Шупашкар хула кунӗнче «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗнсем) пилотаж ушкӑнӗ кӑҫал та килӗ текен хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ республикӑн тӗп хула пуҫлӑхӗ ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи планеркӑра калани тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Кӑҫал пилотсем ҫӗнӗ программӑпа килме шантарнине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ку ыйтӑва Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче яваплӑ ҫынсемпе хальтерех сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн «Вӗршӗнсем» кӑҫал килеймесси паллӑ пулнӑ. Ҫарпа космос вӑйӗсен командованийӗ Раҫҫей авиацийӗн экипажӗсене кӑтартуллӑ массӑлла мероприятисене ҫӳреме чарнӑ иккен. Шупашкар ҫыннисене тата республикӑра пурӑнакансене 2014 тата 2015-мӗш ҫулсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ асӑннӑ пилотаж ушкӑнӗпе ҫапла вара кӑҫал киленеймӗпӗр.
Шупашкарта фанфурикоматсем тупӑннине унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Кунашкал икӗ автоата тӗп тунӑ. Вӗсене камсем вырнаҫтарнӑ? Ҫак ыйтупа специалистсем ӗҫлеме тытӑннӑ.
Кривов урамӗнче, пасар ҫывӑхӗнче, спиртлӑ косметика лосьонӗ сутакан автомат ӗҫлеме тытӑнни пирки полици уйрӑмне утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Пакунлисем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ. Чӑнах та автомат пулнине хӑйсен куҫӗпе курса ӗненнӗ. 30 тенкӗпе 99 миллилитрлӑ кӗленчене ӗҫкӗҫcем туяннӑ.
Фанфурикомата камсем лартни паллӑ. Вӗсем хӗрарӑм усламҫӑ тата унӑн 34-ри ывӑлӗ. Вӗсемех ҫав ҫурт хуҫисем те.
Халӗ ҫак аппарат хуҫисене административлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Рио-де-Жанейрӑра Олимп вӑййисем старт илеҫҫӗ. Унта кайнӑ спортсменсене хавхалантарас тӗллевпе Шупашкарта та хӑйне евӗр Олимп вӑййисем йӗркелеме палӑртнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине хавхалантарасшӑн. Ӑмӑрту пуҫланиччен унта хутшӑнма ирӗк паман спортсменсен кӑмӑлне те ҫапла ҫӗклесшӗн.
Шупашкарти Олимп вӑййисене организацисемпе предприятисен командисем, ахаль ҫынсем, хула хӑнисем хутшӑнма пултарӗҫ. Унта килнисем ГТО нормативне пурнӑҫлӗҫ, тӗл перӗҫ, баскетболла, сӗтелҫи теннисла, мини-футболла вылӗҫ, чӑрмавсене парӑнтарӗҫ.
Йога занятийӗсем иртӗҫ. Ун чухне пултарулӑх ушкӑнӗсем те юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Олимп вӑййисем ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗҫ.
Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ протест акцине тухнӑ. Вӗсен ывӑлӗ-хӗрӗ, кӗҫӗн классенче вӗренекенскерсем, шкулсӑр тӑрса юлнӑ-мӗн.
Ашшӗ-амӑшӗ унччен Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пулнӑ ҫурта юсамашкӑн республика хыснинчен укҫа уйӑрманнине пӗлсен кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӗсем ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче лицей умне пухӑннӑ.
Палӑртмалла: халӗ лицее тӗпрен юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Лицей умне ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе килнӗ. Шӑпӑрлансен авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫак шкулӑн партти хушшине лармалла-ҫке-ха.
«Укҫа памасан ӗҫ чарӑнса ларӗ, унтан сивӗсем пуҫланӗҫ. Хутса ӑшӑтман ҫуртра стенасем шӑнӗҫ, йӑлтах харама кайӗ. Мӗншӗн пирӗн, чуна парса ӗҫлекен ҫынсен, налук пустуй тӳлемелле? Мӗншӗн ҫӳлте ларакан чиновниксене пула пирӗн ачасен шкулта пичкери килька пек вӗренмелле?» — кӑмӑлсӑрланнӑ Наталья Низова.
4-мӗш лицей директорӗ Наталья Коновалова ачасем пур-пӗрех урамра вӗренес ҫуккине пӗлтернӗ. Вӗренӳ ӗҫне темле пулсан та вӑл йӗркелесе яма шантарнӑ. Ӑна та, ашшӗ-амӑшне те республика хысни юсав валли укҫа уйӑрманни питӗ тӗлӗнтернӗ.
Допинга хирӗҫ пӗтӗм тӗнчери агентствин никама пӑхӑнман комиссийӗ допинг тупса палӑртнӑ Раҫҫейри 11 футболист хушаматне ятарлӑ списока кӗртнӗ. Канада ҫынни Ричард Макларен ертсе пыракан комисси палӑртнӑ списокра Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускаври "Измайлово" футбол клубӗн вратарӗн Камела Алекссеван хушамачӗ те пур.
Раҫҫейӗн юниорсен тата ҫамрӑксен пӗрлештернӗ командисен йышӗнче вылякан 19 ҫулти спортсменкӑсӑр пуҫне йышра Руслан Камболов, Павел Соломатин, Иван Князев, Сергей Евтушенко, Егор Генералов, Сергей Петров, Илья Зуев, Михаил Мищенко, Егор Никулин, Екатерина Маслак пур.
Камила Алексеевӑна 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче икӗ ҫуллӑха дисквалификациленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл вӑйӑсене хутшӑнаймӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ куракансем валли паха парне хатӗрленӗ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче унта Петр Чайковскин «Лебединое озеро» (чӑв. Акӑш кӳлли) балетне курма йыхравлӗҫ. Дирижер пультне Хо Чунг Йе маэстрӑна шанса парӗҫ.
Тӗнчери сцена ҫинче хӑйне кӑтартма ӗлкӗрнӗ каччӑ тӗрлӗ ҫӗршыв тӑрӑх гастрольпе ҫӳрет. Раҫҫейре те ӑна пӗлеҫҫӗ. Ӑна Питӗрти, Новосибирскри, Петрозаводскри, Сочири оркестрсем пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.
Пултарулӑх стартне пултаруллӑ каччӑ Чикагӑри симфони оркестрӗнчен пуҫланӑ. Малтанласа дирижер ассистентне илнӗ. Репетици пӗр пайне ӑна хӑй тӗллӗн ирттерттерсе пӑхнӑ хыҫҫӑн пултаруллӑ дирижера оркестр ертӳҫи Даниэль Баренбойм тӳрех ӗҫе илнӗ. 2002 ҫулта ӑна Чикагӑри ҫамрӑксен оркестрӗн музыка директорне лартнӑ. Вӑл ертсе пынипе программӑсем икӗ хута яхӑн вӑрӑмланнӑ, куракансем те йышланнӑ. Ӑсталӑха Хо Чунг Йе Тайвань, АПШ, Раҫҫей ӑстисем патӗнче туптанӑ.
Мускаври метропа усӑ куракансем пӗчӗк груза тата корреспонденцие ҫӗршыври 32 хулана ӑсатайӗҫ. Ун валли вӗсен пуштӑ уйрӑмне вӗҫтерме кирлӗ мар: метрори станцисенчен хӑшӗсенче ку тӗллевпе ятарлӑ стойкӑсем вырнаҫтарнӑ.
Мускав метрополитенӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пегов федерацин МИХӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 килограмран ҫӑмӑлтарах посылкӑсене тата корреспонденцие пӗр килограмшӑн 300-500 тенкӗ тӳлесе ӑсатма май килӗ. Сӑнавлӑ проекта Шупашкарсӑр пуҫне Питӗр, Чулхула, Владикавказ, Ижевск, Краснодар, Петрозаводск, Сыктывкар, Туапсе, Ярославль тата ыттисем лекнӗ.
Кӑсӑклантаракан ыйтӑва метро пассажирӗсем ятарлӑ стойкӑсене пырса уҫӑмлатма пултараҫҫӗ. Ун пеккисене Ункӑ линийӗн 12-мӗн станцийӗнче, Таганкӑпа Краснопресенски лини ҫинчи «Котельники» станцире вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарӑн халӗ хӑйӗн хоккей команди пур. Команда ытти хула спортсменӗсемпе ӑмӑртма тытӑнӗ.
Хоккеистсем командӑна «Шупашкар» ят панӑ. Спортсменсем логотиппа формӑна та суйланӑ. Форма ҫине чӑваш пӑхаттирне Улӑпа сӑнланӑ.
Халапа тӗпе хурса суйланӑ ӑна. Унпа килӗшӳллӗн, шӑпах Улӑп Шупашкара йӗркеленӗ. Вӑл Атӑл хӗррине канма ларнӑ. Тӑнӑ чухне ҫӗре чавсаланнӑ. Унта йӗр юлнӑ, кайран ҫӑлкуҫсем тапма тытӑннӑ, унтан вӗсем юханшывсем пулса тӑнӑ. Вӗсен хӗрринче хула йӗркеленме пуҫланӑ.
«Шупашкар» команда паян 18 сехет ҫурӑра Мӑкшӑ Республикин командипе вылӗ, ыран – Ҫырчаллӑ спортсменӗсемпе. Вырсарникун малти вырӑнсемшӗн кӗрешӗҫ.
Чӑваш Енре уҫӑ тӳпе айӗнчи кинофестивале пӗрремӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Малашне кунашкал мероприятие тӑтӑшах ирттересшӗн.
Проекта Раҫҫейри Кино ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Ӑна пурнӑҫламашкӑн 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Пӗрремӗш фильма авӑн уйӑхӗнче Шупашкарта кӑтартӗҫ. Кино-караван Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Куславкка районӗсене, Ҫӗнӗ Шупашкара та ҫитӗ. Фестиваль программине Никос Зервас кӗнеки тӑрӑх ӳкернӗ патриотлӑх фильмӗсене кӗртнӗ ӗнтӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене наци кинематографӗн ҫитӗнӗвӗсемпе те паллаштарӗҫ.
Паян кӑнтӑрлахи 11 сехет тӗлӗнче Шупашкарти «Петровский» ҫӑкӑр комбинатӗнче вут-ҫулӑм алхасма тытӑннӑ.
Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек электрогазосварка тунӑ чух асӑрханманнипе сиксе тухнӑ. Предприятире вентиляци камерине демонтаж тунӑ чух рабочисем тимсӗртерех пулнӑ курӑнать. Шӑратнӑ чух сирпӗннӗ хӗм шӑтӑкран тепӗр пӳлӗме лекнӗ.
Рабочисем пушар пирки ҫӑлавҫӑсене пӗлтерес темен — ҫулӑма вӗсем хӑйсем тӗллӗн ҫӗнес тенӗ. «Хӗрлӗ автан» тухнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та, усал хыпара "01" пульта ҫитернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ураписем вырӑна ултӑ минутранах ҫитнӗ. Часах ҫулӑма та сӳнтернӗ.
Пушарпа кӗрешекенсем хӑвӑрт ӗҫленӗ пулин те ҫӑкӑр комбиначӗн архивӗнчи хутсем ҫунса кайса ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |