Ҫуркунне ҫитнӗ май Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пӑр хулӑнӑшне тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра чи хулӑн пӑр - кӳлмекре: 33-38 сантиметр. Ҫавӑн пекех юханшыв портӗнче, Шомик, Куславкка, Ильинка тӗлӗнче пӑр самай хулӑн - 33 сантиметр ытла. Анчах ҫакна астумалла: вӗсенче те ҫӳхе вырӑнсем пур.
Сӑр юханшывӗнче те ҫӳхе вырӑнсем нумай. Ҫапах Ҫӗмӗрле тӗлӗнчи хӗллехи кӗпер ӗҫлет-ха.
Ҫакна манмалла мар: пӑр хулӑнӑшӗ 10 сантиметртан сахалрах пулсан ҫеҫ аслӑ ҫынсемшӗн хӑрушӑ шутланать.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫын ЧР Элтеперӗ патне ҫырупа тухнӑ. Вӑл унта Шупашкарти Илпек урамӗнче вырнаҫнӑ ҫар комиссариатне юсаса ҫӗнетме ыйтнӑ.
«Хисеплӗ Олег Алексеевич! Эсир хӑвӑр е сирӗн ҫывӑх пулӑшуҫӑсем республикӑри сар комиссариатӗнче пулнӑ-и? Эпӗ унта ӗҫпе кӗтӗм, темле аван мар пулса кайрӗ. Ҫулталӑк ӗнтӗ ҫар операцийӗ пырать, пирӗн вара РФ Хӳтӗлев министерствин представительстви 30-40 ҫул каяллахи ҫуртрах вырнаҫнӑ. Мӗнле шутлатӑр, Чӑваш Ен ҫар комиссариачӗсене йӗркене кӗртме пултарать-и? Донбаса пулӑшатпӑр-ҫке, ахӑртнех, резервсем пур», — тенӗ ҫырура.
ЧР юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби хурав панӑ: ҫар комиссариачӗсем РФ Хӳтӗлев министерствин тытӑмне кӗреҫҫӗ.
Шупашкарта пая кӗрсе хваттер туяннӑ ҫын застройщикрен суд урлӑ укҫа илнӗ.
Вӑл 2018 ҫулта "А101" организаци тӑвакан ҫуртра хваттер илнӗ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, хваттере 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен кая мар туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах застройщик уҫҫине 2022 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче кӑна панӑ.
Хваттер хуҫи куншӑн ҫав организацие суда панӑ. Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ организаци ӑна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ, 355 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 18 сехет те 3 минутра Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта чутах ҫын ҫине ҫутӑ юпи ӳкмен. Вӑл урампа пынӑ вӑхӑтра икӗ юпа пралук-качки йӑтӑнса аннӑ. Юрать, ҫын тарса ӗлкӗрнӗ.
Ҫутӑ юпине трактор юр тастанӑ чухне ҫаклатнӑ-мӗн. Юпасем ӳкни видеокамера ҫине лекнӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх. Вӗсене пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗччен улӑштарӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм урама тухайманнипе ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк тӑнӑран, юр нумай ҫунӑран пӳрт тӳрринчен юр ӳксе алӑк умне купаласа лартнӑ. Ҫавӑнпа вӑл урама хӑй тӗллӗн тухайман.
Ҫӑлавҫӑсем паян ҫав ватӑ хӗрарӑм патне ҫитсе пулӑшнӑ: алӑк умӗнчи юра айккинелле пенӗ. Ҫапла вӗсем ватӑскере «юр тыткӑнӗнчен» хӑтарнӑ.
Шупашкарти аэропортра реконструкци ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Ҫапах вӑл ҫав вӑхӑтрах ӗҫлет.
Аэропорта тӗнче уҫлӑхне вӗҫнӗ чӑваш космонавтне Андриян Николаева халалласа темиҫе ҫул каяллах ят панӑ. Халӗ вара ҫурта ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ун ҫинче Андриян Григорьевичӑн сӑнне курма май пулӗ.
Космонавт сӑнне «ӳкермелли» виҫӗ варианта палӑртнӑ. Анчах хальлӗхе аэропорт администрацийӗ вӗсенчен пӗрне суйламан.
Шупашкарти ӳнер училищинче хальхи вӑхӑтра куҫӑн мар мелпе 260 ҫын вӗренет. Ҫав шутран 112-шӗ (43%) пӗлӗве хысна шучӗпе туптать, 148-шӗ (57%) укҫа тӳлесе вӗренет.
Училище студентсене 6 специальноҫпа вӗрентет: театрпа декораци дизайнӗ, дизайн, декораципе прикладной ӳнер тата халӑх промыслисем, живопись, анимаципе анимаци киновӗ, скульптура.
2022 ҫулта студентсене анимаци тата анимаци киновӗ енӗпе вӗренме тытӑннӑ. Ку ӑсталӑха 17 ҫын илет. Кӑҫалтан ҫав енӗпе тата пулас скульпторсене (пурӗ 8-шар вырӑн) бюджет шучӗпе вӗрентме тытӑнӗҫ.
Кун пирки республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский коллективпа тӗл пулсан каланӑ.
Халӗ Аслӑ типӗ пырать. Ҫавна май хӑш-пӗр ҫын типӗ тытать.
Хальхи вӑхӑтра лавккара та типӗ апачӗ сутаҫҫӗ. Анчах чылайӑшӗ хамӑр патра кӑларни мар. Халӗ вара Шупашкарти тата районти предприятисем те типӗ апачӗ туса кӑларас енӗпе ҫине тӑрсах ӗҫлеме пуҫланӑ. Лавккасенче Чӑваш Енре туса кӑларнӑ 30 ытла издели тупма пулать. Вӗсен йышӗнче - ҫӑкӑр, булка, кукӑль, мармелад, вафли, пылак куккурус, макарон, печени.
Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри предприятисем яланах халӑха кирлӗ продукци кӑларма тӑрӑшнӑ.
Паян ҫӗрле Шупашкар ҫывӑхӗнче самай пысӑк пушар алхаснине ҫынсем видео ӳкернӗ. Ӑна "Про Город" хаҫата ярса панӑ.
Пушар алхасни Шупашкартанах курӑннӑ. Хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗ ҫывӑхӗнче, Шупашкар районӗнче, пулма пултарнӑ.
Хальлӗхе официаллӑ верси ҫук. Информаци пулсан хыпара хушӑпӑр.
Паян Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта урамрах арҫын вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
11 сехет те 50 минутра строительсем кӑнтӑрлахи апатран таврӑннӑ чухне урамра арҫынна япӑх пулса кайнине асӑрханӑ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем те арҫынна ҫӑлайман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |