Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Тӗнчере
moygorod-online.ru сайтри сӑн
moygorod-online.ru сайтри сӑн

Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 1-мӗшӗччен Турцири Стамбул хулинче кулинарсемпе кондитерсен хушшинче тӗнче шайӗнчи конкурс иртнӗ, вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Унта Шупашкарти Ирина Щетинина та хутшӑннӑ. Мероприяти ҫак ҫӗршывӑн президенчӗн Тайип Эрдоганӑн администрацийӗ пулӑшнипе йӗркеленнӗ.

Ирина Шупашкарти пӗр кондитерскинче ӗҫлет. Пирӗн ентеш жюри пайташӗсене «Незнакомка» (чӑв. «Палламан хӗр») ӗҫпе тӗлӗнтернӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Ирина Щетинина «Арт-класс» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Хулара
cnews.ru сайтри сӑн
cnews.ru сайтри сӑн

Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти полици уйрӑмне такси водителӗ килнӗ, хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ.

Ҫав каҫ пӗр ҫамрӑк ҫын такси водительне, 37 ҫулти арҫынна, кафере апат-ҫимӗҫ туянса Дзержинский урамӗнчи пӗр ҫурта илсе пыма саккас панӑ. Лешӗ ҫимӗҫсене 3 пин тенке яхӑн туяннӑ, вырӑна ҫитнӗ.

17-ри каччӑ телефонран таксиста укҫа куҫарса панӑ пекки тунӑ, транзакци ӑнӑҫлӑ иртнине кӑтартнӑ. Анчах укҫа-тенкӗ таксист счечӗ ҫине килмен.

Видеокамерӑсене пӑхсан полицейскисем ҫав 17-ри каччӑ кам пулма пултарнине палӑртнӑ. Вӑл унччен те вӑрланӑшӑн уголовлӑ майпа явап тытнӑ, халӗ ун тӗлӗшпе урӑх преступленишӗн следстви пырать. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61338
 

Сывлӑх

Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗн тӗлне Чӑваш Енре 782 ача пневмонипе чирленине тупса палӑртнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинченпысӑк мар.

Ачасем пневмонипе чирленине Улатӑр, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче йыллӑ палӑртнӑ.

Пневмонипе 3-6 ҫулсенчи (33,6%), 7-14 ҫулсенчи ачасем (30,8%) тата тин ҫуралнисенчен пуҫласа 2 ҫула ҫитичченхисем (29%) ытларах чирленӗ. 15-17 ҫулсенчисем аптӑрасси йышлӑ мар. Цифрӑсене процент ҫине куҫарса пӑхсан, вӑл – 6,6%.

Пневмони — ӳпкен питех те хӑрушӑ чирӗ. Унӑн паллине ҫивӗч респираторлӑ вирус чирӗпе пӗр евӗр. Вӑхӑтра сиплеме пуҫламасан амак шала каять, ҫын вилме пултарать.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарта пурӑнакан Ксения Егорова ҫемйи икӗ ачапа тӑванӗсен пӗр пӳлӗмлӗ хваттерӗнче тӗпленнӗ. Ҫемье амӑш укҫипе тата банкран илнӗ кивҫенпе усӑ курса хваттер илме ӗмӗтленнӗ. Пайҫӑ пулса ҫемье 3 миллион тенкӗ хывнӑ. Егоровсем икӗ пӳлӗмлӗ хваттер туянма ӗмӗтленнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурта тума «Ривьера» компание пурӗ 104 пайҫӑ тупра хывнӑ. Ку вӑл 2018 ҫулта пулнӑ. Анчах кайран строительство ӗҫӗсем чарӑнса ларнӑ.

Ксения Егорова ҫур ҫулта тӗрлӗ инстанцие 20 ытла ҫыру шӑрҫаланӑ. Анчах пӗри те чуна лӑплантармалла хуравламан. Тӳре-шарапа надзор органӗсен хуравне хӗрарӑм ячӗшӗн ҫеҫ шӑрҫалани вырӑнне хурса йышӑнать. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри МИХсенчен пӗринче ирттернӗ «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче те Ксения Егорова шӑнкӑравланӑ. Ипотекӑна тӳлес тесе виҫӗ уйӑхри ачана хӑварса ӗҫе тухнине, 30 тӑваткал метрлӑ хваттерте ҫын патӗнче пурӑннин, хӑй ача полклиникинче врачра тӑрӑшнине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61333
 

Культура
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх филармонине юсама федераци хыснинчен укҫа куҫарӗҫ. Ҫӗршывӑн регионӗсене культура объекчӗсене ҫӗнетме Мускавран укҫа уйӑрӗҫ. Ҫакӑн пирки калакан хушӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ.

Ҫитес виҫӗ ҫулта Раҫҫей регионӗсене 3,5 миллиард тенкӗ куҫарса парӗҫ. Укҫа Чӑваш Ене те лекӗ. Кунта Шупашкарти культура учрежденийӗсенчен пӗри — Чӑваш патшалӑх филармонийӗ — пур. Унӑн калӑпӑшӗ 8800 пин тӑваткал метра яхӑн. Тепӗр майлӑ каласан, укҫана кашни объекта юсама уйрӑммӑн палӑртнӑ.

Шупашкарти филармоние 2020 ҫулта хута ямалла. Юсав ӗҫӗ валли федераци хыснинчен 100 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх филармонийӗ Шупашкар хула администрацийӗн балансӗ ҫинче тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61332
 

Республикӑра
https://www.pinterest.fr
https://www.pinterest.fr

Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пепкине ача ҫуртӗнче пӑрахса хӑварнӑ. Ф. хушаматлӑскер ачана илсе каймасси пирки хут ҫырса панӑ. Унта вӑл арҫын ачана усрава парас кӑмӑллине палӑртнӑ. Тӑван ывӑлне ача ҫуртӗнче хӑварнӑ хӗрарӑм пурнӑҫ йывӑр тесе тӳрре тухма хӑтланнӑ. Унӑн ҫиччӗри ывӑл пур-мӗн. Икӗ ача ҫуратнӑ хӗрарӑм тӗпленсе ниҫта та ӗҫлемест иккен. Тӑванӗсем те пулӑшаймаҫҫӗ тесе ӑнлантарнӑ вӑл. Ҫамрӑк хӗрарӑм качча кайман.

Опекӑпа попечительство органӗн специалисчӗсем ача валли халӗ усрав ҫемье шыраҫҫӗ. Тӑван амӑшне кирлӗ мар пулса тухнӑскере ют ҫынсем ҫемье ӑшши парасса шанаҫҫӗ.

Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи (эпир асӑннӑ хӗрарӑм унта пурӑнать) опека органӗ кӑҫал 4 ачана усрав ҫемьене панӑ. Амӑшӗсем 6 пепкене пӑрахнӑ.

 

Культура

Чӑваш пукане театрӗнче «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗн концерчӗ иртнӗ. Унта пулса курнӑ Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑтлӑ зал лӑк тулли пулнӑ.

«Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ — Пӗтӗм тӗнчери фестивальсен дипломанчӗ. Шупашкарти ушкӑна Диана Сусарина ертсе пырать.

Пултарулӑх коллективӗнче — пуян опытлӑ артистсем, ҫав шутра аслӑ пӗлӳллӗ ӑстасем.

«Шуҫӑм» ансамбль юлашки ҫулсенче пултаруллӑ ҫамрӑксемпе пуянланса пыраҫҫӗ. Ушкӑна 2003 ҫулта йӗркеленӗ. Унтанпа ансамбль Тутарстанри, Самар облаҫӗнчи ялсенче, Пушкӑртстанра, Дагестанра, Молдовӑра, Украинӑра, Турцире, Финляндире, Германире, Францире тата ытти ҫӗршывра пулнӑ.

«Шуҫӑм» артистсен репертуарӗнче чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине кӑтартасси те пур.

 

Хулара
"Про Город" сайтри сӑн. Елена Михайлова тунӑ сӑн
"Про Город" сайтри сӑн. Елена Михайлова тунӑ сӑн

Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫыннӑн машинине приставсем арестленӗ, штрафстоянкӑна илсе кайнӑ. Водитель ҪҪХПИе 83 штраф тӳлемен-мӗн, парӑм 62500 тенкӗ пухӑннӑ. Исполнительнӑй сбор 86 пин тенкӗ ытларахпа танлашнӑ.

Олег Алексеев каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, машинӑна арестличчен приставсен службинчен нимӗнле уведомлени те килмен. Ака уйӑхӗнче вӑл парӑма татнӑ та машинӑна киле илсе кайнӑ.

Нимӗнле уведомлени те килменнине кура Олег Алексеев исполнительнӑй сбор суммине суд урлӑ тавӑрма йышӑннӑ. Суд ун майлӑ пулнӑ, приставсен службине 81762 тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Приговор авӑнӑн 17-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ. Анчах, Олег Алексеев ӗнентернӗ тӑрӑх, укҫана халӗ те куҫарса паман. Ҫавна май вӑл прокуратурӑн пулӑшу ыйтнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61318
 

Хулара
vlg.aif.ru сайтри сӑн
vlg.aif.ru сайтри сӑн

Шупашкарти пӗр шкулта ӑс пухакан хӗр кӗҫех суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна полицейскисене хирӗҫ тӑнӑшӑн айӑпласшӑн.

Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал аван уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫӗрле ҪҪХПИ ӗҫченӗсем патруле тухсан Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр чарӑнура хӗр тусӗпе эрех ӗҫнине курнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, общество вырӑнӗнче кун пек тума юрамасть.

Хӗре пакунлисем служба машинине лартнӑ. Ку вара пикене килӗшмен – вӑл икӗ инспектора аллинчен ҫыртнӑ. Машина хускалсан хайхискер пӗр полицейские питӗнчен тапнӑ.

Хӗре тата унӑн тусне общество вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗшӗн 500 тенкӗ штраф ҫырса панӑ. Полицейскисене шар кӑтартнӑ пике вара халӗ суд пуласса кӗтет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61325
 

Республикӑра

Мурманск хулинче пурӑнакан Александр Иванов Шупашкар хулине куҫса килесшӗн. Вӑл Чӑваш Ен тӗп хулине вырӑнтисем епле хакланине пӗлесшӗн пулнӑ. Шупашкарсене хулана хаклама тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ыйтнӑ.

Мурманскра ҫуралнӑ арҫын кунтисем Шупашкара хурланинчен тӗлӗннӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫавсем урӑх регионӗсенче пулса курман. Шупашкар хитреленсе пынине те вӗсем асӑрхасшӑн мар. Мурманскра хӗвеллӗ кунсем сахал. Хӗвелпе хӗртӗнме те май ҫукрах. Ҫынсем ытларах чух пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫӳреҫҫӗ.

Александр Иванов Чӑваш Енре ача чухне пулкаланӑ. Унӑн асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-ши? «Бабушка» тенӗ) кунта пурӑннӑ иккен. Ял Мурманскран 2500 километрта, Чӑваш Енри Улатӑр районӗнчи, вырнаҫнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61278
 

Страницӑсем: 1 ... 404, 405, 406, 407, 408, 409, 410, 411, 412, 413, [414], 415, 416, 417, 418, 419, 420, 421, 422, 423, 424, ... 1035
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 19

1878
147
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1915
110
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1987
38
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1991
34
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та