Ку эрне пуҫламӑшӗнче Шупашкарта 22 ҫулти ҫамрӑк ҫухални пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ҫырчӗҫ. Ӑна полици шыранӑ.
Шел те, ҫамрӑкскер ку тӗнчере ҫук ӗнтӗ, паян Василий Архиповӑн виллине тупнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ҫак факта ҫирӗплетет. Хальлӗхе вӑл мӗншӗн вилнине палӑртман, ку тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ, судпа-медицина тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ.
Каччӑн сывламан кӗлеткине «Садовый» тата «Байконур» микрорайонсен хушшинчи ҫырмара тупнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче пурӑнакансем 43 ҫулти ентешӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем тӳрех ӑна шырама тытӑннӑ.
Полицейскисем ял таврашӗнчи вырӑнсене, вӑрмана ҫаврӑнса тухнӑ. Ҫухалнӑ хӗрарӑма тепӗр кунхи кӑнтӑрла полици майорӗ Сергей Прохоров тупнӑ. Хайхискер ялтан 3,7 ҫухрӑмра, вӑрманта, ҫухалса ҫӳренӗ.
Вӑл хӑйне япӑх туйнӑ, калаҫайман та. Полицейскисем наҫылкка туса ӑна вӑрмантан йӑтса тухнӑ. Ҫухалнӑскере вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Хӗрарӑм тӑна кӗрсен мӗн пулнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл вӑрмана кайнӑ та мӗнле ҫухалса кайнине хӑй те сисмен иккен.
Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ 33 ҫулти арҫынна полицейскисем 2 ҫул шыранӑ. Ӑна, ултав ӗҫӗпе аппаланнӑскере, тӗнче шайӗнчи шырава та панӑ.
Мӗнле хӑрушӑ ӗҫ тунӑ-ха ҫак арҫын? Владимир облаҫӗн ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫынсенчен 37 миллион тенкӗ кивҫен илнӗ. Хайхискер 2013-2016 ҫулсенче ҫынсен шанчӑкне кӗрсе «услама аталантармашкӑн» кивҫен илнӗ. Парӑм самаях – 37 миллион тенкӗ – пухӑннӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын ӑна парса татма шухӑшламан та – полицирен тарнӑ. Ӑна федераци шыравне панӑ, кайран – тӗнче шайӗнчи шырава.
Ҫын йӗп мар-ҫке, тӑрук ниҫта та ҫухалаймасть. Арҫын ӑҫта пытанса пурӑннӑ тетӗр-и? Владимир облаҫӗнчи Никологорти чиркӳре.
Халӗ унти полицейскисем ӑна тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра арҫынна Чӑваш Ене илсе килӗҫ.
2002 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи пӗр ҫурт подъездӗнче арҫын виллине тупнӑ. Ӑна пуҫӗнчен персе вӗлернӗ. Ҫак ӗҫе кам тунине часах палӑртнӑ, анчах тытса чарайман.
Вӗренӗн вӗҫӗ пур. 16 ҫул пытанса пурӑннӑ киллере каҫал ҫу уйӑхӗнче Владимир облаҫӗнчи Покров хулинче тупнӑ. Ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗ.
Арҫынна персе вӗлернӗ чухне вӑл 28 ҫулта пулнӑ. Хай хискер хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫав арҫынна курайманнипе персе вӗлернине пӗлтернӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче «Грани» хаҫат кун пирки ҫырнӑ. Статьяра ҫырнӑ тӑрӑх, подъездра 6-мӗш автотранспорт предприятийӗн ӗҫ тӑвакан директорне, 40 ҫулти Александр Дорофеева, персе вӗлернӗ. Икӗ пуля пуҫран лекнӗ. Киллер машинӑна ларса «Вятка» автоҫулпа тарнӑ.
Сакасҫӑ кам пулнине те палӑртнӑ, анчах преступнике федераци шыравне панӑран ӗҫе вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2002-2005 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта саккаспа 4 ҫынна вӗлернӗ.
Преступник 6-мӗш автотранспорт предприятийӗнче ӗҫленӗ. Ҫынна вӗлернӗ хыҫҫӑн вӑл тӑван хулине таврӑнман. Нумаях пулмасть вӑл ӑҫта пулма пултарни пирки хыпар ҫитнӗ. Полицейскисем ҫийӗнчех командировкӑна тухса кайнӑ, ҫав арҫынна тытса чарса Чӑваш Ене конвойпа илсе ҫитернӗ.
Ҫӗрпӳре хӑй камне астуман хӗре тупни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Полицейскисем «Лиза Алерт» шырав отрячӗ пулӑшнипе ҫав пике кам пулнине палӑртнӑ.
Полицейскисем ЧР ШӖМӗн районти уйрӑмӗсене, сиплев учрежденийӗсене, интернатсене шӑнкӑравланӑ. Хӗре «Лиза Алерт» шырав отрячӗн нимеҫисем палласа илнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна Иваново облаҫӗнчи полицейскисем палланӑ.
Хӗр Самара облаҫӗнчен. Аппӑшӗпе тӑван ялне кайнӑ чухне вӑл унран тарнӑ, Чӗпмӗр облаҫӗнче пулнӑ чухне те вӑл таҫта ҫухалнӑ. Ун чухне вӑл Чӑваш Ене лекнӗ.
Полицейсиксем тӑванӗсемпе ҫыхӑннӑ. Кӗҫех хӗр киле кайӗ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине Ҫӗрпӳри «Аниш» кафе патӗнче пӗр хӗре КамАЗ водителӗ антарса хӑварнӑ. Анчах ҫак пике нимӗн те астумасть, хӑйӗн пирки ним те пӗлмест.
Кафе ӗҫченӗсем ӑна малтан апатлантарнӑ, кайран тин каҫхине ун пирки полицие пӗлтернӗ. Хӗр, ҫитменнине, япӑх, ӑнланмалла мар калаҫать. Унӑн хӑйӗнпе пӗрле 422 тенкӗ тата япаласем тултарнӑ сумка пулнӑ.
Кам та пулин ҫак хӗре пӗлет пулсан ЧР ШӖМне 8(83545) 2-12-40 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. 02 е 102 номерсемпе те пӗлтерме май пур.
Шупашкарта пурӑнакан Александр Пименов Мари Элти Иван Беляк ялӗ ҫывӑхне пӗчченех похода кайсан ҫухални пирки ӗнер сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫӑлавҫӑсем вӑл чарӑннӑ вырӑна тупнӑ. Анчах унта каччӑ пулман, япалисем ҫеҫ курӑннӑ.
Тусӗ Олег каланӑ тӑрӑх, унта ҫывӑрмалли михӗ, чашӑк-тирӗк тата йӗлтӗр тупнӑ. Чейник кӑвайт ҫинче ларнӑ, вутӑ ҫунса пӗтнӗ. Ахӑртнех, Александр ҫак вырӑнтан нумайлӑха мар пӑрӑннӑ пулнӑ. Юханшыв патне илсе пыракан ҫул ҫинче ура йӗрӗ пур, ҫавӑнтах хуран выртать.
Аса илтерер: Александр Пименов амӑшӗпе телефонпа юлашки хутчен ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче калаҫнӑ. Ун чухне вӑл кирлӗ вырӑна ҫитнине пӗлтернӗ.
Мари Элта Шупашкар ҫамрӑкне шыраҫҫӗ. Вӑл юханшыв хӗрне похода кайнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Александр Пименов пӗр талӑк ҫыхӑнӑва тухмасть.
Александр похода кайма юратать. Вӑл темиҫе кун унта ҫуран ҫӳрет. Хӗлле те похода кайма юратать. Мӑнкун умӗн вӑл амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ та кирлӗ ҫӗре, Иван Беляк ятлӑ ял ҫывӑхне, ҫитнине пӗлтернӗ.
Александр Пименов ҫухалнӑ ҫӗрте ӑна ҫӑлавҫӑсем шыраҫҫӗ. Юханшыв пӑрӗ ҫинче ура йӗррисем пур. Тусӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл шыв ӑсма кайнӑ та пӑр айне ӳкнӗ. Ҫӑлавҫӑсем пӑра катаҫҫӗ, анчах хальлӗхе нимӗнле хыпар та ҫук.
Шупашкарта пурӑнакан Зинаида Захаровна Егорова ҫухалнӑ. 76 ҫулти кинемей хӑнана кайма тухнӑ, унтанпа ӑна никам та курман.
Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл килтен нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тухнӑ. Вӑл ялта пурӑнакан аппӑшӗ патне хӑнана каясси пирки пӗлтернӗ. Анчах кинемей яла ҫитмен. Тен, ӑна кам та пулин вокзалта курнӑ.
Ватӑ хӗрарӑм хӑш чухне ӑс-тӑн енчен арпашӑнма пултарать. Тӑванӗсем пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Килтен тухса кайнӑ чухне Зинаида Захаровна хӗрлӗ калпак, хӗрлӗ кӑвак куртка, симӗс кроссовка, хура юбка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна халӗ тӑванӗсемпе полицейскисем шыраҫҫӗ. Кун пирки шыравпа ҫӑлав службин халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче хыпарланӑ.
Анна Герасимова ӑс-тӑн арпашӑннипе аптӑрать. Вӑл 1939 ҫулта ҫуралнӑ. Ватӑ хӗрарӑм нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче килтен тухнӑ та тек таврӑнман. Халӗ вӑл ӑҫта пулнине никам та пӗлмест.
Анна Герасимова 158 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Вӑл ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ пулнӑ, капюшонлӑ пальто, тӗттӗм хӑмӑр тӗслӗ пушмак тӑхӑннӑ.
Ватӑ хӗрарӑм ӑс-тӑн енчен ҫухалса кайма пултарать. Ӑна куракансене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.