Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: храмсем

Республикӑра

Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ ялӗнче такамсем хурам чӳречине ҫӗмӗрсе кӗнӗ те шалта тирпейсӗрлетсе пӗтернӗ. Ҫитменнине, храмра хӗрессем, ҫӗрӗсем, ырӑ чунлӑ ҫынсем хурса хӑварнӑ укҫа тата кагор ҫухалнӑ. Полицейскисен шухӑшӗпе, ҫак ӗҫе темиҫе ҫын тунӑ. Вӗсем ҫавӑнтах 1 кӗленче кагор ӗҫсе янӑ, тепӗр кӗленчи инҫех мар йӑванса выртнӑ. Пӗтӗмпе 5 кӗленче хӗрлӗ эрех вӑрланӑ.

Пакунлисем храма ҫаратнисен йышӗнче ҫак ялтах пурӑнакан, унччен те судпа айӑпланнӑ арҫын пулма пултарассине палӑртнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑталла Шупашкарта ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем ӳсӗр арҫынна чарнӑ. Унӑн ҫумӗнче вӑчӑрасем, хӗрессем, ҫӗрӗсем тултарнӑ хутаҫ пулнӑ. Ӳсӗрскер тӳрре тухнӑ: вӑл священник-мӗн.

28 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54777
 

Тӗн

Шупашкарти храмра православи кинотеатрӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки www.sobor-pokrova.ru сайтра пӗлтереҫҫӗ.

Кинотеатр Пукрав Татиана соборӗ ҫумӗнче ӗҫлет. Ун валли ятарласа пӳлӗм уйӑрнӑ. Киноеатра хӑтлӑлатмашкӑн 120 пин тенкӗ тӑкакланӑ. «Чӑваш Енри православи доброволецӗсем» общество организацийӗ Пӗтӗм тӗнчери «Православи пуҫарӑвӗ» конкурсра грант ҫӗнсе илнӗ.

Киноетарта кино кӑтартма пуҫланӑ ӗнтӗ. Унта халӗ патшасен династийӗ пирки ӳкернӗ нумай сериллӗ фильма курма пулать. Вӑл «Романовы» ятлӑ. Ачасем валли вара мультфильмсем пур.

Православи театрӗнче ытти кун та православи тата истори фильмӗсене кӑтартма пуҫласшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44975
 

Пӑтӑрмахсем

Патӑрьел районӗнче пӗр арҫын храмри укҫана вӑрланӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарлать.

Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнчи храм настоятелӗ полицие пынӑ, храмран укҫа ҫухални пирки пӗлтернӗ.

Чӑннипе, храма килен-каян ещӗке хунӑ укҫа-тенкӗ ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнчех ҫухалнӑ. Анчах ун чухне полицирен пулӑшу ыйтма шухӑшламан, вӑрра хӑйсем тупма хӑтланнӑ. Анчах усси пулман.

Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫын йӗрӗ ҫине укнӗ. Вӑл – Елчӗк районӗнче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын. Вӑл укҫа вӑрланине тунман. Ӑна арҫын эрех-сӑра ӗҫсе пӗтернӗ-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41893
 

Раҫҫейре

Шупашкар арҫынни тунӑ экспоната Питӗрти «Русский левша» музейре вырӑн тупнӑ. Ӑна Сергей Казначеев хатӗрленӗ.

Шупашкар ҫынни Христос ҫуралнипе хисепленекен храмӑн копине тунӑ. Ку ӗҫпе вӑл 26 ҫул аппаланнӑ. Ҫак арҫын профессипе – музыка инструменчӗсен настройщикӗ.

Пӗррехинче унӑн аллине «Зодчий» журнал лекнӗ. Вӑл унта шӑпах ҫак храмӑн литографиллӗ стнаницине курнӑ. Ҫапла арҫын ку храма тимӗртен тума шухӑшланӑ.

Арҫын хӑйӗн хваттерӗнчи шкап хыҫӗнче мастерской йӗркеленӗ. Вӑл храма хӑйӗн чертежӗ тӑрӑх хатӗрленӗ. Сергей Казначеев тахҫан кӗмӗл укҫа пухнӑ. Шӑпах вӗсенчен вӑл храм ӑсталанӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41218
 

Тӗн

Республикӑн тӗп хулипе юнашар вырнаҫнӑ Шупашкар районӗнчи Питтукассинче веда храмне тума пуҫланӑ. Планпала ӑна 2020 ҫул тӗлне туса ҫитермелле.

Кӑҫал ҫуртӑн никӗсне, урайне тата пӗрремӗш хутне тума палӑртаҫҫӗ. Ҫитес ҫул храмӑн иккӗмӗш хутне тӑвасшӑн. 2017 ҫулта тӑррине витсе пӗтересшӗн те, 2018 ҫулта храма хута ярасшӑн. Храмра алтарь, тӗпел, ҫывӑрмалли тата ачасен пӳлӗмӗсем пулмалла. Пӗтӗмӗшле ҫуртри лаптӑк 550 тӑваткал метрпа танлашӗ. Храм 39 сотка ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче вырнаҫӗ.

Шупашкар епархийӗн сектантсене хирӗҫ кӗрешекен пай ӗҫченӗ Сергей Ермолаев протоиерей каланӑ тӑрӑх вӗсен чиркӗвӗ кришнаитсене хирӗҫ. «Ку юхӑм 20-мӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче Америкӑра ҫуралнӑ. Ку вӑл суя индуизм секти. Вӗсен йӑли-йӗрки пирӗн тӑрӑхшӑн ют. Унашкал храма Шупашкарта тӑвассине чиркӳ хирӗҫ», — тенӗ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79604
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 18

1910
114
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
94
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
51
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
28
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть