Шупашкарта пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсене халалланӑ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кун пирки ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку монумента уҫасси пирки тахҫанах, 2013 ҫулта, шухӑшланӑ. 2014 ҫулта пултарулӑх конкурсне ирттересси пирки пӗлтернӗ. Укҫа-тенкӗ пухса пӗтерсен монумента тума тытӑннӑ.
Палӑка кӑҫал ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче уҫнӑ. Ӑна шӑпах Раҫҫейри пушар хуралӗн кунӗ умӗн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта Пӗтӗм Раҫҫейри пушар обществин хастарӗсем, пушар хуралӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем, кадетсем, хӑнасем хутшӑннӑ. Чи малтан пурне те ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин саламланӑ.
Палӑк арка евӗр. Тӑрринче – Турӑ Амӑшӗн турӑшӗ. Монумента Шупашкарти 4-мӗш пушарпа ҫӑлава чаҫӗ умне вырнаҫтарнӑ.
Паян Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне халалланӑ мероприятисем иртнӗ. Шупашкарта пин-пин ҫын колоннӑпа утма тухнӑ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарта Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне паллӑ тума 32 пин ҫын тухнӑ. Чылайӑшӗ урам тӑрӑх ялав, транспарант, чечек, хӑмпӑ йӑтса утнӑ.
Уява общество организацийӗсем, политика партийӗсем, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсем, Шупашкарта пурӑнакансемпе хӑнасем тухнӑ. Колонна утнӑ урамсенче интерактивлӑ лапамсем ӗҫленӗ. Пӗрле пухӑнса, урам тӑрӑх утса ҫынсем тӑнӑҫлӑхшӑн, ӗҫшӗн пулнине палӑртнӑ.
18 сехетре Хӗрлӗ тӳремре Денис Майдановӑн концерчӗ пулнӑ. 21 сехетре салют тӳпенелле вӗҫӗ.
Ҫак эрнере «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче Раҫҫее илсе килме юраман ҫимӗҫсене тупнӑ. Аса илетер: кунашкалли унта пӗрре мар пулнӑ.
Унта усламҫӑсем помидор, груша, панулми сутнӑ. Вӗсене туртса илнӗ. Пӗтӗмпе Раҫҫее кӳрсе килме юраман 257,15 килограмм улма-ҫырлапа пахча ҫимӗҫ тупнӑ. Вӗсене Турцирен, Польшӑран илсе килнине этикетка ҫине ҫырни ҫирӗплетет.
Улма-ҫырлапа пахча ҫимӗҫӗн кирлӗ документсем пулман. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, туртса илнӗ улма-ҫырлапа пахча ҫимӗҫе тӗп тунӑ.
Шупашкарта санитарипе экологи уйлӑхӗ пырать. Паян хулари мӗнпур районта шӑматкунлӑха тухнӑ.
Паян «Шупашкар ращине», «Юманлӑх ращине», Обиково вӑрманне, «Гузовски ращи», «Берендей вӑрманӗ», парксене «Хевешски» ҫӑлкуҫа, Чапаев скверне тата ытти парка ҫӳп-ҫапран тасатнӑ.
«Раща Шупашкар» парка тасатма ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та тухнӑ. Пӗтӗмпе шӑматкунлӑха 230 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче 4 сехетре 500 ытла михӗ ҫӳп-ҫап пухнӑ. Юлашкинчен Михаил Игнатьевпа Алексей Ладыков пурне те тав тунӑ.
Шупашкарта «Республика символӗсем – халӑх символӗсем» флешмоб иртнӗ. Ӑна патшалӑх символӗсене йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Паян Анне палӑкӗ умӗнче халӑх йышлӑн пухӑннӑ. Унта килнисем Чӑваш Республикин гимнӗ янӑранӑ хушӑра хӗрлӗ хут тытса Патшалӑх гербӗнчи элемента – «Пурнӑҫ йывӑҫне» - сӑнарланӑ.
Акцие кӑмӑл пуррисем пурте хутшӑннӑ. Унта шкул ачисем, студентсем, культура учрежденийӗн ӗҫченӗсем, вӗренӳ, спорт тытӑмӗнче тӑрӑшакансем тата иртен-ҫӳрен пынӑ. Пӗтӗмпе 1000 ытла ҫын пухӑннӑ.
Акци пуҫланас умӗн палӑк умӗнчи лапамра концерт иртнӗ. Унта хулари пултарулӑх ушкӑнӗсем хатшӑннӑ.
Шупашкарти спортсмен Иван Скрынник Раҫҫейри рекорда ҫӗнетнӗ. Вӑл ҫӑмӑл атлетика енӗпе хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче палӑрнӑ.
Тупӑшу Сочи хулинче иртнӗ. Унта пирӗн ҫӗршыври 26 регионтан вӑй виҫме килнӗ. Иван Скрынник кӳмепе ҫӳрекен спортсменсен хушшинче Раҫҫей рекордне ҫӗнетнӗ. Пирӗн ентеш диск ывӑтса ҫӗнтернӗ. Вӑл снаряда 35 метр та 22 сантиметра ывӑтнӑ.
Ку ӑмӑртура ҫӗнтернӗ спортсменсем кӑҫал Раҫҫей шайӗнче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнма пултарӗҫ. Вӑл Смоленск хулинче ҫу уйӑхӗн 19–24-мӗшӗсенче иртӗ.
Ыран, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче» Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ тирекне», пурнӑҫ палли пулса тӑнӑскере, лартӗҫ. Йывӑҫ «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнче ӳсӗ.
Мероприяти 9 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Унта хисеплӗ хӑнана, Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине ветеранне, танкиста Алексей Алексеевич Яковлева чӗннӗ.
Аса илтерер: Сталинградри тирек вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те пӗтмен, ҫавна май вӑл пурнӑҫ палли пулса тӑнӑ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, йывӑҫ 100 ҫула яхӑн ӳсет. Унӑн хунавӗсене ӗрчетнӗ, халӗ вӗсем 2 метр ҫӳллӗш ӗнтӗ. Хунавсене Раҫҫейри тӗрлӗ регионта лартаҫҫӗ.
Хаҫат ҫырӑнса мотоблоклӑ пулассине ӗненме йывӑр пулӗ те, анчах ку вӑл шӳт мар. Республикӑри чи вӑрӑм ӗмӗрлӗ хаҫата, «Хыпара», ҫырӑнакансен ӑна выляса илес шанчӑк калама ҫук пысӑк.
«Хыпар» хаҫата кӑҫалхи иккӗмӗш ҫур ҫуллӑха ҫырӑнакансем хушшинче лотерея ирттерӗҫ. Унта хутшӑнас тесен хаҫатпа туслашмалла тата ҫавна ӗнентерекен квитанцие редакцие ярса памалла. Хаҫата ҫырӑннине ҫирӗплетекен хута ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Лотерея Республика кунӗнче Чӑваш наци конгресӗ умӗнче, унта пуҫтарӑннӑ мӗнпур халӑх умӗнче, иртӗ.
Аса илтерер, редакци Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра, виҫҫӗмӗш хутра, вырнаҫнӑ. Квитанцисене унта ҫитермелле е hyparkd@mail.ru электрон адреспа ярса пама юрать.
«Дорэкс» акционерсен обществи ҫула вӗри асфальтбетонпа юсама пуҫланӑ. Юсав бригадисем иртнӗ эрнере Шупашкарти И.Франко тата Текстильщиксен урамӗсенче 400 тӑваткал метра яхӑн лаптӑка юсанӑ.
Паянтан ҫул-йӗрҫӗсем Ленин проспектне юсама пуҫланӑ. Тӗплӗ юсава 2014 ҫулта «Чӑвашавтодор» ирттернӗ. «Дорэкс» ӗнентернӗ тӑрӑх, ӗҫе мӗнпур технологие пӑхӑнса пурнӑҫлаҫҫӗ. Юсав ӗҫне 6 бригада хутшӑнать.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫул ҫинчи шӑтӑксене «сивӗ асфальтпа» юсанине пӗлтернӗччӗ. Ку меслетпе ҫӗнетессине иртнӗ уйӑхрах пуҫланӑччӗ. «Сивӗ асфальт» сивӗ ҫанталӑкра аван иккен. Унашкал асфальта хумашкӑн вӑхӑт та нумай кирлӗ мар. Аса илтерер, иртнӗ уйӑхра республикӑри ҫулсем ҫинче 17 бригада, 40 единица техника ӗҫленӗ.
Ҫывхарса килекен ҫу уйӑхӗнчи уявсем тӗлӗнче Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑспа тата самолетпа ҫула тӳлевсӗр тухайӗҫ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, пуйӑс ҫинчи ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма кӑмӑл тунисем хальлӗхе — виҫҫӗн. Ватӑсемпе пӗрле пӗр ҫын пӗрле тӳлевсӗр каяйрать. Чӑваш Енри шур сухалсем Мускава тата Питӗре кайма кӑмӑл тунӑ. Акци ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 10-мӗшӗ таран пырать.
Шупашкартан Питӗре самолетсем вӗҫтерекен «РусЛайн» авиакомпани те Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене самолетпа тӳлевсӗр вӗҫме чармасть. Вӗсемпе пӗрле ҫула тухнисене ҫур хакпа илсе кайӗҫ. Самолетри ҫӑмӑллӑх пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен 8-800-5555-800 тӳлевсӗр номерпе талӑкӗпех шӑнкӑравлама юрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |