Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӗрчунсем

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енри страхлакан организацисенчен тата водительсенчен тискер чӗрчунсене таптаса кайнӑшӑн 1 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. Пӗлтӗр пирӗн республикӑра 51 чӗрчуна таптаса кайса вӗлернӗ.

Тискер чӗрчунсене ҫул-йӗр ҫинчи инкек вӑхӑтӗнче вӗлерсен штрафлаҫҫӗ. Ун пек приказа Раҫҫейӗн Ҫутҫанталӑк министерстви кӑларнӑ. Штраф виҫи чӗрчунтан килет: пӑши – 80 пин тенкӗ; пархатарлӑ пӑлан – 70 пин тенкӗ; упа (чӑпар пӑлан, лань, сайгак) – 60 пин тенкӗ; косуль – 40 пин тенкӗ; хир сысни – 30 пин тенкӗ; пурӑш – 12 пин тенкӗ; мулкач (песец, корсак, норка, тискер кролик, хур) – 1 000 тенкӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
Cap.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот
Cap.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот

Чӑваш Енри вӑрмансенче пурӑнакан пӑшисем ҫул ҫине час-часах тухаҫҫӗ. Халӗ вӗсене Ҫӗрпӳ районӗнче асӑрханӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен халӑх тетелӗнчи официаллӑ страницинче пӗлтернӗ.

Ҫӗрпӳ районӗнче пӑши ҫемйи (амӑшӗ тата икӗ ҫури) апатланма тухнӑ.

Чӑваш Енре, сӑмах май каласан, 2 063 пӑшие шута илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_97610
 

Республикӑра

Чӑваш Ен Правительстви килти чӗрчунсене регистрацилемелли тата уҫӑлтарса ҫӳремелли правилӑна улӑштарнӑ. Килти чӗрчунсен удостоверенийӗсенче унӑн хуҫин ИННӗ вырӑнне паспортри даннӑйӗсене кӑтартӗҫ. Йытӑсемпе кушаксен хуҫисене уҫӑмлатни чӗрчунсем ҫухалсан вӗсене тупма ҫӑмӑл пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Валентина Яковлева тунӑ сӑн
Валентина Яковлева тунӑ сӑн

«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Валентина Яковлева пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Патӑрьел округӗнчи Вӑтаел ялӗнче кӑнтӑр кунӗнчех хӗрарӑма тилӗ тапӑннӑ. Вӑл лавккана кайма тухнӑ.

Ялта ҫын нумай пулсан та тилӗ хӑраман, ун ҫине сиксе ларса янахӗнчен, хулӗнчен ҫыртнӑ. Хӗрарӑм пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Кӳршӗ арҫынни пуртӑ йӑтса тухса тилле мӑйӗнчен сӗрнӗ.

Хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Тилӗ виллине вара Шупашкарти лабораторире тӗрӗслӗҫ, урнӑ чир пулнипе пулманнине палӑртӗҫ.

 

Раҫҫейре

Ӗнер Пӗрремӗш каналпа пыракан «Ырӑ ир!» кӑларӑмра Чӑваш Енри сунар инспекторӗсем хӗлле вӑрманта тискер чӗрчунсемэне мӗнле апатлантарни пирки сюжет кӑтартнӑ. Ҫулла вӗсен ҫимелли нумай, хӗлле вара йывӑртарах килет.

Сунар инспекторӗсем вӑрманта утӑ, тырӑ, милӗксем, йӗкел, тымар ҫимӗҫсем хурса тухаҫҫӗ.

Кунсӑр пуҫне тискер чӗрчунсене тӑвар кирлӗ. Ӑҫа та хураҫҫӗ инспекторсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Республикӑра

Атӑл леш енче упа амипе ҫурине асӑрханӑ. Вӗсене сунар инспекторӗсем ӳкерсе илнӗ.

Упа амипе ҫури, ахӑртнех, ҫимелли шыранӑ е хӗл каҫмалли вырӑн пӑхкаланӑ. Упасем хӗл каҫма кӗркунне вӗҫӗнче е хӗл пуҫламӑшӗнче хатӗрленеҫҫӗ.

Ҫанталӑк ӑшӑ чухне не ҫак чӗрчунсем апат шыраҫҫӗ, сивӗсем пуҫлансан вара шӑтӑк тупса хӗл каҫма выртаҫҫӗ.

 

Хулара
Телеграмри сӑнӳкерчӗк
Телеграмри сӑнӳкерчӗк

Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче йытӑ уҫӑлтарса ҫӳремелли лаптӑк уҫӑлнӑ.

Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ вырӑна Павлов мичман урамӗнчи Гузовский катипе юнашар йӗркеленӗ.

Тӗрлӗ хӑнӑхтару тума вӗрентме те майсем туса панӑ.

Кун пек лапам хулара унччен вуннӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashenkalasat/1656
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш округӗнчи Катек ялӗнче тилӗ виллине тупнӑ. Ҫавӑнпа унта карантин пулнине палӑртнӑ.

Ялта тилӗ виллине тупсан ӑна республикӑри ветеринари лабораторине тӗрӗслеме янӑ. Чӗрчунӑн урнӑ чир пулни ҫирӗпленнӗ.

Инфекци тупӑннӑ вырӑнта ветеринари специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем инфекци малалла ан сарӑлтӑр тесе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/government_chuvashii
 

Республикӑра

«Сӑрҫи» заповедникри фотокапкӑна упа лекнӗ. Заповедник ӗҫченӗсем ӑна палласа та илнӗ.

Упана фотокапкӑн малтан утӑ уйӑхӗнче ӳкернӗ. Ун чухне унӑн пуҫӗ ҫинче сулахай енче суран пулни палӑрнӑ.

Хальхинче те фотокапкӑна ҫав упах лекнӗ. Пуҫӗ ҫинче суран пулнӑ, вӑл кӑштах пӗчӗкленнӗ. Суран ӳт илме пуҫлани, упа кӑштах самӑрланни палӑрнӑ. Эппин, утаман йӗркеллех хӗл каҫма выртӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӑлавҫӑсене тивӗҫлӗ канури ватӑ хӗрарӑм чӗнсе илнӗ. Унӑн кушак ҫурисем картан тимӗр пӑрӑхӗ ӑшне кӗрсе ларнӑ та хӑйсем тӗллӗн тухайман иккен.

Ҫӑлавҫӑсем пӑрӑх ҫинче аялта шӑтӑк туса икӗн кушак ҫурине ирӗке кӑларнӑ. Хуҫи куншӑн питӗ савӑннӑ. Ҫӑлавҫӑсене вӑл чунран тав тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_17525
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 33
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 27

1929
97
Муллин Гамильтон Александрович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Павлов Анатолий Николаевич, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Шарапова Ольга Викторовна, политика ӗҫченӗ, профессор, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1990
36
«Чӑваш ССРӗнчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна йышӑннӑ.
1993
33
«Илем» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть