Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта канализаци ҫӑлне пӗчӗк ача кӗрсе ӳкнӗ. Ҫулталӑк та 10 уйӑхрискер урама амӑшӗпе тухнӑ. Асли хыҫҫӑн утса пыраканскер канализаци ҫӑлне, 3 метр тарӑнӑшне, персе аннӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Ку пӑтӑрмах иртнӗ уйӑхрах, ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пулнӑ.

Халӗ ҫав тӗслӗхпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ача уҫӑ канализаци ҫӑлне персе аннӑшӑн «Водоканал» предприятин ӗҫченне айӑпласшӑн.

Алькешра ҫав организаци канализаци пӑрӑхне тасатнӑ. Болгарстрой урамӗнчи 7-мӗш ҫурт патӗнчи ҫӑла иртен-ҫӳрен кӗрсе ӳкесрен хупламан. Инкешӗн предприятин ӗҫченӗсенчен пӗри яваплӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн пӗр статйипе ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара

Шупашкарта ылтӑн яхта шыва путнӑ. Вӑл ылтӑнтан пулман-ха. Унӑн тӗсӗ ҫавӑн пек пулнӑ иккен. Хаклӑ пурлӑх яхт-клубӑн стоянкинче ларнӑ.

Пӑтӑрмаха сӑнанисем пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв тӗпне яхта хӑвӑрт анса кайнӑ. Пӗр 10 минутра вӑл путнӑ.

Ылтӑн тӗслӗ ҫав яхта ҫинче Пӗрремӗш канал телеертӳҫи Марина Ким сӑн ӳкерӗннӗ. Асӑннӑ телеканал ертӳҫисем, аса илтерер, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун Чӑваш Енӗн тӗп хулине, Шупашкара, ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерме пысӑк йышпа килнӗччӗ. Яхта ҫинчи сӑнӳкерчӗксене телеертӳҫӗ каярах хӑйӗн Инстаграмри страницине лартнӑ.

Шупашкарӑн Атӑл ҫыранӗ хӗрринче меллӗн вырнаҫнӑ чаплӑ яхта мӗн сӑлтавпа шыва путнин сӑлтавӗ паллӑ мар. Унӑн хуҫи кам пулнине те, пуянлӑх хакне те кӗске хыпарта асӑнман.

Яхтӑна халӗ шывран кӑларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Гастелло урамӗнчи ҫуртсен картишӗнче 20 ҫулти хӗре вӗлернӗ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – 16 ҫулти хӗр.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав каҫхине вӑл пӗлӗшӗн пӗрле пурӑнакан 20 ҫулти хӗрӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.

Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмалатас тесе суд экспертизисем ирттереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58026
 

Культура

Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, ӗнер, Шупашкарта чӑвашла ҫыракан ҫамрӑк журналистсен слечӗ иртнӗ. Корреспондентсен конкурсне чылай материал килнӗ, вӗсенчен чи лайӑххисене суйласа илнӗ, авторӗсене слета чӗннӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑк журналистсене грамотӑпа, парнепе чысланӑ.

Слетра журналистикӑпа кӑсӑкланакансемпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ҫамрӑкскерсем камера умӗнче мӗнле пулмаллине пӗлнӗ, хӑйсене телеертӳҫӗ пек тӗрӗсленӗ.

Слета йӗркелекенсен шучӗпе, чӑн-чӑн журналистӑн литературӑна питӗ лайӑх пӗлмелле. Ҫавна май ачасем чӑваш поэтессипе тӗл пулнӑ, унпа калаҫнӑ.

 

Хулара

Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче арӑмӗпе упӑшки, Шупашкарта Кӗремечкере пурӑнаканскерсем, тӑванӗсем патӗнчен киле таврӑннӑ та ҫакна курнӑ: алӑк уҫӑ, ҫӑраҫҫине уҫнӑ. Пӳртре диван ҫинче вара палламан арҫын выртнӑ, юнашар – холодильникрен илнӗ ҫимӗҫсене тултарнӑ хутаҫ.

Арӑмӗпе упӑшки кӗтмен хӑнана вӑратнӑ, лешӗ хутаҫа йӑтнӑ та тарнӑ. Ҫемье пуҫӗ кун пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Полицейскисем арҫынна тытса чарнӑ.

Элӗк районӗнче ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑнакан 46-ри арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Вӑл колонирен 2 уйӑх каялла ҫеҫ тухнӑ. Ун тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ.

 

Республикӑра

Шупашкарти эрех савучӗ Етӗрнери эрех савучӗ конкуренци сакунне пӑхӑнман тесе шутлать. Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленине тавӑҫ тӑратнӑ: Етӗрне савучӗ шутласа кӑларнӑ «Илем» ятлӑ эрех ҫинчи пике Шупашкар эрех савучӗ кӑларакан «Парне» бальзам ҫинчи хӗре питӗ аса илтерет-мӗн.

Етӗрнери эрех савучӗ «Илем» ятлӑ эрехе кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче регистрациленӗ. Продукцие хальлӗхе кӑларман-ха.

Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарти эрех савучӗ тӑратнӑ тавӑҫа утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑка пулӑшу кирлӗ. Унӑн сывлӑхӗ питӗ йывӑр. Ун валли юн кирлӗ, донорсем шыраҫҫӗ.

28 ҫулти каччӑн юнӗ сайра тӗл пулаканни: 2-мӗш ушкӑнри, «отрицательнӑй». Унччен юн панӑ донорсем ҫеҫ каяҫҫӗ.

Ҫак каччӑ машина айне лекнӗ. Ку инкек Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, пулнӑ. Вӑл ВАЗ автомашина кустӑрми айне лекнӗ.

Сирӗн ҫак ҫамрӑка пулӑшас килет тӗк ҫак телефонпа шӑнкӑравласа пӗлӗр: – (регистратура). Юн панӑ чухне Семенов Александр Сергеевич валли темелле.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта ҫул-йӗр патруль службин пайӗн ертӳҫин ҫумне тытса чарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Йӗрке хуралӗн ӗҫченне Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ тытса чарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫата кун пирки право тытӑмӗнчи ҫӑлкуҫсем ӗнер пӗлтернӗ иккен.

Ҫак пӑтӑрмах пирки каярах Чӑваш Енӗн прокуратуринче тата РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче те уҫӑмлатнӑ.

Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫленӗ хӑйӗн пӗлӗшӗ тӗлӗшпе офицер ӗҫтешӗсене хутсем ҫырма чарнӑ-мӗн.

Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Халӗ ку фактпа Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви служба тӗрӗслевӗ пуҫарнӑ. Асӑннӑ кӑлтӑкшӑн офицера ӗҫрен кӑларас хӑрушлӑх пур.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 11-мӗш ача пахчи кӗҫех консультаци центрӗ уҫӗ. Ӑна грант укҫипе тӑвӗҫ. Ҫапла, ача пахчи РФ Ҫутӗҫ министерствин гратне – 12 миллион тенке – тивӗҫнӗ.

Укҫа-тенке федераци хыснинчен «Шкул умӗнхи тата пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн хальхи йышши механизмӗсемпе технологийӗсен аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: 11-мӗш ача пахчи пӗлтӗр те 12 миллион тенкӗ грант выляса илнӗ.

Грант укҫипе уҫма палӑртнӑ консультаци центрӗ «Шанӑҫ» ятлӑ пулӗ. Вӑл сусӑр ачасен ашшӗ-амӑшне психологи-педагогика пулӑшӑвӗ парӗ. Центр тӳлевсӗрех ӗҫлӗ.

 

Республикӑра

Шӑматкун, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарта сунарҫӑсен «Охотники Чувашии – 2019» (чӑв. Чӑваш Ен сунарҫисем — 2019) фестиваль-конкурсне пуҫласа ирттерӗҫ. Ӑна республика шайӗнче йӗркелӗҫ. Вӑл Йӑлӑмра 12 сехетре пуҫланӗ.

Фестиваль-конкурса пыракансене тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятине уйрӑмшарӑн та кайма май килӗ, туристсен ушкӑнӗпе те.

Фестиваль-конкурс вӑхӑтӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсемпе пӗчченшер юрлакан артистсем сцена ҫине тухӗҫ. Чи лайӑх сунарӑсене чыслӗҫ. Чӗрчунсене юратакансем валли сунар йыттисен куравне йӗркелӗҫ.

Фестиваль-конкурса Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени, Хула администрацийӗн Йӑлӑмри территори управленийӗ, Чӑваш Енри сунарҫӑсемпе пулӑҫсен пӗрлешӗвӗ тата Шупашкар хулин тӗп вулавӑш тытӑмӗ йӗркелӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 516, 517, 518, 519, 520, 521, 522, 523, 524, 525, [526], 527, 528, 529, 530, 531, 532, 533, 534, 535, 536, ... 1104
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 05

1888
138
Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ.
1889
137
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1917
109
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1995
31
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2002
24
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та