Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хӑрушсӑрлӑх

Ҫул-йӗр

Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ пӑр ҫула паянтан хупнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче хыпарланӑ.

Аса илтерер: пӑр ҫул Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗнчи Наваты ялне ҫыхӑнтарать. Ун урлӑ 3 пин тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен каҫса ҫӳреме юранӑ. Пӑр ҫула пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫнӑччӗ.

Пӑр ҫӳхелнӗ май юханшыв урлӑ ҫӳреме хӑрушӑ — машинӑсем шыва путма пултараҫҫӗ. Вӑхӑтлӑх каҫӑпа ҫӳреме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Яваплисем вӑхӑтлӑх каҫҫа сӳтме тытӑннӑ.

Ҫулла унта каллех кӗпер тӑвӗҫ. Ӑна ҫу уйӑхӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Хальлӗхе машинӑсен тавра ҫулпа ҫаврӑнса ҫӳреме тивӗ. Ку вӑл хӑйсемшӗнех паха. Васкакан вакка сикнӗ тесе ахальтен каламан вӗт.

 

Республикӑра
Пӗтӗм Раҫейри халӑх фрончӗн Чаваш Енри уйрӑмӗн пресс-служби ярса панӑ сӑнӳкерчӗксем
Пӗтӗм Раҫейри халӑх фрончӗн Чаваш Енри уйрӑмӗн пресс-служби ярса панӑ сӑнӳкерчӗксем

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем Ҫӗмӗрлери тӳре-шарана ачасене шкула каймалли ҫул ҫинчи пушӑ ҫурт-йӗре пӗтерме хушнӑ.

Халӑх фрончӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем вырӑнти тӳре-шарапа пӗрле тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем «Рябинушка» ача пахчи патне пымалли ҫул йӗркесӗррине палӑртнӑ. Унпа ҫуркуннепе кӗркунне ҫеҫ мар, хӗлле те иртме ҫук.

7-мӗш шкул пулнӑ ҫурт паян чӳречесӗр-кантӑксӑр ларать. Унӑн ҫивиттийӗ икӗ пушарта ҫурри таран ҫунса кайнӑ. Ҫав ҫурт патӗнче ачасем 2-мӗш шкула иртсе ҫӳреҫҫӗ. Коммуналлӑ парӑма пула ҫурта энергетика компанийӗ салука илнӗ. 3-мӗш шкул ҫывӑхӗнче вара тепӗр ҫурт хӑтсӑр ларать. Ӑна ача-пӑча пульници тесе тума пуҫланӑ та ӗҫ чарӑнса ларнӑ.

 

Республикӑра

Чиркӳ палӑртакан пысӑк уявсем ҫитсен ытти чухне Турӑ саккунӗпе пурӑннипе пурӑнманнисем те чиркӗве талпӑнаҫҫӗ. Кӑшарнинче те ҫавах. Ҫулталӑкӗпе пухӑннӑ ҫылӑха пӗрре шыва чӑмса тухса тасатма пулать теҫҫӗ пулинех: ватти-вӗтти вакка чӑмса тухма талпӑнать. 21-мӗш ӗмӗрте тата ҫав саманта сӑн ӳкерсе илсе тӗнче тетелне вырнаҫтарма май килни те паха пулӗ хӑшӗсемшӗн.

Ҫав вӑхӑтрах специалистсем: тухтӑрсем те, Чӑваш Енӗн Граждан оборони тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен министерстви те — ҫынсене асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калать. Шыва кӗрес тесен вак ятарлӑ каснӑ вырӑнсене (пирӗн патра ун пеккисене 100-е яхӑн хатӗрлӗҫ) ҫеҫ кайма сӗнет. Унта йӗрке хуралҫисем, ҫӑлавҫӑсемпе тухтӑрсем пулӗҫ. Салтӑнса тӑхӑнмалли тата ӑшӑнса илмелли вырӑнсем те пулӗҫ.

 

Хулара

Шупашкар хулинче ыран, раштавӑн 25-мӗшӗнче, ачасен шкула каймалла мар. Ҫапла йышӑннӑ хула администрацийӗнче.

Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, уроксене ирттерменни пӑрлӑ ҫумӑр ҫунипе ҫыхӑннӑ. Чӑн та, хӗллехи хӑйне евӗр ҫак ҫанталӑка пула ҫул-йӗр пӑрлакланса ларать. Кун пек чухне ырӑ хуҫа хӑй йыттине урама кӑларас ҫук.

Шупашкар хула администрацийӗнче шкулсен ертӳҫисене 1-4-мӗш классем валли занятие дистанци мелӗпе йӗркелеме сӗннӗ.

5-11-мӗш классенче вӗренекенсене те ыран шкула пымасӑр вӗрентӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ ачи-пӑчине шкула ярасах тесен вӗсене леҫме, унтан пырса илме сӗнеҫҫӗ.

Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсемпе педагогсем ыран ытти чухнехиллех ӗҫлӗҫ.

 

Хулара
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарта кунӗпе тенӗ пек ҫумӑр ҫуса тӑчӗ. Ыран вара пирӗн республикӑра ҫанталӑк сивӗтмелле. Апла пулсан ҫул-йӗр пӑрлакланасси каламасӑрах паллӑ. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, ыран, раштавӑн 25-мӗшӗнче, сывлӑшри температура -3...-8 градус сивӗ пулӗ. Юр, йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ.

Сӑмах май каласан, паян та Шупашкарти троллейбуссене ҫӳреме кансӗр пулнӑ. Вӗсем чарӑнса ларасран хулари авари тытӑмӗсем ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Аварипе кӗрешес енӗпе тӑрӑшакансем ҫутӑ пӑралукӗсем пӑрланнине тасатассипе те яваплӑ. Шупашкарти ҫул-йӗр пӑрлакланса ларасран урамсене ятарлӑ хатӗрсем сапас енӗпе 53 машина ӗҫленӗ.

Ыран та, ҫитес кунсенче те ҫул ҫинче асӑрхануллӑ ҫӳремелле. Транспортӑн та, ҫуран ҫӳрекенсен те.

 

Пӑтӑрмахсем
visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ
visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти музейсенчен пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилине пӑсаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче.

Надзор органӗ Чӑваш наци музейӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче тата Чӑваш тӗррин музейӗнче пулнӑ. Ҫак учрежденисем «Чӑваш наци музейӗ» хысна учрежденийӗн тытӑмӗнче шутланаҫҫӗ.

Пурне те асӑрхакан прокурорсем музейсенче вӑл е ку кӑлтӑка самай тупса палӑртнӑ. Хӑш-пӗр учрежденире пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки асӑрхаттаракан тытӑмсем ӗҫлемеҫҫӗ иккен, саппас алӑксем ыррӑн уҫӑлса хупӑнмаҫҫӗ тата ытти ҫитменлӗх те тупӑннӑ.

Тупса палӑртнӑ кӑлтӑксемшӗн «Чӑваш наци музейӗ» хысна учрежденийӗн тӗп инженерӗ ячӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш наци музейӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ.

 

Вӗренӳ

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем шкула ачасем ҫӳрекен ҫул хӑрушсӑрлӑх енчен еплине тишкернӗ. Вӗсем патне районсемпе хуласенчен 200-е яхӑн хутчен хыпарлакан тупӑннӑ. Тӗлӗнмелле пек те, пуринчен ытла кӑлтӑк — Шупашкарта. Сӑмахран, 11-мӗш вӑтам шкулпа юнашарах — вӗҫне ҫитермен стрйока. Ун йӗри-тавра тытса ҫавӑрнӑ карта тӳнсе кайнӑ. Ачасене ҫав вырӑнтан иртсе ҫӳреме хӑрушӑ. Пӗчӗкскерсем унта кӗрсе кайма та пултараҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар районӗсенчен тата ытти хӑш-пӗр муниципалитетран та кӑлтӑксене кӑтартса хыпарлакансем тупӑннӑ. Ҫитменлӗхӗ, тӗпрен илсен, шкул патне каймалли ҫул ҫинче ҫутӑ, тротуарсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ.

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем муниципалитетсене кӑлтӑка пӗтерме ыйтса каланӑ.

 

Республикӑра

Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви ҫынсен пысӑк ушкӑнӗ пухӑнакан, пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнман объектсен ҫӗнетнӗ «хура списокне» пичетленӗ.

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правлисене пӑхӑнманнипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка пӗтерме вӑхӑт панӑ, унччен ҫав организацисене ӗҫлеттерме чарнӑ.

«Хура списока» «Побег из лабиринта» (чӑв. Лабиринтран тарни) и «Лазерные сети» (чӑв. Лазер сечӗсем) квест-пӳлӗмсем (Шупашкар, Строительсен урамӗ, 6-мӗш ҫурт) тата «Георгий» суту-илӳ ҫурчӗ» тулли мар яваплӑ общество (Шупашкар, Айзман урамӗ, 86а ҫурт). Юлашкинчен каланӑ ҫуртра кафе тата сауна вырнаҫнӑ.

Ҫӳлерех асӑннӑ даннӑйсене министерство юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне илсе кӑтартнӑ. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче списокра ултӑ объект пулнӑ.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫсене вырӑнти ача пахчисенчен пӗри патӗнче тротуар ҫукки пӑшӑрхантарать. Унта сӑмах район центрӗнчи ҫӗнӗ районсенчен пӗрин, Совет урамӗн вӗҫӗнче, вырнаҫнӑ «Крепыш» ача пахчи пирки пырать.

Унтан куллен иртсе ҫӳрекенсен машина ҫулӗпе е симӗс курӑк тӑрӑх (вӑл хытса ҫирӗпленнӗ темелле) иртме тивет. Унтан ача-пӑча та, аслисем те ир-каҫ та, кӑнтӑрла та утаҫҫӗ. Шӑпӑрланӗсене ача пахчине илсе пынисен машинисем ирсерен тата каҫсерен ҫавӑнта шӑкӑрттин ларнине кура урапа айне ним мар лекме пулать.

Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырнӑ постпа нумайӑшӗ килӗшет. Тротуар тахҫанах кирлине вӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла тенӗ пек палӑртса ҫырнӑ. Ҫавӑнти машинӑсен парковки саккун ыйтнипе килӗшсе тӑмасть текен те тупӑннӑ.

 

Ҫул-йӗр

«Коммерсантъ» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химтехникум» чарӑнуран Шупашкар районӗнчи Тутаркассине пассажирсене турттаракан автобуса тӗрӗслес тенӗ. Кв вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Сирпӗнмелли хатӗр евӗр япалана чекист хӗрарӑмӑн ҫӗнӗ пушмакне хунӑ. Пушмака — хут курупкӑна. Пушмак ӑшне сирпӗнмелли евӗр япала чиксе хунӑ.

Хуҫасӑр япалана водитель вӑхӑтра асӑрхаман, асӑрхасан та тивӗҫлӗ мера йышӑнман тесе руль умӗнчине те, предприяти ертӳҫине те штрафланӑ.

Транспорт предприятийӗн пуҫлӑхӗ капла йышӑнупа килӗшмесӗр суд тӑрӑх ҫӳреме тытӑннӑ. Тӳрре тухмалла унӑн хӑйӗн ӑнлантарӑвӗ тупӑннӑ. Водитель курупкӑна хӑрушсӑр мар тесе хакланӑ, ҫавӑнпа вӑл ятарлӑ органсене пӗлтермен. Автобусра ҫынсем тӗрлӗ япала час-часах манса хӑвараҫҫӗ, кайран шыраса пыраҫҫӗ.

Штрафласси ҫинчен кӑларнӑ йышӑнӑва суд пӑрахӑҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.kommersant.ru/doc/4124585
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та