Шупашкарта транспорт реформи ирттерни пирки сайтра хыпарласах тӑтӑмар. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хӑш-пӗр общество транспорчӗн маршручӗ улшӑнӗ. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр маршруткӑсене пӗтерӗҫ.
Паян хулари чарӑнусенче информаци пилонӗсем ҫыпӑҫтарнӑ, нимеҫӗсем те транспорт мӗнле ҫӳренине ӳкернӗ схемӑллӑ хутсем валеҫнӗ. Кӗҫех http://buscheb.ru/ сервисра та ҫӗнӗ маршрутсем пирки информаци пулӗ. Телефон ҫине лартмалли сарӑма Google Play е App Store сайтран уҫласа илме май пур. Транспорт реформи пирки пӗлес килсен «хӗрӳ линипе» шӑнкӑравлама пулать: 23-51-99.
Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хулара 16 маршрута пӗтерӗҫ, тепӗр 14-шӗн ҫулӗ улшӑнӗ.
«Чӑвашавтотранс» панкрута тухсан 636 ҫын ӗҫсӗр юлнӑ. Вӗсенчен 303-шӗ – Шупашкарта, 111-шӗ – Канашра, 92-шӗ – Ҫӗнӗ Шупашкарта, 51-шӗ – Улатӑрта, 50-шӗ – Ҫӗмӗрлере, 29-шӗ – Куславккара. Предприятире тӑрӑшнӑскерсене ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫрен кӑларӗҫ.
Ӗҫсӗр юлнисем валли справкӑпа консультаци пункчӗ тата «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Кунсӑр пуҫне ЧР Ӗҫлев министерстви кашнин патне вакансисем сӗнсе ҫыру янӑ.
Ӗҫлев центрӗнче «Чӑвашавтотрасра» тӑрӑшнӑ ҫынсене ытти профессие вӗренме сӗнӗҫ, психологи пулӑшӑвӗ парӗҫ. Патшалӑх программипе килӗшӳллӗн, ӗҫсӗррисем вӗсем валли пособи тата вӗренекенсем валли стипенди пур.
Палӑртмалла: предприятире тӑрӑшнӑ 45 ҫын Ӗҫлев центрне ҫитнӗ, вӗсенчен 36-шӗ ӗҫе вырнаҫнӑ ӗнтӗ, тепӗр 9-шӗ ӗҫсӗррисем пек шутра тӑраҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти «Ҫутҫанталӑк» лавкка» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ валли ҫӗнӗ ят шырани пирки хыпарланӑччӗ. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ.
Сасӑлава 594 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ, 55,39 проценчӗ, чарӑнӑва «Маяковский ячӗллӗ вулавӑш» ят пама сӗннӗ. 30,3 проценчӗ чарӑнӑван унчченхи ячӗшӗн сасӑланӑ. Сасӑлава хутшӑннисен 7,91 проценчӗ ята специалист тупасса шаннӑ, тепӗр 6,4 проценчӗ хуравлама иккӗленнӗ.
Чарӑнӑва мӗнле ят парассине хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ татӑклӑн калӗ. Паллах, вӑл сасӑлава хутшӑннисен шухӑшне шута илӗ.
Шупашкарта раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 11 сехетре, хальччен пулман культура мероприятийӗ иртӗ. Ҫав кун Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне «Хрустальная веточка» (чӑв. Хрусталь турат) сусӑр ачасен пултарулӑх фестивальне йыхравлаҫҫӗ.
Сусӑрсен пӗтӗм тӗнчери кунне халалланӑ уява ирттерме Раҫҫейӗн Культура министерстви тата Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшаҫҫӗ. Фестивале сусӑр ачасен пултарулӑхне аталантарма хавхалантарас, вӗсене ҫынсен хушшинче хӑйсене тупма пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
«Хрусталь турат» мероприятире ачасем вокал, хореографи пултарулӑхне, сӑвӑ-калав илемлӗ вуланине, тӗрлӗ интсрументпа хитре каланине кӑтартӗҫ.
Сӑмах май, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивалӗ иртнӗччӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫине тӑрсах Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ. Аса илтерер, Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра 25 метр ҫуллӗш ёлка уяв сӗмӗ кӳрӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне капӑрлатса пӗтересшӗн. Хӗрлӗ лапамра 4 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче каток йӗркелӗҫ. Ҫанталӑк сивӗ тӑрсан ӑна раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ.
Каток ҫинче ярӑнма ӗмӗтленекен, анчах коньки ятарласа туянас килмесен е ӑна илсе пыма маннисене ҫак хатӗре вӑхӑтлӑх усӑ курма парӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Шупашкар хула валҫӗсем ачасене конькипе ярӑнма вӗрентме палӑртса хунӑ. Фигурӑсем туса ярӑнма вӗрентессипе тренерсем ҫине тӑрӗҫ. Унтах ҫавӑн валли кирлӗ тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, ҫав шутра пӗчӗк виҫеллӗ конькисемпе те тивӗҫтерӗҫ.
Раштавӑн 5-мӗшӗнче Раҫҫейри шкул ачисем вырӑс чӗлхипе пӗтӗмлетӳ сочиненине ҫырӗҫ. Шупашкарта 2 пин ача пӗлӗвне тӗрӗслӗ.
Сочинение лайӑх ҫырсан шкул ачин ППЭ тытмашкӑн ҫул уҫӑлӗ. «Зачет» илеймесен пӗлӗве тепӗр хутчен, нарӑсӑн 6-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, тӗрӗслеме тивӗ.
Кӑҫал сочиненире сахалтан та 350 сӑмахпа усӑ курмалла. Суйламашкӑн 5 тема парӗҫ, вӗсемпе кӑшт маларах паллаштарӗҫ. Сочинени ҫырмашкӑн 3 сехет те 55 минут уйӑрӗҫ. Тӗрӗслев пур регионта та 10 сехетре пуҫланӗ. Ачасене словарьсемпе усӑ курма ирӗк парӗҫ. Анча хӑйсен словарьне, планшет, смартфон илсе кӗме юрамасть.
Шупашкарти аэропорт валли ят шырани пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Сасӑлав «Раҫҫейри сумлӑ ятсем» проект сайтӗнче пырать. Вӑл вӗҫлениччен 4 кун кӑна юлнӑ. Эппин, хӑвӑра килӗшекен ятшӑн сасӑ пама васкӑр.
Шупашкар аэропорчӗ камӑн ячӗпе хисепленӗ? Ҫак ята тивӗҫессишӗн 3 кандидат кӗрешет: Андриян Николаев космонавт, Святослав Федоров офтальмолог, Иван Яковлев Ҫуттакӑларуҫӑ. Хальлӗхе Андриян Николаевшӑн чи нумай сасӑ панӑ: 63 процент. Святослав Федоровшӑн – 19, Иван Яковлевшӑн 16 процент сасӑланӑ.
Ҫӗнтерӳҫе раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра Чӑваш Енри ҫемьене чыслама йышӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ҫак хисепе Шупашкарти Львовсем тивӗҫнӗччӗ. Вӗсене «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинацире палӑртнӑ. Шупашкарти ҫак ҫемьере ултӑ ача ӳстереҫҫӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — усрава илнӗскерсем. Ҫемье унччен те тӗрлӗ конкурса хастар хутшӑннӑ.
Львовсене тата Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ ытти ҫемьене чӳк уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Мусквара чысланӑ. Хумхануллӑ та савӑнӑҫлӑ саманта ОТР телекурав ӳкерсе илнӗ. Апла пулсан маттур ҫемьесене телевизорпа кӑтартӗҫ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑм телеэфира раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухӗ.
Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна Шупашкарта пуҫлӑх пуканне шанса панӑ. Кунта сӑмах 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен Красноармейски районӗнче тимленӗ Андрей Шестаков ҫинчен пырать. Малашне вӑл «Управление жилфондом города Чебоксары» (чӑв. Шупашкарти ҫур-йӗр фончӗн управленийӗ) муниципалитетӑн хысна учрежденине ертсе пырӗ. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян иртнӗ хула планёркинче пӗлтернӗ.
2014 ҫулхи ҫу уйӑхччен ҫурт-йӗр фондне Валерий Гладков ертсе пынӑ. Вӑл ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн тивӗҫе Эдуард Семенов тӗп инженер пурнӑҫлама кӳлӗннӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн финанс управленийӗнче те улшӑну пулса иртнӗ. Унӑн пуҫлӑхӗ пулма Надежда Куликована ҫирӗплетнӗ. Н. Куликова унччен те финанс управленийӗнче ӗҫленӗ. пурӗ 18 ҫул. сак вӑхатра вӑл терлӗ пукан йышӑннӑ.
Ҫитес уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарта транспортра ҫул укҫи хакланӗ. Анчах пассажирсене хальлӗхе лӑплантарар. Ҫул укҫи троллейбусра ҫеҫ ӳсӗ. Тата вӑл пӗрлехи транспорт картти е урӑх ҫавӑн йышши меслетпе тӳлекенсене ҫеҫ пырса тивӗ. Аллӑн укҫа тыттаракансем троллейбусра хальхи пекех 20-шер тенкӗ тӳлӗҫ. Аллӑн тӳлеменнисен вара хальхи 16 тенкӗ вырӑнне 18 тенкӗ катӑлӗ.
Тӳлев виҫине паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ. Ҫул ҫӳремелли уйӑхлӑх билет хакӗ раштав уйӑхӗнче улшӑнмӗ. Малашне те вӑл 850 тенкӗ тӑрӗ, ачасем валли 600 тенкӗпе сутӗҫ.
Алексей Ладыков сити-менеджер троллейбусри хака ирӗксӗртен ӳстернине пӗлтернӗ. Троллейбус управленийӗ паянхи куна тӑкаклӑ ӗҫлет иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |