Хисеплӗ сайтҫӑсем! Хисеплӗ хӑнасем!
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӑшӗнче эпир хатӗрленӗ «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекен хӑтлавӗ (презентацийӗ) пулӗ! Пуҫламӑшӗ 13 сехет ҫурӑра!
Эсир ку кӗнекере 2008-2009 ҫулсенче Chuvash.Org сайт урлӑ ирттернӗ литература ӑмӑртӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑннӑ шкул ачисемпе вӗрентекенсен хайлавӗсемпе паллашма пултаратӑр.
Кӗнеке кӑларасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Пӗр сехетре ӑна кӑларма май ҫук. Чӑн та лайӑх пултӑр тесе пирӗн чылай вӑй хума тиврӗ. Хӑтлава эпир хайлавсен авторӗсене тата ӑна кӑларма пулӑшнӑ пур ҫынна та чӗнетпӗр!
Вулавӑш адресӗ: Шупашкар хули, Октябрь 50 ҫулӗн урамӗ, 3 ҫурт. Троллейбуссем: 2, 5, 6, 9, 16, 19. Маршрутлӑ таксисем: 45, 54, 55, 57. «Россия» хӑна ҫурчӗ» чарӑнура тухмалла.
Ыран, чӳкӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче М.С. Спиридоновӑн «Чувашский орнамент. Чӑваш эрешӗ. The chuvash ornament» (пухса хатерлекенӗ, ӳнер концепцине тӑваканӗ, ӑслӑлӑх редакторӗ — А.А. Трофимов) кӗнеке-альбомӑн хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртӗ. Пуҫламӑшӗ 11 сехетре.
Хӑтлава институт директорӗ Ю.Н. Исаев, культура министрӗ Р.М. Лизакова, вӗренӳ министрӗ Г.П. Чернова, экономикӑлла аталанупа суту-илӳ министрӗ И.Б. Моторин хутшӑнӗҫ. А.А. Трофимов, М.Г. Кондратьев, Р.Ф. Федотов (Чӑваш Ен художникӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ), В.Я. Шакров (Тӑвай район пуҫлӑхӗн ӗҫне туса пыракан), В.В. Петров (Енӗш Нӑрваш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ), Н.И. Садюков (М.С. Спиридонов музей-хваттерӗн заведующийӗ) пухӑннисем умӗнче хӑйсен сӑмахне калӗҫ.
Спиридонов Моисей Спиридонович — паллӑ чӑваш художникӗ. 1890 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Енӗш Нӑрвашра ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. 1933 ҫултанпа СССРти ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗнче.

Нумай пулмасть «Аслӑ пурҫӑн ҫул юмахӗсем» Марджани фончӗн проектӗнче икӗ CD дискпа чӑваш халӑх юмахӗсем тухрӗҫ. Вулакансем — кинопа театр актёрӗсем: Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Михаил Ефремов тата Раҫҫей халӑх артистки Алла Покровская.
Чӑваш халӑх юмахӗсене чӑвашларан вырӑсла куҫарас тӗлӗшпе Чӑваш Енӗн халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши тата Алена Каримова ӗҫленӗ. Саслӑ юмахсен пуххине «Ҫил ачисем», «Уйӑх тупни», «Пӑшалу», «Чее тилӗ» тата ыттисем кӗнӗ.
Паян, авӑнӑн 17-мӗшӗнче, Чӑваш ӳнер музейӗнче саскӗнекен хӑтлавӗ иртӗ.
