Шупашкарта «Лайӑх» ятлӑ кофейня ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Апатлану предприятийӗн тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кофейньӑра лайӑх кӑмӑл парнелеме шантараҫҫӗ.
«Лучшее место на Земле — Чувашия, а лучший кофе у нас!» — тесе ҫырса хунӑ унта. Чӑвашла куҫарсан, ку вӑл «Ҫӗр ҫинчи чи лайӑх вырӑн — Чӑваш Ен, чи лайӑх кофе вара «Лайӑх» кафере», — тесе ӑнланмалла.
«Лайӑх» ятлӑ кофейня Шупашкарти Иван Франко урамӗнче вырнаҫнӑ.
Улатӑр районӗнчи пациенткӑн сывлӑхӗ питӗ начар пулнӑ. Чӗри минутра 20 хут ҫеҫ тапнӑ.
Хӗрарӑма санавиаци вертолечӗпе Республикӑри кардиологи диспансерне илсе ҫитернӗ. Тепӗр 10 минутран ӑна вӑхӑтлӑх электрокардиостимулятор лартнӑ. Тепӗр кунхине, сывлӑхӗ лайӑхлансан, стимулятора улӑштарнӑ.
Юнкун Елчӗк районӗнчи пациенткӑна вертолетпа Шупашкара илсе килнӗ. Ҫул ҫинче 40 минут ҫеҫ иртнӗ. Халӗ хӗрарӑма реаниматологсем пӑхса тӑраҫҫӗ, операци тума хатӗрленеҫҫӗ.
Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, ҫӗршыва лайӑхлатма пулӑшни пирки калакан рекламӑна асӑрханӑ. Вӑл ҫакна ӗненнӗ.
"Аналитик" пилӗк уйӑха яхӑн ватӑ арҫынна суйса пурӑннӑ. Унӑн счечӗ ҫинче укҫа пухӑнать имӗш. Арҫын хӑй 10 пин доллар ӗҫлесе илнине ӗненнӗ.
Анчах укҫана илме тӑрсан ӑна счет уҫма, унта пысӑк укҫа хума ыйтнӑ. Хӑй иккӗленсен те арҫын унта 465 пин тенкӗ куҫарнӑ. Анчах кайран хӑйех полицие пырса ултавҫӑ аллине лекни пирки заявлени ҫырнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Енӗн композиторсен ассоциацийӗн ертӳҫинче чылай ҫул ӗҫленӗ Николай Зимин ҫуралнӑ кун, асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна композитор пурӑннӑ Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 33-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ.
Пурӑннӑ пулсан Николай Зимин ҫак кунсенче 80 ҫул тултармаллаччӗ. Унӑн чӗри 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ.
Паллӑ музыковеда тӑван тӑрӑхра манмаҫҫӗ, асра тытаҫҫӗ, сума сӑваҫҫӗ.
Шупашкарта асар-писер ҫулпа та ҫӳреме пултаракан грузовик кӑларма пуҫланӑ. Пӗрремӗш транспорта Казахстана карьерта ӗҫлеме ӑсатнӑ ӗнтӗ.
«Силант» ятлӑскер 3-8 тонна тиев ҫӗклеме пултарать. Ял хуҫалӑхӗнче кунашкал транспорт пӗр фургона, самосвала тата пӗчӗк трактора улӑштарайрать.
Ку транспортпа коммуналлӑ хуҫалӑхра та усӑ курма май пур. Шупашкарти машиностроени предприятийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Силантӑн» ют ҫӗршывсенче аналогсем пур: Германире, Италире.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ача ҫурчӗсенче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫавӑн чухне ӑна виҫӗ ҫуртра йӗркелӗҫ: Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери тата Пӑрачкаври И.Н. Ульянов ячӗллӗ ача ҫурчӗсенче.
Ют ачана ҫемьене илсе кил ӑшши пама ӗмӗтленекен ҫынсем ача ҫурчӗсене ҫитсе унти воспитанниксен пурнӑҫӗпе паллашма, вӗсен пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлме, шӑпӑрлансемпе калаҫма пултарӗҫ.
Аслисен специалистсемпе: педагог-психологсемпе, учитель-логопедсемпе тата социаллӑ педагогсемпе — канашлама май килӗ.
Хӑнасем валли спортпа массӑллӑ мероприятисем, ӑмӑртусем, вӑйӑсем ирттерӗҫ. Кайран ачасене каникул вӑхӑтӗнче киле вӑхӑтлӑха хӑнана илсе кайса усрама та пулать.
Уҫӑ алӑксен кунӗ 10 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти хӗрарӑма ҫӗнӗ мелпе улталанӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та телефон ҫыхӑнӑвӗ япӑхланни пирки пӗлтернӗ, харпӑр кабинета кӗмелли логинпа вӑрттӑн сӑмаха ыйтнӑ.
Хӗрарӑм, шӑнкӑравлаканӗ ултавҫӑ пулӗ тесе, малтанах нимӗн те пӗлтермен. Анчах лешӗ унӑн ятне, паспорт даннӑйӗсене, усӑ куракан тарифа каланӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмӑн иккӗленӗвӗ сирӗлнӗ. Вӑл смс-ҫырусене тепӗр номер ҫине ярса тӑма улшӑну кӗртме те килӗшнӗ.
Икӗ кунран хайхискер ун ячӗпе такам кредит илнине, пухӑннӑ укҫине вӑрланине пӗлнӗ. Пӗтӗмпе — 800 пин тенкӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта Чӑваш Ен Правительствин машини светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе каҫса кайнине асӑрханӑ.
Республикӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн инспекторӗсем cheb.ru порталта вырнаҫтарнӑ видеона тишкернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн водителе административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Хӗрлӗ ҫутӑпа каҫса кайнӑшӑн штраф виҫи — пин тенкӗ.
Правительство машинин (унӑн номерӗ — А017АА 121) водителӗ ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хулари Ярославль урамӗнче ҫул-йӗр правилине пӑсса Тукташ урамӗ еннелле пӑрӑннӑ. Унччен ҫав машинӑри пассажир ларкӑчӗ ҫинче республикӑн культура министрне пӗрре ҫеҫ мар асӑрханӑ-мӗн.
Чӑваш Енре Республикӑн клиника больницин ҫӗнӗ комплексӗн проектне 2023 ҫул вӗҫӗнче туса пӗтермелле. Ӑна хатӗрлессине Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко ырланӑ.
Ырланӑ проектпа смета документацине 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хатӗрлесе ҫитерӗҫ. Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫӗршывӑн Стройминне асӑннӑ проекта 2023-2025 ҫулсенчи федерацин адреслӑ инвестици программине кӗртме сӗннӗ.
Ҫӗнӗ комплексра 1300 койка пулӗ. Проект валли бюджетра 174 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ комплекс Шупашкарти Солнечнӑй микрорайонта пулӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Алексей Ладыков пӗлтӗр мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илнине кӑтартса деклараци тӑратнӑ. Аса илтерер: халӗ вӑл ЧР Министрсен Кабинечӗн ҫумӗ, РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчи. Ку должноҫсене вӑл пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ.
Алексей Ладыков пӗлтӗр 1 миллион та 971 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче машина, хваттер ҫук. 38 тата 34 тӑваткал метрлӑ хваттерсемпе усӑ курать.
Экс-сити-менеджерӑн ывӑлӗн 135 тӑваткал метрлӑ хваттер пуррине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |