
Чӑваш Ен пирки каллех федераци каналӗнче кӑтартӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 17-21-мӗшӗсенче «Сӑрҫи» заповедникре «Живая планета» телеканалӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ ӗҫленӗ. Кӗҫех кадрсене федераци каналӗпе кӑтартӗҫ.
Кадра сайра тӗл пулакан кайӑксем, чӗрчун йӗрӗсем, илемлӗ тавралӑх лекнӗ. Ӳкреӳ ушкӑнӑ заповедникре иртен пуҫласа каҫченех ӗҫленӗ.

Шупашкарта пурӑнакан тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм Атӑл леш енне хура ҫырла пуҫтарма кайсан кашкӑра курнӑ.
Мария Капитонова ҫырла татнӑ чухне шӑв-шав илтнӗ – пӑши чупса иртсе кайнӑ. Хӗрарӑм пуҫне пӑрнӑ та 2 метр аякра кашкӑр тӑнине курнӑ. Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине темиҫе минут пӑхса тӑнӑ. Унтан тискер чӗрчун ҫаврӑнса кайнӑ.
Хӗрарӑм шикленнӗ паллах. Анчах кашкӑр кайсан 150 метр аяккарах кайнӑ та малалла ҫырла пуҫтарнӑ.
Тепӗр эрнерен вӑл ӳпки шыҫнипе пульницӑна лекнӗ. Ахӑртнех, стреса пула чирленӗ. Анчах вӑрмана кайма пӑрахман вӑл.

Шупашкарта полицейскисем ҫемьери пӑтӑрмаха лӑплантарма кайсан шар курнӑ.
Ҫурлан 5-мӗшӗнче Николаев урамӗнче пурӑнакан упӑшкипе арӑмӗ вӑрҫӑнса кайсан полици чӗннӗ. Хваттерте нимӗҫ овчарки пулнӑ. Полицейскисем ӑна ваннӑйне хупма ыйтнӑ.
Пакунлисем кил хуҫисемпе калаҫса ларнӑ вӑхӑтра йытӑ ваннӑйӗнчен тухса пӗрин ҫине сиксе ӳкнӗ. Полицейскин хайне хӳтӗлесе ӑна пӑшалтан пеме тивнӗ.
Пакунли кайран больницӑна кайнӑ – унӑн кӗлетки ҫинче йытӑ ҫыртнӑ йӗрсем пуррине палӑртнӑ. Халӗ ШӖМ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.

Шупашкарта пурӑнакансем Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ чӗрчуна асӑрханӑ.
Вӑрман урамӗнче ҫуртсен умӗнчи йывӑҫ ҫинче ҫӳлевӗҫ ларнӑ. Ҫынсем ӑна курсан видео, сӑн ӳкернӗ. Кайран, вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫӳлевӗҫ йывӑҫ ҫинчен анса тарнӑ.
Сӑмах май, республикӑра хальхи вӑхӑтра 22 ҫӳлевӗҫ шутланать.

Ҫӗрпу тӑрӑхӗнче урнӑ тилле пула карантин тесе йышӑннӑ. Чару мерисем пирки калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Карантин вӑхӑчӗ утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫланнӑ.
Урна тилӗ «Солнышко» пахча юлташлӑхне пырса кӗнӗ. Ветеринарсем анализ тунӑ та тилӗ чирлӗ пулнине палӑртнӑ.
Халӗ ветеринарсем чир вырӑнне сиенсӗрлетессипе ӗҫлеҫҫӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра ҫул-йӗр ҫинчи аварире 33 тискер чӗр чун вилнӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ҫут ҫанталӑк министерстви.
Ҫав йышра 19 пӑши, 13 хир качаки, пӗр хир сысни. Сунар инспекторӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫулла тискер чӗр чунсем машина айне лекес хӑрушлӑх уйрӑмах пысӑкланать. Хальхи вӑхӑтра вӑрманта хӑйсем тӗллӗн пурӑнма хӑнӑхман ҫамрӑк пӑши нумай, вӗсем час-часах ҫул ҫине тухаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне чӗр чунсем шӑна-ӳпре тапӑннипе те вӑрмантан тухса тараҫҫӗ.
Водтелӗн ҫапса кайнӑ чӗр чуншӑн штраф тӳлеме тивӗ: пӑшишӗн — 80, хир качакишӗн — 40, хир сыснишӗн — 30, мулкачшӑн — 1 пин тенкӗ.

Ҫӗршыв Правительстви килте слон,акула, крокодил усрама чарнӑ. Ку списокра ытти чӗр чун та пур. Пурӗ – 121 чӗрчунпа тискер кайӑк.
Килте тигр, упа, пингвин, бегемот, наркӑмӑшлӑ ҫӗленсемпе эрешменсем усрани те саккуна пӑсни пулӗ.
Ку ҫӗнӗлӗх кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑй илет.

Ӗнер Шупашкарта йытӑсен парачӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна 3-мӗш хут йӗркеленӗ.
«Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Вероника Павлова палӑртнӑ тӑрӑх, парад ҫулсерен илемленсе те илемленсе пырать. Йытӑсене мӗнле кӑна тум тӑхӑнтартман пулӗ! Белоснежка, Хӗрлӗ Калпак, король...
Парада прютри йытӑсем ертсе пынӑ. Вӗсем те хитре тумланнӑ.

Пуш уйӑхӗн варринче Пӑрачкавра шкул ачисем, 13-ри икӗ арҫын ача, пӗр хӗрарӑм Сӑр юханшывӗ еннелле икӗ михӗ йӑтса утнине асӑрханӑ. Унтан сасӑ илтӗннӗ. Ачасем михӗре йытӑ ҫурисем пулнине ӑнланнӑ. Вӗсем чӗрчунсене хӑйсене пама ыйтнӑ, анчах хӗрарӑм итлемен, михӗсене шыва пенӗ.
Кун хыҫҫӑн арҫын ачасенчен пӗри пушмакне хывса пӑрлӑ шыва кӗнӗ, икӗ миххе те туртса кӑларнӑ. Анчах пӗр ҫури чӗрӗ юлайман. Теприне ачасем килне илсе кайнӑ. Кун пирки вӗсем полицие пӗлтернӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ӗнер каҫхине Етӗрне тата Муркаш округӗсен чиккинче М-7 ҫул ҫинче «Лада Веста» водителӗ пӑшие ҫапса кайнӑ. Чӗрчун ҫул урлӑ каҫнӑ. Шел те, пӑши вилмеллех аманнӑ.
Аварире 40 ҫулти пассажирка суранланнӑ. Тӑнне ҫухатнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: 1983 ҫулта ҫуралнӑ водитель ӳсӗр пулман.
Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑри ҫулсем ҫинче 32 пӑшие ҫапса хӑварнӑ.
