимӗҫе астивсе пӑхайӗҫ. Ачасемпе аслисем валли тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ ӗҫлӗ.
Вырӑнти пултарулӑх ӑстисемпе паллӑ чӑваш артисчӗсем концерт лартса парӗҫ.
Фестиваль Ишлейри Ҫӗнтерӳ паркӗнче 16 сехетре пуҫланӗ.
