
Шупашкарти Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулне хальхи йышши ратрак панӑ. Вӑл юра таптаса йӗлтӗр йӗрӗ тӑвать.
Техника Гостехнадзор витӗр тухнӑ. Тӗрӗслеве ирттернӗ Александр Ласкеев ратрак чаплӑ пулнине палӑртнӑ. Вӑл хӑй те йӗлтӗр спорчӗпе кӑсӑкланать, ҫавӑнпа трасса лайӑх пулмаллине аван пӗлет.
Ҫӗнӗ ратрак спортсменсене хатӗрлес пахалӑха ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ шкул ӗҫченӗсем.

Шӑмӑршӑ муниципалитет тӑрӑхне кӗрекен Чаткасри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта 1-4-мӗш классенче вӗренекенсен хушшинче «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн муниципалитет тапхӑрӗ иртнӗ. Кун пирки Людмила Семёнова-Ульянова вӗрентекен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Пултаруллӑ чӑваш ачисене, вӗсене ертсе пыракансене ҫӗнтерӳ ячӗпе саламлатӑп, малалла та ҫитӗнӳсем сунатӑп», — тесе ҫырнӑ вӑл.

Шӑмӑршӑ муниципалитет тӑрӑхне кӗрекен Чаткасри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта 1-4-мӗш классенче вӗренекенсен хушшинче «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн муниципалитет тапхӑрӗ иртнӗ. Кун пирки Людмила Семёнова-Ульянова вӗрентекен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Пултаруллӑ чӑваш ачисене, вӗсене ертсе пыракансене ҫӗнтерӳ ячӗпе саламлатӑп, малалла та ҫитӗнӳсем сунатӑп», — тесе ҫырнӑ вӑл.

Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Раҫҫейри шкулсенче юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче янӑрӗ, шкулпа сывпуллашмалли куна вара ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тесе палӑртнӑ. Ҫакӑн пек сӗнекенни — Раҫҫейӗн ҫутӗҫ министерстви.
Шкулсенче савӑнӑҫлӑ мероприятисем ирттернӗ чухне асӑрханулӑх пирки манмалла маррине халех аса илтернӗ.

Чулхулари шкулта ача икӗ арҫын ачана ҫӗҫӗпе тапӑнӑ. Ку пӑтӑрмах хулари Сормово районӗнчи 117-мӗш шкулта пулнӑ.
Ҫӗҫӗ тытса икӗ арҫын ачана тапӑннӑ каччӑ 8-мӗш класра вӗренет. Вӗсене суранлатнӑ хыҫҫӑн вӑл вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Пӗрне – мӑйран, теприне хырӑмран амантнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Вырӑнта йӗрке хуралӗн органӗсен ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ.

Светлана Асамат поэт Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел шкулӗнче музыкӑпа литература урокне ирттернӗ.
Аса илтерер: пирӗн республикӑра «Культурӑллӑ юнкун» проект пурнӑҫланса пырать. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнипе ирттереҫҫӗ. Республикӑри культура учрежденийӗсем аякри районсемпе ялсене юнкунсерен ҫитсе хайсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.
Светлана Асамат Ҫӗрпел шкулӗнчи ирттернӗ тӗлпулу ачасемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ.

Нарӑс уйӑйӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар хулин 60-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен хула шайӗнчи семинарӗ иртнӗ.
Александр Степанов учитель халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, ӑна Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунне халалласа ирттернӗ. Унта вӗрентекенсен «Чӑваш чӗлхипе литературине чи лайӑх вӗрентекен 2025» хула шайӗнчи ҫӗнтерӳҫисем хӑйсен урокӗсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем ҫаксем: 40-мӗш шкулти Алёна Митрофанова, 62-мӗш шкулти Нина
Егорова, 56-мӗш шкулти Надежда Серебрякова, 37-мӗш шкулти Светлана Емельянова, 60-мӗш шкути Наталия Александрова.

Шупашкарта пурӑнакан Валентина Михайлова ӗмӗрне педагогика ӗҫне халалланӑ.
Вӑл Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин вӑхӑтӗнче вырӑнти колхозра ӗҫленӗ. Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухсан Вӑтапуҫӗнчи шкулта тӑрӑшнӑ. 1960 ҫултанпа Шупашкарти 15-мӗш вӑтам шкулта асла пионервожатӑйӗнче тимленӗ вӑхӑтрах пединститутра куҫӑнсӑр майпа аслӑ пӗлӳ илнӗ. Унтан истори учителӗнче тимленӗ.
Валентина Михайлова упӑшкипе икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ.
Паян 94 ҫулти кинемее Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилей медалӗпе чысланӑ.

Чӑваш Енре «Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук» фестиваль иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ӑмӑрту, экскурси йӗркелӗҫ, ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ, парнесемпе савӑнтарӗҫ.
Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай вӑтам шкулӗнче пулӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль ӑмӑртӑвӗсем хушшинче:
«Ҫемье йӑли-йӗрки – ҫирӗп ҫемье никӗсӗ» (вӑтам е аслӑ классенче вӗренекенсен фольклор ушкӑнӗ чӑваш халӑхӗн хӑй тӑрӑхӗнчи пӗр-пӗр йӑли-йӗркине кӑтартса пани);
«Халӑх юрри – чунӑм уҫҫи» (вӑтам е аслӑ классенче вӗренекенсем чӑваш халӑх юррине юрлани);
«Ай, ташлар-и ташшине…» (шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенчи ачасем тата 1-11-мӗш классенче вӗренекенсем чӑваш ташши ташлани);
«Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне» (2-11-мӗш классенче вӗренекенсем хӑйсем ҫырнӑ ҫырусене пӑхмасӑр пултаруллӑ каласа пани);
«Халӑх йӑли – пурнӑҫ йӗрки» (вӗрентекенсем чӑваш халӑх йӑли-йӗркине тӗпе хурса ирттернӗ уроксемпе урок тулашӗнчи ӗҫсем ирттерни);
«Ӑста аллинче ӗҫ вылять» (5-11-мӗш классенче вӗренекенсен алӑ ӗҫӗ тума вӗрентекен ӑсталӑх класӗ ирттерни);
«Мухтав сана, ҫӗнтерӳҫӗ салтак» («Ҫӗнтерӳ кунӗ ачасен куҫӗпе») (2-11-мӗш классенче вӗренекенсен ӳкерчӗкӗсен куравӗ).

Кӳкеҫри лицейра ачасем наркӑмӑшланнӑ. Ку нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсан 5-мӗшӗ тӗлне 7 ача тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсенчен улттӑшӗ килте сипленет, пӗрине инфекци уйрӑмне вырттарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ку тӗслӗх тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
