Шупашкарти Мускав районӗнчи пӗр ҫурт подъезчӗ ӳнер галерейине ҫаврӑнма пуҫланӑ. Унта виҫӗ подъездра картинӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсене паллӑ вырӑс ӳнерҫисен репродукцийӗсемпе илемлетнӗ.
«Ача-пӑча сӑнӗсем» ҫӗнӗ курав валли картинӑсене «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗн специалисчӗсем «Картинӑсем — кашни киле» проектпа килӗшӳллӗн суйланӑ.
Проект «Вырӑс ӳнерӗн шедеврӗсем» куравран 2012 ҫултанпа старт илнӗ. Пӗрремӗш подъездра пурӑнакансем Виктор Васнецовӑн «Богатыри», Василий Суриковӑн «Переход Суворова через Альпы», Иван Шишкинӑн «Утро в сосновом бору» тата ыттисен картинисене курма пултарнӑ.
Иккӗмӗш подъездри ӗҫсене «Борис Кустодиев пултарулӑхне» халалланӑ. «Ача-пӑча сӑнӗсем» куравра вара Федот Сычков, Николай Богданов-Бельский, Константин Маковский тата ыттисен ӗҫӗсем пур.
Ҫуртра пурӑнакансем картинӑсемпе ылмашӑнаҫҫӗ, ҫапла вӗсем подъездра чылай ӗҫпе паллашаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пульницӑсенчи чи лайӑх регистратурӑна суйланӑ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ нумаях пулмасть паллӑ пулнӑ.
Конкурса сасӑлав мелӗпе ирттернӗ. Вӑл тӑватӑ уйӑха тӑсӑлнӑ. Тӳресен вырӑнӗнче пациентсем хӑйсем пулнӑ. Вӗсене ятарлӑ анкетӑна ҫырма сӗннӗ. Унта регистратура хӑтлӑхне, унта ӗҫлекенсен ыркӑмӑллӑхне, пахалӑхне палӑртмалла пулнӑ.
Ҫавӑн пекех пациентсене анкетӑра тухтӑрсемпе кӑмӑллӑ е кӑмӑллӑ маррине палӑртма ыйтнӑ. Тухтӑрсен графикӗ пурнӑҫланса пырать-и? Участковӑйне киле чӗнме ҫӑмӑл-и? Йӑлтах анкетӑра палӑртнӑ.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн районсенчи чи лайӑх регистратура - Канашри тӗп пульницӑра. Хула регистратурисен йышӗнче Хулари 1-мӗш клиника пульници ҫӗнтернӗ. Республика шайӗнче Президент пепкелӗх центрне ҫитекенни пулман.
Шӑрах ҫанталӑкра шывра путнӑ тӗслӗх нумайланать. Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче те Шупашкарти пӗр пляжра чутах инкек пулман. Юрать, икӗ каччӑ ҫухалса кайман.
Шупашкарти 38-мӗш шкулта 10-мӗш класса куҫнӑ Михаил Крымов тата унӑн юлташӗ Евгений Порфирьев путакан арҫынна асӑрхасан ӑна ҫӑлма васканӑ. Ҫамрӑксем тӑнне ҫухатнӑ арҫынна ҫыран хӗррине хӑйсем ҫинче сӗтӗрсе тухнӑ тесен те юрать.
Паттӑрла ӗҫ арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ӑна ҫыран хӗррине илсе тухсан васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Кайран Михаил Крымов хӑйне йывӑр пулсан та путакана ҫыран хӗррине сӗтӗрнине каласа кӑтартнӑ.
Каччӑсем ишесси енӗпе тренировкӑсене ҫӳреҫҫӗ-мӗн. Ҫакӑ та вӗсене пулӑшнӑ. Анчах унран та ытларах — ҫын пурнӑҫне ҫӑлма талпӑнни паттӑрла ҫак ӗҫе тума хистенӗ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑйӗн пресс-секретарьне Михаил Вансяцкие отставкӑна янӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл урӑх ӗҫе куҫать.
Тӗрӗссипе, Михаил Игнатьевӑн пресс-секретарӗн вакансийӗ пирки малтан та пӗлтернӗччӗ. Кун тӗлӗшпе конкурс ирттересси пирки те хыпар тухнӑччӗ.
Михаил Вансяцкий 1963 ҫулта Смоленскра ҫуралнӑ, М.Шолохов ячӗллӗ Мускав патшалӑх педагогика университетӗнче психолог педагога вӗреннӗ. Журналистикӑра 2000 ҫултанпа. Малтан вӑл Шупашкарти «Московский комсомолец» хаҫатра ӗҫленӗ, унтан «Советская Чувашия» хаҫатра.
2004-2006 ҫулсенче Н.Федоров призидентӑн пресс-службинче вӑй хунӑ. 2008-2010 ҫулсене «Аргументы и факты» хаҫат редакторӗ пулнӑ. 2011-2012 ҫулсенче Шупашкарти «Московский комсомолец» хаҫат редакторӗ пулнӑ. 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен вӑл ЧР Элтеперӗн пресс-секретарӗнче ӗҫленӗ.
Республика кунӗнче муркашсем те хӑйне евӗр мероприяти ирттернӗ. Районти вулавӑшсенче тӗрлӗ ӑрури ҫынсем валли кӗнеке куравӗсене тишкернӗ, таврапӗлӳ сехечӗсем иртнӗ, ачасем валли конкурссем, викторинӑсем йӗркеленӗ.
Вулавӑшсем йӗркеленӗ мероприятисем ҫамрӑк ӑрӑва пуян историпе паллашма, чӑваш халӑх йӑли-йӗрки пирки лайӑхрах пӗлме пулӑшать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи вулавӑшсем вулакансем патне урама тухнӑ. Урамри «Ҫӗршывӑм манӑн Чӑваш Ен, сана саватӑп чӗререн!» библиокафе Муркашри ача-пӑча паркӗнче вырнаҫнӑ. Унта канакансем Чӑваш Республики пирки кӑларнӑ литературӑпа паллашма, Шупашкар пирки вуласа пӗлме пултарнӑ.
Ачасем викторинӑри ыйтусене хуравланӑ, фольклор вӑййине вылянӑ. Ачасем ҫавӑн пекех чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллашнӑ.
Шупашкарти Арбатра вырнаҫнӑ кӳлепен сунчӑкне хуҫни пирки эпир сире нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Хула влаҫӗсем ӑна Республика Кунӗ тӗлне тӳрлетсе-юсама ӗлкӗрнӗ иккен. Кун пирки пире «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗн ертӳҫи Тимӗр Тяпкин пӗлтерчӗ.
Чӑн та кӳлепене йӗркене кӗртме 8 пин кирлӗ пулнӑ имӗш. Вӑл хакпа юсама майсем малтанах тупӑнайман, каярах вара ҫавах та кирлӗ ҫынна тупса йӳнӗрех хакпа кӳлепене юсама пултарнӑ. Республика Кунӗнче халӑх тӗрӗс-тӗкӗл скульптурӑна курнӑ.
Аса илтерер, кӳлепен авторӗ Владимир Нагорнов, хулана ӑна Ильф тата Петров хайлавӗнче Шупашкара асӑннӑран парнеленӗ пулать. Пӗтӗмӗшле 6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Канаш районӗнче иртрӗ. Канашсем Чӑваш Енӗ ҫуралнӑ кунӗпе пӗрле «Урожай» стадионта, Асхва ялӗ ҫывӑхӗнче, Акатуя та паллӑ тунӑ.
Унта ял тӑрӑхӗсем хӑйсен картишӗсене хатӗрленӗ. Уҫырма ял тӑрӑхӗн картишӗнче Надежда Ивановна Александровӑн картинисен куравне йӗркеленӗ. Вӑл Шӑхасанти ӳнер шкулӗнче ачасене вӗрентет.
Уҫырмасем картише картинӑсемпе, тӗрӗсемпе, алӑпа тунӑ кавирсемпе, пахчана илемлетмелли кӳлепесемпе хитрелетнӗ. Ӑна Уҫырма ялӗн ҫыннисем хӑйсем хатӗрленӗ.
Акӑ Сергей Сергеев йывӑҫран Винни пуха, кӑмпана тата ытти кӳлепене касса кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех куравра пахчана лартмалли сӗтел-пукан, чуччу пулнӑ.
Сӑнсем (125)
Республика кунӗнче фейерверксен фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та салютсем тӳпене икӗ кун ялкӑштарчӗҫ. Анчах ӗнер, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, салют палӑртнӑ вӑхӑтран 15 минут маларах пуҫланнӑран чылайӑшӗн унта кая юлса ҫитнӗ-мӗн. Халӑх, паллах, кӑмӑлсӑрланнӑ…
Кӑҫал фестивальте камсем ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫни паллӑ ӗнтӗ. Унта пӗтӗмпе Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи 5 команда хутшӑннӑ. Шупашкара Сергив Посадри «Пиро-Росс», Болгарири «Энигма фойерверк», Беларуҫри «Кальвин», Мускаври «ГлавСпецСалют» килсе ҫитнӗ. Шупашкар чысне «Пироснаб-Поволжье» хӳтӗленӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне жюри куракансен сасӑлавне те шута илнӗ. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев фейерверксен фестивалӗн Гран-прине «Пироснаб-Поволжье» командӑна тыттарнӑ.
Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗ «Мӑнаҫлан, Чӑваш Ен» девизпа иртнӗ. Анчах шоу маларах пуҫланнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Ильяпа Агриппина Чеботарев-фронтовиксен ҫуртне хулари тӳре-шара тепӗр хутчен хак парӗ. Ун пек тума вӗсене суд йышӑнӑвӗпе хисетнӗ. Суда вара тавӑҫпа прокуратура тухнӑ.
Икӗ ҫул каялла, 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, ватӑсен ҫуртне тӳре-шара пырса пӑхса кайнӑ-ха. Пӗччен-иккӗн те мар, комиссипех. Йышра техника инвентаризацийӗн бюровӗн ӗҫченӗсем те пулнӑ. Анчах вӗсем 2004 ҫулта илнӗ ҫуртӑн техника паспортне уҫкаласа пӑхнӑ-мӗн те унта ҫурт 40 процент таран кивелнӗ тесе ҫырнине ӗненсе лартнӑ курӑнать.
Ҫурчӗ, тӗрӗссипе, кивелнӗ пулнӑ мӗн-ха. Стенисем, маччи, алӑк тата чӳрече патӗнче 45 процент таран ишӗлнӗ. Тӳре-шара шучӗпе ҫурт тепӗр 9 ҫултан та ним пулман пек ларнӑ, кивелмен тесе шухӑшланӑ-тӑр. 1958 ҫулта хӑпартнӑ ҫурт чип-чипер ларать тесе пуҫлӑхсем фронтовиксене ҫурт пама килӗшмен. Халӗ вӗсен пӳрте тепӗр хутчен хакламалла.
Республика кунӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, экономика канашлӑвӗ иртет. Кӑҫал та унта чылаййӑн пухӑннӑ. Унта Чӑваш Енӗн логотипне хӑтланӑ.
Логотипа республика ҫыннисем, тӗрлӗ специалистсем (тӗслӗхрен, дизайн, этнографи, истори тытӑмӗнчисем) хатӗрленӗ. Логотип ҫаврашка евӗр.
Мӗне пӗлтерет-ха ҫав ҫаврашка? Вӑл — пӗрлӗх, вӗҫӗ-хӗррисӗрлӗх. Ҫаврашка тӗрлӗ тӗслӗ. Кӑвакки шывпа ҫыхӑннӑ. Шыв Чӑваш Ен ландшафчӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланать. Вӑлах тасалӑха палӑртакан тӳпене кӑтартать. Симӗс тӗс республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхне уҫса парать.
Логотипӑн пайӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешмесен те вӑл пӗрлӗхе кӑтартать. Ҫак элементсем — чӑваш орнаменчӗн паллисем.
Ҫаврашка варринчи хӗвел вӑя, ӗмӗрлӗх ҫамрӑклӑха, пурнӑҫ вӑйне кӑтартать.
Логотипа Finjecto команин генеральнӑй директорӗ Антон Хреков кӑтартнӑ. Ку паллӑ Чӑваш Ене инвесторсене илӗртмелли май пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |