«Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗ Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑма шырать. Марина Кондратьева кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, вырсарникун, килтен тухса кайнӑ та халӗ те таврӑнман.
Марина Александровна 162 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткелле. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, хулпуҫҫи таран. Килтен кайнӑ чухне вӑл ҫыхнӑ калпак, ҫутӑ хӑмӑр кӗске кӗрӗк, хура колготка, хура сӑран атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ.
Тен, эсир Марина Кондратьевӑна курнӑ е вӑл ӑҫта пулнине пӗлетӗр? Пӗр тӑхтамасӑр 112 номерпе шӑкӑравласа пӗлтерӗр.
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Ольга Васильевна Краснова кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен ӗҫе тухса кайнӑ та тек таврӑнман. Хӗрарӑм хушӑран ӑс-тӑнӗпе арпашӑнма пултарать, ҫавна май хӑй ӑҫта пулнине пӗлмест.
Ольга Краснова килтен тухса кайнӑ чухне ҫыхнӑ калпак, тӗттӗм кӑвак куртка, хура атӑ, хура джинс шӑлавар тӑхӑннӑ, хӗрарӑмсен хура сумкине йӑтнӑ. Хӑй 165 сантиметр ҫуллӗш, ҫӳҫӗ хулпуҫҫи таран.
Ҫак хӗрарӑма курнӑ тӑк ҫак телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлӑр: Роман Коломийцев координатор 89053435033, Светлана Сорокина инфорг 89053435010.
«Лиза Алерт» шырава ҫӑлав отрядне нимеҫӗсем кирлӗ. Ҫавна май кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче 16 сехетре Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра тӗлпулу иртет. Йӗркелӳҫӗсем отряд мӗнле пуҫланса кайнине, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, шыравсем мӗнле иртни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.
Нимеҫӗсем питӗ кирлӗ. Кашни ҫулах ачасем, ваттисем, ахаль ҫынсем ҫухалаҫҫӗ. Вӗсене тупмашкӑн ҫӑмӑл мар, ыттисем те айккинче юлмасан ӗҫ кал-кал кайӗ.
Нимеҫӗ пулмашкӑн ятарласа вӗренмелле мар. Чи кирли – пулӑшас туртӑм пулни. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрядне кӗрес килсен «Контактра» халӑх тетелӗнче вӗсен ушкӑнӗнче хӑвӑрӑн ят-шыва тата телефон номерне ҫырмалла.
Каласа хӑвармалла: «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗ 2010 ҫулта йӗркеленнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта 7 ҫулти арҫын ача ҫухалнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӳрех пӑшӑрханса ӳкнӗ, полицие пӗлтернӗ. Телее, ача чӗрӗ-сывах тупӑннӑ.
Кӑнтӑрла хыҫҫӑн арҫын ача урама тухнӑ, ытти чухне вӑл картишрех выляса ҫӳренӗ, инҫе кайман. Ашшӗ-амӑшӗ вӑл картишре курӑнма пӑрахнине асӑрханӑ, шӑнкӑравлас – ача телефонне илмен.
19 сехетре 1-мӗш полици участокӗн ӗҫченӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Ача ҫухални пирки халӑх тетелӗсенче те хыпар ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сарӑлнӑ. Полицейскисемпе пӗрле нимеҫӗсем, ытти ҫынсем картишре, подъездсенче ачана шыранӑ.
Ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен инспекторсем Елена Янорова тата Ольга Катякова хваттерсем тӑрӑх кайнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне тупнӑ та ачана. Хайхискер уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗн пӗлӗшӗсем патне хӑнана кӗме шутланӑ, хуҫисене ҫывӑх ҫыннисене кун пирки пӗлтернине каланӑ. Арҫын ача хӑнара ҫывӑрса кайнӑ.
Нимеҫӗсем Улатӑрта пурӑнакан Кудашкина Елена Даниловнӑна шыраҫҫӗ. Улттӑмӗш кун ӗнтӗ унран сас-хура ҫук.
Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 60 ҫулти Елена Кудашкина килтен тухса кайнӑ та халӗ те таврӑнман. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, халӗ ӑна нимеҫӗсем шыраҫҫӗ. Вӗсем ыттисене те пулӑшма ыйтаҫҫӗ: тен, тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма кам та пулин курнӑ?
Елена Кудашкина 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Унӑн куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ – хура, кӑштах кӑвакарнӑ. Ҫак хӗрарӑм пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8-800-700-54-52.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 25 ҫулти арҫын килтен тухса кайнӑ та паянхи кунччен те таврӑнман. Тахунц Михаил Эдгаровича тӑванӗсемпе тусӗсем шыраҫҫӗ.
Юлашки хутчен ӑна амӑшӗ курнӑ. Халӗ вара ҫыхӑнӑва тухмасть. Кӳрши каланӑ тӑрӑх, Михаилӑн «Контактра» страницинчен такам кӗрсе тухать, унӑн шухӑшӗпе, ҫакна тӑваканӗ – ҫухалнӑ каччӑ хӑй.
Ҫывӑх тусӗ вара куляса ӳкнӗ. Михаил ытти чух кая юлнӑ чухне асӑрхаттарнӑ кун пирки. Ӗнер, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Михаил Туханцӑн амӑшӗ полицие кайса ывӑлӗ ҫухални пирки заявлени ҫырнӑ.
Михаил пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 89196607611 (Анна), 89876745164 (Ирина) номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта пурӑнакан ватӑ арҫын пасара тухса кайнӑ. Анчах каҫ енне те вӑл киле таврӑнман. Ҫитменнине, ҫав кун ҫил-тӑман алхаснӑ. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ – тӳрех «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрядне шӑнкӑравланӑ.
Отряд хастарӗсем ҫийӗнчех ӗҫе пуҫӑннӑ. Ватӑскер хулара ҫӳреме пӗлсех кайман, вӗсем мӑшӑрӗпе кунта темиҫе ҫул каялла кӑна пурӑнма куҫнӑ. Шыравҫӑсем ватӑ арҫын ҫухални пирки хальхинче «Яндекс. Такси» службӑна та пӗлтерме шутланӑ.
22 сехет те 35 минутра шӑнкӑрав ҫитнӗ: арҫынна тупнӑ, вӑл чӗрех! Ӑна «Яндекс. Такси» водителӗ тупнӑ. Хайхискер тӗттӗм, ҫын сахал ҫӳрекен чарӑнура шӑнса кайнӑ ватӑ арҫынна курнӑ та патне пынӑ, ӑна салона лартнӑ, машина кӑмакине хытӑрах янӑ. Унтан ҫухалнӑскере киле илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын Мускава ӗҫлеме кайнӑ та ҫухалнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
54 ҫулти Евгений Витальевич Сафронов ҫӗршывӑн тӗп хулине 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчех кайнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл йӗп те ҫип ҫухалнӑ, тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухман.
Евгений Сафронов 50-55 ҫулсенчи пек курӑнать, хӑй 180 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ кӗске, тӗттӗм. Мускава кайнӑ чухне капюшонлӑ хура куртка, кӑвак джинс шӑлавар, кӑвак кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 (8352) 24-20-72 е 102.
Шупашкарта пурӑнакан Леонид Леонидович Мигушовпа тӑванӗсем пӗр уйӑх ҫыхӑнӑва тухаймаҫҫӗ. Юлашки хутчен вӗсем унпа юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче калаҫнӑ.
Ӑҫта кайса кӗнӗ-ха 53 ҫулти арҫын? Никам та пӗлмест. Ӑна халӗ полици те шырать. Икӗ кун каялла тӑванӗсем вӑл ҫухални пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Арҫын Мускава ӗҫлеме кайсан ҫухалнӑ. Вӑл хыткан, ҫӳллӗ - 185 сантиметр. Сылтӑм алли ҫинче суран йӗрӗ пур. Ҫухалнӑ кунхине тӑванӗсем вӑл мӗн тӑхӑннине пӗлмеҫҫӗ. Тен, Леонид Мигушова хӑть те кам курнӑ? Полицие шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Игорь Васильевич Гуляков, Тӗмен облаҫӗнче пурӑнаканскер, Чӑваш Ене ӗҫлеме килме тухнӑ. Анчах вӑл вырӑна ҫитнӗ-ши? Ӑна тӑванӗсем пӗр эрне курман, унран сас-хура ҫук.
Тӑванӗсем Тӗмен облаҫӗнчи полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, Игорь Гуляков Шупашкарта пулма пултарать. Вӑл ҫухалнӑ кунранпа вӗсемпе ҫыхӑнӑва тухмасть. Хальлӗхе 1961 ҫулта ҫуралнӑ арҫын чӑнах та Шупашкарта пулнине палӑртман-ха.
57 ҫултискерӗн пӗрле ҫул сумки пулнӑ. Хӑй 175 сантиметр ҫӳллӗш, сарлака хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ ҫутӑрах, кӑштах кӑвакарнӑ, куҫӗ кӑвак. Ҫухалнӑ арҫынна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.