Паян ирпе Шупашкарта автобус ҫӑмӑл машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Волга-бус» автобус Воробьёв композиторсен урамӗнче ирхи 7 сехет те 25 минутра «Ланд Крузер» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Автобуса 1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тытса пынӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 10 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ аманнӑ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти лавккара ӗҫлекен хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та вӑл директор пулнине пӗлтернӗ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, лавккана реклама баннерӗ илсе килеҫҫӗ, уншӑн васкавлӑ укҫа тӳлемелле имӗш.
Сутуҫӑ банкомата кайса счет ҫине 45 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Ҫав палламан ҫын лавкка директорӗ пулманнине вӑл кайран тин пӗлнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Кашни ҫуркунне йывӑр тиевлӗ машинӑсене хулана кӗме чараҫҫӗ. Кӑҫал ку чару ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен вӑйра пулӗ.
Ку чару - пӗр уйӑхлӑха. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пысӑк машинӑсене каллех хулана кӗме ирӗк парӗҫ.
Ку йӗпе-сапара асфальт ҫулсене упрассипе ҫыхӑннӑ. Шыв-шур чухне ҫӗр йӗпенет, ҫавна май асфальт арканма пултарать.
Шупашкар ҫынни ӑратлӑ йытӑ ҫури туянма ӗмӗтленнӗ. Шпиц ӑратлӑ йытӑ ҫурине сутасси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ хыҫҫӑн вӑл тӳрех сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Тавар сутаканни хӗр иккен.
Сутуҫӑ йытӑ ҫуришӗн малтанласа 6500 тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Тепӗр 8500 тенкине кайран, ҫурана ятарлӑ служба урлӑ ҫитерсе панӑ хыҫҫӑн, тӳлемелле тесе ӗнентернӗ.
Шупашкар ҫынни укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн тавар сутакан ҫухалнӑ.
Улталаннӑ арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем Ӗрӗнпур облаҫӗнчи 25 ҫулти хӗре тытса чарнӑ. Вӑл ҫынсене унччен те ҫавӑн пек майпа улталаса пурӑннӑ иккен. Ҫавӑншӑн ӑна пуҫиле майпа явап та тыттарнӑ. Вӑл вара пӗрре тӑнӑ ҫул ҫинчен пӑрӑнма шутламан.
Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне официаллӑ майпа уҫӗҫ. Вӑл "Шупашкар-Арена" пӑр керменӗнче иртӗ.
Ун чухне шкул ачисемпе ҫамрӑксем валли "Шупашкарти пӗр кун" республика форумӗ иртӗ. Унта 4,5 пин ача хутшӑнӗ. Вӗсене 80 яхӑн автобус илсе килӗ.
Мероприятире ӑсталӑх класӗсем, интерактивлӑ вӑйӑсем, квестсем пулӗҫ. Ачасене аслӑ шкулсемпе, музейсемпе, культура учрежденийӗсемпе те паллаштарӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 1,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ӑна вӑл кредит илнӗ.
Нарӑс уйӑхӗн варринче ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Ултавҫӑ анлӑ сарӑлнӑ мелпе усӑ курнӑ: ун ячӗпе такам кредит илесшӗн-мӗн. Ӑна пӑрахӑҫлама кредит илсе тепӗр счет ҫине куҫармалла имӗш.
Хӗрарӑм банка кайнӑ. Телефонпа такампа калаҫсах тӑнӑ. Банк ӗҫченӗ ҫакна кура укҫа мӗн тума кирлипе кӑсӑкланнӑ. Лешӗ дача илессине каланӑ. Ку банкра ӑна кредит паман. Хӗрарӑм урӑх банксене кайнӑ. Ҫапла вӑл 1 миллион та 475 пин тенкӗ кивҫен илнӗ, ӑна куҫарса панӑ.
Паян Шупашкарта троллейбус хыпса илнӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, транспортра вут-ҫулӑм 15 сехет тӗлӗнче хыпса илнӗ.
Троллейбус хулари Иван Яковлев проспекчӗпе пынӑ. Чукун ҫул вокзалӗпе Пичет ҫурчӗ хушшинче троллейбус водитель кабининче ҫунма пуҫланӑ. Унтан пушар кабинӑран салона хӑвӑрт куҫнӑ.
Шупашкарта упана калпак тӑхӑнтартнӑ.
Хулари «Элара» завод умӗнчи упана (унта ҫавӑн пек кӳлепе ларать) ҫак кунсенче хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑнтартнӑ. Ахаль ҫӗлӗк те мар, мулаххайӗ салтакри пек, ҫитменнине вӑл тата – хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ..
Упана унччен те тем тӗрлӗ тӑхӑнтартса пӑхнӑ. Халӑх тетелӗнчи «Новостная барахолка» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн гардеробӗнче унччен Раҫҫей ялавӗ те, лӗпӗш евӗр кӑвак галстук та тата ытти те пулнӑ.
Упа кӳлепи айне «Рядовой медвежьей сотни» тесе ҫырса хунӑ.
«Дорисс» тӗп директорӗн пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Ку пукана Люция Сафина шанса панӑ. Унччен вара вӑл Алексей Ладыковӑн ҫумӗ пулнӑ.
Сафина – 49 ҫулта. Хӑй Казахстанра ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн экономика факультетне пӗтернӗ. 1993 ҫулта «Дорисра» ӗҫлеме пуҫланӑ. Аудит, бухгалтери тата налук учетӗнче 25 ҫул ытла ӗҫленӗ. 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ, экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе вӑй хунӑ. Ҫулталӑк каялла «Дорисс» директорӗн ҫумӗ тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Паян Шупашкарта "Ҫӗрулми" курав ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл "Каскад" суту-илӳ центрӗнче вырнаҫнӑ.
Унтах ӑслӑлӑхпа практика конференцине ирттерме, тӗрлӗ сорт ҫӗрулмин дегустацине тума, вӑрлӑх сутма палӑртнӑ.
Куравра ҫӗрулмисӗр пуҫне пыл, чей, хунав тата ыттине туянма пулать. Ҫӗрулмин ҫак сорчӗсене сутаҫҫӗ: "Аван", "Вымпел", "Бельмонда", "Бернина", "Бонус", "Верди", "Винета", "Гала", "Гулливер", "Жуковский ранний", "Ирбитский", "Королева Анна", "Коломба", "Колетте", "Прайм", "Ред Скарлетт", "Ред Леди Ривьера", "Родрига", "Розара", "Удача" тата ыттисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |