Шупашкар хулинче пӗр арҫын руль умӗнчех вилсе кайнӑ.
Инкек ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пулса иртнӗ.
«Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, машина рульне тытса пыракан арҫын «Мадагаскар» суту-илӳ точки умӗнчи карта ҫине автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Асӑннӑ лавкка Ленинла комсомол урамӗнче вырнаҫнӑ.
Ҫулпа пыракан водителе япӑх пулса кайнӑ, вӑл айккинелле пӑрӑнса кайнӑ. Кӑштахран водитель инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 71 ҫулта пулнӑ. Сарӑмсӑр вилӗм сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Унӑн, тен, чӗре чирӗ пулнӑ-тӑр.
Кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунӗ йӑлана кӗнӗ пек иртӗ. Тинех. Парад, салют, ытти мероприяти икӗ ҫул ӗнтӗ пулман, онлайн мелпе ҫеҫ иртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарӑн тӗп урамӗнче парад пулӗ. Унта 1 пине яхӑн ҫын, 500 ытла техника хутшӑнӗ. Сӑмах май, репетицисем пыраҫҫӗ ӗнтӗ.
11 сехет ҫурӑра Наци вулавӑшӗ умӗнче "Вилӗмсӗр полка" хутшӑнакансем пухӑнӗҫ. 12 сехет ҫурӑра вӗсем парада тухӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унта 20 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла.
15 сехетре Ухсай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче "Ҫӗнтерӳ вальсӗ" пулӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти Алексей Игнатьев шапашран килме тухнӑ та ҫухалнӑ. Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл арӑмӗ патне шӑнкӑравласа Мускавран тухассине каланӑ. Анчах киле паянхи кун та ҫитеймен.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вӑл каллех шӑнкӑравланӑ, анчах палламан номертен. Ун чухне Алексей ҫул укҫи куҫарса пама ыйтнӑ. Тепӗр кунхине тӑванӗсем полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Алексей Мускавра электрогазосварщикре 5 ҫул официаллӑ майпа ӗҫленӗ, ку таранччен унашкал лару-тӑру пулман. Вӗсем халӗ Алексей патне те, вӑл ӗҫлекен организацие те шӑнкӑравласа ҫитеймеҫҫӗ.
Арҫынна "Лиза Алерт" шыравпа ҫӑлав хастарӗсем те шыраҫҫӗ.
АКА | 25 |
Чӑваш Республикинче кӑҫал пурӗ те 13 пляж ӗҫлӗ. Вӗсенчен тӑваттӑшне Шупашкарта уҫӗҫ, ыттисем – тӗрлӗ муниципалитетра.
Ҫапах та тепӗр ырӑ хыпар та пур. Республикӑри тӳре-шара шыва кӗме 100-е яхӑн ятарлӑ вырӑн хатӗрлессине пӗлтернӗ.
Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов муниципалитетсенчен шыва кӗмелли ҫӗнӗ вырӑнсем, хӑтлӑ пляжсем тума заявка йышӑнни пирки пӗлтернӗ. Ҫак ӗҫе Туризма аталантарас ҫинчен калакан программӑна кӗртнӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче роллер йӗлтӗрпе ярӑнма ятарлӑ ҫул тӑвасшӑн.
Ҫав ҫул 4 ҫухрӑма яхӑн тӑршшӗ пулӗ. Хулари тӳре-шара ӗҫе пурнӑҫлама 915 миллион тенкӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗ.
Роллер йӗлтӗрпе ярӑнмалли ҫула туса пӗтерсен унта Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче вӗренекен ачасемпе ҫамрӑксем ирӗн-каҫӑн чупса хӑнӑхма пултарӗҫ тесе шанаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын киле таврӑннӑ чухне гаражӗ патӗнчен иртсе кайнӑ. Унӑн алӑкӗ уҫӑ пулнине курах кайнӑ. Хайхискер ӑна ҫаратма пуҫланине ӑнланнӑ та вӑрра тытса чарма шутланӑ. Ҫав вӑхӑтрах полицие шӑнкӑравланӑ.
Ку ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 14 сехет ҫурӑра пулнӑ. Ют ҫын гараж алӑкне уҫса кӗнӗ, велосипеда, электроинструмент тултарнӑ сумкӑна урама кӑларса хурса вӑрлама хатӗрленнӗ.
Ҫак ӗҫе тӑваканӗ- 55 ҫулти арҫын. Йӗрке хуралҫисем ӑна тухса ҫӳреме чарнӑ. Ҫавӑн пекех унӑн кунӗ тӑкакшӑн 17 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ.
Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл вӑйӑ вылямалли укҫасем илес тесе тӗнче тетелӗнче каҫӑпа кайнӑ, банк карттин реквизичӗсене ҫырнӑ. Кӑштахран унӑн счечӗ ҫинчен 25 пин ытла тенкӗ ҫухалнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав сайт суя пулнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ шырав мероприятийӗсене ирттереҫҫӗ.
Кӑҫал ҫулла Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар маршрутпа ҫӳрекен хӑш-пӗр автобуссене улӑштарӗҫ. Ку, ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 220-мӗш, 234-мӗш тата 270-мӗш маршрутсене пырса тивет.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев 101-мӗш маршрут ҫӗнӗ форматпа ӗҫленине палӑртнӑ. Ытти маршрут тӗлӗшпе те мерӑсем йышӑнӗҫ.
Ҫӳлерех асӑннӑ маршрутсем ҫӗнӗ формат ҫине куҫӗҫ. "Ҫынсем ҫак улшӑнусене ҫулла туйӗҫ", - тенӗ Олег Алексеевич.
Пуш уйӑхӗнче асаннӑ маршуртсем тӗлӗшпе уҫӑ конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн 60 кунра транспорта кӑтартмалла.
Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар хулинче пӗр арҫын шаурма ҫитерменшӗн ҫынна ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ.
Воробьёв композиторсен урамӗнчи заведенисенчен пӗринче пилӗк ҫамрӑк пӗр-пӗринпе паллашнӑ. Вӗсем хулан Ҫӗнӗ кӑнтӑр районне бильярдла выляма кайма калаҫса татӑлнӑ. Ҫула тухиччен 23 ҫулти каччӑ шаурма туяннӑ, ӑна пӗчченех ҫиме тытӑннӑ. Ушкӑнри 31 ҫулти арҫынна ҫакӑ килӗшмен. Кӗҫӗнни ҫине вӑл чышкӑпа сиксе ӳкнӗ. Лешӗ хӑйне кӳрентерме паман. Кӑштахран ҫӗнӗ тус пӑтӑрмах вырӑнне тепре таврӑннӑ, 23-ри каччӑна вӑл ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Шар курнине васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем илсе кайнӑ.
Ҫӗҫӗпе чикекенни пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. Анчах пакунлисенчен нумай тарса ҫӳреймен — вӑл камне палӑртнӑ. 31 ҫулти арҫын унччен темиҫе хутчен те айӑпланнӑ. Хальхинче ӑна 10 ҫуллӑха хупса хума пултарӗҫ.
Шупашкарта пилӗк вырӑнта ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ӗҫлеҫҫӗ. Ку эрнере шӑматкун улттӑмӗш те уҫӑлӗ. Вӑл Атӑл леш енче Сосновка ялӗнче пулӗ. Ярмӑрккӑ чарӑну ҫывӑхӗнче ӗҫлӗ.
Ял хуҫалӑх ярмӑрккисенче сутуҫӑсене вырӑнсене тӳлевсӗрех параҫҫӗ. Ҫавна май халӑх унта пахча ҫимӗҫе, ытти продукцие йӳнӗрехпе туянма пултарать.
Тивӗҫлӗ канури ҫынсене тата патшалӑхран ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракан ҫынсене нимеҫӗсем ҫимӗҫсене киле илсе ҫитерме пулӑшӗҫ. Ял хуҫалӑх ярмӑрккисем 9 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ӗҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |