Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара
Г.Тафаев профессор блогӗнчи сӑн
Г.Тафаев профессор блогӗнчи сӑн

Шупашкарти пӗр урама истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн Василий Димитриевӑн ячӗпе хисеплеме сӗннӗ. Ку шухӑша Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пӗлтернӗ.

Шупашкар хула администрацийӗ «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерет. Унта эсир те хӑвӑрӑн шухӑша пӗлтерме пултаратӑр. Хальлӗхе сасӑлава 916 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 794-шӗ ку шухӑша ырланӑ.

Василий Димитриев 300 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен авторӗ. Вӗсен йышӗнче – 19 монографи, 14 брошюра. Вӑл 2013 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 89 ҫулта пулнӑ.

 

Спорт

«Коммерсант» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри икӗ спортсмен Пензӑри марафона хутшӑнса 500-шер пин тенке тивӗҫнӗ. Сӑмах май, ку марафон виҫҫӗмӗш хут иртнӗ.

Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Перьмре иртнӗ пӗтӗм тӗнчери марафона Шупашкарти Александр Новиков хутшӑнса абсолютлӑ чемпион ятне тивӗҫнӗ. Вӑл 42 ҫухрӑма 2 сехет те 20 минут та 17 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.

Хӗрарамсен йышӗнче те Шупашкар спортсменки ҫӗнтернӗ. Вӑрмар районӗн хӗрӗ, Олимп вӑййисен призерӗ Татьяна Архипова ҫак дистанцие 2 сехет те 30 минут та 4 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Вӑл хӗрарӑмсен йышӗнче сезонри чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59488
 

Хулара
atomic-energy.ru сайтри сӑн
atomic-energy.ru сайтри сӑн

Пӗлетӗр ӗнтӗ: ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра хӑйӗн страницине тытса пырать. Страницӑна пӑхса тӑракансем нумай. Ҫынсем унта Элтепер патне тӗрлӗ ыйтпу ҫырса яраҫҫӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр вара хӑйсене туйпа саламлама ыйтнӑ.

Михаил Игнатьев ҫак ҫамрӑксен ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: туй кунхине, аванӑн 7-мӗшӗнче, хӗрпе каччӑ Правительство ҫуртӗнче, 17-мӗш хутра, пулнӑ, Элтеперпе сӑн ӳкерӗннӗ. Михаил Васильевич вӗсеме калаҫнӑ, ҫемье ҫавӑрнӑ ятпа саламланӑ.

Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче вара Элтепер хулара пурӑнакан Петр Корняковӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Вӑл «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗпе тӗл пулма ӗмӗтленнӗ-мӗн.

«Халӑх тетелӗсенче пирӗн #мечтыдолжнысбываться хештегпа акци пуҫланнӑ. Эпир Чӑваш Енре пурӑнакансен ырӑ ӗмӗчӗсене пурнӑҫлатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ Элтеперӗн пресс-секретарӗ Олег Сидоров.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59457
 

Сывлӑх
riafan.ru сайтран илнӗ сӑн
riafan.ru сайтран илнӗ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 4-мӗшӗччен республикӑра 71 ҫын сӑвӑс кӗрсе ларнӑран пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӗсенчен 18-шӗ – ачасем. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.

Ведомство пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ҫынсенчен кӑларнӑ 178 сӑвӑса тӗпченӗ. Тӑваттӑшӗнче энцефалит вирусне тупнӑ, тӑхӑрӑшӗнче – боррелиоз.

Палӑртмалла: кӑҫал пӗтӗмпе 1872 ҫын сӑвӑс кӗрсе ларсан пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 909-шӗ – Шупашкар ҫыннисем. Асӑрханӑр: сӑвӑссем халӗ те пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59453
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫитес вӑхӑтра кашни шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 14, 21 тата 28-мӗшӗсенче Шупашкарта «Хула чӗри» туризм маршручӗпе экскурсисем ирттерӗҫ. Унта хутшӑнакансен хулари паллӑ вырӑнсемпе паллаштарӗҫ, вӗсен историне каласа кӑтартӗҫ. Ку йӑлтах - тӳлевсӗр.

Экускурсисене 10 ҫын е ытларах пухӑнсан ирттерӗҫ. Хула тӑрӑх ҫуранах утма тивӗ. Малтан Хӗрлӗ тӳремре Контсантин Иванов палӑкӗ патӗнче пухӑнӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑт: кӑнтӑрлахи 12 сехет.

Экскурсие ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать: (8352) 23-20-30, 23-20-32. Е tic-cheb@mail.ru электрон почтӑна «экскурси» тесе палӑртса заявка ямалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/afisha/59438
 

Хулара
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти аэропорт ӗҫченӗсем иккӗленӳ ҫуратакан сумка асӑрханӑ. Хайхи рюкзак кӗтмелли залра выртнӑ.

Йӗрке хуралҫисем ҫав сумкӑна ҫийӗнчех тӗрӗсленӗ. Юрать, унта нимӗнле хӑрушӑ япала та пулман. Рюкзакра ҫыннӑн харпӑр япалисем, ноутбук тата укҫа выртнӑ. Укҫи вара самаях пулнӑ: 1,5 миллион тенке яхӑн.

Рюкзак хуҫин, ахӑртнех, сехри хӑпнӑ. Хайхи арҫын сумки патне ҫур сехетренех вӗҫтерсе ҫитнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ҫухалнӑ япалана хуҫине тавӑрса панӑ.

 

Хӗсмет
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

Канашри призывниксен сбор пунктне юсава юрӑхсӑр тесе палӑртнӑ. Кун пирки ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтернӗ. Ҫавна май пункта ишсе антарма йышӑннӑ.

Ҫакна республикӑра «Кӗркунне – 2019» призыв капманине йӗркелес ыйтӑва тишкерекен канашлура пӑхса тухнӑ. Канашри ҫурт юрӑхсӑррине кура канашлу пайташӗсем призывниксем валли Шупашкарта вӑхӑтлӑх пӳлӗм уйӑрма сӗннӗ.

Сӑмах май, унччен Канашри сбор пунктне юсама палӑртнӑ. Укҫа-тенке РФ Хӳтӗлев министерствин уйӑрмалла пулнӑ. Анчах Строительство департаменчӗ тӗп конструкцисем кивелнине, тӑрри япӑхланнине тупса палӑртнӑ.

 

Раҫҫейре
bashinform.ru сайтран илнӗ сӑн
bashinform.ru сайтран илнӗ сӑн

Етӗрне хулинче пурӑнакан хӗрарӑм тӑванӗнчен аванмарланса тӑман – вӑл йӑмӑкӗн укҫине вӑрланӑ. Хайхискер кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-16-мӗшӗсенче унӑн банк счечӗ ҫинчен 120 пин тенке яхӑн йӑкӑртнӑ. Укҫа-тенкӗпе хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.

34 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна суд пӑхса тухнӑ ӗнтӗ. Тӑванӗ укҫине вӑрланӑ хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев вӑхӑчӗ – 2 ҫул. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен.

Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта 18 ҫулти студент общежитири кӳршин 300 пин тенкине вӑрлани пирки пӗлтернӗччӗ.

 

Культура
Фонтанка.ру сайтри сӑн
Фонтанка.ру сайтри сӑн

Нумаях пулмасть Питӗрте «Гимн кунӗ» иртнӗ. 20 пин ҫынран тӑракан хор Раҫҫей гимнне юрланӑ. Акцие ҫӗршыври 85 регионтан хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен 100 ҫын кайнӑ. Вӗсем – Шупашкарти «Классика» юрӑ капеллин юрӑҫисем. Ертӳҫи – ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ – Александр Васильев.

Хорта 20 пин ҫын юрланӑ, 8 пинлӗ оркестр пулнӑ. Кунашкалли историре пӗрремӗш хут пулнӑ. Ку таранччен Раҫҫей гимнне ҫакӑн чухлӗ ҫын чӗрӗ сасӑпа юрламан. Ку кӑна мар, акци тӗнче шайӗнчи рекорд пулнӑ.

«Капелла» ертӳҫи Александр Васильев каланӑ тӑрӑх, Питӗре вӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществи чӗннӗ, ҫул укҫине тӳленӗ.

 

Культура
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн

Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем флешмоб ирттерӗҫ. Ӑна вӗсем Раҫҫейри театр ҫулталӑкне тата юбилейлӑ 60-мӗш сезона уҫнине халаллӗҫ.

Артистсем флешмоба Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче ирттерӗҫ. Акци 17 сехетре пуҫлаӗӑ. Опера, хор, симфони оркестрӗн солисчӗсем М.И.Глинкӑн «Руслан тата Людмила» оперин пайӗсене кӑтартӗҫ. Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Чӑваш Енре пӗрремӗш ут янӑрӗҫ.

Артистсен пултарулӑхӗпе кашниех киленме пултарӗ. Пурне те хапӑлласа кӗтеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 448, 449, 450, 451, 452, 453, 454, 455, 456, 457, [458], 459, 460, 461, 462, 463, 464, 465, 466, 467, 468, ... 1055
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ вӗренӗве тарӑнлатассипе, юридици тата ют ҫӗршыв ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тумалли пӗлтерӗшлӗ самант. Пӗрисем унчечнхи чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем экзамен ӑнӑҫлӑ тытӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем вара килӗшнӗ ҫыннӑн чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе тума хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр те вӗсемпе хӑвӑра кирлӗ пек усӑ курӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын